Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннине Роберт Ильяноя орденпа чысланӑ. Хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Роберт Ильяной нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1930 ҫулта Ставрополь облаҫӗнчи Минеральные Воды хулинче ҫуралнӑ. Ремесла училищинче, Мускаври инженерипе строительство институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш Республикине ӑна 1958 ҫулта чӗнсе илнӗ. Чӑваш обкомӗнче строительство пайне ертсе пынӑ, Шупашкарта хула ӗҫтӑвкомӗнче ӗҫленӗ, 1982-1995 ҫулсенче – жилкомхоз министрӗнче.
Юбиляра «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Мускавра «Тӑван ҫӗршыв» — «Родина» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин кунӗсене ҫӗршывӑн тӗп хулинче ирттернӗ май уҫнӑ. Курава Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Тӑван ҫӗршыв» фотокурав республикӑмӑр ӗнерхи кунӗ тата паянхи аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартать. 32 сӑнӳкерчӗкре Чӑваш Ен хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ, ура ҫинче ҫирӗп тӑракан, малашлӑхлӑ регион пулни аван сисӗнет.
Курав Мускаври Пӑрӑх (вырӑсла ячӗ — Трубная) лапамра ӗҫлет. Сӑнӳкерчӗксене Ӗҫре пуҫ хунӑ йӗрке хуралҫисене асӑнса лартнӑ палӑк хыҫӗнчи скверта вырнаҫтарнӑ.
Курав чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хупӑнӗ, унтан ӑна Шупашкара, Республика лапамне, илсе килӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин, Раҫҫейӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Валентина Ситовӑн юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ. Уяв К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Юбилей каҫӗнче артистка Борис Дроздӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакльти Мурова сӑнарне калӑплӗ. Спектакль режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов.
Валентина Ситова 1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищинче вӗреннӗ. 1983 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине йышӑннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Анна Бычкова 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак сумлӑ уявпа ветерана тӳре-шара саламланӑ.
Анна Константиновнӑн шӑпи ҫӑмӑл килмен. Медицина сестрисен шкулне пӗтерсен ӑна эвакогоспитале ҫар службине чӗнсе илнӗ. Ҫулталӑкран, 1942 ҫулта, ҫамрӑк медсестра хӑйне фронта яма ыйтнӑ. Унта вӑл миномет полкӗнче санинструктор пулнӑ.
Анна Константиновна Горловка, Мелитополь, Севестополь, Крым хулисене, Кӑнтӑр Украинӑри хӑш-пӗр ял-салана ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
100 ҫулти Анна Быкова пурнӑҫа юратать, унпа киленет.
Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художник-постановщикӗ Светлана Иванова-Зверева 60 ҫул тултарнӑ.
Светлана Геннадьевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1994-2013 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник-бутафорта тӑрӑшнӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художник-постановщик пулса вырнаҫнӑ.
Светлана Геннадьевна сценографисем, тумтирсен эскизӗсене хатӗрлет. Юбиляра ыран, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль вӑхӑтӗнче саламлӗҫ.
Тӗмен облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсем ҫинчен фильм ӳкерӗҫ. «Чуваши на земле тюменской» (чӑв. Тӗмен ҫӗрӗ ҫинчи чӑвашсем) фильма асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен организацине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. Тӗменти хастар чӑваш, ассоциацие унччен ертсе пынӑ Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, фильм ӳкересси ҫинчен общество организацийӗн 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи ларӑвӗнче калаҫса татӑлнӑ. Проекта пурнӑҫлама «Регион-Тюмень» патшалӑхӑн телерадиокуравӗ пулӑшать.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи чылай районта чӑвашсем тӗпленнӗ. Тележурналистсем Аромашево, Омутински районӗсенче, Голышманово хулинче пулнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Юрга тата Ишим районӗсене ҫитсе унти чӑвашсем ҫинчен документлӑ фильм ӳкерӗҫ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ирттерекен мероприятисем республикӑра малалла пыраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн Тӗп клубӗн тытӑмӗ «Юмах ҫӳпҫи ӳкерчӗкӗсем» ӳкерчӗксен конкурсне ирттерӗ.
Курава тӑван тавралӑха юратма вӗрентес, тӑван чӗлхене, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, чӑваш фольклорӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Пултарулӑх конкурсне хутшӑнакансен ӗҫне ҫула кура виҫӗ ушкӑна уйӑрса хаклӗҫ: 6 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем таран, 15-25 ҫулчченхисем, 25 ҫултан аслӑраххисем
Конкурса йӗркелекенсем ӗҫсен скан-копийӗсене йышӑнаҫҫӗ. Кирек епле материал ҫине ӳкерме пулать. Техники те тӗрлӗрен юрать.
Ӗҫсене юпа уйӑхн 28-мӗшӗччен dk-u@mail.ru электрон адреспа йышӑнӗс. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 52-78-10.
Чӑваш наци музейӗнче паллӑ ӑсчах, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Ку мероприяти авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 16 сехетре пулса иртӗ.
Курава музейҫӑсем «Они стояли у истоков: лингвисты и этнографы Чувашского края конца XIX – 1-й половины XX вв.» (чӑв. Вӗсем малтанхисем пулнӑ: Чӑваш тӑрӑхӗн XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнчи — XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи лингвистсемпе этнографсем ) ят парассине пӗлтереҫҫӗ.
Экспозицире Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн Антропологипе этнографи, Раҫҫейӗн этнографи, Тутарстанри наци тата ытти нумай музей экспоначӗсемпе усӑ курнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Ирина Архипова 50 ҫулхи юбилее йыхравлать. Вӑл — Чӑваш Республикин ЧР тава тивӗҫлӗ артистки. Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 50 ҫул каялла, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ.
Артистка юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑкӗсен театрӗнче Вячеслав Оринов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» спектакле йыхравлать. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта Ирина Архипова Октябрина сӑнарне калӑплать. «Манӑн юратнӑ кураканӑм, итлекенӗм, вулаканӑм, эсир ҫак паллӑ пулӑма манпа пӗрле ирттерессе шанатӑп», — тесе йыхравланӑ сцена ӑсти тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче.
Паллӑ ҫыравҫӑ, Шупашаар районӗнчи Тойтерек (унччен Чуралькасси) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Илларионов (Иван Мучи) ҫуралнӑранпа авӑнӑн 29-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем Иван Мучи ҫинчен чылай тӗпчесе пӗлнӗ, унӑн кун-ҫулӗнчи паллӑ самантсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ.
Шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Никооаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Мучин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма ҫыравҫӑн хӗрӗ Людмила Ивановна Фомина ҫемье архивӗнчи материалӗсене шкула парнелени пысӑк пулӑшу кӳрет. Вӗренекенсем 1928-мӗш ҫулхи, 1930-1940-мӗш ҫулсенчи «Капкӑн» журналсемпе (пичет кӑларӑмне шӑпах Иван Мучи никӗсленӗ) кӑсӑклансах паллашнӑ, ҫемьен сӑн ӳкерчӗкӗсен альбомне пӑхса тӗлӗннӗ, хайлавӗсене вуласа тишкернӗ.
«Иван Ивановичӑн пурӗ 113 псевдоним пулнӑ, вӗсен шутӗнче Утик, Хӑймала, Мами, Сӑнакан, Илтекен, Куракан... Халӑхра ӑста сатирик Иван Мучи тенипе асра юлнӑ», – тесе хыпарлать Алина Николаева.
Сӑмах май, ӗнер Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирика асӑнса литература каҫӗ иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |