Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «И собаки лают по-чувашски» (чӑв. Йытӑсем те чӑвашла вӗреҫҫӗ) курав уҫӑлнӑ. Сатира графикипе кӗнеке иллюстрацийӗсен куравне Виталий Емельянов (1937–1982) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кулӑшла та ҫивӗч ӳкерчӗксене курассишӗн иртнӗ ӗмӗрӗн 60–70-мӗш ҫулӗсенче пиншер ҫын «Капкӑн» журнал ҫырӑнса илнӗ тесе палӑртнӑ музей сайтӗнчи хыпарта.
Виталий Емельянов хутпа тата кӑранташпа нихӑҫан та ҫӳремен-мӗн. Унӑн вичкӗн куҫӗ хӑйех йӑлтах асра хӑварнӑ. Унӑн сатирӑлла ӳкерчӗкӗсенчи сӑнсем йӑлтах чӑвашла тенине илтме пулать. Чуна парса ӗҫлекен художника Чӑваш кӗнеке издательствинче те, «Капкӑнта» та, Ӳнер пуххинче те юратнӑ. Сатирик пулин те кӑмӑлӗ ырӑ пулнӑ-мӗн.
Александрпа Нина Пчеловсем пӗрле 70 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Александр Дмитриевич Ленинграда блокадӑран кӑларнӑ, Нина Андреевна — тыл ӗҫченӗ. Мӑшӑра ял-йыш хисеплет.
Александр Дмитриевич фронта 18 ҫулта тухса кайнӑ. Вӑл Ленинград ҫывӑхне лекнӗ. Ветеран хӑрушӑ ҫав вӑхӑта халӗ те манаймасть. Ун чухне кашни салтака 300 грамм ҫӑкӑр лекнӗ. Вӑл вӑрҫӑра аманнӑ, госпитальте сипленнӗ.
Нина Андреевна кӳршӗ ялта ӳснӗ. Вӑл вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул 7-мӗш класс пӗтернӗ. Йывӑр тапхӑрта вӑл ыттисемпе тан ӗҫленӗ. Унтан Улатӑр районӗнче вӑрман каснӑ, окоп чавнӑ. Кайран вӑл Свердловска вӑрман касакансен савутне кайнӑ. Киле 1945 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ.
Пчеловсем 1947 ҫулта пӗрлешнӗ. Мӑшӑр 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Сӑмах ӑсти — Порфирий Афанасьев» литературӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗ 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Порфирий Афанасьев Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе вӑл Хусанта тухса тӑракан «Хӗрлӗ ялав» хаҫатри литература ӗҫченӗнчен пуҫланӑ.
Тӗрлӗ ҫулта Порфирий Афанасьевӑн «Хуркайӑк ҫулӗ», «Хӗвел хапхи», «Ҫарӑмсан кӗввисем», «Тав», «Корни», «Родники под Ильмами», «Пурӑнатӑп Атӑл хӗрринче», «Юрату ҫӗршывӗ», «Каҫхи кӑвайт» кӗнекисем, «Писатели Чувашии» библиографилле справочникӗ тата ытти кун ҫути курнӑ.
Поэт тӑлмачӑ евӗр те нумай ӗҫленӗ. В. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин, Л. Леоновӑн, В. Распутинӑн тата ытти нумай ҫыравҫӑн ӗҫне чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене те тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ.
Канаш хулинче тӗпленнӗ Салдаевсем нумай-нумай ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫак кунсенче «тимӗр» туя паллӑ тунӑ.
Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 65 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратнӑ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Халӗ Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 4 мӑнукне, вӗсен 6 ачине пӑхма пулӑшаҫҫӗ.
Салдаевсем — тыл ӗҫченӗсем. Вӗсем иккӗшӗ «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Мӑшӑр «тимӗр» туя паллӑ тунӑ май йӑлана пӑсман — Канашри Хисеплӗ юбилярсен кӗнекине алӑ пуснӑ.
Канаш хулинче тӗпленнӗ Салдаевсем нумай-нумай ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫак кунсенче «тимӗр» туя паллӑ тунӑ.
Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 65 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратнӑ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Халӗ Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 4 мӑнукне, вӗсен 6 ачине пӑхма пулӑшаҫҫӗ.
Салдаевсем — тыл ӗҫченӗсем. Вӗсем иккӗшӗ «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Мӑшӑр «тимӗр» туя паллӑ тунӑ май йӑлана пӑсман — Канашри Хисеплӗ юбилярсен кӗнекине алӑ пуснӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки Раиса Полякова ӗнер 65 ҫул тултарнӑ. Красноярск крайӗнче ҫуралнӑскерӗн вӑл виҫҫӗре чухнех ашшӗ-амӑшӗ тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, куҫса килнӗ, Канашра тӗпленнӗ.
Раиса Полякова театр сцени ҫинче 80 ытла сӑнар калӑпланӑ. Тӗрлӗ репертуарти рольсем лекнӗ ӑна: классикӑлла хайлавсенчисем те, хальхи вӑхӑтри драматургсен ӗҫӗсем те. «Куракана питӗ юрататӑп», — тесе калать иккен артистка. Пӗчӗк куракан-и вӑл, пысӑкки-и — пуриншӗн те чунтан пӗр пек вылянӑ.
1996 ҫултанпа вӑл театрта литературӑпа драматурги пайне ертсе пырать. Спектакльсене синхрон мелӗпе вырӑсла вӑл куҫарать. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр чухне сцена ҫине те тухать, юратнӑ кураканӗ валли тӗрлӗ сӑнара калӑплать.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян Вячеслав Эткерӗн черетлӗ куравӗ уҫӑлчӗ. «Йывӑҫсем тата ҫынсем» ят панӑскере ӳнерҫӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Курава уҫнӑ ятпа тӗрлӗ тӳре-шара Слава Эткере саламларӗ, тӗрлӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та пулчӗ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей кашни кун 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсенче — 15 сехетчен.
Вячеслав Эткер (чӑн ячӗ Андреев Вячеслав Анатольевич) Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1963 ҫулта кил-йышӗ Ишлее куҫнӑ. 1989 ҫулта педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унӑн ӗҫӗсем ҫӗршывӑн анлӑ кӗтесӗсенче кӑна мар, тулашӗнче те упранаҫҫӗ. Вӑл ӑсталанӑ юпасене Алтай тӑрӑхӗнчен пуҫласа Кавказ тӑрӑхӗ таранах вырнаҫтарнӑ.
Кӑҫал паллӑран та паллӑ, сумлӑран та сумлӑ драматург, композитор, дирижёр, чӑваш драматургийӗн тата профессилле музыкин никӗслевҫийӗсенчен пӗри, Федор Павлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ҫав куна халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Михаил Кондратьев музыкҫӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ.
Федор Павлов 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.
Михаил Кондратьевӑн ҫӗнӗ кӑларӑмне нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче 13 сехетре хӑтлама палӑртнӑ.
Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗ Александр Латвинов Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл — юрӑ пуххисен авторӗ.
Александр Латвинов Самарта ҫуралнӑ. Вӑл 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен ҫар объекчӗсене сыхланӑ. Кайран Вӑрмар районӗнче тата Шупашкарта вӑй-хал культурин тата ӗҫ урокӗсене ертсе пынӑ.
Александр Латвинов пушӑ вӑхӑтра карҫинкка, панно ҫыхать. Вӑл халӗ те сӑвӑ ҫырать, юрӑ хайлать. Ветеран темиҫе диск кӑларнӑ ӗнтӗ. Унта патриотлӑх тата ача-пӑча юррисем кӗнӗ.
НАР | 19 |
Нарӑс уйӑхӗнчи 13-мӗшпе 18-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче эсир ҫак хыпарсем паллашма пултартӑр (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• «Хыпар» хаҫат тилхепине малалла кам туртса пырасси пирки пӗлтертӗмӗр;
• «Хыпар» хаҫатӑн редакторӗнче миҫе хӗрарӑм пулни пирки каласа патӑмӑр;
• Вячеслав Телятов телеоператор пирӗнтен уйрӑлса кайнине пула хурлантӑмӑр;
• Чӑваш чӗлхине тӗпчеме ҫамрӑк чӗлхеҫе мӗн хистени ҫинчен хыпарларӑмӑр;
• Пире хурлантаракан тепӗр хыпар — ача пахчисене чӑвашла ятсем парасшӑн пулманни;
• «Хавал» уйлӑха кайма пуҫтарӑнакансемшӗн вара ыр хыпар пӗлтертӗмӗр;
• Татьяна Акимовӑшӑн пӑшӑрхантӑмӑр;
• Тепӗр йӗлтӗрҫӗ вара Эрзурум хулинче ҫитӗнӳ тума пултарнӑ;
• Чукун ҫул ҫинче хӗр пурнӑҫӗ татӑлни те пире самай хумхантарчӗ;
• Пирӗн Элтепер пирки хӑш Китай хаҫатӗнче статья тухни пирки сире систертӗмӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |