Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫул-йӗр

Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем ялӗпех ҫул юсама тухнӑ иккен. Ӗҫне вара Комсомольски ял тӑрӑхӗн депутачӗ Геннадий Георгиев пуҫарнӑ.

Ара, ҫул пурне те кирлӗ-ҫке: машинӑллисене те, ҫуран ҫӳрекенӗн те пылчӑк ҫӑрса утас килмест. Малти урапа куссан хыҫалти ҫӑмӑл тенешкел, пуҫараканӗ пулсан ыттисем те кӑмӑлпах ӗҫе тытӑннӑ. Малтан тӑпрана якатса хытарнӑ, кайран вара вак чул сарма тытӑннӑ. Строительство материалӗпе вырӑнти Комсосольски ял тӑрӑхӗ тивӗҫтернӗ.

 

Ӗнер пирӗн республикӑра, Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш Катек ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче тӑр кӑнтӑрла пысӑк инкек пулнӑ.

Шупашкартан Вӑрмар районне хӗр илме каякан машина йӗпе асфальт ҫинче вылянса кайса хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл Белоруҫран килекен «Скания» грузовикпа ҫапӑннӑ. Фура хӑй те кювета чӑмнӑ, анчах ҫаврӑнса ӳкмен. Хӗре лартма каякан 6 машинӑллӑ кортежран пӗринчи, малта пыракан «БМВ» маркӑллӑ машина ҫинчи 22-25 ҫулти виҫӗ каччӑран пӗри те. Ҫав шутра авланма шут тытни те, чӗрӗ юлайман. «Инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-сужбин хыпарӗнче.

 

Паян, юпан 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче чӗретлӗ ҫул-йӗр инкеке сиксе тухнӑ. Республикӑри ШӖМ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх М-7 трассӑн федераллӑ лаптӑкӗнче 4 фурӑпа кроссовер пӗр-пӗрин ҫине тӑрӑннӑ. Хӑрушлӑ инкек пӗр урапаҫӑ пурнӑҫне татнӑ.

Ҫул-йӗр инкеке 9:30 сехетсенче Лапсарпа Мӑн Карачура ялӗсем хушшинче сиксе тухнӑ. Водительсем каласа панӑ тӑрӑх, 2 фура Карачура еннелле ҫулпа пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн Suzuki Grand Vitara маркӑллӑ машина пынӑ, ун хыҫҫӑнах тепӗр фура пынӑ. Темле самантра ҫул ҫинче чӑрмавсем сиксе тухнипе урапасем хӑйсен хӑвӑртлӑхне чакарнӑ, вӗсен шутӗнче хайхи 3 фурӑпа иномарка та пулнӑ, юлашки фурӑн водителӗ вара хӑйӗн «тимӗр лашине» чарайман. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӑл кроссовер ҫине кӗрсе кайса урапана лапчӑтса лартнӑ. Хытӑ ҫапӑннине пула кроссовер малта пыракан фура айне кӗрсе кайнӑ.

Иномарка водителӗ инкек тухнӑ вырӑнтах вилсе кайнӑ. Аварийе пула трасса ҫинче тата тепӗр пысӑк пӑкӑ йӗркеленнӗ. Урапасен ҫӳревне йӗркелеме ДПС хушма вӑйӗсене хутшӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1380.html
 

Чӳкӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗпе урапапа иртсе кайма йывӑрлӑхсем пулӗҫ — пушшех те хупса хумӗҫ, анчах та ҫула сарнӑ, тӗпрен улӑштарнӑ май ун тӑрӑх иртсе кайма ҫӑмӑлах пулмӗ. Унсӑр та унта час-часах ҫул пӑкӑланса ларатчӗ пулсан — сарас ӗҫсем пуҫланнӑ май лару-тӑру тата та йывӑрланмалла.

База тӑкӑрлӑкне пӗлтӗр тата кӑҫал самай юсарӗҫ — тӗпрен ҫӗнетсе хӑш-пӗр тӗлте икӗ йӑрӑмлӑ та туса хучӗҫ. Тротуарсем вырнаҫтарни вара ҫуран ҫӳренсемшӗн кӑмӑллӑ пулчӗ ӗнтӗ. Халь вара ҫак ӗҫӗн иккӗмӗш пайне тӑвӗҫ иккен — ҫак урамри 8-мӗшпе 19 ҫуртсем хушшинче ӗҫлӗҫ. Пӗтӗмӗшле юсав тӑршшӗ — 300 метр. Ӗҫе туса пӗтерсен шӑтӑклӑ-саплӑклӑ ҫул вырӑнне такӑр ҫул пуласса шанас килет. Унччен урапаҫӑсен, паллах, чӑтма тивӗ.

 

Юсанӑ е ҫӗнӗрен тунӑ автоҫулсен пахалӑхне ятарлӑ лаборатори тӗрӗслени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах пӗлтерме тытӑнчӗ. Нумаях пулмасть, акӑ, Муркашри Октябре 50 ҫул урамри 36, 38, 40, 42-мӗш ҫуртсенче картишӗсенче ҫула епле юсанине хакланӑ. Илнӗ пробӑсене лаборатори тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн строительсем ӗҫе епле пурнӑҫлани палӑрӗ.

Республикӑн автоҫулсен управленийӗн специалисчӗсем тивӗҫе япӑх пурнӑҫлакан предприятисене ӗҫсӗр хӑварассипе хӑратаҫҫӗ.

 

Ҫӗнӗ ҫулӑн пуҫламӑш пайӗ
Ҫӗнӗ ҫулӑн пуҫламӑш пайӗ

М7 ҫул Шупашкара кӗмесӗр иртсе каять пулин те хальхи ҫавра ҫул паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерменни куҫ кӗрет — ӑна тепӗр хут ҫавӑрса ярасшӑн, урапасене Карачура, Ҫӗнӗ Лапсар, Кӳкеҫ витӗр чуптарасшӑн мар.

Нумай пулмасть ҫак ҫавра ҫулӑн ҫӗнӗ вариантне Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫӗнӗ ҫул Ишлей пӑрӑнчӑкӗнче пуҫланать те вӑрман витӗр иртсе сад пахчисен пӗрлӗхне килсе тухать (Карачура ҫывӑхӗнче сад пахчисем нумай — шӑп ҫавсем витӗр иртмелле ун). Малалла ҫул Йӑршу ялӗ ҫумӗпе (кунта Карачура вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрманне касасшӑн курӑнать; ҫывӑхра кӳлӗсем пуррине те манмалла мар) иртсе Лапсар ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем ҫине тухать. Ҫул Ассакасси ялӗнчен кӑнтӑр енӗпе (Асса пӗвинчен аяларах кӗпер тума палӑртнӑ), «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗ хушшипе иртмелле. Малалла ҫул Ҫӗньял енне каймалла, унтан вара уйсем тӑрӑх Толиккассине ҫавӑрса илсе Апаш патнелле тухмалла. Ку тӑрӑхра тарӑн ҫырма-ҫатра сахал маррине шута илсен пӗтӗмпе 7 кӗпер таранах тума палӑртнӑ.

Малалла...

 

Таса урамсем яла илем кӳреҫҫӗ. Ҫакна ӑнланса, Кивӗ Чукалти Пионерсен урамӗнче пурӑнакансем шӑматкунлӑх тума шутланӑ.

Ҫак кунсенче вӗсем пурте пӗрле пухӑнса урамри шӑтӑк-путӑклӑ вырӑнсене кирпӗч катӑкӗсем, вакӑ чулсем тата шурӑ тӑм сарса тикӗсленӗ. Ҫак ӗҫре уйрӑмах Г.Чамеев, С.Мердеев, И.Кувайский, Э.Карзанов, Н.Малеев, Н.Кириллов, Ф.Ильдяков, С.Малеев, В.Микушин, К.Карзанов хастар пулнӑ, хӑйсен тракторӗсемпе тата автомашинисемпе чул таврашӗ турттарнӑ, тикӗслетнӗ.

Пархатарлӑ ӗҫе вара ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Чамеев йӗркелесе пынӑ. Ку урамра пурӑнакансен ӗҫӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи ытти ялсенче пурӑнакансемшӗн те ырӑ тӗслӗх вырӑнне пулмалла. Ара, тикӗс ҫулсем хайсемшӗнех лайӑх-ҫке-ха. Унсӑр пуҫне каласа хӑварас пулать — ялти ытти урамсенчи ҫулсене те кивчукалсем йӗркере тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Ав, уйӑх каялла, ҫурлан 16-мӗшӗнче Совет тата Партизан урамӗсенчи шӑтӑк-путӑка юсанӑ.

 

Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин финанс мнистерствинче Минтранс хутшӑнӑвӗпе ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ. Унта студентсене, шкул ачисене, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учреждени вӗренекенӗсене республика лаптӑкӗнче туртаракан обществӑлла транспорт тивӗҫтерӗвӗпе усӑ курма туяннӑ ҫӳрев билечӗшӗн миҫӗ тенкӗ компенсаци тавӑрса памаллине сӳтсе явнӑ. Унсӑр пуҫне канашлура тата ҫакӑн пек ыйтусене хускатнӑ: электронлӑ ҫӳрев билечӗпе усӑ курасси, шкул ачисемпе студентсен ҫӳрев шутне чакарасси тата вӗсене социаллӑ пособийӗ куҫарса парас механизмӗн уйрӑм ыйтӑвӗсем.

 

Шӑматкун, авӑнӑн 14-мӗшӗнче 11:30 сехетсенче Шупашкарта «Матэ Залка» чарӑну ҫывӑхӗнче ҫулҫӳрев-транспорт инкекӗ сиксе тухнӑ. Мопедпа пыракан каччӑ «Пежо» маркӑллӑ маршутлӑ такси ҫине пырса тӑрӑннӑ-мӗн.

Ҫак пӑтӑрмаха сӑнанӑ Дмитрий Агафонов каласа панӑ тӑрӑх, мопед маршруткӑн хыҫалти пайне ҫапӑннӑ, водителӗ вара «Пежон» хыҫалти кантӑкне каскӑпа ҫемӗрсе обществӑлла транспорт салонне вӗҫсе кӗнӗ.

Йывӑр сусӑрлануран мопед водительне пуҫри шлем хӑтарнӑ пулнӑ. Ытти сусӑрланакансем ҫинчен сас-хура хальлӗхе тухман-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/64421
 

Паянхи кун та Улатӑрта ҫул сарас ӗҫ хастаррӑн пырать. Ҫак кунсенче ҫула хула пасарӗ йӗри тара вырнаҫнӑ Гончаров, Пушкин, Гоголь тата Жуков урамӗсенче юсаҫҫӗ. Кунта Вӑрнар ДРСУ филиалӗн специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫӗн хакӗ вара — 38 миллион тенкӗ.

Ҫав хушӑрах асӑннӑ лаптӑсенче электричесто ҫуттине тивӗҫтерес ӗҫ те пырать.

Горький урамӗнчен пуҫласа Пушкин урамӗ таран асфальта сарма та ӗлкернӗ, бордюр чулӗсене вырнаҫтарнӑ. Гоголь, Гончаров тата Жуковский урамӗсем тӑрӑх никӗс сарас ӗҫе вӗҫленӗ, 80% тротуарсем тунӑ.

Ӗҫе юпан 1-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, [172], 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, ... 187
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи