Паян, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, чӑваш ҫӗрӗн тата тӗнчин сумлӑ ҫынӗ Атнер Хусанкай 70 ҫул тултарать.
Атнер Петрович Шупашкарта 1948 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл нумай енлӗ пултарулӑхпа уйрӑлса тӑракан, тӗлӗнмелле интеллигентлӑ ҫын. Тепӗр тесен, урӑхла пулма та пултарайман пулӗ. Ашшӗ — Петӗр Хусанкай, чӑваш халӑх поэчӗ. Амӑшӗ — Вера Кузьмина, СССР халӑх артистки. Атнер Петрович Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвӗлтухӑҫ чӗлхисен факультетӗнче, СССР Наукӑсен академийӗн Хӗвелтухӑҫ чӗлхисен институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. Филолог, литература критикӗ, хӗвелтухӑҫ чӗлхисен тӗпчевҫи, публицист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, СССР Писательсен союзӗн членӗ. Социолингвистика, ономастика, куҫару ыйтӑвӗсен, чӗлхен поэзи тытӑмӗсен специалисчӗ.
Египет Араб Республикинче ҫар куҫаруҫи пулнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхипе тюркологи кафедринче ассистентра, аслӑ преподавательте, доцентра, профессорта ӗҫленӗ. Каярах вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче тӑрӑшнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Кириллов профессор тата академик 70 ҫул тултарать.
Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Николай Кириллов 1948 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Авруй ялӗнче ҫуралнӑ. «Ачалӑхӗ аваллӑхран ламран лама ним улшӑнмасӑр куҫнӑ, XX ӗмӗрчченех упраннӑ вӑрманпа хутшӑнса иртнӗ. Вӑл колхоз уйӗнче ӗҫленине — ҫавапа курӑк ҫулнине, утӑ турттарнине, ҫурлапа тырӑ вырнине, ӑна йӗтемрен кӗлете кӗртнине, ытти ӗҫре пилӗк авнине — ӑшшӑн аса илет. Вун пӗр ҫулта чухнех ҫул-талӑкра 75 ӗҫ кунӗ тунӑ!», — ҫырса кӑтартнӑ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче ректор пулнӑ ҫын ҫинчен нумаях пулмасть Юрий Михайлов журналист.
Асӑннӑ аслӑ шкулта Н. Кириллова манмаҫҫӗ. Ыран, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ӑна халалласа унта Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерӗҫ.
Паян Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗ Валерий Андреев 60 ҫул тултарнӑ. Тӗрӗссипе вӑл хӑшӗсемшӗн ҫеҫ, тен, студентсемшӗн кӑна та пулӗ, ректор пулнипе паллӑ-тӑр. Чылайӑшӗ ӑна самай урӑхларах пӗлет. Вӑл — Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ гражданинӗ, министр тилхепине икӗ хутчен тытса пынӑ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ.
Валерий Андреев Ҫӗрпӳ районӗнчи Малтикас Патӑръяль ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ.
Сулмаклӑ утӑмпа утмӑла ҫирӗппӗн ҫитнӗ ҫын пирки чылай каласа кӑтартма пулать. Ӗҫ вырӑнӗсене асӑнма, наградисене. Слесарьтен икӗ хут министра ҫитнӗскерӗн тӗп енӗ — таса чунлӑх. Эрбина Никитина журналист тата философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫырнӑ тӑрӑх, хӑй ертсе пыракан коллективсенче Валерий Андреев хӑйне мӑнна хуманнипе, ӗмӗтсӗрлӗх ҫуккипе, ултавсӑрлӑхпа палӑрса тӑнӑ. Паян та вӑл ҫаплах.
Чӑваш Енӗн тӗп хули, шурӑ Шупашкарӑмӑр, ҫитес ҫул 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Хулан ҫуралнӑ кунне ытти ҫул та уявланӑ-ха. Ҫитес ҫулхи паллӑ датӑна хула влаҫӗсем те, республика ертӳҫисем те чылайлӑха асра юлмалла, ыттисенчен расна ирттерме ӑнтӑлнине ӑнланма пулать. Тата ку вӑл тӗрӗс те.
Хулан 550 ҫулхине аслӑ пилотаж ӑстисене — «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗн), ҫавӑн пекех «Витязсем» е «Беркуты» (чӑв. Шӑнккар) авиаци ушкӑнӗсене йыхравласшӑн. Ҫакӑн пек ӗмӗтленнине Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ӗнер ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура каланӑ. Унта 2019 ҫулта Шупашкарӑн 550 ҫулхине, 2020 ҫулта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилейсене хатӗрленсе ирттерес ыйтупа ӗҫлекен ӗҫ канашӗн ларӑвне пухӑннӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан Ираида Ктитор авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа хӗрарӑма хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов килне кайсах саламланӑ. Ӑна вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне ҫитерсе панӑ.
Улатӑр хӗрарӑмӗ Питӗрте педагог пулма вӗреннӗ. Упӑшки ҫар ҫын пулнӑран вӑл унпа вунӑ ҫул Китайра пурӑннӑ. Улатӑр хӗрарӑмне Мао Цзэдунӑн (вӑл Китайри Коммунистсен партине йӗркелесе янӑ) «Китайпа Совет туслӑхӗ» медалӗпе ӑй вӑхӑтӗнче чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ виҫӗ ача ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ.
100 ҫулхи юбилейпа саламлама ҫитнӗ Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кинемее сывлӑхпа пурӑнма сунса саламланӑ, парне тата чечек ҫыххи ӑшшӑн тыттарнӑ.
Чӑваш Енри юбилейсем ҫӗршывшӑн пӗлтерӗшлӗ. Ҫак шухӑша республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче палӑртнӑ. Унта сӑмах 2019 ҫулта Шупашкарӑн 550 ҫулхине, 2020 ҫулта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилейсем пирки пырать.
Палла кунсене уявлама РФ Президенчӗ ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев юбилейсене хатӗрленмелли тата йӗркелемелли ӗҫ ушкӑнӗн ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Хыснаран уйӑракан укҫан (унӑн виҫине кӑтартнине курмарӑмӑр) пысӑк пайне историлле ҫуртсене хӑтлӑх кӳме тата юсаса ҫӗнетме ярӗҫ. Юхӑнса та ишӗлсе ларакан объектсене пӗтермелле, ҫул хӗррисене ҫуп-ҫапран, хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫсенчен тасатмалла.
Ларӑва районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем те видеоконференцҫыхӑну мелӗпе хутшӑннӑ та, вӗсене райцентрсен сӑнне ылмаштарма тата уява хатӗрлентермелли мероприятисене халӑха явӑҫтарма хушнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене пӗр стильпе капӑрлатмалла. Пуҫаруллӑ бюджетировани мелӗпе (ансатрах каласан, тӑкаксен пӗр пайне халӑх шучӗпе саплаштарни) анлӑ усӑ курмаллине палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ кинемей РФ Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗшӗн хӗпӗртенӗ. Вӗсене тӳре-шара та ҫуралнӑ кунпа, ҫавра юбилейпа, саламланӑ.
Анна Торганова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Президентран килнӗ саламлӑ ҫырӑва тата чечек ҫыххи тыттарсан ватӑскер шутсӑр савӑннӑ. Вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗ мӗн пулнине палӑртнӑ – ҫемье.
95 ҫул тултарнӑ Мария Васильева та Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗ. Кинемей 10 класс пӗтернӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсене хатӗрлекен курса кайнӑ. Унӑн педагогикӑри стажӗ – 34 ҫул. Вӗренекенӗсем ӑна манмаҫҫӗ, юбилей ячӗпе саламланӑ.
«Шупашкар хула администрацийӗ хута янӑ «Уҫӑ хула» сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле брендинг концепцине суйласшӑн», — тесе хыпарланӑччӗ нумаях пулмасть Софья Савнеш. Халӗ сасӑлав вӗҫленнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ.
Сасӑлава пурӗ 711 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «ОБРАЗЫ ГОРОДА» (чӑв. Хула сӑнарӗсем) концепцие ырланӑ. Ӑна «Брендум» тулли мар яваплӑ общество хатӗрленӗ. Сасӑлава хутшӑннисенчен 50,07 проценчӗ ҫав ӗҫшӗн пулнӑ. Паттерн графика элеменчӗсенчен тӑрать. Вӗсем — хулашӑн пӗлтерӗшлӗ персонажсемпе объектсем. Ҫӗнтернӗ символикӑпа усӑ курса парнелӗх продукци хатӗрлӗҫ, хулана капӑрлатӗҫ.
Хӑшӗсем хакланӑ тӑрӑх, элемре чӑвашлӑх пачах та сисӗнмест.
Паян Александр Астраханцев дизайнер, живопись ӑсти, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (2010), Раҫҫейӗн дизанейрсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1993), «Дизайнерсен пӗрлешӗвӗ» пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн пайташӗ (1993) ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитрӗ.
Алексанндр Аркадьевич Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1953 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ патшалӑх педагогика институчӗн (халӗ — университет) художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. 1975—1980 ҫулсенче Уралнефтегазстрой, Шупашкарти троллейбус управленийӗнче художник-офрмительте тӑрӑшнӑ. 1980—1995 ҫулсенче Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта ачасене ӳкерме вӗрентнӗ тата черчени учителӗнче тимленӗ. 2003 ҫултанпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче преподавательте ӗҫлет. Александр Астраханцев графика дизайнӗ енӗпе те тимлет. 1998 ҫултанпа — Чӑваш Республикинчи дизайнерсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хӗрлӗ ҫӳҫлисем парада тухӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи мероприятие Шупашкар кунӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне тата хулари Мускав районӗ 45 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява Шупашкар хула администрацийӗ «Амазания» паркра ирттерет.
Аттракционсен хулинче «ВарВаренье» ҫуллахи фестиваль йӗркеленӗ май унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Мускав кӗперне тума пуҫланӑ вӑхӑтпа сӑн ӳкерчӗксен куравӗнче паллашма май килӗ. Фотоӗҫсене парка кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарӗҫ.
«Тӗнчене йӑлтӑрккарах тӑвар!» фестивале хӗрлӗ ҫӳҫлисене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене пуян программӑпа илӗртеҫҫӗ ҫеҫ мар, хавхалантарассине пӗлтереҫҫӗ. Хастарсене «Чи вӑрӑм хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи кӑтра хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи «хӗрлӗ» хӗрлӗ ҫӳҫ» тата ытти номинацире чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |