Атӑлҫи федераци округне илсен, 100 пин ҫын пуҫне ҫын вилессипе Чӑваш Енре чи пысӑк кӑтарту. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку цифрӑна 2–3 процент чакарма май килнӗ-ха та, ҫапах та ку лӑпланса-савӑнса лармалли сӑлтав мар.
Ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру темине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа ирттернӗ пресс-конференцире те хускатнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкексене чакарас тесен Михаил Васильевич шучӗпе ҫулсем тума тата пуррисене юсаса ҫӗнетмелле. 2018 ҫулччен республика лаптӑкӗнче федераци пӗлтерӗшлӗ мӗнпур ҫула юсаса пӗтермелле. Ун валли 10 миллиард тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Сӑр юханшывӗ ҫинче кӗпер тӑвас ыйтӑва татса парассипе те ӗҫлеҫҫӗ имӗш. Унччен вара проектпа смета документацине хатӗрлемелле.
М–7 трассӑна юсанӑ май Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ патӗнче ҫул ҫаври тума палӑртнӑ.
Ҫитес ҫул Шупашкарти Мускав кӗперне тума федераци хысничнен укҫа килессе шанаҫҫӗ. Пысӑк тӑкаклӑ ӗҫе пурнӑҫлама 1 миллиард та 600 миллион тенкӗ кирлӗ.
1,5 метртан пӗчӗкрех ҫынсене тиев машини, автобус, троллейбус тата трамвай рулӗ умне лартма чарасшӑн. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ятарлӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ.
150 сантиметртан пӗчӗкрех ҫынсене медицина тӗлӗшӗнчен руль умне лартма чарасси ҫинчен калкан документра C, CT, D, DE, Tm тата Tb категориллӗ транспорт хатӗрӗсемпе ҫӳретме чарасшӑн. Ку категорисем йывӑр пикапсемпе, прицеплӑ урапасене пырса тивеҫҫӗ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем микроавтубуспа пыракан водителе документсене тӗрӗслеме чарнӑ та… Лешӗн руль умне лармалли права та пулман иккен.
Унӑн правине унччен маларах туртса илнӗ-мӗн. Анчах арҫын пурпӗрех руль умне ларнӑ. Ҫавна май унӑн административлӑ явап тытма тивнӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн ҫакнашкал административлӑ явапа тытакансене 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле, 15 талӑклӑха ирӗксӗр хӑвармалла е 100-200 сехет ӗҫлеттермелле.
Шупашкарти Ленин районӗн миравай тӳри ҫак арҫынна 100 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Йӗркене пӑснӑ арҫынна хулари пӗр управляющи компанине янӑ. Унта вӑл урамсене, картишсене тирпейлӗ, урам шӑлӗ.
ЧР ШӖМӗ патруль автомобилӗсене видеосӑнав вырнаҫтарӗ. Ҫак списока 52 урапа кӗнӗ.
Ҫав 52 урапана кашнине тӳрех виҫӗ камера тата сасса ҫыртармалли микрофон вырнаҫтарӗҫ. Кун пирки «Руль умӗнче» редакци пӗлтерет.
Видеокамерӑсем хирӗҫ тата ҫумӑн пыракан урапасен номерӗсене «паллама», аварие, ҫынсем ҫул-йӗр правилисене пӑснине, хирӗҫӳллӗ ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнче иртнӗ шӑматкун А151 (Ҫӗрпӳ–Чӗмпӗр) ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ — Мазда ҫӑмӑл урапа (машина) аслӑ ҫул ҫине тухнӑ вӑхӑтра Камаза ирттерсе яман. Ҫапла май икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкек ҫурҫӗр ҫитеспе, 23:32 вӑхӑтра пулса иртнӗ. 26 ҫулти водительпе пӗрле малта ларакан хӗр вырӑнтах вилсе кайнӑ, хыҫалта ларса пынӑ икӗ ҫынна вара Патӑрьелти тӗп район пульницине ӑсатнӑ.
«Руль умӗнче» канашлури калаҫӑва хутшӑнакансем пассижирсемпе малта ларакан хӗр пиҫиххипе ҫыхӑнманнине асӑрханӑ — шӑп та лӑп ҫакӑ пысӑк инкек патне илсе ҫитернӗ те. Водителӗ хӑй Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен пулнӑ теҫҫӗ.
Шупашкарти «йӑрӑм ҫулсене» («зебрӑсене») ҫӗнӗ технологипе килӗшӳллӗн тума пуҫлӗҫ. Шурӑскер малашне сарӑ пулӗ. «Зебрӑн» тӗсӗ кӑна мар, материалӗ те улшӑнӗ.
Унччен усӑ курнӑ сӑрӑ вырӑнне термо- тата сивӗ пластикпа усӑ курӗҫ. Вӑл ҫанталӑк тӑрук улшӑннине лайӑх чӑтать. Ку кӑна мар. Ҫак материалӑн 30% — кантӑк хӑмпӑсем. Ҫакна пула вӑл «тимӗр урхамахӑн» фара ҫутипе йӑлтӑртама тытӑнать.
Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса 50 «йӑрӑм ҫула» улӑштарма палӑртнӑ. Хальлӗхе ку сӑнав. Ҫӗнӗ технологи ҫирӗплӗхне хӗлле тӗрӗслеме май пулӗ. Ун чухне ҫанталӑк сивӗ, «тимӗр урхамахсем» те шинисене улӑштараҫҫӗ.
Кӳкеҫ поселокӗнче водительсем валли электронлӑ информаци хыпарӗ вырнаҫтарнине нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Кунашкал табло ҫитес вӑхӑтра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗ ҫывӑхӗнче те вырнаҫтармалла.
«Атӑл» ҫул-йӗр управленийӗн эксперт специалисчӗ Георгий Юнусов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал таблосем водительсемшӗн пысӑк пулӑшуҫӑ. Вӑл руль умӗнчисене ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки хыпарлӗ: ҫул шуҫлак пирки, вӑйлӑ ҫумӑр килесси ҫинчен. Табло водителе хӑвӑртлӑха чакарма та сӗнӗ.
Таблопа юнашар электронлӑ паллӑ вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ҫул ҫинче «тимӗр урхамах» нумай чухне урӑх енчен каймаллине кӑтартӗ.
Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ та, Вӑрмар районӗнчи Ҫитмӗш ялӗнче те ҫулла пурнӑҫламалли ӗҫсене кайрана хӑварасшӑн мар. Халӗ унти урамсенчен пӗрне, Гагарин ячӗпе хисепленекеннине, сарнӑ.
Ӗҫне тума аукцион ирттерсех подряд организацине палӑртнӑ. Ара, урӑхла юрамасть-ҫке — муниципалитет килӗшӗвне алӑ пусиччен ҫапла тума саккун хистет. Урам тума конкурсра ҫӗнтернӗ организаци икӗ кунта вак чул сарса та тухнӑ. Малашне кӗрне-ҫуне пӑхмасӑрах урам тӑрӑх машинӑпа пӗр шиксӗр иртме май килӗ.
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра инҫе ҫула ҫӳрекен пуйӑссенче пирус туртакансем валли ятарлӑ вакунсем пулма пултарӗҫ. Анчах ку саккуна пӗчӗк улшӑнусем кӗртсен ҫеҫ пурнӑҫа кӗрӗ. Кун пирки асӑннӑ хаҫата Раҫҫей чукун ҫулӗ компанин вице-президенчӗ пӗлтернӗ.
Ахӑртнех, ҫав вакунсенче вентиляци тытӑмӗ лайӑх ӗҫлемелле. Саккуна кун тӗлӗшпе улшӑнусем кӗркунне кӗртмелле.
Пирус туртакансен прависене хӳтӗлекен пӗтӗм Раҫҫейри юхӑмӑн директорӗ Андрей Лоскутов каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ вакунсене хута ярасси пирки калаҫу пырать. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пирус туртакансем ятарлӑ вакуна лекессишӗн билетшӑн нумайрах тӳлеме те хатӗр-мӗн.
Ырантан, ҫурлан 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкарти Гагарин кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫавна май транспортсене унтан ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.
Ҫурлан 1–18-мӗшӗсенче транспортсене сылтӑм енӗсемпе сахалрах ҫӳреттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта икӗ еннелле каякансем те ҫул варрипе ҫӳрӗҫ. Унта ун чухне юсав ӗҫӗсем пымӗҫ.
Хула кунӗ хыҫҫӑн, ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 8-мӗшӗччен, транспортсене ҫул варрипе ҫӳреме чарӗҫ. Ҫак вӑхӑтра сылтӑм енчи ҫулсемпе ҫӳреме май пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |