Ялсенче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем ялта ӗҫ ҫуккипе аптраса хулана «йӑва» ҫавӑрас тӗллевпе ҫул тытаҫҫӗ. Анчах паянхи кунсенче хӑйсен майӗсем ҫине ҫеҫ шанса уйрӑм хваттер туянса ларма пур те пултараймаҫҫӗ. Ҫак кӑткӑс ыйтӑва вара патшалӑх татса пама тӑрӑшать.
Шупашкар хула администраци пуҫлӑхӗ кӑҫал ҫурлан 5-мӗшӗнче йышӑннӑ ятарлӑ 2470-мӗш постановленинче 2013 ҫулхи III кварталӑн пӗтӗмӗшлӗ пурӑнмалли ҫуртӑн 1 тӑваткал метр лаптӑк хакне палӑртнӑ — 28 670,22 тенкӗ. Ку укҫа тӑрӑх социаллӑ тӳллевӗн калӑпӑшне шутласа кӑларӗҫ, ҫурт-йӗр туянма патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ чухне усӑ курӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче пӑлхарсен чаплӑ ҫыннисем X-XII ӗмӗрӗнче ҫӑвӑнса пурӑннӑ мунчана тупнӑ. Археологсем ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех асӑрханӑ-мӗн-ха. Анчах ҫӗр айӗнчен нипеле те чавса кӑларман. Халӗ вара тӑпрана сирсе мунча вырӑнне уҫнӑ.
Ҫӑвӑнмалли ҫав ҫурта хӗртсе тунӑ ҫӳхе кирпӗчрен купаланӑ иккен. Вӑл пилӗк пӳлӗмлӗ пулни паллӑ. Чӗмпӗрти патшалӑх педагогика университечӗн истори кафедрин доценчӗн Юрий Семыкинӑн шухӑшӗпе унта чаплӑ ҫынсем ҫӑвӑнса пурӑнма пултарнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗн культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Шарпудин Хаутиев мунчана (халӗ унта никӗсӗ кӑна юлнӑ) музее ҫавӑрас шухӑшлине пӗлтернӗ. Малашне тек ишӗлсе ан пытӑр тесе ӑна ятарлӑ хатӗрпе ҫиелтен хупласшӑн. Ӑна авалхи палӑк шутне кӗртессе, унтан та ытла — федераци пӗлтерӗшӗ парасса шанаҫҫӗ.
Сӑнсем (6)
Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ ваттисем. Патне ҫитсен хускалса кайсан тем туса ӗлкӗрмелле… Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ ҫак кунсенчи канашлусенчен пӗринче ҫӳлерех асӑннӑ шухӑша тӗпе хурса калаҫнӑ та.
Коммуналлӑ хуҫалӑх отрасльне хӗле хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ та унта. Юсамаллине юсаса ҫитерсен те чӑрмав пуласран хӑрамалла. Ара, газшӑн, ҫутӑшӑн, коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ тата ытти тӑкака вӑхӑтра тӳлесе татмасан ҫав пулӑшӑва кӳрекенсем ним те мар кутӑнлашма пултараҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм виҫине муниципалитетсем 27 процент чакарнӑ. Кун пирки строительство министрӗ Олег Марков асӑнса хӑварнӑ. Виҫӗ муниципалитет (канашлу пирки хыпарланинче вӗсене ятран асӑнман та, хӑшӗсем иккенне пӗлейместпӗр) парӑм тавраш пухман-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗмӗрле хулин тӳлемелли аванах пуҫтарӑннине каланӑ. Парӑмлӑ управляющи компанисене те асӑнса хӑварнӑ. Кунта 318,5 миллион тенкӗ таран пухса янӑ «Новэк», 57,3 миллионлӑ «Реал-Люкс», 37,9 миллионлӑ «Ниди» компанисене кӗртнӗ. «Коммуналлӑ технологисем» обществӑн парӑм чакма мар, чӗрӗк пай ытларах хушӑнса кайнӑ иккен — 454 миллиона ҫитнӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче чи хӑтлӑ та илемлӗ вырӑна палӑртассипе конкурс ирттернӗ. Вырӑнтисем вӑл ырӑ йӑлана кӗни пирки пӗлтереҫҫӗ. Хальхи икӗ уйӑха тӑсӑлнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисем 23-ӗн пулнӑ иккен. Социаллӑ сфера учрежденийӗсем тата управляющи компанисемпе ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах хӑйсене ҫирӗплетсе панӑ территорие пӑхса-тытса тӑрассипе ирттернӗ номинаци валли никам та заявка тӑратман-мӗн.
Социаллӑ сфера учрежденийӗсенчен хулари 19-мӗш ача пахчи пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — 1-мӗш тата 4-мӗш ача пахчисем, виҫҫӗмӗшӗнче — 3-мӗш шкулпа 8-мӗш гимнази. Чечек ӳсекен вырӑнсемпе кану вырӑнӗсене хитрелетессипе 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулне ҫитекен тупӑнман. Уйрӑм ҫынсем вара хастарлӑхпа палӑрман. Ҫӑлтӑрлӑ тӑкӑрлӑкри 4-мӗш ҫуртра пурӑнакан В.Г. Петрова кӑна хутшӑннӑ. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ. Сахал тата нумай хутлӑ ҫуртсене тытса тӑрассипе вара управляющи компанисемпе ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсем йышлӑн ӑмӑртнӑ. Мала «Вымпел» юлташлӑх тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хула кунӗнче чыслама палӑртнӑ.
Сӑнсем (7)
Кашнинех тесе юсама палӑртнӑ ҫуртсем пирки каларӑмӑр. Патӑрьел районӗнче нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурта юсама шутлаҫҫӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ район центрӗнче вырнаҫнӑскерсем, тепри — Туҫара.
Ҫуртсене ҫӗнетме пурӗ 6,2 миллиона яхӑн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Юсавшӑн яваплисене палӑртнӑ, вӗсем кашниех ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Строительсем ҫивиттине, подьезд алӑкӗсене, ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштараҫҫӗ, сӑрламаллине вара сӑрлӗҫ. Туҫара ӗҫ-пуҫ уйрӑмах аван пырать темелле. Унта графикпа пӑхса хӑварнинчен те ирттереҫҫӗ иккен. Юсав ӗҫӗсене подрядчиксем 2014-мӗш ҫулхи авӑн ҫурри тӗлне вӗҫлеме шантараҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ ҫак уйӑхри хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ те управляющи компанисем ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх хакӗсене шутласа парассипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене асӑрханӑ. Ун пек тӗслӗхсем 20 хут тӗл пулнӑ. Е тата юсав ӗҫӗсене пуҫланӑ та вӑхӑтра вӗҫлемен е тата пахалӑха мала хуман. Юлашкинчен асӑннӑ евӗр ҫитменлӗх 7 хутчен тупӑннӑ. Кунсӑр пуҫне кӑлтӑкӗсем ҫурт-йӗр фондне тата коммуналлӑ энергетика объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе самай тупӑннӑ иккен.
Маларах асӑннӑ инспекци пӗтӗмпе ҫак уйӑхра 39 административлӑ ӗҫ пӑхса тухнӑ. Вӗсем пурте ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннине эсир ӑнлантӑр пулӗ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне тата прокуратура та ҫак енпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене 8 хут пӑхса тухнӑ.
Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра республикӑри коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ӑшӑтмалли тапхӑра хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Паянхи куна ӗҫсен 65 процент пурнӑҫланӑ-мӗн. Авӑн уйӑхӗн ҫурри тӗлне вӗсем ҫакна пӗтӗмӗшле вӗҫлеме шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Ӑшӑтмалли тапхӑра япӑх хатӗрленекенсен шутӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрле хулине палӑртнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл ҫак темӑпа Раҫҫейӗн вице-премьерӗпе Дмитрий Козакпа видеоконференцие хутшӑннӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ-иккен. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисем яваплӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленине эсир пӗлетӗр пуль-ха. Инспекторсем ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлисене кӑна мар, уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗнчисене те хаклаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта тата пӗлтӗр тӗрӗсленине шута илсен мухтанмаллиех ҫук. Уйрӑм хушма хуҫалӑха аталантарма, уйрӑм ҫурт-йӗр тума тесе илнӗ ҫӗрсене хакланӑ та вӗсене тӗллевлӗ усӑ курманни сисӗннӗ. Пӳрт лартма тесе илнисенчен хӑшӗсем ҫинче пӗр хуралтӑ та хӑпартман иккен. Унтан та ытларах — ӗҫе пуҫӑнас тӗлли-палли те ҫук иккен: никӗсне те яман, стройматериал та кӳрсе килмен. Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе илнӗ ҫӗрсем те хӑшӗсем хыт хура айне пулнӑ-мӗн. Чи кӑсӑкли кунта — пӗрне хурласа теприне мухтаймасси. Кӑлтӑксем кашни районтах тупӑнаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗре тӗллевлӗ усӑ курманни саккуна пӑсни пулнине кура вӗсен хуҫисене явап тыттарма — штрафлама — йышӑннӑ. Тӗрӗслеве малашне те ирттересси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанисен ӗҫне малалла тата ҫӗнӗ критерисене кура хаклӗҫ. Унчченхисене ылмаштармӗҫ-ха. Вӗсене анлӑлатӗҫ.
Ҫак ыйтӑва Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ҫурт-йӗр тӗп инспекторӗ Иван Никитин хула администрацийӗсен пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӑхса тухнӑ. Ҫапла вара управляющи компанисен ӗҫне хакланӑ май вӗсен парӑмне (сӑмахран, газшӑн, ҫутӑшӑн…) те, вӗсем пирки ҫынсем хула-район администрацийӗсене мӗн чухлӗ ҫӑхав ҫырнине те, тӗрӗслевҫӗсем мӗн чухлӗ асӑрхаттарнине тата ҫавсене вӑхӑтра пурнӑҫланине те шута илӗҫ. Ҫакӑнта асӑннӑ тата ытти саманта шута илсе рейтинг туса хатӗрлӗҫ.
Хваттер илес ӗмӗтпе тӳпене кӗрсе укҫа хывнисене ҫурт-йӗр тӑвакансенчен хӑшӗсем самай ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса ячӗҫ. Юрӗ-ха, укҫа-тенке куҫман пурлӑха хывас тесе кӑна хваттер тунӑ ҫӗре янӑ пулсан тата аптӑрамӗ-ха темеллеччӗ-ши? Хӑйсем пурӑнакан хваттере е пӳлӗме сутса укҫа хывнӑ пулсан вара?..
Кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗклеме пуҫланӑ, анчах вӗҫне ҫитереймен нумай хвтатерлӗ ҫичӗ ҫурт пулнӑ тӑк, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле тӑваттӑ ҫеҫ юлмалла. Килес ҫул вӗсене пурне те хута ярса хуҫисене хваттерлӗ тӑвасшӑн иккен.
Ҫапах та, тӗлӗнмелле пек те, анчах вӑраха тӑсӑлса кайнӑ объектсен ыйтӑвӗсене татса пынӑ вӑхӑтра ӗҫ-пуҫа вӗҫне ҫитересси пирки шиклентерекен самантсем тупӑнса пыраҫҫӗ иккен. Акӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Байконур» текен микрорайон пирки пӑшӑрханса калаҫнӑ-мӗн. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫурт-йӗр хӑпартма юраманни чаракан суд йышӑнӑвӗ те пур-мӗн. Ҫапах та ӗҫ малалла пырать, строительсем хваттерсене сутаҫҫӗ имӗш. Саккунлӑ мар майпа хӑпартнӑ ҫуртра хваттер илекенсен кайран мӗн тумалла тет?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |