«Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен 71/72 номерлӗ пуйӑса икӗ хутлипе ылмаштарӗҫ. Паянхи куна фирма пуйӑсӗ икӗ хутли ҫӳрет-ха.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» холдинг икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳрекен полигона анлӑлатасшӑн. Сӑмахран вӗсем «Ӗпхӳ – Имерет курорчӗ» тата «Екатеринбург – Мускав» маршрутсемпе хутлӗҫ.
Тверьти вакунсем тӑвакан завод холдинга 550 ҫӗнӗ вакунпа тивӗҫтерӗ, ҫав шутран 100-шӗ икӗ хутлисем пулӗҫ.
Чӑваш Енре, Чулхула облаҫӗнче тӳлевлӗ М-12 ҫула тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Халӗ ӗҫсен улттӑмӗш тапхӑрне пурнӑҫлаҫҫӗ.
«Автодор» ГК правленийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫул-йӗр тата строительство объекчӗсене тума хушма ресурсем уйӑрӗҫ.
Палӑртмалла: «Мускав – Чулхула – Хусан» М-12 федераци трассин пур участокне те 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Паян ҫӗрле Муркаш районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Инкек ҫурҫӗр иртни пӗр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Мускав-Ӗпхӳ» М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ тӗлӗнче, «Киа Оптима» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 46 ҫулти водитель унта «DAF XF» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонра ларса пынӑ виҫӗ пассажир суранланса пӗтнӗ, вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Водительсем, сӑмах май каласан, урах пулнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫул хӑрушӑ пулса кайнӑшӑн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Асфальт мӗнле лару-тӑрура пулнине сӑн ӳкерсе вӗсем тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак ҫулпа М-12 автотрассӑна тумашкӑн стройматериалсем турттараҫҫӗ. Ҫавна май вӑл аркансах пӗтнӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, унта халӗ шкул автобусӗ те ҫӳремест: шӑпӑрлансем Кожевенное тата Сиява ялӗсенче ҫитеймеҫҫӗ. Ачасене те ача пахчине илсе ҫӳреймеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ҫул питӗ хӑрушӑ лару-тӑрура.
Сӑнӳкерчӗксем тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ хыҫҫӑн прокуратура ҪҪХПИпе пӗрле тӗрӗслеве тухнӑ.
Паян Вӑрнар районӗнче "Нурӑс - Елчӗк - Патӑрьел" ҫул ҫинче пулнӑ аварире ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 2 ҫулта кӑна пулнӑ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "УАЗ Профи" водителӗ руле итлеттереймен, хирӗҫ килекен "Хендайпа" ҫапӑннӑ. Иномаркӑри 2 ҫулти хӗрача вилнӗ. Вӑл хыҫалти ларкӑч ҫинче ятарлӑ кресло ҫинче ларнӑ. Иномаркӑри тепӗр пассажира, хӗрарӑма, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӳкеҫре йывӑр тиевлӗ машина аварие лекнӗ. Вӑл хӑвӑрт хыпса илекен шӗвек илсе пынӑ.
Ку паян 11 сехет те 50 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина тепӗр транспортпа ҫапӑнас мар тесе кювета тухса кайнӑ.
Машинӑн пички кювета чӑмса картана лапчӑтнӑ. Юрать, техногенлӑ инкек пулман.
Паян ирхи 4 сехетре Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче Мускавран Шупашкара килекен автобус аварие лекнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» машина автобусран иртсе кайма тӑнӑ та йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн грузовик автобуса пырса тӑрӑннӑ.
Салонра 48 ҫын пулнӑ. 4 арҫын тата 1 хӗрарӑм аманнӑ. Вӗсене Лысковӑри пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Авари хыҫҫӑн ҫула май каякан водительсем пулӑшу сӗннӗ, пассжирсене лартса кайнӑ.
Паян 15 сехет тӗлне М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнче, икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 5 ҫын аманнӑ. Ҫав йышра - икӗ ача.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Киа" водителӗ, 38 ҫулти арҫын, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса "Лада Грантӑпа" ҫапӑннӑ. Арҫын авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
Иномаркӑри 35 ҫулти хӗрарӑм, 11-ти хӗрачапа 10-ри арҫын ача аманнӑ. "Лада Грантан" 27 ҫулти водителӗ тата 24-ри пассажирка суранланнӑ.
Паян 13 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнче Ҫиҫӗмкасси тата Пӗчӗк Упакасси ялӗсен хушшинче шкул автобусӗ аварие лекнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Сандеро" водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та "Газельпе" ҫапӑннӑ. "Газельре" Пысӑк Упакасси ялӗнчи шкула ҫӳрекен ачасем пулнӑ.
5 ҫын аманнӑ: шкул автобусӗнчи 16-ри ача тата соцӗҫчен, "Сандеро" машинӑри водитель тата икӗ пассажир.
Прокуратура тӗрӗслев ирттерет. "Сандеро" водителӗ ӳсӗр пулма пултарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмаран Тикаша каякан ҫул йӑлтӑртатса кӑна выртать. Ҫынсем унта конькипе те ярӑнма тухнӑ. Ҫакна ӳкернӗ видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Ку ҫула «Инвест-Строй» пӑхса тӑрать. Чӑвашупрдор директорӗ комментари панӑ: ГОСТпа килӗшӳллӗн, транспорт сахал ҫӳрекен ҫул ҫинче юр пулма пултарать. Анчах видеона пӑхсан унта юр мар, пӑр пулни курӑнать.
Транспорт министерстви вырӑнти тӳре-шарана ҫулсене тивӗҫлӗ пӑхса тӑма чӗнсе каланӑ: «Лару-тӑрӑва тишкерме тата хаклама хӑйсен тӑтӑшах тухса ҫӳремелле».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |