Ӗнер Етӗрне тӑрӑхӗнче темиҫе машина ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Миҫе ҫын аманнине уҫӑмлӑн хыпарлайманччӗ.
Аса илтерер: малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-2111» автомобиле тытса пыракан 64 ҫулти водитель хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса юр тасатмалли «КамАЗ» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Пысӑк машина рульне тытса пынӑ 31 ҫулти арҫын инкек вӑхӑтӗнче «Renault Megane» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре «ВАЗ-2111» автомобильте ларса пынӑ 69 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ, ҫӑмӑл машинӑсенчи 7-13 ҫулсенчи 4 ача аманнӑ.
Паян 14 сехет те 50 минутра Етӗрне ҫывӑхӗнчи кӗпер ҫинче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймесӗр хирӗҫ килекен КамАЗпа ҫапӑннӑ. Унтан ҫӑмӑл машина тепӗр машина ҫине пырса кӗнӗ.
Аварире пӗр ҫын вилмеллех суранланнӑ. Миҫе ача аманнине тӗрлӗрен хыпарланӑ: 4 е 5. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Халӗ йӗрке хуралӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкерет.
Паян ирхине Шӑмӑршӑран инҫех мар авари пулнӑ. Руль умӗнче ларнӑ 24 ҫулти хӗрарӑм руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Хӑй вӑл – Чӗмпӗртен.
Салонра ҫур ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ятарлӑ люлькӑра выртнӑ. Ӑна пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Руль умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн упӑшки чиперех – аманман.
Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти водитель руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унтан вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ.
Машина шӑпах водитель енчен ҫапӑннӑ. 34-ри арҫын вилнӗ. 64 ҫулти тепӗр водитель аманнӑ.
Паян М-12 тӳлевлӗ автоҫулӑн Хусана илсе ҫитерекен пайӗ уҫӑлнӑ. Ку мероприятие РФ Президенчӗ Владимир Путин видеоҫыхӑну урлӑ хутшӑннӑ.
Халӗ Мускавран хулана хӑвӑртах ҫитме пулать. Аса илтерер: кӑшт маларах Арзамаса илсе ҫитерекен ҫул уҫӑлнӑччӗ.
М-12 ҫул Хусана илсе ҫитерекенни кӑна пулмӗ. Тӳлевлӗ, пысӑк хӑвартлӑхлӑ ҫула Екатеринбурга, унтан Тюмене ҫити тӑсӗҫ.
Чӑваш Енри суд Удмурт Республикинчи водителе суд тунӑ.
28 ҫулти арҫын кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пирӗн республикӑра инкеке лекнӗ. «М-7» ҫулпа пынӑ чухне Куславкка муниципаллӑ округне ҫитсен, вӑл ҫул айккине тухса кайса тимӗр карта ҫине пырса ҫапӑннӑ.
«Лада Гранта» машинӑа водительсӗр пуҫне унӑн тӑватӑ пӗр тӑванӗ: пиччӗшӗ (тен, шӑллӗ пулӗ. Вырӑсла хыпарта брат тенӗ) тата виҫӗ йӑмӑкӗ-аппӑшӗ (вырӑсла хыпарта сестра тенӗ) пулнӑ. Водитель тата икӗ тӑванӗ (хӗрарӑмсем) аманнӑ.
Инкеке лекнӗ водителе хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн юлашки ик ҫулта 50 хутчен явап тыттарнӑ иккен. Инкек пулнӑ кунхине вӑл руль умӗнче 8 сехет пулнӑ.
Куславкка районӗнчи суда арҫынна тӗрмене хупса хумасӑр 9 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
РАШ | 19 |
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Атӑл» автомобиль ҫулӗ ҫинчи инкекре виҫҫӗн аманнӑ.
Ирхи 4 сехет те 30 минутра пулса иртнӗ инкекре «Киа Рио» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «КамАЗ» фурӑпа ҫапӑннӑ.
Иномарка рулӗ умӗнчи 57 ҫулти водителе больницӑна илсе кайнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра вӑл унта сыватӗҫ. Машинӑри икӗ пассажир килте сипленӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 11 сехет те 15 минутра М-7 автоҫул ҫинче, Куславкка муниципаллӑ округӗнче, авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Скания» фурӑпа ҫапӑннӑ. «Приора» водителӗ, 60-65 ҫулсенчи арҫын, вилмеллех суранланнӑ.
«М-12» федераци ҫулӗпе Мускавран Хусана ҫитме ҫӑмӑл автомашинӑсен 4 481 тенкӗ тӳлеме ттвӗ. Кун пирки «Автодор» организация пӗлтернӗ. Ҫав ҫулпа Чулхуларан Хусана ҫитме ҫӑмӑл машинӑсен 1660 тенкӗ тӳлемелле, йывӑр тиев турттаракан автомобильсен — 3 912 тенкӗ.
Мускавран Хусана машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫулпа ҫитме 5 пин тенкӗ ытла тӳлемелле тесе ӗнер ҫӗршыв Президенчӗн тӳрӗ эфирӗ вӑхӑтӗнче ыйту хускатакан пулнӑччӗ, Владимир Путин хака малтан шантарнӑ пекех хӑварма шантарнӑччӗ.
Паян Улатӑр хулинче Ленин тата Комсомол урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ: пушарнӑй машини маршруткӑна пырса ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра пынӑ. Пушарнӑй машини вара хӗрлӗ ҫутнӑ чухне кайнӑ. Вӑл мигалкӑсене, сиренӑна ҫутнӑ пулнӑ.
Юрать-ха, маршруткӑра пассажирсем пулман. Водителе пульницӑра тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те киле янӑ. Вӑл аманман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |