Муркаш тӑрӑхӗнче ӳсӗр тракториста тытса чарнӑ.
Руль умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫынна Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн специалисчӗсем асӑрханӑ. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ те арҫын, чӑн та, эрех ӗҫни ҫиеле тухнӑ.
Тракториста паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, асӑрханӑ.
Инспекторсем руль умне ӳсӗрле ларни инкекпе вӗҫленме пултарассине аса илтерееҫҫӗ.
Улатӑр тӑрӑхӗнчи прокуратура Чӑвашупрдор предприяти Улатӑртан Патӑрьеле каякан ҫул хӗррине йӗркеллӗ тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ.
Аслӑ ҫул хӗррипе йывӑҫсемпе тӗмсем тӳнсе кайса ҫӗрсе выртнӑ, халь-халь персе анас пек усӑнса ларакансем те пулнӑ. Пластик савӑт-сапа, целлофан хутаҫ йӑваланса выртнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса надзор органӗ Чӑвашупрдор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
Ҫак уйӑхран Шупашкартан Минеральные Воды хулине самолётсем эрнере икӗ хутчен вӗҫме тытӑннӑ.
Аса илтерер: маршрут хыснаран субсидилекеннисен шутне лекнӗрен билетсем ытлашши хаклӑ мар. Пирӗн тӑрӑха Кавказпа сывлӑш ҫулӗпе ҫыхӑнтараканни – «Азимут» авиакомпани.
Хальхи вӑхӑтра самолётсем Шупашкартан Минеральные Воды хулине тата Минеральные Воды хулинчен Шупашкара эрнере икӗ хутчен: тунтикунпа шӑматкунсерен – вӗҫеҫҫӗ. Самолётсем ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫула илсе тухӗҫ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пӗр мотоциклист арҫын ҫине пырса кӗнӗ. 48 ҫулти арҫын Казахстанран тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ пулнӑ.
Инкек ҫурҫӗр ҫитеспе пулса иртнӗ. Суранланнӑ арҫын васкавлӑ пулӑшу машининче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Мотоцикл хуҫи икӗ урапаллӑ транспортне пӑрахса инкек вырӑнӗнчен тарнӑ.
Мотоцикла кирлӗ пек регистрацилемен пулин те унӑн унчченхи хуҫи урлӑ ҫӗнӗ хуҫана темиҫе сехет хушшинче тупса палӑртма май килнӗ. Мотоцикл рулӗ умӗнче Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи 24 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ иккен. Вӑл урах пулнӑ.
Паян Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пулса иртнӗ. «Киа Церато» машина рулӗ умӗнчи 24 ҫулти ҫамрӑк ҫулӑн сылтӑм енне тухса кайса ҫул айккине чӑмнӑ.
Машинӑри 5 ҫамрӑка, ҫав шутра водителе те, пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсем — 20-25 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Вӗсенчен пӗрне килне янӑ, ыттисем тухтӑр патӗнче сипленеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха лекнӗ водителе хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн административлӑ майпа кӑҫал ҫеҫ 8 хутчен явапа тыттарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкара Шупашкартан тройллейбуспа ҫӳреме пуҫласан ҫул укҫине маршруткӑринчен йӳнӗрех тума йышӑннӑ. Ҫакӑ пассажирсене илӗртес тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен троллейбуспа ҫула тухсан аллӑн укҫа тӳлесен 33 тенкӗ тӳлемелле, карттӑпа пулсан — 29 тенкӗ. Проезднойпа ҫӳрекенсен 60 хутчен ҫула тухмалли билет (вӑл 45 куна пырӗ) ҫул укҫи 27 тенке ларӗ.
Маршруткӑсем ҫинче ҫул укҫи 34 тата 30 тенкӗ (аллӑн укҫа тӳлесен тата карттӑпа татӑлсан).
Шупашкартана Сосновкӑна ҫӳрекен автобус паян Атӑл леш енче аварие лекнӗ. Унта 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Инкек «Астраханка» чарануран инҫех марп улнӑ. Аварире вилнӗ ҫынсем - ҫӑмӑл машинӑра пулнӑскерсем. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа спектра» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса автобуспа ҫапӑннӑ. Автобусри пассажирсем пурте чӗрех, хӑшӗ-пӗри аманнӑ. Мари Элти ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкаллисем – 6 ҫын.
Каҫал тӑрӑхӗнче ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ҫула тухнӑ ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. «Соболь» автомашина водителӗ ӳсӗр пулнине полицие шӑнкӑравласа систерекенсем пулнӑ. Машина ҫулпа пынӑ чухне ҫулӑн пӗр енчен тепӗр енне сулӑннӑ.
Комсомольски ялӗ патӗнче автомобиле йӗрке хуралҫисем чарнӑ. Водитель тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Водитель Шупашкар муниципаллӑ округӗнчен пулнӑ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнчен рабочисене илсе килме тухнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне хулинче аслашшӗпе (вырӑсла пӗлтернӗ хыпарта дед тенӗ. Тен, кукашшӗ-тӗр) мӑнукӗ шар курнӑ.
Вӗсем паян ирпе хулари Герцен урамӗпе машинӑпа пынӑ. Хайхисен «Лада Вести» ҫине «Ниссан» пырса кӗнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн рульне тытса пынӑ 19 ҫулти водитель тимсӗртерех пулнӑ. «Ладӑра» 63 ҫулти арҫынпа унӑн 5 ҫулти мӑнукӗ пулнӑ. Ача пӗчӗккисене лартса ҫуремелли ятарлӑ креслӑра ларса пынӑ, ҫавӑнпа вӑл шар курман.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнчи ҫамрӑк урах пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче «Элӗк — Кивӗ Атикасси — «Сӑр» автоҫул — Тури Ҫӗрпӳкасси — Анат Ҫӗрпӳкасси» ҫула юсаҫҫӗ. Юсав ӗҫӗ Иккӗмӗш Хурашаш тата Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗсем хушшинче пырать.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, объект кӑткӑс. Пӗлтӗр унта йывӑҫсене каснӑ, вӗсен тымарне кӑкланӑ. Юсав вӑхӑтӗнче
Юсав вӑхӑтеӗнче Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗ патне пыма вӑхӑтлӑх ҫул уҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |