Паян республикӑра хӑйне евӗр ҫанталӑк: пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче – 0 градус, ҫӗр ҫийӗн вара сывлӑш сивӗнме тытӑннӑ. Халӗ ҫулла пулнӑ тӑк шӑрӑх хуҫланӑччӗ. Хӗлле вара тӳпе ҫутални – сивӗтессе.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине шӑнтать, 12 градус сивӗ пулӗ. Ыран хӗвел пӑхӗ, 3-8 градус таран сивӗтӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 11-16 градус сивӗ пекех туйӑнӗ.
Юнкун ҫил пушшех те вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Канмалли кунсенче лӑпланӗ, анчах вӑйлӑрах сивӗтӗ. Вырсарникун каҫхине 20 градус таранах сивӗ пулмалла. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавра урӑх кун пек вӑйлӑ юр ҫумӗ.
Республикӑра темиҫе кун юр ҫӑвасси пирки хыпарланӑччӗ ӗнтӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунсенче каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.
Пӑрлӑ ҫумӑр шӑматкун ҫӗрле тата вырсарникун кӑнтӑрла ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Чи ӑшӑ кун вырсарникун пулӗ. Ун чухне 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус ӑшӑ таран пулӗ. Тунтикун вара сивӗтме тытӑнӗ: каҫхине термометр 5-7 градус сивӗ кӑтартӗ.
Вырсарникун ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18-20 метр таран вӗрӗ.
Синоптиксем 4 кунра 30 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарассине пӗлтереҫҫӗ. Юр эрнекун ҫума пуҫлать. 4 кунра пӗр уйӑхра ҫумалли юр ӳкме пултарать.
Ҫитменнине, ҫил вӑйланать. Ҫавна май кӗртсем самай пысӑк пулӗҫ. Юр ҫума пуҫласан ҫанталӑк та ӑшӑтать. Эрнекун 7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ, шӑматкун – 2 градус сивӗ. Вырсарникун термометр 0-рен те хӑпарӗ, ҫавна май юр йӗпе пулӗ.
Хӗлле чӑн-чӑн сивӗсенчен пуҫланчӗ. Шупашкарта сывлӑш температури нормӑран 7,5 градус пысӑкрах пулнӑ.
Халӗ антициклонӑн юлашки кунӗсем пыраҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра пирӗн патра ҫил кӑнтӑртан вӗрме тытӑнӗ. Ыран вӑйлах вӗрмӗ, кайран вӑйланма пуҫлӗ.
Кӗҫнерникунччен хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, анчах сивӗ кӑштах чакма пуҫлӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ, пӗлӗтленӗ, юр ҫума пуҫлӗ.
Канмалли кунсенче ӑшӑтӗ, 2-7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Анчах тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче каллех уяр, сивӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫлӗ. Ҫапах хальхи пекех сивӗ пулмӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ҫак кунсенче самаях сивӗтет. Паян ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтнӑ. Анчах ыранах пирӗн пата антициклон килӗ.
Ҫитес 3 кунра ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗтӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта 25-26 градус таранах пулма пултарать. Кӑнтӑрла ӑшӑрах - 10 градус сивӗ. Сивӗ те уяр ҫанталӑк эрне тӑршшӗпех пулӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче кӑна ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Анчах кӑштахран каллех сивӗтӗ.
Ҫак канмалли кунсенче атмосфера пусӑме 770 мл таран хӑпарӗ.
Раштав уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ахӑртнех, юр нумай ҫумӗ, ытларах антициклон хуҫаланӗ, сивӗ те уяр кунсем тӑрӗҫ. Сывлӑш температури вӑтамран 8,5 градус пулӗ.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх тӑршшӗпе юр 3-4 хутчен кӑна ҫӑвӗ. Ҫапах уйӑх вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 25-30 сантиметра ҫитӗ. Питӗ шартлама сивӗ ҫанталӑках пулмӗ. Каҫсерен термометр 20 градусран сивӗрех кӑтартмӗ.
Хушӑран ӑшӑтма пултарӗ, анчах нумайлӑха мар.
Паян ҫанталӑк ӑшӑрах-ха, ирхине ҫумӑр пекки те вӗтӗртетрӗ. Ыран-паян ҫавӑн пекех пулӗ. Шӑматкун каҫхине тӗтре карса илӗ, ирпе ҫеҫ сирӗлӗ. Кун хыҫҫӑн вара сивӗтме тытӑнӗ.
Тунтикун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20 градус таран сивӗтме тытӑнӗ, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ пулӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та сивӗ ҫанталӑк раштавӑн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен пулӗ.
Хӗл ларнине пӑхмасӑрах, йӗри-тавра юр выртать пулин те, Чулхулара нумай пулмасть йывӑҫ лартнӑ.
Хулари Пермяковски кӳлӗ тавра аллея тӑвасси пирки Чулхула влаҫӗсем пӗлтӗрех шут тытнӑ-мӗн. Анчах ӗҫ тухман. Ӗҫе пӗлтӗр ҫурлан 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла пулнӑ та, ӑна пурнӑҫлакансем малтан хунавсене шӑрӑх ҫанталӑкра хӗвел ҫинче самай тытнӑ, кайран вара, типнӗскерсене ҫӗре чавса лартнӑ. Шел те, кӑҫал ҫуркунне ҫитсен чылай тирек хунавӗ вӑй илеймен, хӑрса ларнӑ.
Кӳршӗ тӑрӑхӑн тӗп хулин влаҫӗсем алӑ усман — кӳлӗ хӗррине тепӗр хут йывӑҫ лартса тухас тенӗ. Кунхинче вара тирек хунавӗсене хура кӗркунне, юр ӳксен чавса лартнӑ.
NN.RU портал Чулхулан администрацине ыйту янӑ: сивӗре хунавсем лартни йӗркеллӗ-и, вӗсем хӑрса ларас пулсан тепӗр ҫул каллех лартӗҫ-и? Влаҫрисем хурав панӑ тӑрӑх ытлашшиех сивӗ мар ҫанталӑкра, -15 градус сивӗрен ӑшӑрах чухне, хунавсем лартма юрать имӗш. Ҫапла кӗркунне тапхӑрӗпе пӗр-пӗр лаптӑка йывӑҫ-тӗм лартса симӗслетес тӗллевпе туллин усӑ курас тесен тума ирӗк пур имӗш. Унсӑр пуҫне, администраци шантарнӑ тӑрӑх, хунавсен гаранти срокӗ те пур.
Республикӑра эрне варринче пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Чӑнах та пулӗ-ши?
Паян Мускавра пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. "Чӑваш Енри ҫанталӑк" проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсем Чӑваш Еннелле килеҫҫӗ. Ҫавна май ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх питӗ пысӑк пулӗ. Пралуксем, йывӑҫсем пӑрланса ларма пултараҫҫӗ. Ҫитменнине, ҫил те кас-кас вӑйланӗ. Каҫ енне термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ, ҫумӑр ӳкме пуҫлӗ.
Пӑрлӑ ҫумӑр кӑнтӑр енчи районсенче ытларах ҫума пултарӗ, Шупашкар енче вара юр ӳкӗ ахӑртнех.
Тинех юр ҫурӗ. Халӗ урамра хӗлле пекех туйӑнать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку юр ҫуркуннеччен ирӗлмӗ. Хальхи вӑхӑтра юр хулӑнӑшӗ 3-6 сантиметр ҫӳллӗш.
Паян ҫӗрле те юр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче вӑл самай хулӑнланӗ. Сывлӑш температури те сивӗ пулӗ. Шӑматкун ҫӗрле вара пушшех те сивӗтӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн 20 градус пулӗ. Канмалли кунсенче тӳпере хӗвел тухӗ.
Тунтикун ӑшӑтма пуҫлӗ. Хушӑран пӑрлӑ ҫумӑр та ҫӑвӗ. Юнкун вара пӑрлӑ ҫумӑр республикипех ҫума пултарӗ. Унтан каллех кӑшт юр ҫӑвӗ те чӳкӗн 26-27-мӗшӗсем валли 15-20 градус сивӗтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |