Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫула хӑҫан сарса пӗтерӗҫ? Унта пурӑнакансем пӑкӑра ларса ывӑннӑ.
Паян стройка штабӗнче подрядчикпе, "Дориспа", канашлу иртнӗ. Унта депутатсем те хутшӑннӑ.
Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем стройматериал кризисӗпе ҫыхӑннӑ тапхӑра чӑтса ирттернӗ, тинех 300 тонна хӑйӑр кӳрсе килнӗ. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, халӗ малалла ӗҫлеме йӑлтах пур: материалсем, техника, ҫынсем.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, Граждан урамӗнчи ҫула ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫас шанчӑк пур.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра Шупашкарти Мускав проспектӗнче «Audi Q8» водителӗ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти хӗрарӑм светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ пулнӑ.
Хӗрарӑм пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫуран ҫӳрекенсем ҫине машинӑсем авӑн уйӑхӗнче кӑна 38 хутчен пырса кӗнӗ. Инкексенче 2 ҫын вилнӗ, 36-ӑн суранланнӑ.
Элӗк районӗнче пӗр арҫын теприне хӗҫ-пӑшалпа хӑратнӑ.
Вӑрнара тата Элӗке ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В080ВР 21 номерлӗ «Ниссан Террано» водительне, ҫулланнӑ арҫынна, тепӗр машина ҫулпа епле пыни килӗшмен. Кӳреннӗ арҫын машинӑри ҫынсене тӑн кӗртес тесе ҫула пӳлсе хунӑ. Унтан вӑл водителе пӑшалпа тӗлленӗ. Пуҫтахланакан арҫын, видео тӑрӑх хакласан, урӑ мар пек курӑнать.
Халӗ пӑтӑрмаха йӗрке хуралҫисем тӗпченине пӗлтереҫҫӗ. Пӑшаллӑ арҫын унччен йӗрке хуралӗнче ӗҫленӗ ҫын тесе шухӑшлакансем те пур.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнче М-7 федераци ҫулӗн 682-мӗш ҫухрӑмӗнче темиҫе машина пырса ҫапӑннӑ: виҫӗ фура, "ГАЗ", "Газель" тата икӗ ҫӑмӑл автомашина.
Авари каҫхи 6 сехетре пулнӑ. Ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫын аманнӑ. Каҫхине авари вырӑнӗнче йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗрен Сӑнав поселокӗ патӗнче машинӑсене каялла ҫавӑрса тавран янӑ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрманкаса (Хыркасси патӗнчине) маршрутка каллех ҫӳреме пуҫланӑ.
Асӑннӑ ялта пурӑнакансем яла общество транспорчӗ ҫӳреме пӑрахни пирки тӗнче тетелӗнче пӗр кунхине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. 123-мӗш маршрутпа ҫынсене унччен микроавтобус турттарнӑ иккен, анчах авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл ҫула тухман.
Ҫак лару-тӑру пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине пӗлтернӗ. Халӗ каллех маршруткӑсем хутлама тытӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре Куславкка районӗнче, М-7 ҫул ҫинче, фурӑпа ГАЗ машина ҫапӑннӑ. Шел те, ГАЗель водителӗ, 35 ҫулти арҫын, ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл Хусан ҫынни пулнӑ.
Фура рулӗ умӗнче 36 ҫулти Дагестан ҫынни ларнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса ГАЗельпе ҫапӑннӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта хӑш-пӗр троллейбус маршручӗсене улӑштарасшӑн, 66-мӗш автобус маршрутне (вӑл маршрутпа общество транспорчӗ ҫӳремест) пӑрахӑҫласшӑн.
Йышӑну проектне Халӑх тӗрӗслевӗн порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хулара 6, 8, 9 тата 11-мӗш троллейбуссен ҫулне улӑштарасшӑн, ҫавӑн пекех 5-мӗш троллейбуса маршрут ҫине кӑларасшӑн. Ку ӗҫе кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта пурнӑҫлама палӑртнӑ.
11-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус каллех Чукун ҫул вокзалӗ патне ҫити ҫӳреме тытӑнӗ, 5-мӗш троллейбус Мир проспекчӗпе – Эгер бульварӗпе – Трактор тӑвакансен проспекчӗпе Маштехникум патне ҫити кайӗ.
Шупашкар хулинче ҫӑмӑл машина йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.
«Мазда» автомобиль хулари Дзержинский урамӗнчи йывӑҫ ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. Инкекре никам та шар курман имӗш. Кун пирки «Город грехов» (чӑв. Ҫылӑхсен хули) проектра пӗлтернӗ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Рено» водителӗ малтан сылтӑм енчен сулахаялла пӑрӑнма тӑнӑ. «Мазда» машина водителӗ «Ренопа» пырса ҫапӑнас мар тесе тротуар ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.
«Ҫыхӑнура» формура пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекчен пӗр-икӗ ҫеккунт маларах «Мазда» водителӗ анлӑ сарлака йӗре пӑхмасӑр малалла вӗҫтернӗ.
Паян Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус шӑтӑк-путӑка кӗрсе ларнӑ. Унта вӗсен бази вырнаҫнӑ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ: унта шӑтӑк нумай, асфальт питӗ начар. Ҫумӑр ҫунипе лупашка мӗн тарӑнӑшне пӗлме те ҫук.
Ҫула хӑҫан юсӗҫ? Ку ӗҫе ҫитес ҫула куҫарнӑ. Ӑна суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юсамалла. Приставсем нимӗн те туманшӑн тӳре-шарана икӗ хутчен штрафланӑ.
Реконструкци 2-3 тапхӑрпа иртмелле. Кашниех 2-3 ҫула тӑсӑлӗ. Хальлӗхе ку ӗҫсене 1,5 миллиард тенкӗпе пурнӑҫлама палӑртнӑ.
«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ГЭС патӗнчи Атӑл урлӑ каҫмалли кӗпере юсаса пӗтернӗ. Ӗнер кӑна, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхине ҫулӑн ҫур пайне кӑна уҫнӑ. Каҫ енне пӗтӗм ҫула уҫнине пӗлтернӗ водительсем.
Палӑртса хӑварар: ГЭС ҫывӑхӗнчи кӗпере икӗ ҫул юсанӑ. Ку ӗҫе 191 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |