Тӳре-шара М-7 федераци ҫулне кӑҫалах анлӑлатма тытӑнасшӑн. Ку Шупашкар ҫывӑхӗнчи 12 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула пырса тивет.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чылай ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак ҫул ҫинче пӗрмай «пӑкӑ» пухӑнать.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫулла ведомство Явӑшпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫула реконструкци тума сахалтан та 18 млрд тенкӗ кирлине пӗлтернӗ. Унти ҫул ҫинче 4 полоса, 4 развязка, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли 8 каҫӑ пулмалла.
Паян пирӗн республикӑра ҫул ҫинич инкекре виҫӗ ҫулти ача аманнӑ. Инкек Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ Карачура ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӑрӑннӑ чухне «Cherry» водителӗ «Лада Гранта» машинӑна ҫул паман.
Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомбильте, хыҫалти ларкӑч ҫинче 3 ҫулти хӗрача пулнӑ. Вӑл сӑмсине амантнӑ. Ача, сӑмах май каласан, ятарлӑ ларкӑч ҫинче пулман.
Муркаш мниципаллӑ округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче 1,5 ҫухрӑм ҫул тума аукцион ирттереҫҫӗ. Ку тӗллевпе регионти хыснаран 109,66 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Ҫатракассинче Привольнӑй тата Шкулҫум урамӗсенче асфальт ҫул сарасшӑн. Ӗҫе виҫӗ тапхӑрпа пурнӑҫлӗҫ: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче, 2025 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗсенче.
Халӗ ЧР Транспорт министерствин «Чӑвашупрдор» учреждени ҫул тумашкӑн подрядчик шырать.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, ҫул-йӗр инспекторӗсем 12 ӳсӗр водителе чарнӑ. Вӗсенчен пӗри - Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче.
Хайхискер юрҫӳренпе пынӑ. Тӗттӗмре фарӑсене те ҫутман. Ӑна чарсан водитель ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн водитель прави те, транспорта регистрациленине ӗнентерекен документ та пулман.
Водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Юрҫӳрене вара хураллакан ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ир-ирех М-12 ҫул ҫинче, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче, йӗрке хуралҫисем «Шевроле» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Мускав облаҫӗнчи 40-ри арҫын ларнӑ. Багажникре 6 килограмм синтетика наркотикӗ тупнӑ. Ҫакӑ паллӑ: унччен водителе ҫакнашкал преступленишӗн айӑпланӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ҫав ҫул ҫинчех, Комсомольски округӗнче, «Тойотӑна» чарнӑ. Унпа Пермь крайӗнчи 39 ҫулти арҫын пынӑ. Курьерӑн машининче 17 килограмм гашиш тата 9 килограма яхӑн кокаин пулнӑ.
Наркокурьесене арестленӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинчи хаксене пӑхса тухма хушнӑ. Владимир Владимирович тарифсем пирки сӗнӳсем кӗтет. Куншӑн Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин тата «Автодор» пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко яваплӑ.
Аса илтерер: Президент тӳрӗ лини ирттернӗ чухне Тутарстан ҫынни М-12 ҫулпа ҫӳреме хаклӑ пулни пирки каланӑ. Мускавран Хусана ҫитме 5 пин тенкӗ тӳлемелле, Канаша - 4069, Ҫӗмӗрлене - 3697 тенкӗ.
Шупашкарти «Дорэкс» предприятие ҫула япӑх тасатса тӑнӑшӑн тӑватӑ хутчен явап тыттарса штрафланӑ. Кашнинчех – 100-шер пин тенкӗшер.
Асӑннӑ организацие Кӑнтӑр посёлокне япӑх тасатса тӑнӑшӑн кӑна виҫӗ хутчен штрафланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ нумаях пулмасть Альгешри Вишневӑй урама тӗрӗсленӗ. Унта ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫула виҫӗ талӑк тасатман.
Шупашкарта маршрутка ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 270-мӗш маршрутпа хутлакан общество транспорчӗпе «Шкода Октавия» автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑна 32 ҫулти водитель тытса пынӑ.
Микроавтобусри икӗ пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче 108-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Паян Канаш хули ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ - «Лада Приора» ҫунса кайнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Приора» водителӗ, 20 ҫулти хӗр, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та йывӑр тиевлӗ «Мерседеспа» ҫапӑннӑ. Ҫапӑнсан ҫӑмӑл машина ҫунма тытӑннӑ. Руль умӗнче ларнӑ 20-ри хӗр машинӑра ҫунса кайнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа йӗрке хуралҫисем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Волгоград облаҫӗнчи водитель Чӑваш Ене ҫитсен йывӑрлӑха лекнӗ. Вӑл М-7 ҫул ҫинче чарӑнса ларнине ҪҪХПИ инспекторӗсем асӑрханӑ. «Газель» хыҫӗнче тӗттӗмре ҫутатакан ҫурӑм ӑшши ҫакӑнса танӑ. Ку вара водителе пулӑшу кирлине пӗлтерет.
Водитель Нефтеюганска кайма тухнӑ иккен. Ҫул ҫинче вара бензин пӗтнӗ. Водителӗн заправкӑна хӑй тӗллӗн ҫитме ӑшӑ тум та пулман. Урамра вара самай сивӗ тӑнӑ: 20 градус.
Инспекторсем водителе ҫывӑхри заправка таран илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |