Общество вырӑнӗсенче алкоголь шӗвекне сутма чарасси — ҫивӗч ыйту. Ӑна паян Шупашкар хула администрацийӗн планеркинче те ҫӗкленӗ.
Хулари кӳлмекре эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Кунта автотранспорт ҫӳрени те тӳре-шарана нумай шухӑшлаттарать. Кун пирки те татса парасшӑн.
— Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, алкоголь шӗвекне ӗҫекен ҫынсем кӳлмекре канакансемшӗн харушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫавна май унта эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Тӗп пляжра полици талӑкӗпех дежурствӑра пулмалла тӑвасшӑн, — тенӗ АОУ директорӗ Олег Алексеев.
— Ку ыйту кашни ҫул шухӑшлаттарать. Транспортӑн кӳлмекре ирӗклӗ ҫӳремелле мар, мӗншӗн тесен ку вырӑн — канмалли, автомашина ҫӳремелли мар, — тенӗ Леонид Черкесов мэр.
Ку ыйтӑва администрацире ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.
Шупашкар хулинчи Мускав кӗперне ҫур ӗмӗр каяллах тунӑ. Унтанпа вӑл япӑхма ӗлкӗрнӗ, каҫса ҫӳреме хӑрушӑ-мӗн. Ҫавна май ӑна юсама йышӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 17–28-мӗшӗсенче тата авӑн уйӑхӗн 23–26-мӗшӗсенче кӗперӗн сылтӑм енӗпе ҫӳрессине чарӗҫ. Анчах варринчен каҫма ирӗк парӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 17-мӗшӗччен тата авӑн уйӑхӗн 26–29-мӗшӗсенче кӗпер юсакансем варринче йӗрсене юсӗҫ, ҫавна май кӗперӗн айккинчи енӗпе машинӑсен кайма юрӗ.
Юсав ӗҫне «Мостотрест» акционерсен обществин Шупашкарти «Мостоотряд-41» фирмине шаннӑ. Кӗперҫӗсен тӗп тӗллевӗ — кӗперӗн япӑхнӑ «ҫӗввисене» юсасси. Ҫав «ҫӗвӗсене» маларах та юсакаланӑ-мӗн-ха, анчах вӗсен ҫӑрисем тахҫанах тутӑхнӑ, асфальтобетон тытӑнса тӑмасть. 2008 ҫултанпа йывӑр тиевлӗ машинӑсене ун урлӑ каҫарма чарнӑ. «Халӗ эпир пӗр фура та иртмессине асӑрхаттаратпӑр», — тенӗ филиалӑн директорӗн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Павел Мальченко.
46 ҫул каялла эксплуатацие панӑ кӗпере тӑтӑшах юсаса тӑраҫҫӗ пулин те тӗплӗ юсав кирлӗ. Ҫитес виҫӗ ҫуллӑха кулленхи юсавпа ҫырлахӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Куславкка хулинче, Атӑл юханшывӗ хӗрринче, декарбадер тунӑ. Ку халлӑхшӑн питӗ меллӗ. Уйрӑмах — Куславккасемшӗн. Ара, хуларан тӳрех Атӑл леш енчи Волжск хулине ҫитме май пур-ҫке халӗ.
Ӑна хута ямашкӑн Шупашкар юханшыв порчӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса татӑлнӑ. Унӑн ҫулӗ: Куславкка — Волжск. Декабардера тытса тӑмашкӑн тата эксплуатацилемешкӗн Куславкка район хыснинчен тӑкаклӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин «ГАЗ-21 клубӗ» «Ретро» (ятне ҫырни ҫыпӑҫуллах мар пек те, пӗлеҫҫӗ пуль — ӑна йӗркелекенсем ятне ҫавӑн пек шухӑшласа кӑларнӑ) общество организацийӗ «Шупашкар — Муркаш — Элӗк — Вӑрнар — Хӗрлӗ Чутай — Етӗрне — Шупашкар» маршрутпа авточупу йӗркелеме шут тытнӑ. Ҫула вӗсем ӗнер тухнӑ.
Элӗкри пирки вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ сала тӑрӑх ГАЗ-67, ГАЗ-69, ГАЗ-21, М-20 «Победа», ГАЗ-14 «Чайка», DODGE-WC61 машинӑсем колоннӑпа тӗп урам тӑрӑх иртнӗ. Унтан машинӑсем Культурӑпа кану паркӗ патне ыпрса чарӑннӑ. Авточупӑва хутшӑнакансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов саламланӑ.
Клуб историйӗ пирки калас тӑк, ӑна 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче пуҫарнӑ иккен. Ун чухне пӗр шухӑшлӑ виҫӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Ик ҫулта йыш 25 ҫынна ҫитнӗ. Клуб пайташӗсем хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑпа мотоциклсен историне упраса хӑварасшӑн-мӗн. Хастарсем Шупашкарта тата республика шайӗнче иртекен мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ.
Сӑнсем (6)
Шупашкарта Иван Яковлев проспектне юсанине пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Халӗ строительсем чукун ҫул каҫакан вырӑн еннелле ҫывхарса пыраҫҫӗ. Ҫавна май унти ҫула та хупланӑ – машинӑсене тавра ҫулпа ҫӳреттереҫҫӗ. Общество транспортне кӑна ку чару пырса тивмест темелле. Вӗсене те пурне ирӗк паман: хулари троллейбуссене тата 5-мӗш, 7-мӗш, 10-мӗш тата 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссене кӑна. Ытти мӗнпур транспортӑн База такӑрлӑкӗпе ҫӳреме тивет.
Ҫула саракан «Чӑвашатводор» организаци ӗҫченӗсем чукун ҫул каҫакан ҫул патнелле юсаса пырассине ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пӗтерме шантарнӑ. Ун тӗлне Иван Яковлев тата Мир проспекчӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул ункине туса пӗтересшӗн. Ҫул юсавне МТВ-центр тӗлӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫул таранах вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре транспорта унтан ҫӳреме ирӗк парӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑш-пӗр урамра ҫула пӳлӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак кунсенче ҫар техникин парачӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ валли тӗплӗн хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш тренировка ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Парад йӗркелӳҫем ҫак канмалли кунсенче кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнӗ, ҫавна май тепӗр хатӗрленӳ ыран пулӗ. Виҫмине тӗп хатӗрленӳ иртӗ. Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче, ирхи 10 сехетрен пуҫласа кӑнтӑрлахи 14 сехетчен, тӗп ҫулсемпе парад колонни кайӗ.
Палӑртнӑ вӑхатра Богдан Хмельницкий урамӗнче (3-мӗш ҫуртран пуҫласа 30-мӗш автоҫул хӗресленнӗ таран, Богдан Хмельницкий урамӗпе Президент бульварӗ хӗресленнӗ вырӑн таран). Автомобильсене Президент бульварӗпе, Хӗрлӗ тӳремпе, Калинин урамӗпе, Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчен те ямӗҫ.
Чӑваш Енри ҫулсемпе (тӗрӗссипе, Раҫҫейӗн кирек хӑш тӑрӑхӗнче те) пынӑ чухне ҫул хӗррисенче хӗрессем, палӑксем лартнине асӑрхама пулать. Ҫул ҫинчи инкекре вилнисене асӑнса тӑванӗ-пӗлӗшӗ ҫав вырӑна ҫапла паллӑ тӑвать. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак йӑлана пӑрахӑҫласшӑн. Ҫак ыйтӑва вӑл планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Михаил Васильевич юлашки вӑхӑтра ҫул хӗрринче кӑшӑлсем, картасем, палӑксем нумайланнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫула ҫак хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтармала мар, кун валли ятарлӑ вырӑн — масар — пур. Республика Элтеперӗ ку ыйтӑва 10 ҫул каяллах ҫӗкленине аса илтернӗ. Ун чухне муниципалитетсем ҫул хӗррисене палӑк-хӗрессенчен тасатнӑ.
Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, масар хатӗр-хӗтӗрӗ водительсен психикине япӑх витӗм кӳрет, авари пулас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Вӑл ку ыйтӑва правительствӑна, муниципалитетсене уҫӑмлатма хушнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Еврей автономи облаҫӗн депутачӗсем ҫак ыйтӑва Раҫҫей шайӗнче ҫӗкленӗ. Вӗсем ҫулсене хурлӑха аса илтерекен вырӑна ҫавӑрмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Депутатсем саккун проекчӗ хатӗрленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1–10-мӗшӗсенче Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула пӳлӗҫ. Анчах ку троллейбуссене пырса тивмӗ. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Алексей Маклыгин алӑ пуснӑ.
Проспекта ирхи 6 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен пӳлӗҫ. Ҫулпа тролллейбуссем тата кунти ӗҫе пурнӑҫлакан транспортсем ҫеҫ кайма пултарӗҫ. Ыттисен тавран ҫӳреме тивӗ.
Ҫак постановление пурнӑҫлас ӗҫе Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров тӗрӗслӗ.
Ҫапла ҫав вӑл пуҫлӑх пуканӗ — ытла та шанчӑксӑр. Паян сана лартаҫҫӗ, ыран шанчӑкран тухатӑн. «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхне Олег Князькина лартни ҫулталӑк та ҫитменччӗ, халӗ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ та.
Ку предприяти республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине пӑхӑнать. Князькина директор тивӗҫӗнчен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Мӗншӗн хӑтарни пирки документра пӗр сӑмах та каламан.
Аса илтеретпӗр, Олег Князькин — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ.
Республикӑра урапа (машин) ҫулӗсене юсасси малалла пырать. Ҫанталӑк ӑшӑтиччен вӗсене сивӗ асфальт сарса сапланӑ. 7 пин тӑваткал метр ытла лаптӑка ҫӗнетме 699 тонна ытла ҫавӑн йышши асфальт тухса кайнӑ иккен.
«Чӑвашавтодор» тата «Автодорсервис» обществӑсем регион, муниципалитетсем тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче 587 тӑваткал метр юсанӑ.
Маларах асӑннӑ организацисемсӗр пуҫне хуласенче «Строй ТЕК», «Ликта», «Стройсервис» тулли мар яваплӑ обществӑсем юсав ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |