Ӗнер 10 сехет иртсен Ҫӗмӗрлепе Пӑрачкав хушшинче, Вырӑс Улхаш ялӗ ҫывӑхӗнче, икӗ машина ҫапӑнсан икӗ ҫын вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкаври 50 ҫулти арҫын ВАЗ-2110 машинӑпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Нивӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ тата «Нивӑри» пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. «Нивӑн» 39 ҫулти водительне пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл йывӑр аманнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Унта арҫын пунӑҫӗ татӑлнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Тренккасси ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2107» тата «Урал» автомашинӑсем пырса ҫапӑннӑ. Инкек ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ҫиччӗмӗшӗн» водителӗ руле пӑрса янӑран хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
52 ҫулти арҫын (Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта хӑш машина водительне палӑртман. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫӑмӑл машина лапчӑнсах ларнӑ. Апла пусан унӑн водителӗн пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ тесе пӗтӗмлетмелле-тӗр) инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Ӗнер каҫхине 6 сехетре Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче «Шупашкар – Сӑрҫи» ҫул ҫинче, Турхан ялӗ ҫывӑхӗнче, «Лада Ларгус» ҫынна таптаса кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 30 ҫулти водитель ҫулпа утакан ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ тӗттӗм тум тӑхӑннӑ пулнӑ. Арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: водитель урӑ пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Красноармейски районӗнче ӳсӗр пӗр водителе тытса чарнӑ. Вӑл «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче груз турттармалли машина умне сиксе тухнӑ. Машина унталла та кунталла пӑркаланса пынӑ.
Ҫавна асӑрханӑ тепӗр водитель «ВАЗ-21041» машина пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, хӑй машина хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫӑмӑл машина Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Йӗпрем ялӗ еннелле ҫул тытнӑ.
65 ҫулти водитель тухтӑрсем патне кайса тӗрӗсленме килӗшмен. Ҫавна май ун тӗлӗшпе административлӑ ӗ пуҫарнӑ.
Паян 9 сехет те 47 минутра Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Александровка ялӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВА№-2111 рулӗ умӗнче ларнӑ 35 ҫулти хӗрарӑм хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Тепӗр транспорт рулӗ умӗнче 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Аварире икӗ водитель те аманнӑ. Кунсӑр пуҫне 4 пассажир суранланнӑ: ҫав шутра – 4-ри тата 5 ҫулти ачасем. Вӗсем салонра ятарлӑ креслӑра ларман.
Халӗ ведомство ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Паян ҫӗрле Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Кире поселокӗнче икӗ ҫын аварире вилнӗ. Инкек Ленин урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоцикла тытса пынӑ каччӑ руле итлеттереймен – йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Хӑй те, пассажир та вилнӗ. Водитель 21 ҫулта кӑна пулнӑ. ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл мотоцикла икӗ кун маларах кӑна туяннӑ, регистрацилесе те ӗлкӗреймен.
Шупашкар хулинчи «Граждан урамӗ» чарӑнура ҫынсем валли тротуар пӑхса хӑварман. Ҫулла халӑх ҫул хӗрринче курӑк акнӑ вырӑн ҫийӗн утнӑ пулсан халӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра, ҫынсем машинӑсем ҫӳремелли ҫул тӑрӑх хутлаҫҫӗ. Пылчӑкра вараланса пӗтес килмест-ҫке.
Ҫавӑн пек вырӑн Кӳкеҫре те пур. Унти Совет урамӗнче темиҫе ҫул каялла ҫӗнӗ ача пахчи уҫрӗҫ. Ун умӗнче машинӑсене лартмалли вырӑн туса хӑварнӑ-ха, анчах тротуар ҫук. Халӑхӑн ирӗксӗрех е машина ҫулӗпе утма тивет, е курӑка таптаса.
Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка муниципаллӑ округсем ҫак пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Икӗ округа ҫыхӑнтаракан ҫула тинех уҫнӑ.
Эппин, халӗ ҫак икӗ муниципаллӑ округра пурӑнакансем ҫул ҫинче 1,5 сехет таран сахалрах ирттерме пултараҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, республикӑра хытӑ сий сарман ҫулсене, асфальт ҫула ҫыхӑнтаракансене, пӗтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тепрехинче Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай округӗсенчи 3,5 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула асфальт сарасшӑн. Унашкаллисем Вӑрнар, Красноармейски, Йӗпреҫ, Пӑрачкав округӗсенче те пур.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Маклашки ялӗнче пурӑнакансене ҫул ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Вӗсем ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ирттернӗ тӳрӗ линие те ку ыйтӑва янӑ.
Ыйтӑва айккине сирсе хӑварман. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗ ҫак ҫула 2024 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче юсассине пӗлтернӗ. Проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫул 1,6 ҫухрӑм тӑршшӗ.
Сӑмах май, тӳрӗ линие сӗнтӗрвӑррисенчен 55 ыйту килнӗ. Вӗсенчен 30 ытларахӑшӗ Маклашки ҫулӗпе ҫыхӑннӑ.
Паян тӑвансем патӗнчен таврӑннӑ май Шупашкартан Ҫӗнӗ Лапсара М7 урлӑ каҫакан ҫул ҫинче авари асӑрхарӑм. Пысӑк тиев машини тӑрать, темиҫе васкавлӑ пулӑшу машинисем, ГИБДД транспорчӗ хӑйӗн ҫуттисемпе мӗлтлетсе тӑрать... Каярах «Руль умӗнче» автофорума пӑхрӑм та — иккен, ку тиев машини васкавлӑ пулӑшӑва ирттерсе яман. Темиҫе видео та пур.
Видеосене пӑхсан ҫакӑ паллӑ: тиев машини пысӑк хӑвӑртлӑхпа светофорӑн симӗс ҫути ҫине васканӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини Ҫӗнӗ Лапсар поселокне каҫса ӳкес тенӗ. Уншӑн хӗрли ҫутӑлнӑ пулнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл, мӗлтлетмӗшне ҫутса, сасӑ кӑларса каҫса каясах тенӗ пулас. Икӗ машина пӗр-пӗрне тӗл пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу машининче виҫҫӗн аманнӑ.
Чӑн та, ку ҫул тӑваткалӗ ытла та инкеклӗскер. Пӗрре ман куҫ умӗнчех кунашкал евӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑччӗ. Ун чухне те пулӑмсем йӑлт ҫакӑн пекччӗ. Росгварди машини, светофор ҫинче кӗтсе тӑрас мар тесе (вӗсен ӑҫта васкас-ха тата?) мӗлтлетмӗшпе тата сасӑ кӑларса Ҫӗнӗ Лапсара каҫас терӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |