Паян, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр хӗрарӑм машина айне пулнӑ.
М-7 ҫул ҫинче 12 сехет тӗлӗнче хӗрарӑм «КамАЗ» автомобиль айне пулнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнпа ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ. Ун ҫине йывӑр тиев турттаракан машина пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
44 ҫултискер Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑннӑ. Хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ машина водителӗ урах пулнӑ.
Шупашкар хулинче авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫтах пӗр водитель тепринпе ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Никольский проспектӗнчен Энтузиастсен урамне пӑрӑннӑ чухне Т567ТТ 21 номерлӗ «Ауди» автомобиль сулахай енне ҫул-йӗр правилине пӑсса пӑрӑнма тӑнӑ. «Киа-Рио» водителӗ ӑна ҫул паман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ауди» ҫамӑл машина хӑйне «кӳрентернӗ» машина умне сиксе тухнӑ, унтан водитель патне пырса темиҫе хутчен ҫапнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнме тивнӗ. Усал водитель вӗсемпе те пуҫтахла тытнӑ.
Чӑваш Ене Германири пенсионер велосипедпа килсе ҫитнӗ.
74 ҫулти Альфред Мэр велосипедпа тӗнче тӑрӑх пуҫласа 10 ҫул каялла, пенси ҫулне ҫитсен, тухса кайнӑ. Унччен арҫын шкулта ӗҫ тата физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ.
Велосипедпа Германи арҫынни Европӑри ҫӗршывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, Аляскӑра, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑсенче пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче арҫын Питӗре ҫитнӗ. Унтан Мускава, Чулхулана ҫул тытнӑ, «Ылтӑн ункӑ» туризм маршручӗпе ҫаврӑннӑ, Хусан хыҫҫӑн Шупашкара килнӗ. Тӑван тӑрӑхне вӑл Турци урлӑ каясшӑн.
«Кун пек уҫӑ кӑмӑллӑ ҫӗршыва курман эпӗ. Кунта хама килти пекех туятӑп темелле. Ҫынсем ырӑ кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ. Паянхи лару-тӑрура вӗсем ҫавӑн пек пулни мана тӗлӗнтерет», — тенӗ ҫулҫӳревҫӗ.
Паян 10 сехет те 10 минутра Шупашкарта Граждан урамӗнче ҫулпа пыракан манипулятор кранӗ ҫӑмӑл машина ҫине персе аннӑ. Манипулятор хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ. Кузовӗнче пулнӑ ҫул-йӗр техники те тухса ӳкнӗ. Вӑл ҫӑмӑл машинӑран кӑшт аяккарах пулнӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче хӗрарӑм пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Телее, хӗрарӑм аманман.
«Мускав – Хусан» М-12 тӳлевлӗ магистрале уҫиччен вӑхӑт нумаях юлман – 3 уйӑхран та сахалрах. РФ вице-премьерӗ Марат Хуснуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавпа Арзамас хушшинчи ҫул уҫӑлӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗччен вара Хусана ҫитерекен ҫул та ӗҫлесе каймалла.
Аса илтерер: ҫула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ, вӑл 811 ҫухрӑм тӑршшӗ. Вӑл Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем, Чӑваш тата Тутар республикисем урлӑ иртет. М-12 ҫула кайран Екатеринбург таран тӑсӗҫ, 2025 ҫулта вара – Тӗмене ҫити.
Канаш районӗнчи ҫула юсаса пӗтернӗ.
Унти «Шӑхасан — Нурӑс — Кайри Чалӑш Тукай — Чӑнкӑвар» ҫула йӗркене кӗртсе пӗтернӗ. Ҫулӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 2,3 километр ытла.
Асӑннӑ объекта юсама хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ӗҫе муниципалитет контракчӗпе пӑхса хӑварнӑ вӑхӑтра пурнӑҫласа пӗтернӗ.
Юсав ӗҫне «Дорсервис» предприяти пурнӑҫланӑ.
Паян 11 сехет ҫурӑра М-7 ҫулӑн 576-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Даф" грузовик водителӗ светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра чарӑннӑ та малта ларакан "ВАЗ-2115" машина ҫине пырса кӗнӗ.
Аварире ҫӑмӑл машина водителӗ аманнӑ. Икӗ водитель те урӑ пулни паллӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян ирхи 9 сехет те 5 минутра вӗҫсе каймалли самолёта тытса чарнӑ иккен.
«ДП-6808» рейс Шупашкартан Мускава илсе ҫитерет. Анчах самолётӑн техника кӑлтӑкӗ пулнӑран самолёт вӑхӑтра вӗҫсе каяйман.
«Тӗп аэропортран килсе ҫитнӗ авиатехниксен бригади кӑлтӑка юсасан самолёт вӗҫсе кайӗ», — хыпарланӑ Телерамри каналсенчен пӗринче.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Елчӗк-Курнавӑш» ҫул ҫинче «Лада Гранта» автомобиль «Лада Калина» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «Гранта» рулӗ умӗнче 52 ҫулти сусӑр ҫын пулнӑ. Вӑл машинӑна сехетре 130 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ.
«Калина» машинӑра инкек вӑхӑтӗнче 6 ҫын пулнӑ. Салонта ларса пынӑ 61 ҫулти хӗрарӑм машинӑран тухса ӳксе вилнӗ. Водитель тата тепӗр тӑватӑ пассажир аманнӑ.
Лада Гранта» автомобиль водителӗ те шар курнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Асӑннӑ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫе халӗ Елчӗк районӗнчи суда ярса панӑ.
Ӗнер каҫхине 20 сехет те 50 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, авари пулнӑ. Унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, виҫҫӗшӗ аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «буханкӑпа» ҫапӑннӑ. «Грантӑри» 53 ҫулти водитель тата 34 ҫулти пассажирка вырӑнтах вилнӗ, 32 ҫулти пассажир вӑйлах аманса пульницӑна лекнӗ.
«Буханкӑри» водитель тата пассажирка аманнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |