Сочире иртекен Олимп вӑййинче паян юлашки ӑмӑртусем иртӗҫ. Ҫав шутра хоккей финалӗ те. Унта Швеципе Канада тӗл пулӗҫ.
Паянпа ӗнер Раҫҫей ушкӑнӗ пурӗ 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнине шута илсе пирӗннисем медальсен йышӗпе те ушкӑнсен тупӑшӗвӗпе те чи малти вырӑна тухрӗҫ. Уйрӑмах паян тухӑҫлӑ пулчӗ теме пулать — йӗлтӗрпе 50 ҫухрӑма чупассипе пирӗн арҫынсем пӗтӗм малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Мала Александр Легков тухрӗ, иккӗмӗш вырӑна — Максим Вылегжанин, виҫҫӗмӗшне — Илья Черноусов.
Паянах олимп вӑййине чыслӑ уяв ирттерсе хупӗҫ. Вӑл 20 сехетре пуҫланмалла. Олимп вӑййине уҫни илемлӗ те кӑсӑклӑ пулнине шута илсен хупни те япӑхах мар пек пулмалла.
Виҫӗмкун олимп вӑййинче 17 ҫулхи Аделина Сотникова тӑркӑчпа (конькипе) илемлӗ ярӑнса ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Кунашкал ҫитӗнӗве унччен ни Совет Союзӗнче ни Раҫҫей вӑхӑтӗнче туманччӗ, ҫаванпах пулӗ ҫӗршыв чӑннипе те савӑнчӗ.
Аделина Сотникова Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттарӗн Александр Васильевич Кочетовӑн мӑнукӗн хӗрӗ иккен. Виҫӗ ҫулта чухне вӑл хӑйӗн амӑшӗпе Улатӑра тӑванӗсем патне хӑнана та килсе кайнӑ иккен. Халӗ Улатӑрта унӑн аякри тӑванӗсем Анатолий Николаевичпа Любовь Александровна Федотовсем пурӑнаҫҫӗ.
«ПроГород» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх Шупашкарта та тӑванӗсем ҫук мар. Унта пурӑнакан тӑванӗ патне Аделина пӗрре мар килсе кайнӑ тет.
Чӑваш театрне юратакансем Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн Владимир Семенова аван пӗлеҫҫӗ. Эп сӑнанӑ тӑрӑх, чылай чухне вӑл кӑрарах чунлӑ ҫынсен рольне калӑпланӑн туйӑнать. Тепӗр тесен, ун йышши рольсем ӑна ҫывӑхрахӑн туйӑнаҫҫӗ тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Чӑвашсем уйрӑмах йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче те куракансем кӑмӑлласа йышӑннине палӑртаҫҫӗ унпа гастрольте пулнисем.
Владимир Валентинович — Шупашкар район ҫынни. 1949 ҫулти ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Ленинградри (ун чух Питӗр хулине ҫапла каланӑ та) музыкӑ театрӗпе кинематографин патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Ҫак ҫулсенче миҫе роле калӑпланине Владимир Семенов картса пынӑ-ши — калама хӗн. Хальтерех вылянисенчен «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп»-ри Летяева, «Чухӑнлӑх инкек мар»-ти Коршунова тата ыттине асӑнма пулать.
1989 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артсичӗ ят панӑ, 16 ҫул вӑл чӑваш халӑх артисчӗ пулса тӑнӑ. Халӗ акӑ тата тепӗр хисеплӗ ят: Владимир Семенов — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ!
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти коопераци институчӗн бухгалтери учечӗпе прикладной информатика факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренекен Антон Михеев электроприводлӑ пандус патентланӑччӗ. Антон шухӑшласа кӑларнӑ япала кӳмесене нумай хутлӑ ҫуртсенче хӑпартма пулӑшать. «Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк изобретатель — 2013» республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн каччӑна I степеньлӗ Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Антон Михеева «Хӗрӳ чӗре» кӑкӑр паллипе чыслӗҫ. «Хӗрӳ чӗре» — социаллӑ-культура пуҫарӑвӗсен фончӗн ҫӗнӗ проекчӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — пулӑшу кӗтекен ҫынсене пулӑшма хатӗррисене тупса палӑртасси, вӗсене тав тӑвасси. Фонд проекта Раҫҫейӗн вӗренӳ тата аслӑлӑх министерствипе, хӳтӗлев министертсвипе, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ача правине хӳтелекен уполномоченнӑйӗпе тата общество организацийӗсепе, фондсемпе пӗрле пурнӑҫлать.
«Хӗрӳ чӗре» кӑкӑр паллипе ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чыслӗҫ. Ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Хисеп кӗнекине кӑларӗҫ. Унта палла тивӗҫнӗ ҫынсене, вӗсен пурнӑҫӗнчи историсене кӗртӗҫ.
Хӗрарӑм биатлонистсем паян пире тепӗр медальпе савӑнтарчӗҫ. Унччен конькипе тупӑшакан Ольга Граф бронза медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Халӗ, ав, тепӗр Ольга медальлӗ пулса тӑчӗ. Вӑл та Ольга, анчах Вилухина биатлонистка.
Спринта Екатерина Шумиловӑна тепӗр спортсменка ӑнсӑртран йӗлтӗрпе лектерчӗ те чупнӑ ҫӗрте персе анчӗ, туйине те хуҫса пӑрахрӗ, винтовки те ванса кайрӗ. Финиша вӑл 60-мӗш ҫитрӗ. Ольга Зайцева — 28-мӗш. Бронзӑна илеймӗ-ши тесе шаннӑ Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Яна Романова 19-мӗш вырӑна тухрӗ.
Пӗрремӗш вырӑнта — Словаки биатлонистки Анастасия Кузьмина. Тӗрӗссипе, вӑл Раҫҫей спорстменкиех-ха, Словакишӗн ӑмӑртать. Бронза медале Украина биатлонистки Вита Семеренко ҫӗнсе илчӗ.
Нумай пулмасть кӑна кӑна Раҫҫей спортсменӗсем пуҫласа медале тивӗҫрӗҫ. Ӑна илсе килекенни — конькипе тупӑшакан Ольга Граф. Вӑл 1983 ҫулта Омск хулинче ҫуралнӑ, национальноҫӗпе — нимӗҫ.
Ӑмӑртӑва пуҫламӑшӗнчен пуҫласа пӑхакансем Юлия Скокова ҫӗнтерессе те малтанласа шанчӗҫ-тӗр. Ара, тупӑшӑва вӑл та начар мар пуҫларӗ-ҫке. Анчах кайран старта вӑйлӑраххисем тухрӗҫ. Ҫапла вара Юлия Скокова 9-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Екатерина Шихова — 21-мӗш.
Ылтӑн медаль хуҫи — Голланди спортсменӗ Ирен Вюст. Виҫӗ пин метра вӑл 4.00,34 минутра чупса тухрӗ. 4.01,95 минутра ӗлкӗрнӗ Чехи спортсменӗ — Мартина Сабликова кӗмӗл медаль хуҫи.
Арҫынсен скиатлонӗ те питӗ хумхантармалла иртрӗ. Шел те, пирӗн Максим Вылегжанин финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗ, ҫапла вара ӑна бронза лекмерӗ.
Тӗнче тетелӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн электронлӑ вулавӑшӗ те хайлавсемпе пуянланса пырать. Вӗсен сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть унта 500-мӗш хайлав кун ҫути курнӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкул директорӗ пулнӑ Н.П.Петров ҫырнӑ «Марионеткӑсем» сӑвӑ. Сайт хыпарланӑ тӑрӑх Николай Петровӑн сӑввисен шучӗ те вулавӑшра 78-а ҫитнӗ. Ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене илес пулсан унта Николай Карайӑн чи нумаййи иккен — вулавӑшра унӑн 96 хайлавне тупма пулать. Сӑвӑ-калав йышӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн Гурий Дубов йышӑнать, электронлӑ вулавӑшра унӑн 69 сӑвви вырнаҫнӑ.
Паллах, Нестор Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе кӗрекен ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫӑн хайлавӗсемпе те паллашма пулать. Вулама юратакансем кунта Леонид Антоновӑн, Юрий Сементерӗн, Георгий Туслин, Лука Семеновӑн, Николай Ершов-Янгерӑн, Валентина Рудниковӑн, Галина Макаровӑн, Зинаида Михайлова-Селимен, Николай Ункайӑн, Галина Ҫуткӳлӗн пултарулӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи шкул ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул ҫитӗнӳпе пуҫланнӑ. Вӗсем «Этем — историре. Раҫҫей — XX ӗмӗр» тӗпчев ӗҫӗсен республика шайӗнчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Палтай шкулӗнче вӗренекен Михаил Шуверов «Ҫын тата пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Урпашри вӑтам шкулта вӗренекен Светлана Портнова «Этем, общество, ҫар» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Этем тата влаҫ» ятлинче Советски шкулти Ирина Игнатьева тата Тури Ачакри Елена Одикова 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫемье историйӗ пирки каласа панӑ Засурскинчи тулли мар вӑтам шкулти Михаил Иванов 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Тӗпчев ӗҫне ачасем паян кӑна пуҫӑнман иккен-ха. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унччен те вӗсем тӑван тӑрӑх историйӗпе, паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе вӗсем архиври материалсемпе те усӑ кураҫҫӗ паллах, музей-вулавӑшсенче те лараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса калаҫаҫҫӗ.
Шупашкарти политехника институчӗн директорӗ Александр Акимов техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор Европӑри ӑслӑлӑхпа промышленноҫ палати ҫирӗплетнӗ Пахалӑх дипломне тата ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫӳллӗ шайри наградӑна ӑна «педагогикӑри тата ӑслӑлӑхри пысӑк пахалӑхлӑ ӗҫсемшӗн» панӑ. Маларах ун пеккине Л.М. Рошаль тата Л.А. Бокерия, Е.И. Чазов профессорсем тата ҫӗршыври ытти хӑш-пӗр паллӑ ҫын тивӗҫнӗ иккен.
Ҫӳлерех асӑннӑ палатӑн Раҫҫейри тата СНГри элчелӗхне 1992 ҫултах йӗркеленӗ. Вӑл ӑслӑлӑхри, культурӑри, производствӑри, вӗрентӳри ҫитӗнӳсене палӑртса патшалӑх тата уйрӑм ҫынсем енчен пулӑшассипе ҫине тӑрать иккен.
Республикӑн тӗп хулине ҫӗнтерӳшӗн 5,55 миллион тенкӗ премипе хавхалантарнӑ. Тупрана Шупашкар «Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула (ял) тӑрӑхӗ» конкурсра иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе ҫӗршывра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн тивӗҫнӗ.
Конкурса ҫӗршывӑн регионсен аталанӑвӗн министерстви йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ, тӗрӗсрех, ултӑ, ушкӑнпа ирттернӗ. V категорире (кунта 3 пинтен пуҫласа 5 пин таран ҫын пурӑнаканнисене кӗртнӗ) Елчӗк ял тӑрӑхӗ III степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ӑна та укҫан премипе — 800 пин тенкӗпе — чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |