Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава каҫхи авиарейспа вӗҫсе кайма ӗмӗтленнӗ пассажирсен тепӗр ирччен кӗтме тивнӗ.
Асӑннӑ рейспа хутлакан «Победа» авиакомпанин самолёчӗ ҫула 10 сехет те 30 минут кая юлса хускалнӑ.
Шупашкара Мускавран вӗҫсе килнӗ самолёт анса ларнӑ хыҫҫӑн унӑн тӗп шассинче пушар пирки систерекен тытӑм ӗҫлесе кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пилотсем «Тревога» сигнал панӑ. Инкекпе ҫӑлав расчечӗсем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ.
Телее, ним те ҫунма пуҫламан. Самолёта ятарлӑ вырӑна туртса илсе кайса лартнӑ.
Шупашкар тӑрӑхӗнчи Карачура патӗнчи масар тӗлӗнчи ҫул пӑрӑнчӑкӗ тӗлӗнче пӗр автомобилист 5 пӑши асӑрханӑ. Вӗсем ҫул хӗррипе чупса иртнӗ. Юрать, ҫул ҫине сиксе тухман.
Тискер чӗрчунсем автомобиль ҫулӗ ҫине сиксе тухнипе инкексем час-часах пулаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем маларах каланӑ вырӑнта 4 пӑши асӑрханӑ.
Тӗнче тетлӗнче тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинчи заправкӑсем патӗнче черетсем пулнӑ. Ҫавна май «Автодор» унта ҫӗнӗ заправкӑсем тӑвас ӗҫе хӑвӑртлатма шантарнӑ.
«Автодор» пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе унта 18 заправка тата 4 контейнерлӑ АЗС ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 22 заправка. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникулта ытларах Муром тата Арзамас патӗнче, Мускава кӗнӗ ҫӗрте черетсем пулнӑ.
Сӑмах май, унччен влаҫ М-12 ҫул ҫинче кашни 50 ҫухрӑмра заправка пулассине пӗлтернӗ. Тӳрех – икӗ енчен.
Паян ҫӗрле Пушкӑртстанра Шур Атӑл юханшывӗ урлӑ пӑр ҫийӗн каҫнӑ чухне фура анса кайнӑ. Ку инкек Бирск ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Юханшыв сарлакӑшӗ - 520 метр, пӑр хулӑнӑшӗ - 30 сантиметр, вӑл 3 тонна чӑтать.
Фура пӑр айне анса кайсан водитель ҫӑлӑнайман. Ирхине водолазсем унӑн виллине кӑларнӑ. Халӗ унта юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑна хупнӑ.
Паян 9 сехет те 35 минутра Муркаш муниципаллӑ округӗнче Юнкӑпуҫпа Москакасси ялӗсен хушшинче йывӑр тиевлӗ машина ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗлепи облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель «Шевроле крузпа» пынӑ чухне транспорта итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Форд» фургонпа ҫапӑннӑ. Грузовик ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ арҫын тата икӗ хӗрарӑм аманнӑ. Пӗр хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 15 сехет те 25 минутра Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче «Ниссан Альмера» тата «Киа Оптима» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ, 23-ри арҫын, руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта тепӗр иномаркӑпа ҫапӑннӑ.
«Киа» машинӑра пулнӑ 17 ҫулти хӗр аманнӑ. Ӑна медпулӑшу парсан киле янӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» ҫул хӗрринче 82 ҫулти мучи транспорт кӗтсе пӗр сехет ытла тӑнӑ. Анчах пӗр машина та чарӑнман.
Шӑнса кӳтнӗ мучие патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхен инспекторӗсем асӑрханӑ. Вӗсем ним пулман пек вӗҫтерсе иртсе кайман, мучи тӗлӗнче чарӑннӑ.
Ватӑ ҫын чарӑнура пӗр сехет ытла тӑнине пӗлтернӗ. Пакунлисем ӑна килне леҫсе янӑ. Ватӑ ҫын вӗсене пӗтӗм чунтан тав тунӑ.
Шупашкарти заливӗнчи картлашкана юртан тасаманни пирки хулари хастарсенчен пӗри Патшалӑх пулӑшӑвне кӳрекен портал урлӑ пӗлтернӗ.
Хулари Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата транспорт управленийӗнче тротуара тата картлашкасене тракторпа тасатма май ҫуккине пӗлтернӗ.
Ҫынсене вара Шупашкар заливӗн дамби ҫинчи тротуарпа ҫӳреме сӗннӗ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, автобус ҫаврӑнса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Автобусра ларса пынӑ ҫынсенчен 27-шне (вӗсем Чулхуларан) облаҫри клиника пульницине илсе кайнӑ Унсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫын хӑй тӗллӗн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Аманнӑ тепӗр 24 ҫын килте сипленет.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 29 ҫын аманнӑ, ҫав шутран 13 ҫын йывӑр аманнӑ, 14-ӑн — ҫӑмӑл. 2 ҫын, Чӑваш халӑх сайчӗ ун пирки хыпарланӑччӗ ӗнтӗ, вилмеллех аманнӑ.
Автобус рулӗ умӗнче пулнӑ 61 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкартан Ҫӗрпӗве ҫӳрекен 173-мӗш номерлӗ маршрутӑн схемине ылмаштарма йышӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вӑл Шупашкарти Хулаҫум автовокзалтан ҫӳреме тытӑнӗ, республикӑн тӗп хулинче унӑн юлашки чарӑнӑвӗ те ҫав вокзал пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хула тӑрӑх Юханшыв портне ҫити кайма пӑрахӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |