Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Муркаш районӗнче арҫынна ҫапса кайнӑ. Лешӗ васкавлӑ медпулӑшу машини ҫинче вилнӗ.
Хӗрарӑм ӗнер 17 сехет те 20 минутра "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" ҫулпа пынӑ чухне Патаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче 47 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче выртнӑ.
Палӑртмалла: хӗрарӑм правана пӗлтӗр кӑна илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн административлӑ майпа 27 хутчен явап тытнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Ромашка» лавкка патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗнче троллейбуспа маршрутка ҫапӑннӑ.
Инкек 14 сехет иртсен пулса иртнӗ. 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус дистанцие пӑхӑнман пирки малта пыракан 44-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ. Троллейбуса 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче троллейбус салонӗнче 15 пассажир пулнӑ, маршруткӑра — ҫиччӗн. Маршруткӑра ларса пынӑ 38 ҫулти хӗрарӑма тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Анчах пульницӑра выртмаллах аманман вӑл.
Паян 15 сехет ҫурӑра А-151 автоҫулӑн 76-мӗш ҫухрӑмӗнче 2 машина ҫапӑннӑ. Аварире 1 ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Форд Транзит" водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та УАЗпа ҫапӑннӑ.
Шел те, УАЗ водителӗ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Микравтобус водителӗ тата пассажирӗ аманнӑ.
Паян Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем аманнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 48 ҫулти «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «универсалпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» водителӗ, унӑн пассажирӗ тата «универсал» пассажирӗ аманнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Росавтодора Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫула Ҫӗнӗ ҫулччен туса пӗтерме шантарнӑ. Паян вӑл Роман Новиковпа тӗл пулнӑ.
«Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе пурнӑҫланакан ӗҫӗн 2 процентне туса пӗтермелли юлнӑ-мӗн. «Граждан урамӗнче 1,3 ҫухрӑм асфальт хумалли юлнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, пӑтӑрмахсене парӑнтарнӑ. Схемӑра пулман чылай коммуникаци сиксе тухнӑ. Вӗсем пулмалла мар ҫӗрте пулнӑ», - тенӗ Олег Алексеевич.
Тӗлпулура Элтепер пӗтӗм ӗҫе раштавӑн 30-мӗшӗччен вӗҫлесе ҫулӑн икӗ енӗпе те транспорт яма шантарнӑ.
Паян М-7 федераци трасси ҫинчи ҫӗнетнӗ ҫула, Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи развязкӑна, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Тӗрӗссипе, машинӑсем унта маларах ҫӳреме пуҫланӑ. Халӗ вара Явӑш патӗнче 6 ҫухрӑм ҫула та туса пӗтернӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫула уҫнӑ ҫӗре хӑй пыман, салам сӑмахӗсене вӑл телекӗпер урлӑ каланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул уҫӑлнӑ ятпа КамАЗсен автоколонни кайнӑ. Ҫынсем вӗсене алӑ сулса, ялавсем вӗлкӗштерсе кӗтсе илнӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи ирхине, Шупашкарта пӗр машина ҫул айккинчи ҫырмана кӗрсе ӳкнӗ. «Патриот» маркӑллӑ автомобиль Энгельс урамӗпе пынӑ чухне, «Альфа-центртан» инҫех мар вырӑнта, ҫул айккинчи ҫырмана кӗрсе ӳксе ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле тытса ӗлкӗреймен. Инкек вӑхӑтӗнче ҫул пӑрлак пулнӑ.
Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ.
Машинӑна ятарлӑ техникӑпа ҫырмаран туртса кӑларнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Канаш районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Пӑтӑрмах «А-151» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Лада-Приора» тата «Рено-Логан» пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Приора» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 35 ҫулти водитель Вӑрнар районӗнчен пулнӑ. Йывӑр сурансене пула вӑл вырӑнтах вилсе кайнӑ.
«Рено» машинӑн рульне тытса пынӑ ҫын тата салонти пассажир, ҫавӑн пекех «Приора» пассажирӗ суранланнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче «Атӑл» М–7 автоҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ тӗлӗнче «Хёндай-Туксон» кроссовер тырӑ тиенӗ «КамАЗ» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кроссовер водителӗ дистанцие пӑхӑнман.
Эрех ӗҫмен-и тесе икӗ водителе те тӗрӗсленӗ — вӗсем урах пулнӑ.
Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ, унта ӑна тухтӑрсем малтанхи пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн сипленме килне янӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Лапсар ялӗ тӗлӗнче харӑсах пилӗк машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ.
Инкек 17 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Лапсар тӗлӗнче, М-7 «Атӑл» ҫул ҫинче пулса иртнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Skoda Rapid» автомбиле тытса пынӑ хӗрарӑм-водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл малтан «Audi A3» машинӑпа, кайран «Wolkswagen Transporter» маркӑллипе пырса ҫапӑннӑ.
«Ауди» ҫӑмӑл машина «Scania» фура тата «Volkswagen Transporter» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
«Ауди» машина водителӗ тата хӗрарӑм-пассажир аманнӑ, «Шкода» автомобильте ларса пынӑ 5 ҫулхи арҫын ача пуҫӗ суранланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |