Паян, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан Феодосия Николаева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Кинемее саламлама тӳре-шара та ҫитнӗ.
Феодосия Федоровна нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл хайӗн ирӗкӗпе Улатӑр районне окоп чавма кайнӑ. Анчах ҫамрӑк пулнипе кӗҫех ӑна каялла янӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Феодосия Леонтий Николаева качча тухнӑ. Вӗсем 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнӗ.
Феодосия Федоровнӑн халӗ 17 мӑнук, 29 кӗҫӗн мӑнук.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче паллӑ ӑсчах, филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ Николай Егоров профессор ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть …» ҫавра сӗтел иртнӗ.
Николай Егоров – тюрколог-лингвист, филологи наукисен докторӗ (1992), профессор, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1999), Турккӑ лингвистика обществин член-корреспонденчӗ, Пӗтӗм тӗнчери тюркологсен ассоциацийӗн президиумӗн пайташӗ.
Вӑл Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчер ялӗнче ҫуралнӑ.
Федерацин Шупашкарта вырнаҫнӑ травматологи, ортопеди тата эндопротезровани центрӗ 15 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа коллектива Чӑваш Енри тӗп федераци инспекторӗ Григорий Сергеев саламланӑ. Паллӑ кунпа вӑл Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗн тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров ячӗпе ырӑ суннӑ.
«Паян центр республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре сумлӑ учрежденисенчен пӗри пулнинче сирӗн тӳпе пысӑк. Кунта пысӑк шайри профессионалсем ӗҫлеҫҫӗ. Центрта хальхи вӑхӑтри медицина оборудованийӗ пурри тӗнче шайӗнчи тӗпчевсем ирттерме, ҫынсене ҫӗнӗ йышши мелсемпе сиплеме май парать», – тесе палӑртса хӑварнӑ Григорий Сергеев.
Ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Мария Горланова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Мария Николаевна хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, мӗн пӗчӗкрен ашшӗ-амӑшне пулӑшнӑ: фермӑра та, уй-хирте те ӗҫленӗ. Вӑл тӑватӑ класс вӗреннӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Мария вӑрман каснӑ, окоп чавнӑ. Ун чухне вӑл 17 ҫулта пулнӑ.
1947 ҫулта вӑл хӑйсен ялӗнчи каччӑпа пӗрлешнӗ. Упӑшкипе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Пенсие тухиччен Мария Николаевна тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. Вӑл халӗ тӑватӑ мӑнукпа, 6 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса парӑнать, хӗрӗпе кун кунлать.
Елчӗк округӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пурӑнакан Анисия Евдокимова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫулӗсем пур пулсан та вӑл тӑнпах калаҫать, хаҫат-журнал, кӗнеке вулать.
Анисия нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче 17 ҫулти хӗр Улатӑр районӗнче окоп чавнӑ. 1948 ҫулта Анисия ҫемье ҫавӑрнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ.
Унӑн виҫӗ ача, 8 мӑнук, 12 кӗҫӗн мӑнук.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лидия Попова артистка 70 ҫул тултарнӑ. Вӑл — ташӑҫӑ, хореограф, педагог, Чӑваш АССРӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артистки.
Лидия Авинеровна Чӑваш Республикин культура училищинче, унтан Мускаври патшалӑхӑн культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, республикӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ. 1972–1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ташӑ ушкӑнӗнче ертсе пыракан солист пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан, Ҫӗрпӳ районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Паваркасси ялӗнче пурӑнакан Поликарп Фёдоров паян 95 ҫул тултарать. 2021 ҫулхи ҫулларанпа арҫынна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать.
Поликарп Фёдорович мӑшӑрӗпе Серафима Васильевнӑпа (хӗрарӑм 2019 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ) виҫӗ ывӑл ӳстернӗ. Паян мучие 5 мӑнукӗ тата мӑнукӗн 7 ачи савӑнтараҫҫӗ.
Наталия Митрофанова социаллӑ ӗҫчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Фёдоровсем ывӑлӗсене ырӑ ҫын пулма вӗрентнӗ. Кинӗсем те ҫавӑн пек. Ватӑ ҫын патне ачисем кашни кунах пырса ҫӳреҫҫӗ. Ывӑлӗсенчен пӗри ватӑ ашшӗне пӑхма тесе нумаях пулмасть ӗҫӗнчен пӑрахнӑ.
«Поликарп Фёдорович унччен мана кашни кӗҫнерникунсерен кукӑль пӗҫерсе кӗтсе илетчӗ», — каласа кӑтартать социаллӑ ӗҫчен. Халӗ арҫын сусӑр кӳмипе ҫӳрет те кил тӗрӗшӗнчи ӗҫе хӑй тӗллӗн пурнӑҫлаймасть. Апла пулин те вӑл пурнӑҫа юратать, пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ, мӑшӑрӗпе 65 ҫул тату та килӗшӳллӗ пурӑннине, унпа пӗрмаях чӑваш театрне спектакльсем курма, ҫулла вара Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кайнине хавасланса аса илет.
Шупашкарта пурӑнакан Василий Дмитриевич Акулов нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама килнӗ тӳре-шара РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ.
Василий Дмитриевич Пенза облаҫӗнчи Кирилловка ялӗнче хресченсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл II Украина фронтӗнче, Курск пӗккинче, II Беларуҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Танкист пулнӑ, темиҫе хутчен аманнипе госпитальте нумай вӑхӑт сипленнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Василий Дмитриевич Шупашкарти тӗрлӗ предприятире столярта ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 4 ача ӳстернӗ.
Шупашкарта юбилейлӑ банкнотӑсене пама пуҫланӑ. Аса илтерер: вӗсене Шупашкар 555 ҫул туларнине халалласа кӑлараҫҫӗ. Унта хулари паллӑ вырӑнсене сӑнлаҫҫӗ.
Ҫак юбилейлӑ укҫана тӗп хулари Андреевсем тивӗҫнӗ. Вӗсем Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче хӑйсен пӗремӗш ачине регистрациленӗ, ӑна Мия ят панӑ.
Мӑшӑр ачи Шупашкар хулин юбилейлӑ ҫулӗнче ҫуралнӑшӑн савӑннӑ.
Шупашкар хули кӑҫал 555 ҫул тултарассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: паллӑ куна хатӗрленсе кӗтсе илессипе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн та туса хунӑ.
Кӑҫал хулара 65 объект уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра «Хӗвеллӗ», «Садовӑй», «Университетский-2» микрорайонсенче шкулсем хута ямалла, «Берёзка» уйлӑхра — ҫӗнӗ корпус, Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче — йӗлтӗр роллер трасси, футбол енӗпе ӗҫлекен спортшкулта — футбол манежӗ тата футбол уйӗ, Ҫӗнӗ хулара — искусствӑлла пӑртан каток, «Труд» стадион тата ытти те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |