Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, каҫхине, Вӑрнар тӑрӑхӗнче «Форд Мондео» автомобиль рулӗ умӗнче ӳс водитель ларса пыни пирки йӗрке хуралҫисене систерекен пулнӑ.
Асӑннӑ хыпара тӗрӗслеме 22 сехет те 10 минутра «Никольски-Етӗрне-Нурӑс» ҫул ҫине патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн Вӑрнарти пайӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем машинӑна чарӑнма ыйтнине водитель пӑхӑнман. Хирӗҫ килекен ҫулпа пынӑ май йӗрке хуралҫисен машини ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав самантра машинӑра йӗрке хуралҫи те пулнӑ.
Инкек хыҫҫӑн шалти ӗҫсен пайӗн виҫӗ ӗҫченне больницӑна илсе кайнӑ, вӗсенчен пӗрне кайран киле янӑ, иккӗшне больницӑна вырттарнӑ.
«Форд Мондео» автомобиль рулӗ умӗнче Патӑрьелте пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 43 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ӗнер ирхине Сӗнтӗрвӑрри округӗнче пулнӑ аварие мӗнле тӗпченине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ. Авари ирхи 5 сехетре «Атӑл - Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Унӑн спидометрӗ 170 ҫинче чарӑннӑ. Апла вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Хӑй водитель чӗрӗ юлнӑ, вӑйлӑ аманнӑ. Унӑн пассажирӗ тата «Лада Калина» водителӗ вырӑнта вилнӗ.
Паян 13 сехет ҫурӑра Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнче, М-7 федераци ҫулӗ ҫинче авари пулнӑ.
Малтанлӑха ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Рено Дастер» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑри водитель тата пассажир аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Авари вырӑнӗнчен иртсе каякансем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула Ҫӗрпӳ хулинчен пуҫласа Сӑнав поселокӗ таран пӑкӑ пухӑннӑ.
Кӗҫӗр Каҫал тӑрӑхӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫула тухнӑ пӗр машина водителӗ ҫывӑрса кайнӑ та хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса кайса тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ.
«Audi» автомобиль рульне 22 ҫулти каччӑ тытса пынӑ. 1 сехет те 44 минутра вӑл А-151 ҫул ҫинче хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса кайса «ВАЗ-2114» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобилӗн 30 ҫулти водителӗ вилнӗ тата 33-ри пассажир йывӑр аманнӑ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Элӗк муниципаллӑ округӗнче «Никольски - Етӗрне - Нурӑс» ҫул ҫинче мотоцикл аварие лекнӗ.
19 ҫулти каччӑ «Ирбис» мотоциклпа пынӑ чухне руле итлеттереймен - кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унӑн права та пулман. Вӑл пӗччен пулман. Икӗ пассажир, 2009 тата 2010 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем, аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Пӗрне киле янӑ. Водителе те пульницӑна вырттарнӑ.
Паян ирхи 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти К.Иванов урамӗнче Пӗрремӗш хула пульници умӗнче 83 ҫулти старике машина ҫапса кайнӑ. Вӑл светофор пулман вырӑнтан, «зебра» патӗнче, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
«Лада Ларгус» рулӗ умӗнче ларнӑ 44 ҫулти водитель каланӑ тӑрӑх, ватӑ арҫын малтан чарӑннӑ, унтан тӑрук ҫул ҫине тухнӑ.
Старике, ку инкек пульница умӗнче пулнӑ пулсан та, васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ.
Тутарстанри «Флот РТ» организаци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑхра Хусантан Шупашкара «Метеор» карапсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Малтанласа вӗсем шӑматкунпа вырсарникун ҫеҫ ҫула тухӗҫ. Каярах кашнп кунах хутлама тытӑнӗҫ.
Хусантан «Метеор» ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫӳрӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче карапсем шӑматкунпа вырсарникун ҫеҫ килӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа — кашни кунах.
«Метеор» Хусантан 8 сехетре хускалӗ, Шупашкара 11 сехете ҫитӗ. Кунта тӑватӑ сехет тӑнӑ хыҫҫӑн каялла 15 сехетре тапранса кайӗ, Хусана 18 сехетре ҫитӗ.
Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 21 минутра, Шупашкарти Таллеров урамӗнче руль умне ӳсӗрле ларнӑ хӗрарӑма ҪҪХПИ инспекторӗсем чарнӑ.
«Лада» автомобиль салонӗнче ача та пулнӑ. Хӗрарӑм медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Полицейскисем ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Паян Вӑрнар муниципалӑ округӗнче Кивкассипе Пуканкасси ялӗсен хушшинче апат-ҫимӗҫ тиенӗ Газель аварие лекнӗ. Вӑл ҫулран пӑрӑнса кювета чӑмнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, грузовик водителӗ тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ. Машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель шар курман. Вырӑна Росгварди, ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫитнӗ.
Ӗнер, акан 3-мӗшӗнче, «Энӗш» ҫул ҫинче, Тӑвай ҫывӑхӗнче, трасса патӗнчи тӑвайккинчен тӑпра ейӳ шывӗпе пӗрле юхса аннӑ. Ҫӑрӑлчӑк ҫул ҫинче сарӑлнӑ.
Тӳрех палӑртмалла: ҫав тӑвайккине виҫӗмҫул хытарнӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ун хыҫҫӑн тӑпра ишӗлсе анман. Кӑҫал вара юр тӑрук ирӗлме пуҫланипе хытарнӑ сие шыв икӗ вырӑнтан ҫисе кайнӑ.
Ку ӗҫе пурнӑҫланӑ подрядчик ҫитменлӗхе пӗтерме тытӑннӑ. Ӗҫсене ҫитес вӑхӑтра вӗҫлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |