Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӑй ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленекенскер, поэзие юратакансене ҫӗнӗ кӗнеке парнелерӗ. Ку вӑл — сӑвӑҫӑн вырӑсла куҫарнӑ «Навсегда я выбрал этот путь» ятлӑ пуххи.
Чӑваш поэчӗн сӑввисене вырӑсла куҫаракансен йышӗнче паллӑ ту сумлӑ сӑвӑҫсем: Аристарх Дмитриев, Виктор Овчаров, Анатолий Смолин, Владимир Грибанов, Рита Кириллова (пурте Чӑваш Енрен), Юрий Щербаков (Аҫтӑрхан), Сергей Бирюковпа Евгений Степанов (иккӗшӗ те Тамбовран), Николай Михин (Питӗр), Анастасия Ермаковапа Анатолий Парщиков (иккӗшӗ те Мускавран).
Кӗнеке тиражӗ — 500 экземпляр. Унӑн хуплашкине Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ Сусанна Григорян ӳкернӗ «Валери Туркай. Чӑваш халӑх поэчӗ» портрет илем кӳрет.
«Навсегда я выбрал этот путь» кӗнекене вулакан патне ҫитерме Комсомольски райӗнӗнчи Тукайра ҫуралса ӳснӗ паллӑ предприниматель тата меценат Геннадий Шурбин укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Надежда Алферова юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл 1951 ҫулта Шупашкарта ҫуалнӑ.
Юбилее атистка ыран Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн пысӑк залӗнче уявлӗ. Мероприяти 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Надежда Алферова театра 40 ҫул ытла панӑ. Ӑсталӑха вӑл Театр ӳнерӗн Питӗрти патшалӑх академийӗнче хӑнӑхнӑ. Унтан 1986 ҫулта вӗренсе тухнӑ. «Пукане театрӗн актерӗ» специальноҫа алла илнӗскер ҫак ӗҫре чунне парса тӑрӑшать. Надежда Алферовӑна пирӗн республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те пысӑк ӑста тесе сума сӑваҫҫӗ.
Халӗ артистка ҫӳллӗ пуканесен «Надежда» театрӗн режиссерӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл – инсценировка ӑсти те. Хӑйӗн пуян опычӗпе усӑ курса ҫамрӑксене те ӗҫе хӑнӑхтарать.
Хаклӑ та Аслӑ Ӗҫтешӗмӗре — Г.Е. Корнилов профессора ҫуралнӑ кунпа саламласа каланӑ темиҫе сӑмах!
Пурнӑҫ тӳпинчен ҫӗкленӳллӗн пӑхса ҫак илемлӗ те арпашуллӑ, ҫав хушӑрах интеллигентсемшӗн самай пӗлӗтленнӗ те пӑрланнӑ тӗнчен кисревне, чи малтанах унӑн пирченсе пӑтранакан саманчӗсене сирсе яма кашни ҫеккунтра пултарни — Эсир ҫав тери талантлӑ чӗлхеҫӗ (чи малтан!), ӑсчахҫӑ, пӗлӳҫӗ, вӗрентӳҫӗ, кӗнекеҫӗ, энциклопедист! тата малалла хушса каласан - кӗрекеҫӗ, пулӑҫӑ, ҫӑкӑр касаканҫӑ таранах пулнине Чӑваш Енре те, Тутарстанпа Пушкӑртстанра та, Раҫҫейре те, Узбекистанра та, Болгарипе Венгрире те, Финляндипе Польшӑра та, пӗр сӑмахпа каласан, тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ тӑван ҫӗр-шывӑмӑрта тата унӑн тулашӗнче пичетленекен тӗрлӗ йышши кӗнекесенче, энциклопедисенче Сирӗн ӗҫӗрсемпе Улӑп пек ятӑр пурри эпир вӑйлӑ чӑвашсем пулнине кӑтартакан тепӗр илӗртӳллӗ те хӑватлӑ тӳпе — ГеннКорнилов тӳпи пуррине яр-уҫҫӑн ҫирӗплетет, тен, тепӗртакран ҫавӑн ятлӑ ятарлӑ планета тӗнче уҫлӑхӗнче тупӑннине илтсессӗн, пӗртте тӗлӗнмен те пулӑттӑмӑр, мӗншӗн тесен эсир хӑюллӑн та тараватлӑн утса пыракан кун-ҫул таппипе юртти ҫывӑх тӑванӑрсене, пӗлӗш-хурӑнташӑрсене, ӗҫтешӗрсене нихҫан сӳнми телей, хавхалану, пархатар куллен кӳреҫҫӗ!
Ыран, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев профессор ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв каҫӗ иртӗ. Кун пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Паллӑ ӑсчахӑн чӑваш литературоведенийӗнчи тӳпи вышкайсӑр пысӑк. Тӑван литература аталанӑвне, ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне тӗпчесе вӑл чылай паха кӗнеке кӑларчӗ: «Ӗмӗр пуҫламӑшӗ», «Страсть к полемике», «Чувашская литература на рубеже двух веков», «Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе сӑнарсен илемӗшӗн», «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр», «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие», «Шӑпа карчӗсем» т.ыт.те», – тесе ҫырнӑ хыпарта.
Уяв 13 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗ ӗнер Эдуард Кириллов аккомпаниатор-концертмейстера юбилейпа саламланӑ.
Эдуард Васильевич Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн хисеплӗ коллективӗнче, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнче ӗҫлет. Вӑл – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Унпа пӗрле ӗҫлекенсем Эдуард Кирилловӑн пысӑк пултарулӑхне, ӗҫе юратса та тӗплӗн пурнӑҫланине палӑртаҫҫӗ. «Унра ҫирӗплӗх те пур, ҫынсене ӑнланма пултарни те», – теҫҫӗ ӗҫтешӗсем. «Уяв» халӑх ансамблӗпе вара ятарласа паллаштарма кирлӗ мар. Халӑхра вӑл тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Ӑна юратаҫҫӗ, унпа киленеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «…Ялавсемпе гербсемсӗр пуҫне» курав уҫӑлӗ. Ӑна Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Элли Михайлович – Чӑваш халӑх художникӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗн тата ялавӗн, Шупашкар хулин, Пӑрачкав салин тата Йӗпреҫ поселокӗн гербӗпсемпе ялавӗсен авторӗ. Илеме туйма пӗлекен ӑста Тбилиссири ӳнер академийӗнче груз живопиҫӗн шкулӗн вӑрттӑнлӑхне тӗпе хурса вӗреннӗ. Геральдикӑра тата вексиллографире чӑн-чӑн ӑста пулса тӑнӑ.
Элли Юрьев 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Николай Дмитриев 60 ҫул тултарнӑ.
Николай Алексеевич Ҫӗмӗрле районӗнчи Тарӑнҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унта актёр ӑсталӑхне алла илнӗ. 1983-1991 ҫулсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унтанпа Николай Дмитриев Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ тӑрӑшать. 2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Унта ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем тата тӳре-шара хутшӑннӑ.
Республика культурине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн поэта «Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа чысланӑ.
Юрий Сементерӑн пултарулӑх каҫне Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков «хаваслансах хутшӑннине» Фейсбукра пӗлтернӗ. «Юрий Семёнович хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзийӗн чи паллӑ представителӗ. Чӑваш чӗлхине, литературине, юрӑ культурине аталантарма вӑл мӗн тери тӳпе хывнине хакласа ҫитереймӗн. Юрий Семенович чӗлхене тӗлӗнсе каймалла аван пӗлет. Унӑн сӑввисем юрра ҫӑмӑллӑн хывӑнаҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ май Анатолий Аксаков юбиляра ырӑ сунса саламланӑ.
Етӗрнесен ентешлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитет. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилее хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухӑннӑ. Унта уяв датине малтанласа палӑртнӑ. Хальлӗхе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, етӗрнесем юбилее ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑнӗҫ.
Юбилей каҫӗнче тӗрлӗ курав ӗҫлӗ, Етӗрне районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулӗ.
Уява Етӗрне районӗнче пурӑнакансем те, унта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнисем те пухӑнӗҫ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина 50 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче юбилей каҫӗ иртнӗ. Унта такам та пухӑннӑ: тӳре-шарапа депутатсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем, пултаруллӑ артистӑн тата педагогӑн ентешӗсем. Сӑмах май каласан, «Ҫӗмӗрлесем» ентешлӗхӗн правленине Августа Уляндина ертсе пырать. Ытти район ентешлӗхӗн ертӳҫисем те ӑшӑ салампа пырса ҫитнӗ.
Юбиляра «Ҫӗмӗрле районӗн хисеплӗ ҫынни» ят панӑ. Капла йышӑнӑва Ҫӗмӗрле районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче нумаях пулмасть тишкерсе пӗр саслӑн ырланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |