Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫул-йӗр

Кашни эрнере иртекен хула планёркинче Шупашкар хулин администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсене татса паракан пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫул-йӗрсене юсамалли плансем ҫинчен пӗлтернӗ. Герман Александров пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна Шупашкарта 13,3 пин тӑваткал метр асфальт ҫулне юсанӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫ валли 13,2 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

Ҫитес кунсенче вара Шупашкар хулин 127 урамри ҫулӗсене юсама палӑртнӑ.

Унсӑр пуҫне тата Калинин, Пирогов, Королев академик, Гладков урамӗсенче, Эгер бульварӗнче, Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче тата ытти тӗп ҫулсене те юсанӑ — унта пахалӑха шантарнӑ тапхӑр вӗҫленмен пулин те кӑлтӑклӑ вырӑнсене тӳрлеткеленӗ.

 

Ҫу уйӑхӗнче нефть продукчӗсен хакӗсем йӳнелнӗ. Чӑвашстатра пӗлтернӗ тӑрӑх А-76 (АИ-80) маркӑллӑ бензинсӑр пуҫне (ун вӑтам кӑтартӑвӗ ҫу уйӑхӗнче 25,95 пус) чи паха продукчӗсен тӗсесем пур те хакӗпе чакнӑ.

АИ-92 (АИ-93 тата ыт.те) маркӑллӑ бензин ҫу уйӑхӗнче 0,79% йӳнелнӗ, ҫапла вара ун хакӗ 27,68 тенке ҫитнӗ. АИ-95 0,85%, йӳнелнӗ, ӑна вара 30,32 текӗпе туянма пулать.

Дизель топливӑн хакӗ асӑннӑ уйӑхра 0,88% йӳнелнӗ, хакӗ 30,4 тенке ҫитнӗ.

 

Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Шупашкарта ятарлӑ ирӗк илмесӗрех ҫул ҫине тухакан автомашинӑсене палӑртассипе тӗрӗслев йӗркеленӗ. Комиссие республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствин, Транспорт инспекцийӗн, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн тата хула администрацийӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.

Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, транспорта ҫула кӑларма ирӗк париччен автобуссене техосмотр, водительсене медосмотр кӑлармалли условсием пуррине, автобуссенче лармалли вырӑн 18-тан кая мар пулнине тата ыттине тӗпе хураҫҫӗ имӗш.

Рейд вӑхӑтӗнче 57-мӗш тата 3«Р» маршрутсемпе ҫӳрекен виҫӗ автобуса асӑрханӑ-мӗн. Хайхисем пирки административлӑ правӑна пӑсни пирки протокол шӑрҫаласа тивӗҫлӗ ҫӗре ӑсатнӑ иккен.

 

Иртнӗ кунсенче суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче Патшалӑх Канашӗн депутат пулӑшуҫи урапасем (машинсем) лартмалли вырӑнта пӗр харӑс виҫӗ машина лектернӗ имӗш. Ӳсерскер ВАЗ-ӑн 8-мӗш моделӗн рульӗ умӗнче ларнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлешпе пӗр харӑс икӗ ДПС машини пырса ҫитнӗ.

Хӑйсен пулӑшуҫине депутатсем хайсем суйлаҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑвана е пӗр-пӗр пӗлӗше шантарма саккун чармасть. Ҫавӑнпах та пуль пулӑшуҫӑсем «ӗҫсер лармаҫҫӗ», хыт ӗҫленипе чунсене лӑплантарма «хӗренкелеҫҫӗ», вара руль умне ларса ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫсене лекеҫҫӗ те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63044.html
 

Кӗперӗн проекчӗсенчен пӗри
Кӗперӗн проекчӗсенчен пӗри

Ҫитес ҫул Шупашкарти Мускав кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫул-йӗр юсассине илсен, республикӑн тӗп хулишӗн ку объект пӗлтерӗшлисен шутне кӗрет иккен, ӑна юсама 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрмалла.

1969 ҫулта хута янӑ тимӗрпе бетон кӗпере хальхинчен икӗ хут ытларах сарма палӑртаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл паянхи пек 17 метр сарлакӑш мар, 35 метр таран пулӗ. Ҫакӑ машинӑсене харӑсах ултӑ йӗрпе ҫӳреме май парӗ. Ҫуран ҫӳрекенсен те саркаланса утма май килӗ. Вӗсене утмалли ҫул хальхи пек 1,5 метр кӑна пулмӗ, 2,2 метрпа танлашӗ.

Кӗпере епле тӑвасси пирки татса паман-мӗн-ха. Пӗр варианчӗпе тусан кӗпер ӗмӗрӗ 90 ҫула пырать иккен, тепӗр варианчӗпе хӑпартни 60 ҫула ҫитет. Анчах тӗп уйрӑмлӑхӗ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. 9 теҫетке ҫула пыракан кӗпере тума 2,1 миллиард тенкӗ тухса кайӗ, иккӗмӗш йышши валли — 1,1 миллиард. Кӗпере юсаса ҫӗнетессин татӑклӑ проектне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хатӗрлесе пӗтермелле.

 

Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗ светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑр ҫул урлӑ вӗҫтерсе иртсе кайнӑ. Ҫакна асӑрханӑ ҫынсем асӑннӑ тытӑмӑн дежурство пайне систернӗ.

Часах айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл полицай капитанӗ, асӑннӑ тытӑмра инженер-электроникра тӑрӑшакан арҫын пулнӑ иккен. «Киа Спектра» машинӑна светофора пӑхӑнмасӑр хӑваланӑскер эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен. Унӑн ӗҫтешӗсен шучӗпе пӑхма вӑл хӗрӗнкӗрехӗн туйӑннӑ.

Полицайсен сумне ярать тесе халӗ капитана ӗҫрен хӑтарнӑ.

 

Ҫапла тӑвасси пирки Шупашкар хула влаҫӗсем асӑрхаттараҫҫӗ. Халӗ машинӑсем килсерен тенӗ пек пулса кайрӗҫ те (тата хӑш-пӗр ҫемьере пӗрре кӑна-и?) хурҫӑ утсем валли вырӑн ҫитменни ет вӑрттӑнлӑх мар-ха. Ҫапах та машинӑсене курӑк ҫине хӑпартса лартма та никама та ирӗк паман. Яваплӑхӗ пирки «Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен» республика саккунӗнче уҫӑмлӑн пӑхса хӑварнӑ. Уйрӑм ҫынсен 500–2 000 тенкӗ кӑларса хума тивет, должноҫ йышӑнса ларакансен — 2 пинтен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисен — 5 пинтен тытӑнса 20 пин тенкӗ таран.

Урапа (машина) лартмалли йӗркене пӑснисем пирки паян хула администрацийӗн планеркинче те калаҫнӑ. Тротуар ҫине лартнӑшӑн ҫу уйӑхӗнче кӑна 37 протокол шӑрҫаланӑ, тротуар тӑрӑх кайнӑшӑн — 16. Тирпей-илем кӳрессин йӗркине (кунта машинӑсене курӑк ҫине лартни те кӗрет) 123 хутчен протокол шӑрҫаланӑ. Кунта эпир ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫырни пирки каларӑмӑр. Унсӑр пуҫне хула администрацийӗ те ку ыйтупа ӗҫлет, тӗрӗслесе тӑрать.

 

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Чернышевский урамӗнчи 16 ҫурт таврашӗнче мотоциклист виҫ ҫулхи ачана ҫапса кайнӑ. 24 ҫулхи «Honda» хуҫи ҫул ҫине чупса тухакан шӑпӑрлана тӳрӗх асӑрхаман пулнӑ, ҫавна пула вӑхӑтра чарӑнайманнипе ача мотоцикл урапи айне лекнӗ.

Асӑннӑ инкеке пула виҫ ҫулхи ача хытах сусӑрланнӑ, паянхи куна вӑл Ачасен хула больницинче 3-мӗш реанимацинче выртать.

Иртнӗ кунсенче республика таврашӗнче пӗтӗмӗшле ҫул ҫинче 2 инкек пулнӑ, вӗсенче икӗ ҫын аманнӑ. Шел пулин те ҫул ҫинчи инкексем нумай чухне ӳсӗр шоферсене пула тухаҫҫӗ. Шоферсен те, ҫул ҫине тухнӑ ватти-вӗттин те асӑрханулӑрах пулмалла. Пирӗн малашлӑх, сывӑ, тӗрӗс-тӗкел ҫӳресси нумай чухне хамӑртан килет.

 

«Интернет газета Чувашии» сайтӑн коллажӗ
«Интернет газета Чувашии» сайтӑн коллажӗ

Пирӗн республика территорийӗ урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫӑнӗҫ. «Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль ӑҫтан каясси пирки татса калама хальлӗхе иртерех-ха. Проекта хатӗрлекенсем икӗ май сӗнеҫҫӗ-мӗн: ҫурҫӗр тата кӑнтӑр. Ҫапах та Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн Михаил Янковскин пӗлтернине тӗпе хурсан, малтанхи варианчӗ пурнӑҫа кӗресси пирки ытларах шанма пулать теме май пур. Вӑл проект пурнӑҫлансан чукун ҫул Кӳкеҫ патӗнчен каймалла. Кӑнтӑр вариантпа ҫул хывсан Шупашкартан 13,5 ҫухрӑм инҫерех иккен. Укҫа ҫине куҫарсан кӑнтӑр вариант йӳнӗрех ларать. Тата ҫулӗ те кӗскерех пулӗ: уйрӑмлӑхӗ 10 километр ытларах.

«Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль Раҫҫейӗн 10 регионӗпе иртмелле: Мускав; Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем; Чӑваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл, Пушкӑртстан республикисем; Пермь тата Свердловск облаҫӗсем. Ҫул тӑршшӗ 1 620 километрпа танлашмалла. Пуйӑс сехетре 400 ҫухрӑм таран хӑвалӗ. Ҫапла вара вӑрӑм ҫула вӑл 8 сехетре ҫӗнейӗ.

 

Депон икӗ директорӗ
Депон икӗ директорӗ

Ҫапла, паянхи кун та Ҫӗнӗ Шупашкарти депо хуҫалӑхӗ тавра хӗрӳ харкашусем пыраҫҫӗ. Директор пуканӗ ҫине ларас тесе тӳрех икӗ ҫын тупӑшать.

Ҫак ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнрен пуҫланнӑ-ха. Пӗлтер, раштав уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарӑн депо хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне Вениамин Артемьева ӗҫ вырӑнӗнчен кӑларнӑ. Кунпа вӑл килӗшмен, вара суд урлӑ ҫак ӗҫ-пуҫа майлама шутланӑ.

Иртнӗ кунсенче Вениамин Артемьева каялла директор пуканӗ ҫине лартас тӗлӗшпе сут ларӑвӗ иртрӗ. Вара, ҫапла, Артемьева ӗҫ вырӑнне каялла «тавӑрмалла» тунӑ. Анчах суд пӗтӗмлетӗвӗпе хула администрацийӗ килӗшсех кайман иккен, ҫавӑнпа та пуль унчченхи директора валли пукана пушатма васкамаҫҫӗ. Паянхи кун депо пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче Валерий Шимин ларать. Венимин Артемьев вара ӗҫ вырӑнне тавӑрас тесе тата тӗпер хут суда утасшӑн иккен.

Троллейбус шофёрсемпе кондукторсен калаҫӑвӗ тӑрӑх Вениамин Артемьев депо пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлипех тытса пыман. Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра депора нимӗнле ҫӗнӗлӗх те курӑнманнипе пӗрех иккен.

ШӖМ ӗҫченӗсем хула администрацийӗнчен суд пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗ пулса Вениамин Артемьевӑн ӗҫ вырӑнне тавӑрса пама ыйтаҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62838.html
 

Страницӑсем: 1 ... 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, [182], 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 01

1924
101
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
35
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи