Вӑл чирли пирки малтанах илтнӗччӗ. Вӑл вара ҫаплипех вылятчӗ. Ним пулман пек хӑйне чӗрӗ те хавас тытатчӗ. Чире ҫӗнетех пуль тесе питех те шанас килетчӗ. Ҫук иккен. Усал чир уямарӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Ольга Почалкинӑна та шеллемерӗ вӑл. 41 ҫулти сцена ӑстине леш тӗнчене илсе кайрӗ.
Театр ӳнерне кӑмӑллакансем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине кирек епле сӑнара калӑпласан та ӑшшӑн йышӑнатчӗҫ. Чунне парасла вылятчӗ Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе Питӗрти театр училищин патшалӑх академийӗнче артист ӑсталӑхне алла илнӗ ӑста. 1996-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксене театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унӑн ролӗсене асӑнса та пӗтереймӗн. Тӗслӗх вырӑнне хам халь кӑна тепӗр хут пӑхса илнӗ «Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуҫҫинчен…» спектакле илсе парас-ши е тата «Ирпе автан авӑтсан» ятлине-ши? Тепӗр тесен, пӗрех мар-и? Пуринче те Ольга Почалкина тӗлӗнмелле маттур вылятчӗ.
Ольга Почалкинӑпа ыран, 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх паян Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑй-хал культурипе спорт ӗҫченӗпе, РСФСР тата СССР тава тивӗҫлӗ бокс тренерӗпе Геннадий Герасимовпа сывпуллашнӑ.
Мероприяти Шупашкарти Граждан урамӗнчи «Ритуаллӑ пулӑшу» пӳлӗмӗнче иртнӗ. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемсӗр пуҫне кунта Шупашкарти бокс ветеранӗсем те пухӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче спорт министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Мельников, Геннадий Герасимов вӗрентсе ӳстернӗ В. Соколов, В. Лаптев, Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ В. Садырга тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ.
Герасимов Геннадий Николаевич 1931 ҫулта Етӗрне районне кӗрекен 2-мӗш выҫҫӑлкӑра ҫыралнӑ. Чӑваш Ен, Украина, СССР ТҪФ чемпионӗ пулнӑ, РСФСР шайӗнче иртнӗ турнирсенче ҫӗнтернӗ. 20 спорт мастерне вӗрентсе ӳстернӗ, ҫав шутра Чӑваш Енрен тухнӑ пӗрремӗш олимп бокс чемпионне Валериан Соколов, Тӗнче кубокне ҫӗнсе илнӗ Владимир Мельник. Валерий Уледеркинпа тата Михаил Степановпа пӗрле «чӑваш бокс шкулне» йӗркелекенсенчен пӗри.
Паян республикӑри паллӑ журналистпа Валентина Ивановапа сывпуллашаҫҫӗ. Ӑна юлашки ҫула ӑсатас текенсем Шупашкарти Граждански урамри 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Ритуал пулӑшӑвӗ» предприятие 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ҫитме пултараҫҫӗ.
79 ҫула кайнӑ Валентина Андреевна авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Вӑл 1937 ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Стрельна хулинче ҫуралнӑ. Ленинградра филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1958–1978 ҫулсенче Чӑваш радиора корреспондент, аслӑ редактор пулса тӑрӑшнӑ. 1978 ҫултанпа ӑна ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнипе пӗлеҫҫӗ.
Общество ӗҫне те Валентина Иванова хастар хутшӑннӑ. 1988–2004 ҫулсенче республикӑри ача-пӑча фондне ертсе пынӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш созыври депутачӗ те, Чӑваш Енри Общество палатин пайташӗ те пулнӑ.
Унӑн наградисене асӑнса та пӗтереймӗн. Кӗнекесене вӑл 30 ытла кӑларнӑ.
Чӑваш музыкинче — пысӑк ҫухату. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Анатолий Калафати пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Анатолий Васильевич 105 ҫула пуснӑччӗ.
Анатолий Калафати 1911 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче Питӗрте паллӑ композитор ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ унтах иртнӗ. Консерватори пӗтерсен джас-оркестра ертсе пынӑ. 1941 ҫулта ӑна фронта илсе кайнӑ.
Анатолий Калафати йывӑр ҫулсенче те кӗвӗ пирки манман. Фронтра вӑл оркестр йӗркеленӗ, вӑл унта сахал мар сӑвӑпа юрӑ ҫырнӑ. Ҫав шутра — «Забайкалье помнится седое» юрӑ. Вӑл каярахпа стрелоксен 65-мӗш дивизийӗн маршӗ пулса тӑнӑ.
Анатолий Калафати Европӑри ҫӗршывсене фашистсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗ вӑл Берлинта кӗтсе илнӗ. 1965 ҫулта Анатолий Васильевич Вырӑс драма театрӗ чӗннипе Шупашкара килнӗ. Унта ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче концертмейстерта вӑй хунӑ. Унта вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫленӗ.
Ӗнер Чӑваш Республикин спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 65 ҫул тултаратчӗ.
Министр пулнӑскер Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнче ҫуралнӑ. Василий Семенов тренер ертсе пынипе 1971 ҫулта СССР спорт маҫтӑрӗн нормативне пурнӑҫланӑ. 1973 ҫулта Шупашкарти И.Н. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи физвоспитани факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1990 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӗн Физкультурӑпа спортӑн патшалӑх комитетне ертсе пыма шаннӑ. 1994 ҫулта ведомствӑран министерство йӗркеленӗ. Министрта 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӑрӑшнӑ.
1999 ҫулта Вячеслав Краснова Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн комитечӗн пайташне суйланӑ. Унта вӑл 2011 ҫулччен тӑрӑшнӑ.
Ӗнер республикӑри паллӑ журналистсенчен пӗри, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Лев Васильев вилнӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ӑна аван пӗлеҫҫӗ. Вӗсем кӑна мар, тӳре-шара та, хирте тата фермӑра ӗҫлекенсем те, савут-хапрӑкра станок умӗнче тӑракансем те. «Ним ҫукран хыпар тупма пӗлетӗр», — тесе каланӑччӗ пӗринче эпӗ ӑна сӑмах май.
Чӑн та, Лев Васильев политикӑпа тата экономикӑпа ҫыхӑннӑ темӑсене те ҫутатчӗ, пысӑк мар ялти ик урама ҫыхӑнтаракан пӗр-пӗр кӗпере юсанине пӗлтерекен хыпар таранах вуланмалла ҫырса кӑтартма ӑстаччӗ.
Вӑл ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче 62 ҫул тултарнӑ. Тивӗҫлӗ канура пулин те Лев Леонидович хастарччӗ, тӗрлӗ мероприятие тухса ҫӳретчӗ, район-хулана ҫитетчӗ. Мӗнех, йывӑр тӑпрӑр ҫӑмӑл пултӑр тесси кӑна юлать ӗнтӗ...
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ. Иван Яковлевич Яковлевӑн мӑнукӗн ачи Екатерина Всеволодовна Павлова куҫне яланлӑхах хупнӑ.
Екатерина Всеволодовна 81 ҫулта пулнӑ. Ӑна Мускаври Ваганьки масарӗнче паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 14 сехетре Иван Яковлевпа юнашар пытарнӑ.
Екатерина Павлова искусствоведени кандидачӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, СССР ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ пулнӑ, вӑл Пысӑк Ылтӑн Пушкин медалӗн хуҫи, Пушкин вӑхӑтӗнчи ӳнер пирки 200 ытла статья пичетленӗ.
Аса илтерер: Раҫҫейри культурӑн паллӑ ӗҫченӗ Михаил Ефремов та Иван Яковлевӑн тӑванӗ. Вӑл Иван Яковлевичӑн амӑшӗ енчен тӑван шутланать.
Британи ҫыравҫи Терри Пратчетт вилсе кайнӑ. Кун пирки паян Би-би-си пӗлтернӗ. Пратчет вилни пирки ӑна пичетлекен издательство пӗлтернӗ. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ. 2007 ҫултанпа ҫыравҫӑ Альцгеймер чирӗпе аптӑранӑ.
Ҫыравҫӑн халӑхра уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ тата вулакансем кӑмӑллакан хайлавӗсен шутне «Плоский мир» сатира фэнтези ярӑмне кӗртеҫҫӗ. Пратчетт кӗнекисен пӗтӗмӗшле тиражӗ 50 миллиона яхӑн экземпляра ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вӑл хӑй ӗмӗрӗнче 70 ытла кӗнеке кун ҫути кӑтартма ӗлкӗрнӗ.
2009 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Пратчетта Англи патши II Елизавета рыцарь-бакалавр шутне кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫыравҫӑ Британи империйӗн орденӗн офицерӗ шутланнӑ.
Пратчетт 1948 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫран вӑл паян, хӑйӗн килӗнче, уйрӑлса кайнӑ.
Ӗнер Борис Немцов политика Шупашкарта та асӑннӑ. Асӑну мероприятийӗ Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑвара вырнаҫнӑ политикӑлла репрессисенче шар курнисене халалланӑ палӑк умӗнче иртнӗ. Пухӑннӑ халӑк ҫак палӑк умне чечексем хунӑ.
Мероприятие пурӗ 50 ҫын патнелле хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче политикӑри активистсем кӑна мар ахаль ҫынсем те пулнӑ пирки «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтерет. Чӑвашсенчен акцие «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата Илле Иванов журналист хутшӑннӑ. Партисене илес пулсан унта РПР-Парнас, Яблоко, Расштавӑн 5-мӗшӗнӗн партийӗ, Прогресси партийӗ пулнӑ.
Асилтеретпӗр, 55 ҫулхи Борис Немцова нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑ тӗлнелле паллӑ мар ҫын персе вӗлернӗ. Хальхи вӑхӑтра Мускавра ӑна шыраса тупас ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Ӗнер асӑну мероприятийӗ Мускавра та иртнӗ. Хурланса утассине пурӗ 51 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Ун маршручӗ Китай-Хуларан пуҫласа Москворецки кӗперӗ ҫити — паллӑ политика вӗлернӗ вырӑна таран —тӑсӑлнӑ.
Мускавра РПР-ПАРНАС партин сопредседательне Борис Немцова вӗлернӗ. Ку ӗҫ Мускавӑн тӗп пайӗнче эрнекун каҫхине пулса иртнӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр паллӑ мар ҫын политика тӑватӑ хутччен персе вилмеллех амантнӑ.
Каласа хӑварас пулать, Борис Немцов пушӑн 1-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ «Ҫуркунне» ятлӑ кризиса хирӗҫ ирттерекен марш йӗркелӳҫисенчен пӗри шутланнӑччӗ.
Борис Немцов 1991–97 ҫулсенче Чулхула облаҫӗн пӗрремӗш кӗпернаттӑрӗ пулнӑ. 1997 ҫулта Раҫҫей правительствине куҫнӑ, топливӑпа энергетика министрӗ пулса тӑнӑ. 1997–98 ҫулсенче правительство председателӗн пӗрремеш ҫумми таран ӳснӗ. Юлашки ҫулсенче оппозицире пулнипе палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |