Чӑваш халӑх сайтӗнчи чӑвашла ҫырнӑ хыпарсен йышӗ пин ҫурӑран иртрӗ. Тӗрӗсрех каласан — ҫакӑнпа пӗрле 1 515 пулать. 1000-мӗш хыпар ҫулталӑк каялла ҫеҫ ҫырӑннӑччӗ — ҫурлан 27-мӗшӗнче. Хӑвӑрах куратӑр — вӗсем сайтра хӑвӑртрах тухма пуҫланӑ. Ҫитменлӗхсене вара — тӑтӑш тухманнине, йӑнӑшсем кайнине, «чӗрӗ» пулманнине — юсама тӑрӑшатпӑр!
Хыпарсен йышне нумайлатас тӗллевпе кӑҫал эпир ятарласа «Хыпарла» проект та хута ятӑмӑр! Шел, ҫыракансем тупӑнмаҫҫӗ... Сахал хутшӑнаҫҫӗ.
Пӗлме: чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче ҫырӑннӑ — вӑл сайт движокне улӑштарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ. Район хыпарӗсене ҫутатнине илес пулсан сайтра ытларах Шупашкар районӗнчи (98 хыпар), Красноармейски районӗнчи (107 хыпар), Элӗк районӗнчи (49) хыпарсем тӗл пулаҫҫӗ. Пӑрачкав (2), Ҫӗмӗрле (10), Улатӑр (9), Шӑмӑршӑ (17) районӗнчи хыпарсем вара — сахалрах.
Нумай пулмасть пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» ача-пӑча экологи форумӗ Мускавра ирттерекен ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫӗ-лауреачӗсене пӗлтерчӗҫ. Вӗсем хушшинче Чӑаш Енрен хутшӑннисем те пур — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Михайлов Алексей (сӑмах май, вӑл «Трак ен» сайтӑн администраторӗ те). Алеша хӑйӗн «Космос тата Ҫӗр» ятлӑ сайчӗпе «Хальхи технологисем — ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫре» (экологи тата ҫут ҫанталӑка хӳтӗлес темӑпа хатӗрленӗ сайтсен тата Internetри web-страницӑсен ӑмӑртӑвӗ) ятлӑ номинацире лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ. Ку проект ӗҫӗн ертӳҫи — ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе общество пӗлӗвне вӗрентекен Михайлов В.М.
Пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр! Малашне пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!
Чӑвашла CD, DVD, ҫавӑн пекех Шупашкарта тухакан чӑвашла тата вырӑсла кӗнекесене сутакан тетелти «СУМ» лавккари таварсен йышӗ 200-тен иртрӗ. Вӑл хальлӗхе майӗпен хатӗрленсе пырать пулин те тавар туянакансем ҫук мар: кӗнекесем, дисксем илеҫҫӗ.
Лавккана Чӑваш халӑх сайчӗ тӑвать. Меллӗ, ансат пулмалла вӑл. Сӑмахран тавара туянас умӗн маларах эсир унпа паллашайратӑр — чылай япалан тӗрлӗ сӑнӳкерчӗкӗсем пур. Хушма сӑнсенче кӗнекен ӑшлӑхӗ, фильмсенчи кадрсемпе паллашма май пур.
Таварсен хакӗ те ахаль лавккарисенчен йӳнӗрех. Сӑмахран, нумай пулмасть кӗртнӗ «Янавар юмахӗсене» Шупашкар лавккисенче 174 тенкӗпе сутаҫҫӗ пулсан — кунта 170 тенкӗ ҫеҫ. CD тата DVD дисксем пирки калаҫу та ҫук — вӗсем 80-100 тенкӗ кӑна.
Тетелти лавкка http://www.i-sum.su адреспа ӗҫлет. Таварсене почтӑпа усӑ курса Раҫҫейӗн пур тӑрӑхне те ҫитерме пулать. Ҫавӑн пекех Шупашкара тата ун ҫывӑхӗнчи тӑрӑхсене кил таран ҫитерсе пама пулать.
Тунтикун, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Пермь хулинче регионсен «Раҫҫей хулкканӗ — 2011» телекуравпа радиокӑларӑмӗсен ҫарпа патриотизм фестивальне пӗтӗмлетнӗ — «Чӑваш Ен» Гостелерадиокомпани хатӗрленӗ «Солдат Терентий Дверенин» (Терентий Дверенин салтак) фильма Аталҫи федераллӑ округри Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн тулли представителӗ Григорий Рапота дипломпа палӑртрӗ. Кун пирки cap.ru сайт хыпарлать.
Фестивале пурӗ виҫҫӗр ытла ӗҫ ярса панӑ, вӗсенчен аллӑшне финала суйланӑ. «Россия 1» телеканалӑн ятарлӑ корреспонденчӗ Александр Сладков пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫсен пахалӑхӗ ҫулран ҫул лайӑхланса пырать. Журналистсем хайлав сюжечӗсене кӑсӑклӑн уҫса пама тӑрӑшни сисӗнни пирки те вӑл каларӗ.
«Чувашия» икӗ ӗҫ тӑратнӑччӗ. Пӗрремӗшне Руслан Желудкин ФХХ (ФСБ) подполковника халалласа ӳкернӗ — пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл хӗҫ-пӑшаллӑ хурахсен йӗрне тупнӑ пулнӑ. Информацие тепӗр хут тӗрӗслес тесе кайнӑ, анчах лешсен аллине ҫакланнӑ. Аманса пӗтнӗ кӗлеткине темиҫе кунран асӑрханӑ. Иккӗмӗш ӗҫ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 93 ҫулхи Терентий Дверенин пирки каласа пырать. Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветеран ватлӑхра хӑйне валли йӑпанӑҫ тупнӑ — пуканесем ӑсталать.
Эпир йӗркеленӗ электронлӑ вулавӑшри хайлавсенче хальхи вахӑтра шӑп та ҫакӑн чухлӗ саспалли! Нумай-и вӑл, сахал-и? Пӗр енчен пӑхсан, 4 гигабайтлӑ флешкӑна (унашкал калӑпӑшлине халь лавккасенче 250-400 тенкӗпе туянма май пур) пирӗнешкел вулавӑш 200 штук таранах кӗме пултарать. Тепӗр енчен пӑхсан вара — сахалах та мар. Пӗр кӗнекере вӑтамран 300-600 пин саспалли пулнине шута илсен пирӗн вулавӑшра 30-60 кӗнеке калӑпӑшӗ. Ку вара сахалах мар. Чӑннипе пирӗн вулавӑшра, кӗртсе пӗтерменнисене те шута илсен, пурӗ 48 кӗнеке. Чылай хайлава эпир кӗнеке шайӗнче мар, уйрӑммӑн кӗртсе — ҫапла май пӗтӗмӗшле калӑпӑш пуҫтарӑнать те ӗнтӗ.
Пуянлӑх тӗлӗшӗнчен — пирӗн вулавӑшра 760 ытла автор, 4 600 ытла хайлав (вӗсенчен 3 200 ытла сӑвӑ, 500 яхӑн калав, 190 яхан юмах, 50 ытла юптару, 30 ытла повесть, 9 роман).
Пирӗн республикӑри шкулсенче тӑван ен культурине 1992 ҫултанпа вӗрентеҫҫӗ. Малтанхи вӑхӑтра ҫак предмета вӗрентме питех те ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те, халь йывӑрлӑхсем айккинелле пӑрӑнса пыраҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулмасть пуль. Ачасем валли 4-мӗш класран пуҫласа 8-мӗшне ҫитичченех ятарлӑ вӗренӳ кӗнекисем хатӗр, вӗсемпе ӗҫлесе пыма ӗҫ тетрачӗсем те ҫителӗклӗ кларса пыраҫҫӗ. Шкулсене уроксенче усӑ курма ятарласа ӳкернӗ видеофильмсем те килсе ҫитнӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе Е.В.Александрова туса пырать. Паллах, ҫак утӑмсем ачасене тӑван ен культурине вӗренсе пыма маллала хавхалантарса пыраҫҫӗ.
Уроксенче илнӗ пӗлӳпе усӑ курма пултарнине Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен ачасем те кӑтартса параҫҫӗ. Харӑсах икӗ ҫул — 2006 тата 2007 — М.Белкова вӗренекен республикӑра ирттернӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивале («Асамат» номинаци) хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. Халӗ вара Шупашкартан тепӗр савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: шкулта тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Александра Федорова республикӑра кӑҫал пӗрремӗш хут тӑван ен культурипе иртекен олимпиадӑра виҫҫӗмӗш вырӑна тухма пултарнӑ.
«Эткер» центрта экологие вӗренекенсен Республикӑри XVII ӑслӑлӑхпа-практика конференцийӗ иртнӗ. «Шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӗрулми икӗ хутчен ҫитӗнтерни» темӑпа («Пирӗн ҫемьери симӗс технологи» хуҫалӑхри ял хуҫалӑх опычӗ тӑвакансем» номинацире) Альбина Прохорова хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе малти вырӑна тухнӑ, — тесе пӗлтерет Шупашкар районӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ. Альбина Чурачӑкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренет. Ачасен пултарулӑх центрӗн «Ҫамрӑк натуралист» вӗренӳ пӗрлешӗвне ҫӳрет, хӑйӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсемпе ентешӗсене час-часах савӑнтарать.
Нумай пулмасть Атӑлҫи федераллӑ округра халӑх ӗҫӗ-хӗлӗнчи хӑрӑшсӑрлӑха тивӗҫтерес тӗлӗшпе ирттернӗ ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Пурӗ 200 ытла хутшӑннӑ, вӗсен хушшинче Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗ пӗрремӗш вырӑна тивӗҫме пултарнӑ, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ку ял тӑрӑхӗнче кашни кил умӗнче шыв катки ларать, кашни ҫул халӑхпа вут-кӑвар хӑрӑшлӑхӗ пирки калаҫу ирттереҫҫӗ, 2 пушар машини (вӗсем 4 яла пӑхса тӑраҫҫӗ) пур. Ҫавӑн пекех кунта ял халӑхне пушар пирки пӗлтерессине те лайӑх йеркеленӗ — пурӗ 5 сасса вӑйлатакан аппарат пур.
Ҫакна та каласа хӑварас пулать: Энӗшпуҫ ялӗнчен пушарпа кӗрешекен хӗсмете 30 ытла офицер вӗренсе тухнӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ. Ялти шкулта та вӗсен ӗҫне ҫутатакан музей пур.
Тин ҫеҫ темелле, чӳкӗн 22-мӗшпе 25-мӗшӗ хушшинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, вӑл шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен учительсен пӗтӗм Раҫҫейри мастер-класс — 2010» иртнӗ. Унта Раҫҫейри 29 тӑрӑхри 35 вӗрентекен хутшӑннӑ. Вӑл кӑҫал 4-мӗш хут иртет ӗнтӗ — унта хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫне тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тивет — тӑван ен пирки те, шкул пирки те, ӗҫ пирки те кӑсӑклӑ каласа памалла. Тӑван чӗлхене ачасен ӑсне хывакансен хӑйсен урокне видеоролик евӗр кӑтартма та тивет. Мастер-класа вӗҫлесе вӗрентекенсен хӑйсен халӑх тумне кӑтартмалла пулнӑ.
Пирӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем кашни ҫул ҫӗнтерӳҫӗ пулса килеҫҫӗ. Хальхинче те вырӑнсӑр таврӑнман — Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ядрицова Алёна Андреевна пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ун ӗҫне меслетлӗх тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗлӗхсем тупнӑшӑн пысӑк хак панӑ. Шупашкарти 59-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Абрамова Галина Васильевна иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ, «Создатель УМК» номинацире вара ӑна 1-мӗш вырӑнах панӑ.
Ҫамрӑк пулин те вӑл Красноармейски районӗнче, Чӑваш Енре чыс-хисеп ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Ун пирки виҫӗм ҫул Мускавра кӑларакан «Труд» (чӑв. «Ӗҫ») хаҫатра та ҫырса кӑтартнӑччӗ. Сӑмах кунта тулли мар яваплӑ «Таябинка» пӗрлешӳри (Красноармейскинче тӗпленнӗ) Олег Васильев механизатор пирки пырать. Олег Юрьевич нумай ҫул ӗнтӗ ҫуракипе вырмана хутшӑнать, ҫитӗнӳпе палӑрать. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. «Уй-хир карапӗн капитанӗ» хӑйне шанса панӑ (1218 КЗС) комбайнпа 7085 центнер тырӑ вырса ҫапса районти комбайнерсен ӑмӑртӑвӗнче мала тухрӗ. Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уявра ӑна «Вырма-2010» хӗрлӗ хӑюпа, хаклӑ парнепе тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |