Хӗвеллӗ ӑшӑ кунсем ҫитнӗрен таврара велосипед, мотоцикл, скутер йышши транспортсемпе ҫӳрекенсен йышӗ кунран-кун ӳссе пырать. Самаях «ҫуран чупакан урапа» транспорчӗпе усӑ куракансем ялсенче те хуласенче те ҫитерӗклӗх. Ҫавна май ШӖМ ӗҫчахӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх юлашки кунсенче Шупашкарта вӑрӑ-хурахсем хушшинче велосипед вӑрласси «йӑлана» кӗре пуҫланӑ. Нумай чухне вӑрӑсем хуҫасӑр вӑхӑтлӑха юлнӑ ик урапалла транспорта халӑх йышлӑ вырӑнсенче «уралантарма» тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗ пуҫламӗшӗнче Чернышев урамӗнчи пӗрлӗх тамбур ҫурт-йӗрӗнче 39 ҫулхи арҫынӑн «тимӗр лашине» вӑрланӑ авӑ мӗн. Вара ку ирсӗр ӗҫ велосипед хуҫине 4 пинлӗх шырлӑх кӳнӗ. Ҫавӑн пекех 9-мӗш ПИлӗкҫуллӑх проспектенчи 22 ҫурт ҫумӗнче 9 пин тенкӗлӗх тӑракан велосипеда вӑрласа кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче Ҫӗнтерӳ урамӗнче вӑрӑ-хурах шкул ҫулхи ачан «тимӗр тихине» вӑрлама хӑяйман.
Тепӗр пулӑмра вара велосипед хуҫи магазина кӗрсе тухнӑ хушӑрах вӑрӑ транспорта «кӳлсе кайнӑ».
ШӖМ ӗҫченӗсем велосипедсене кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре лартма юраманнине чӗнсе калаҫҫӗ, ятарлӑ ҫӑрасемпе усӑ курсан та пулицайсен шухӑшӗпе лайӑх пулӗччӗ.
Элӗкри нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне пыракан ҫулсене юсама кӑҫал 2 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. Сӑмах май, ку енӗпе районта икӗ ҫуллӑх ятарлӑ программа та йышӑннӑ. Вӑл кӑҫал вӗҫленет.
Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӑҫта юсассине те палӑртнӑ — Парк урамӗнчи 3-мӗш, 5-мӗш А, 7-мӗш А тата Совет урамӗнчи 36/1 тата 38/2 ҫуртсем умӗнчисене. Калӑпӑш ҫине куҫарса шутласан ӗҫ лаптӑкӗ 1 540 тӑваткал метрпа танлашать.
Ҫак вӑхӑтри уяв кунӗсенче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗ Мускава каякан пуйӑссен расписанине ылмаштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти тӳре-шара ҫул ҫӳрекенсен йышӗ нумайланнипе сӑлтавлать.
Мускава е ҫав маршрутпа каяс текенсем пуйӑссен расписанийӗпе билет сутакан кассӑсене ҫитсе е чукун ҫул вокзалӗн хыпар-хӑнар пӗлтерекен тытӑмне шӑнкӑравласа пӗлме май пур.
Ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекен дирекцине килсе ҫитнӗ ҫӗнӗ 23 «Арена» авторегистратор комплекчӗсем малашне сыхлӗҫ. Куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансем пирӗн республикӑра та самаях ҫитӗреклӗ. Ҫул ҫинче «вӗҫме» кӑмӑлаканнисене пула 2012 ҫулта автоинспекци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 2 060 авари шута илнӗ, вӗсенче 265 ҫын вилнӗ, 28 652 ҫын аманнӑ.
«Ҫӗнӗ регистраторсене республикӑн хӑш лаптӑкне лартассине ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче–ҫӗртме пуҫламӗшӗнче ӑмӑрту ирттерсе татса парӗҫ. Кун хыҫҫӑн вара куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансемпе кӗрешекен приборсене вырнаҫтарма пуҫлӗҫ», — пӗлтерет ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерекен дирекци пуҫлӑхӗ Владимир Баженов.
Калаҫусем тӑрӑх, акан 29-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ 23 ҫӗнӗ фоторегистратора Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Канаш тата Комсомольски районӗсенче вырнаҫтарасшӑн.
Тен, чӑн та, ҫӗнӗ авторегистраторсем ҫул ҫинчи йывӑр лару-тӑрӑва улӑштарӗҫ, автомобилистсене ҫулҫӳреври ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнма вӗрентӗҫ — ҫакна шанас килет.
Тарҫа шанакан хӑрах куҫсӑр, ача-пӑчана шанакан сӗм куҫсӑр юлнӑ теҫҫӗ ваттисем. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Чернышевский тата Шкул урамӗсенче пурӑнакансем те такам пулӑшасса кӗтсе лариччен ӗҫе хӑйсем тытса тума шут тытнӑ.
Ҫакӑн пек шухӑшпа ҫунатланса вӗсем ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче хӑйсем пурӑнакан шӑтӑк-путӑклӑ урамсене йӗркене кӗртнӗ. Хастарсенчен пӗри ӳркенмесӗрех шлак тиесе килнӗ, халӑх вара ӗҫе кӳлӗннӗ — тимӗр шӑратнӑ хыҫҫӑн юлакан ҫав материала сарса тухнӑ. Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе арӗ-арӑмӗ, ватти-вӗтти тухнӑ. Ӗҫе пуҫӑннӑ-пуҫӑннах вӗсем тӑван тӑрӑха та хӑтлӑх кӗртнӗ — таврари ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ.
Васнарти (Красноармейский районӗ) Уй урамне ҫул кӗртеҫҫех. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков хӑйӗн хуравӗнче пӗлтернӗ.
Маларах эпир ҫырнӑ тӑрӑх Васнар халӑхӗ Уй урамне ҫул сарса пама ыйтнӑ. 1995–2001 ҫулсенче унта ҫурт лартма лаптӑксем уйӑрса панӑ пулнӑ, анчах та хальхи вӑхӑтччен те вӗсен ҫул ҫук. Уйрӑмах техника кӗрейменни питӗ пӑшӑрхантарать — ни пушар машини ҫитеймест, ни васкавлӑ пулӑшу. Ҫӑмӑл машинпа кӗресси те чӑн-чӑн нуша халӑхшӑн.
Андрей Шестаков хуравӗпе килӗшӳллӗн ҫак ҫула Красноармейски районӗнче 2020 ҫулччен тума палӑртнӑ ҫулсен йышне кӗртнӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ҫул ӑҫтан иртессипе тата ун валли уйӑрма юрӑхлӑ ҫӗр лаптӑкне тӗпчеҫҫӗ имӗш.
Ҫулсӑр нушаланакан ялсен шучӗ республикӑра тата миҫе-ши?
Шӑматкун, акан 27-мӗшӗнче, Федераци канашӗ «Ҫул ҫинчи хӑрушлӑхсӑр ҫинчен» саккунпа Администрациллӗ прово йӗркине пӑснин кодексне кӗртнӗ улшӑнусене ырланӑ — малашне водитель правине илес текенсем экзаменра хӑй тӗллӗн хӑвартлӑх лартакан коробкӑллӑ урапасемпе (автомобильсемпе) те усӑ курма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех водителӗн ӗнентерӳ хучӗн ҫӗнӗ тӗсне те кӗртнӗ — «М» категорине. Улшӑнусем тӑрӑх мопедпа, скутерпа е ҫӑмӑл квадроциклпа ҫӳрес кӑмӑл пур пулсан права илмелле пулӗ. Ӑна, «А» категорилли (50 кубла сантиметр калӑпӑшлӑ таран мотоциклсемпе усӑ курасси) пекех 16 ҫула ҫитнисене ҫеҫ парӗҫ.
Автоматикӑллӑ урапапа экзамен тытнисем ҫавнашкал автомобильсемпе ҫеҫ ҫӳреме пултарӗҫ, механикӑллипе тытнисем вара — хӑй тӗллӗн хӑвартлӑх лартакан коробкӑллисемпе те, механикӑллисемпе те.
Улшӑнусем вӑя кӗмешкӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ алӑ пусмалла. Офицаллӑ пичетленӗ хыҫҫӑн тепӗр 180 кунтран вара вӗсем вӑя кӗрӗҫ.
Шупашкарти обществӑллӑ транспортсен ӗҫӗ-хӗлне хулара чупакан маршруткӑсем самаях хастаррӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӗрӳ вӑхӑтра (час пикра) вара маршруткӑсен пӗлтерӗшӗ ӳсех каять. Асӑннӑ обществӑллӑ транспортӑн шучӗ ӳсет пулсан та паянхи кун та транспортӑн пысӑк ҫитменлӗхӗ — ҫынсене паллӑртса хунӑ шутӗнчен нумайрах лартса ҫӳрени.
Маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен иртнӗ кунсенче Шупашкар мэринчи ларура калаҫнӑ. Журналистсем паллӑртнӑ тӑрӑх, маршруткӑн хӑш-пӗр водитӗлесӗм пӗр вӑхӑтра темиҫе ӗҫ тума пултарни тӗлентерет. Ун йышши водительсем Юлий Цезарьтен (пӗр харас темиҫе ӗҫ тума пултарнисене Юлий Цезарь тени халӑхра сӑмахлӑх ҫӳрет) нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши водитель ҫулпа пынӑ чух раципе, телефонпа та калаҫса илме пултарать, укҫа-тенкӗ илсе ытлашшине те шутласа пама ӗлкерет. Темиҫе функцине пурнӑҫлама пултаракан маршрут такси «ӑстисен» ӗҫӗ-хӗлӗн чи пӗлтерӗшлӗ енӗ вара — ҫул ҫинче асӑрхануллӑ та тимлӗ пуласси. Анчах шел пулин те пур водитель та ӑнлансах пӗтереймест ҫакна.
РФ управленийӗн Шупашкар хулинчи ГИБДД пайӗн начальникӑн ҫумӗ Сергей Субботкин пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал юлашки виҫӗ уйӑхсенче маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫул ҫинче йӗркене пӑсни 500 таран пулнӑ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра (самаях Шупашкар хулинче) такси йыше ӳсни кунран кун сисӗнме пуҫларӗ. Паянхи куна, акан 19-мӗшӗ тӗлне, республикӑра 1 194 такси регистрациленнӗ. Унсӑр пуҫне такси ӗҫӗ-хӗлӗпе усӑ курма ыйтса ҫырнӑ 908 хута та паллӑртса хӑварас пулать. Ҫынсене турттарас ӗҫпе аппаланакансен ҫӑмӑл машинисене техника, оборудовани енчен тӗреслесе килӗшӳ хутне пама йышӑннӑ. Асӑннӑ регистраци хутне илме пултарнӑ таксистсен йышне Чӑваш Енӗн транспорт министерствин сайтне кӗрсе тӗпчеме пулать.
Паянхи куна такси ӗҫӗ-хӗлӗ этем пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йӑшӑнса тӑрать. Таксипе усӑ курма кӑмӑл тӑваканнисен йышӗ те сахал мар. Каласа хӑварас пулать — саккунпа килешӳллӗн регистрациленнисемпе пӗрлех ятарлӑ хут илмен таксистсем те паян ҫитерӗклӗ. Шупашкарта, уйрӑмах ҫамрӑксем хушшинче, ҫӑмӑл машинӑллисем такси ӗҫне явӑҫни сисӗнет. Таксистсен конкуренцийӗ те ҫакна пула самаях ӳсет.
Шучӗ ӳсни пӗр енчен лайӑх та пуль, анчах та кун йышши лару-тӑру вырӑнлӑ-ши?
Красноармейски районӗнчи Васнар ҫыннисем яла ҫул сарса пама ыйтнӑ — ҫакӑн пек хута вӗсем Андрей Шестаков район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе янӑ.
Ял халӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх 1995–2001 ҫулсенче Полевая (Уй урамӗ) урамра ҫурт лартма лаптӑксем уйӑрса панӑ пулать, анчах та хальхи вӑхӑтччен те ҫул ҫук имӗш. Ҫуран утса тухма пулать — ку йывӑрлӑх мар вӗсемшӗн, анчах та техника кӗрейменни питӗ пӑшӑрхантарать — ни пушар машини ҫитеймест, ни васкавлӑ пулӑшу. Ҫӑмӑл машинпа кӗресси вара чӑн-чӑн нуша халӑхшӑн.
Тӗрӗссипе ялӗ Красноармейскинчен инҫе те мар ӗнтӗ — вӗсем хушши 3 ҫухрӑм кӑна... Ҫулне туса парӗҫ-ши?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |