Шупашкар хулин кунне уявланӑ чухне урамсене хупса хумӗҫ.
Ытти ҫулхине Пултарулӑх бульварне ирттернӗ май Ленин проспектне вӑхӑтлӑха хупса хуратчӗҫ, общество транспорчӗн тата ытти машинӑн урӑх ҫулпа ҫӳреме тиветчӗ. Кӑҫал апла хӑтланмӗҫ.
Пултарулӑх бульварне Шупашкар кӳлмекӗнче йӗркелӗҫ. Унтах пултарулӑх тата спорт лапамӗсем ӗҫлӗҫ.
Шупашар хула кунне ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫурла уйӑхӗн 19 тата 20-мӗшӗсене тивӗ.
Шупашкар ҫывӑхӗнче, "Шупашкар ССК" чарӑну патӗнче, тин кӑна пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шоссе тӑрӑх Лапсар еннелле мотоциклпа пынӑ. Ӑнсӑртран "тимӗр ут" ҫӑмӑл машинӑна лекнӗ те арҫын ҫулпа пыракан кран айне вирхӗнсе кайнӑ. Вӑл вилнӗ.
Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
"Муркаш - Турай" ҫулпа халӗ ҫӳреме питӗ лайӑх: трасса яп-яка. Ӑна наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетнӗ. Палӑртма та кӑмӑллӑ: ӗҫсене палӑртнинчен 4 уйӑх маларах вӗҫленӗ.
Ӗҫӗ вара ансатах пулман: икӗ дамбӑллӑ ҫырма пур. Пӗтӗмпе 960 метр ҫула ҫӗнетнӗ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта ҫак ҫула тата малалла юсӗҫ. Ҫитес ҫул 3,5 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетме палӑртнӑ.
Паян М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Унта 6 ҫулти ача шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Киа" малта пыракан "вуннӑмӗш" машина ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ вара "Волгӑна" пырса тӑрӑннӑ. Авари дистанцие пӑхӑнманнипе пулнине палӑртнӑ. ГАЗ-3110 машинӑра хыҫалти ларкӑч ҫинче автокреслӑра ларнӑ 6 ҫулти хӗрача аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Лапсар поселокӗ тӗлӗнче, «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче, 4 машина инкеке ҫакланнӑ.
Груз труттаракан автомобиль малта ларакан икӗ ҫӑмӑл машина тата йывӑр тиевлӗ автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫӑмӑл машинӑсен водителӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртассипе ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ пикене машинӑпа ҫапса кайнӑ водителе тытса чарнӑ.
15 ҫулхи икӗ хӗрача электросамокатпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Вӗсем ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли вырӑнта пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине «Хендай» автомобиль пырса кӗнӗ. Пикесенчен пӗри чавсине хуҫса пӑрахнӑ.
Водитель инкек вырӑнӗнчен кайнӑ, анчах кӑштахран ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ.
Паян 15 сехетре Канаш районӗнчи Шуркасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӑмӑл машина аварие ҫакланнӑ. Салонра ачасем те пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 33 ҫулти водитель руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Ҫавна май водитель, 33 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, тата 7 ҫулти хӗрача аманнӑ. 12-ри тата 14 ҫулти ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн республикӑри патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекторӗсем 63 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ.
«Нетрезвый водитель» (чӑв. Ӳсӗр водитель) рейда утӑ уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче ирттернӗ. Мероприятие волонтёрсемпе общественниксем хутшӑннӑ. Республикӑн аякри районӗсене ҫул-йӗр патруль службин уйрӑм ятарлӑ батальонне янӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче хӗрӗнкӗ 63 водителе тытса чарнӑ. Вӗсен транспортне ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Тытса чарнӑ водительсенчен 40 ытларахӑшӗн е водитель прави пулман, е вӗсен правине унчечн туртса илнӗ. Ҫул ҫитмен 7 ҫамрӑк та усӗрле руль умне ларнӑ. Сӑмахран, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет те 30 минутра Йӗпреҫ районӗнче 16 ҫамрӑк мопедпа пынӑ. Хӑйӗн прави те пулман, ҫитменнине тата ӳсӗр пулнӑ.
Чӑваш Енри ҫулсем ҫине камерӑсем татах та вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене тупса палӑртма май параҫҫӗ. Камерӑсем пуртан водительсем йӗркене пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пумасть ҫӗнӗрен 7 ҫӗрте камерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем ҫак вырӑнсенче: Элӗк районӗнчи «Тури Хурасан» чарӑну патӗнче; М-7 ҫул ҫинче — Лапсар тӗлӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Хӗрлӗту» чарӑнура, Куславкка районӗнче харӑсах икӗ комплекс: Энтри Пасар тата Ҫӑкалӑх тӗлӗнче; «Сӑр» ҫул ҫинче — Етӗрне районӗнчи «Уйкас Асламас» тата «Автанҫырми»
чарӑнусенче.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков ертсе пынипе чӑвашсем чунҫӳреве тухса кайнӑ. Кӑҫал хастар ентешӗмӗрсем Дагестана ҫитӗҫ.
Ырӑ йӑлана темиҫе ҫул каяллах Олег Цыпленков пуҫарса янӑ. Инҫе ҫула тухнӑ йыш чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче чарӑнӗ.
«Чунҫӳрев» сӑмаха ахальтен шухӑшласа кӑларман. Вӑл чун ыйтнипе ҫул-ҫӳреве тухнине пӗлтерет. Ҫав ҫула тухнисем «чунташ» ята илеҫҫӗ.
Аякри ҫула тухнӑ йышра — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакансем. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗсене ҫитсе кураҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |