Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫурт-йӗр

Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ ҫыншӑн чӑннипех те чун ыратӑвӗ. Нухрачӗ пулсан ту та ларт е тыт та туян кӑна-ха. «Кӗмӗлӗ» хӗсӗккисен вара мӗн тумалла тет? Пухмалла, ҫирӗпрех тытмалла тетӗр-и? Енчен шалӑвӗ ҫӑкӑр ҫиме тата ҫӗтӗк ҫӳресрен тӑхӑнмалӑх кӑна ҫитсен...

Красноармейскинче нумай хваттерлӗ ҫурт купалама пуҫланӑ. Вӑл Ленин урамӗнче пулӗ. Ҫурт номерӗ — 70/1. Унта пӗтӗмпе 59 хваттер пулӗ. Вӗсенчен вуннӑшне ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакан ҫемьесене уйӑрса пама палӑртаҫҫӗ. Апла тӑк шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ ҫемье ӳлӗмрен ҫын ретлӗ условире пурӑнма тытӑнӗ. Ҫитес ҫул, сӑмах май, Красноармейскинче ун пек виҫӗ ҫуртри ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарма шухӑшлаҫҫӗ.

 

«Ӑҫта мӗнле пулӗ те, анчах пирӗн ҫуртри темиҫе пӳлӗме ӑшӑ яланах ҫынсеннинчен кая юлса ҫитет. Пӗлтӗр те управляющи компание ҫич хут та шӑнкӑравларӑм пуль. Унтан республикӑн Ҫурт-йӗр инспекцийӗпе ҫыхӑнса Чӑваш Ен Элтеперӗ патне ҫыру яма хатӗрленнине систерме тиврӗ. Коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсем унччен ҫав ыйтӑва татма пӗрисем патне хваттере кӗме май ҫукки кансӗрлет тетчӗҫ пулсан, асӑннӑ инспекципе калаҫнӑ хыҫҫӑн виҫ сехетре ӑшӑ ҫитрӗ», — аса илет пӗлтӗрхине Кӳкеҫре пурӑнакан пӗлӗшӗм. Кӑҫал та лару-тӑрӑвӗ ытти ҫулхиллех иккен-ха. Анчах вӑл: «Тек ниҫта та шӑнкӑравламастӑп. Мана кӑна кирлӑ мар. Пӗчӗк ачаллисем чупкалаччӑр — ман вӗт-шакӑр ҫук, шӑнса вилместӗп», — тесе ҫатӑртатать-ха.

Тен, кӑлӑхах ҫапла тарӑхать те пулӗ вӑл. Хваттерсенче ӑшӑ ҫукки пирки кӑҫал Раҫҫейӗн Общество палати таранах евитлеме пулать. Унта ятарласа «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн телефонӗ — 8-800-700-8-800. Шӑнкӑравсене ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 7 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.garant.ru/news/497986/
 

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсене пӗтермелле тесе каланӑ. Вӗсене е сӳтсе пӑрахса ҫынсене ҫӗнӗ хваттерсемпе тивӗҫтермелле, е юсамалла. Кунта сӑмах ишӗлекен е сӳтме, е тата юсамалла тесе 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен йышӑннӑ ҫуртсем пирки пырать.

Паян пирӗн республикӑра РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ элчи ҫумӗнчи канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Михаил Бабич элчӗ хӑй ертсе пынӑ. Ларӑва асӑннӑ округа кӗрекен регионсен пуҫлӑхӗсем килсе ҫитнӗ. Пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев кивӗ тата ишӗлекен ҫурт-йӗр тӑрӑмӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Ларӑва канаш членӗсем шутланакан ытти хӑна та килсе ҫитнӗ — Раҫҫей генпрокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев, РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Таранов, Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ Александр Торшин, Раҫҫейӗн никама пӑхӑнман профсоюзӗсен федерацийӗн ертӳҫи Владислав Трубников хутшӑннӑ.

 

Вӑл е ку куҫман пурлӑх хуҫи камне пӗлме ӳлӗмрен питех те ҫӑмӑл пулӗ. Ҫакӑн валли Росреестра е Нумай ӗҫ тӑвакан центра пурлӑхӑн хуҫи кам иккенне калакан выписка пама ыйтса ҫырмалла. Ҫак ӗҫ хакӗ пӗтӗмпе те 200 тенкӗ кӑна тӑрать.

Выпискӑна 5 кун хушшинче ҫырса пыраҫҫӗ. Унта хваттерӗн е пӳртӗн е ытти ҫурт-йӗрӗн хуҫи хӑш вӑхӑтра кам пулнине кӑтартӗҫ. Маларах ун пек хыпара пурлӑх хуҫисем, правӑна сыхлакан тата патшалӑх органӗсем кӑна пӗлме пултарнӑ. Халӗ, ав, йӗрке ылмашӗ.

 

Унччен администраци ҫурчӗ пулнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫурта юсаса ҫӗнетсе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн общежитине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ӑсчахсен канашӗ йышӑннипе авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнчех хӑшӗсем хваттер уҫҫи илме пултарнӑ. Унти пӗр, икӗ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерсенче университетра чылай ҫул ӗҫленӗ ӑсчахсем, ҫамрӑк преподавательсем. Ытти ӗҫчен тата студентсен ҫемйисем пурӑнӗҫ.

Ҫурта юсаса ҫӗнетес тӗллеве аслӑ шкул 2010 ҫултах лартнӑ иккен. Халӗ, ав, чылай ҫыншӑн хваттер ыйтӑвӗ татӑлнӑ.

Сӑнсем (48)

 

Юлашки вӑхӑтра ҫанталӑк палӑрмаллах сивӗтме пуҫларӗ. Шупашкар хулинче ырантан ӑшӑ пама йышӑннӑ. Яланхиллех чи малтан пульницӑсене, шкулсене, ача пахчисене ҫитӗ, каярах — пурӑнмалли ҫуртсемпе общество вырӑнӗсене. Хула влаҫӗсем управляющи компани, ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсен ертӳҫисене, яваплӑ ытти органсене вӑхӑтра ӑшӑ парассипе тимлеме чӗнсе каланӑ.

 

Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫурт сирпӗннине пула килсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Инкеке лекнисене республика влаҫӗсем ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтерме шантарнӑччӗ-ха ун чух. Йӑнӑшмастпӑр пулсан, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтерме пулнӑччӗ. Чӑн та, каланӑ тунӑ — паян унти 18 хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫурта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Нихӑҫан та никама та инкекре хӑварман та, хӑвармӑпӑр та», — тесе каланӑ.

Ҫурта тума 24,6 миллион тенке ларнӑ, республика правительствин резерв фондӗнчен 10,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Сӑнсем (47)

 

Лондонра пӗр пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен — Мартин Линдси усламҫӑн урапи ирӗлме пуҫланӑ. Ҫак кун вӑл хӑйӗн машинине «Фенчерч-стрит 20» ҫӳллӗ ҫурт умӗнче хӑварнӑ, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн каялла таврӑнсан Jaguar XJ самай шар курнине асӑрханӑ — пластикран тунӑ пайсем ирӗлнӗ, Jaguar палли те кӳлепине ҫухатнӑ. Хыҫкурӑм тӗкӗрӗ те сиенленнӗ иккен. Иртен-ҫӳренсемшӗн ку пулӑм кӑсӑклӑ туйӑннӑ пулас — вӗсем инкек тӳснӗ урапана сӑн ҫапма пуҫланӑ.

Юрать-ха Лондон Раҫҫейре мар, унти ҫынсем хӑйсен яваплӑхне теприсем ҫине тиентерме хӑтланмаҫҫӗ — Мартин Линдси урапа ҫумӗнче хут татки тупнӑ, унта «сирӗн машин сиенленнӗ, эсир пирӗнпе ҫыхӑнаймастӑр-ши?» ҫырса хӑварнӑ пулать. Ҫӳллӗ ҫурт хуҫисем усламҫӑна юсав тӑкакӗсене саплаштарма килӗшнӗ (1 470 доллар патнелле).

Сӑлтавӗ вара ҫӳлҫурт хурминче иккен — унӑн кантӑкӗсем хӗвел пайӑркисене пӗр вырӑна пухаҫҫӗ имӗш. Урӑх инкек-синкек ан тухтӑр тесе ҫурта ятарлӑ пленкӑпа ҫыпӑҫтарса тухасшӑн.

 

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫурта тӗплӗн юсама ӳлӗмрен хӑйсен хыснинчен тӳлеме пуҫласси пирки чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Ун пек саккун ҫӗршывӗпех вӑйра пулӗ. Ӑна Чӑвашра та нумаях пулмасть йышӑннӑччӗ.

Ҫак кунсенче Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн министерстви ҫынсен хӑш-пӗр категорине ҫӑмӑллӑх парасси пирки саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта тӗплӗн юсассин тӳлевӗпе ҫур хак таран ҫӑмӑллӑх пама сӗнет. Ҫак йыша ведомство Чернобыльти инкеке сирме тата ытти ҫавӑн йышши инкеке пӗтерме хутшӑннисене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне «ветерансемпе сусӑрсенчен хӑшӗ-пӗрисене» тесе ӑнлантарнӑ саккун проекчӗ пирки.

Ҫӑмӑллӑха Раҫҫей хысни шучӗпе саплаштарма шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.garant.ru/news/490823/
 

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнчи объектсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура республикӑн строительство министрӗ Олег Марков шантарнӑ. Хальхи вӑхӑта илсен, объектсен 84,5 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ. Тӗп ӗҫене ҫитес уйӑхӑн ҫурри тӗлне вӗҫлесшӗн, юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вара ҫуртсем хатӗрри пирки паспорт илме палӑртаҫҫӗ.

Кунсӑр пуҫне тата кӑҫал республикӑри нумай хваттерлӗ 119 ҫурта тӗплӗ юсамалла. Михаил Игнатьев Строймина ӗҫе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарсене вара ӳпкев сӑмахӗ те лекнӗ. Унти темиҫе ҫуртра ҫивитти шӑтнине пула шыв анать иккен. Вӗсене юсама подряд организацине вӑхӑтра палӑртманшӑн республика пуҫлӑхӗ хула влаҫӗсене хурланӑ. Шупашкар хула влаҫӗсене вара Николаев урамӗнчи ҫула хӑвӑртрах туса пӗтерме хушнӑ. Вӑл ҫул, ҫитменнине, ял хуҫалӑх пасарӗ патне транспорта кайма кирлӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, [83], 84, 85, 86, 87, 88
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 19

1913
111
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
110
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
99
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
83
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
77
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
46
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
42
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
34
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем