Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Куҫма Турхан ячӗллӗ премипе чысланӑ. Кун пирки Комсомольски район администрацийӗн тата республика парламенчӗн официаллӑ сайчӗсем хыпарлаҫҫӗ.
Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Каҫал район администрацийӗн пуҫлӑхӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку премие вӑл тӑрӑхри йӑла-йӗркене аталантарма чылай тӳпе хывнӑшӑн панӑ.
Сӑмах май каласан, Петр Краснов та, чӑваш литературин классикӗ Куҫма Турхан та Каҫал тӑрӑхӗнчи сывлӑшпа вӑй илсе амаланнӑ-аталаннӑ: Петр Степанович 1956 ҫулта Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, паллӑ ҫыравҫӑ — 1915 ҫулта Вӑрманхӗрри Шӑхальте.
Тӗрлӗ ҫулта республикӑн пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, культура министрӗнче, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче тата ытти сумлӑ вырӑнта тӑрӑшнӑ Петр Краснов хӑйӗн юбилейне Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче пурӑнакан Ольга Спиридонова утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Кинемее саламлама тӑванӗсем, ентешӗсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем килнӗ. Ольга Спиридоновнӑна ӑшӑ сӑмахсем ҫырса Владимир Путин та открытка янӑ.
Ольга Спиридонова ӗмӗрӗпех тӑван колхозра вӑй хунӑ. Упӑшкипе пӗрле вӗсем ултӑ ачана тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Нумай ача ҫуратнӑ хӗрарӑма II степень Амӑшӗн медалӗпе чысланӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ. Ӑна куншӑн та чысланӑ. Ольга Спиридоновна — Ӗҫ ветеранӗ.
Кинемей тӳре-шара саламлама килнӗшӗн питӗ савӑннӑ.
Тепӗр ҫынсен хушаматне калатӑн та вӑл кам пулнине, ӑҫта ӗҫленине асӑнма та кирлӗ мар. Шӑпах ҫавӑн пек тӗлӗнсе каймалла ятлӑ-сумлӑ ҫын вӑл Владимир Чекушкин.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ пулнисене асӑнса кайни тепӗр ҫынпа паллаштарнӑ чух пӗлтерӗшлӗ-ха. Владимир Чекушкин ҫинчен каланӑ чух халӑха ку ятсем ним тумах та кирлӗ мар. Ӑна ҫынсем хисеплӗ ятсемсӗрех юратаҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ. Унӑн «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юррине вӑтам тата аслӑ ӑрурисем кӑна мар, ҫамрӑкраххисем те пӗлеҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Хирти Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑскер хӑй ӗмӗрӗнче чӑваш халӑхӗн миҫе юррине шӑрантарман пулӗ! Унсӑр пуҫне миҫе халӑх чӗлхипе юрламан-ши вӑл?
Хӑйне чысланисене вӑл пурне те пӗр пек хисеплесе йышӑнать: пысӑк тӳре-шара аллинчен лекнӗ парне-и е вӗренекенӗсемпе пӗр ял ҫыннисенчен-и. Тен, ҫавӑнпа та юратать пулӗ ӑна халӑх. Мӗнех, вӗҫ, вӗҫ, куккук, тӑхӑрвунна ҫитиччен те; ҫӗртен те ирт, куккук.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов 60 ҫулхи юбилейне ӗнер Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланӑ.
Ҫак ҫынна пӗлекенсем ӑна тӗрлӗрен хакланине илтме тивет. Бетонщикра, шкул учителӗнче те, республикӑн Аслӑ Канашӗнче те, Чӑваш Енӗн культура министрӗнче те, пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче те тата ытти вырӑнта тӑрӑшнӑ ҫак ҫыннӑн юбилейӗнче чӑваш парламенчӗн паянхи депутачӗсенчен хӑшӗсем, хӑш-пӗр ҫыравҫӑ (уяв хӑни пулнӑ Александр Белов Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, Сергей Павлов тата Геннадий Максимов писательсем, Валерий Туркай поэт), ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров тата ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пулнӑ.
«Пенсие тухма ӗҫпе ҫыхӑннӑ справкӑсене пухнӑ чух Петр Краснов ача пахчинче хуралҫӑра тӑрӑшнине те асӑнса хӑварнӑ» — тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ Александр Белов журналист.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсем пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев 55 ҫул тултарнӑ.
Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑскер илемлӗ ҫак цифрӑллӑ ҫула икӗ кун каялла, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ҫитнӗ.
Артист пулас ӗмӗтлӗ каччӑ сцена ҫинче тытас ӑсталӑха Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче илнӗ. Унта вӑл 1978-1983-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи заведенине вӗренсе пӗтернӗ ҫулах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ та шухӑша урӑх вылятман, унталла та кунталла куҫса ҫӳремен. Ҫак ҫулсенче ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑнӑ театр сцени ҫинче выляса пурӑннӑ Геннадий Медведев пӗчӗк рольсене те, пысӑккисене те пӗр пек кӑмӑлланине каланӑччӗ пӗринче.
Кӑҫал «Тӑван Атӑл» литература журналӗ тухма пуҫланӑранпа 85 ҫул ҫитет. Ҫавна май Йӗпреҫри тӗп вулавӑшра «Тӑван Атӑл» журнал страницисем тӑрӑх» курав ӗҫлет.
Асӑннӑ вулавӑшра «Тӑван Атӑла» ҫынсем юратсах вулаҫҫӗ. Ӑна илес тесе черет те кӗтеҫҫӗ-мӗн. Чылайӑшӗ пӗр номерне те сиктермест, йӑлтах вулать. Курав утӑ уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче ӗҫлӗ.
«Тӑван Атӑл» журнал, чӑваш писателӗсен кӑларӑмӗ, 1931 ҫултанпа тухса тӑрать. Халӗ ӑна «Хыпар» Издательство ҫурчӗ кӑларать. 1940-1944 ҫулсенче журнал «Илемлӗ литература» ятпа тухса тӑнӑ. 1965 ҫулччен литература альманахӗ пек тухнӑ. Журнала тӗрлӗ ҫулта Илья Тукташ, Аркадий Ӗҫхӗл, Ҫемен Элкер, Ухсай Яккӑвӗ, Александр Кӑлкан, Василий Алагер, Уйӑп Мишши, Василий Алентей, Владимир Абашев, Леонид Агаков, Пётр Львов, Александр Галкин, Георгий Краснов, Лаврентий Таллеров, Фёдор Агивер ертсе пынӑ. Халӗ унӑн редакторӗ — Василий Кервен (тӗп редактор — Михаил Арланов).
Йӗпреҫ районӗнчи Хыркасси ялӗнче пурӑнакан Ефросиния Андриановна Филиппова 101-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ вӑл.
Ӑна саламламашкӑн Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та килнӗ. Шӑрттан ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен те ҫитнӗ, мӗншӗн тесене Ефросиния Андриановна Шӑрттан ялӗнче кун ҫути курнӑ.
Ефросиния Андриановна 1936 ҫулта качча тухнӑ. Вӑл Хыркасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Григорий Филипповичпа пӗр ҫулпа утнӑ. Кинемей Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи кӗрленӗ чухне нуша самаях курнӑ. Йывӑрлӑха парӑнмасӑр вӑл мӑшӑрӗпе сакӑр ачана ура ҫине тӑратнӑ.
Палӑртмалла: Ефросиния Андриановна II тата III степень «Амӑшӗн мухтавӗ» кавалер орденне тивӗҫнӗ.
Кӑҫал чӑваш писателӗ Никифор Мранька ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитет. Ҫавна май Канаш районӗнчи Атнаш вулавӑшӗнче «Чӑваш прозин улӑпӗ» буклет кӑларнӑ.
Ку пысӑках ӗҫ мар пулин те вӑл ҫамрӑксемшӗн, ҫитӗнекен ӑрушӑн усӑллӑ. Буклетра пистелӗн кун-ҫулӗ тата пултарулӑхӗ пирки ҫырнӑ.
Никифор Мранька драматург та, киносценарист та. Вӑл Октябрьти социализм революцине хутшӑннӑ, Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисенче пулнӑ.
Никифор Мранька Куславкка районӗнчи Пилешкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Грузчикре те, Ял канашӗн исполком председателӗнче те ӗҫленӗ. Вӑл киносценаристсен курсне пӗтернӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн кинохроника студийӗн директорӗ пулнӑ. Писатель район хаҫатӗнче те ӗҫленӗ.
Пултарулӑх анине вӑл пӗчӗк драмӑсемпе тата публицистика пьесисемпе кӗнӗ. Унӑн чи пысӑк ӗҫӗ — «Ӗмӗр сакки сарлака» роман.
Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри хули 160 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ку шӑпах Раҫҫей кунӗнче пулнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫав кун Акатуя та паллӑ тунӑ.
Хулана Мария Александровна императрицӑна халалласа ят панӑ. Атӑл хӗрринче унӑн палӑкӗ те пур. Шӑпах унта музыкӑпа литература программи енӗпе мероприяти иртнӗ. Чӑваш поэчӗсем хӑйсен сӑввисене вуланӑ. Ҫавӑнтах лирика кӗвви янӑранӑ.
Атӑл хӗрринчи лапамра иртнӗ ӗмӗрсенчи тумсене тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем ҫӳренӗ. Хресчен пурнӑҫне сӑнлакан музейра пулса курма май килнӗ. Мероприятие тӗрлӗ район-хуларан килнӗ мусӑкҫӑсем хутшӑннӑ.
Пултарулӑх тӗлпулӑвне интереслӗ, пултаруллӑ ҫынсем пухӑннӑ. Пурне те вӗсене кӗвӗ, пултарулӑх тата Сӗнтӗрвӑрри хулине юратни пӗрлештернӗ.
Телекурав конкурсӗ «Мехел» 10 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта сцена ҫинче 1 пин ытл ача пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кӑҫал конкурс юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Концерта 13 ансамбль, 13 вокалист килӗ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкартан, Тӑвайран, Вӑрнартан, Кӳкеҫрен.
Уяв концертӗнче ачасем малти вырӑнсене йышӑнассишӗн тупӑшмӗҫ. Сцена ҫине унччен ҫӗнтернӗ маттурсем тухӗҫ. Чӑваш юррисене вӗсем валли пӗлтӗр композиторсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ ҫынсем ҫырнӑ.
Ку таранччен «Мехеле» республикӑри пур районтан та килнӗ. Хӑшӗ-пӗри кун хыҫҫӑн артист пулнӑ. Проект ҫулсерен аталанса пырать.
«Мехел» ачасене те, аслисене те пӗр тӗвве пухма пулӑшать. Конкурса телекуравпа, «Раҫҫей 1» каналпа, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра курма май пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |