Ӗнер ҫеӗле республикӑра ҫумӑр ҫунӑ, аслати авӑтнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 1 тӑваткал метр ҫӗр ҫине 17 литр шыв ӳкнӗ. Ку таранччен ҫур уйӑхри норма ҫумӑр ҫунӑ.
Ҫумӑрсем халех пӗтмеҫҫӗ-ха. Шӑматкун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, 21-26 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун каллех вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тунтикун Чулхула облаҫӗнче ҫумӑр тӑкӗ. Пирӗн пата ҫитӗ-и вӑл е ҫук-и - паллӑ мар-ха. Чӑваш Енре хӗвел те пӑхма пултарӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре кашни кунах ҫумӑр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури те 18-23 градус ҫеҫ пулӗ, ҫӗрле вара - 12-14 градус. Апла халӗ ҫырла сезонӗ вӗҫленсе кӑмпа тапхӑрӗ пуҫланать.
Шупашкар районӗнче таса мар шыва юханшыва юхтарса вырттарнӑ.
Россельхознадзорӑн вырӑнти управленийӗн тата республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Шӗнерпуҫӗнчи нумай хваттерлӗ икӗ ҫуртран юхса тухакан каяш шывӗ канализаци пӑрӑхӗпе ҫырмари юханшыва кайнӑ. Таса мар шыва тасатса тӑрассине вырӑнта никам та йӗркелемен.
Таса мар шыв юхмалли канализаци пӑрӑхне ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине хунӑ. Ҫӗрӗн те, канализаци пӑрӑхӗн те хуҫи ҫук иккен.
Халӗ ҫав пӑтӑрмаха яваплисен татса пама тивет.
Шӑрӑх ҫанталӑк ывӑнтармарӗ-и? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех уҫӑлтарӗ, пӑчӑ ҫанталӑк пулмӗ.
Ыран 30 градус шӑрӑх пулӗ-ха. Чи пӑчӑ кун юнкун пулӗ. Кун хыҫҫӑн кӑштах сивӗтме пуҫлӗ. Юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр нумайрах ҫӑвӗ. Ҫӗрле аслати те авӑтма пултарӗ.
Эрне вӗҫӗнче сывлӑш температури 24-26 градус ҫеҫ пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче вара 21-23 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑре.
Борнео утравра (Малайзи) ботаниксем ҫӗнӗ йышши ҫӑткӑн кӑкшӑмлӑ ӳсентӑрана тупнӑ — Nepenthes pudica. Science Daily ҫырнӑ тӑрӑх унӑн хӑйне евӗрлӗхӗ — апата ҫӗр айӗнче тапӑ хатӗрлесе шыранинче. Ҫӗр айӗнчи кӑкшӑмсем вӑрӑмӑшӗпе 11 сантиметра ҫитеҫҫӗ. Вӗсен ӑшне кӑткӑсем, сӑвӑссем тата нӑрӑсем лекеҫҫӗ.
Ытти ҫӑткӑн ӳсентӑрансем кӑпшанкӑсене ҫӗр ҫийӗнчи кӑкшӑмсенче тытаҫҫӗ. Вӗсен шалти пайӗ шӑвӑнчӑклӑ, ҫавна май унта ӳкнӗ кӑпшанкӑ тухаймасть, путать те апат сӗткенӗнче ирӗлет.
Nepenthes pudica вара хӑйӗн кӑкшӑмӗсене ҫӗр айӗнче пытарать. Ахӑртнех, нӳрӗк пӗрешкелтерех тӑнӑран апата унта тупма ҫӑмӑлрах — N. pudica нӳрӗк сахал ту тӑррисенче, тинӗс шайӗнчен 1100–1300 метр ҫӳллӗшре ӳсет.
Кӑҫал ҫулла шӑрӑх пулӗ-и? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫанталӑк климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Аслатиллӗ шалкӑм ҫумӑр тӑтӑшах ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
Унтан шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк пуҫланать. Вӑл 3 эрнене тӑсӑлӗ. Ку Европӑра антициклон хуҫаланнипе ҫыхӑннӑ. Виҫҫӗмӗш декада варринче кӑнтӑрла урамра 30 градус ытла ӑшӑ пулӗ.
Гидрометерологи тата ҫутҫанталӑка сӑнаса тӑракан тытӑмӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ҫак кунсенче хӑрушлӑх шайӗ хӗрлӗ сарӑ пулӗ. Ку вӑл пушар тухас хӑрушлӑха 5 класс тесе йышӑннине пӗлтерет.
Ҫакӑн пек ҫанталӑк ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӑрӗ.
Чӑваш Енӗн ГКЧСӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнса тӑма чӗнсе каланӑ. Ҫав шутра пахчасемпе дачӑсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юраманни, сӳнтермен сигарета машина чӳречинчен урамалла персе хӑвармалла марри таранах пур.
Утӑ ҫулма вӑхӑт ҫитнӗ. Анчах синоптиксем ял ҫыннисене савӑнтармаҫҫӗ: ҫитес эрне ҫумӑрлӑ пулӗ.
Шӑматкунпа вырсарникун ҫеҫ типӗ пулӗ. Хушӑран аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртме пултарӗ. Тунтикун ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Юнкун кӑнтӑрла та 20 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнчен ӑшӑтма пуҫлӗ, 20-25 градуса ҫитӗ. Ҫапах хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 25-28-мӗшӗсенче типӗ те шӑрӑх пулӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑри юханшывсенче пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Мӗнпур ҫав тӗслӗхе республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерстви тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерет. Кун пирки Эмир Бедертдинов министр каланӑ. Ку хыпара министерствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Пулӑ вилнине пӗлсен специалистсем кашнинчех тӗрӗсев йӗркеленӗ. Унта ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура, Росрыболовство учрежденин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
Пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхрен тӑваттӑшӗнче (Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи пӗвесенче, Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ ҫывӑхӗнчи Йӑршу юханшывӗнче тата Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳт ялӗ патӗнчи Энӗш юханшывӗнче) шывра сиенлӗ япаласем нумай пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Етӗрне районӗнчи Пӗрремӗш Йӑвански тата Ҫӑлкасси ялӗсем патӗнчи пӗвесенче тата Чебоксарка юханшывра сиенлӗ япаласен хутӑшӗ пулӑсене вӗлермеллех нумай пулманнине тупса палӑртнӑ.
Апла-и, капла-и, шывпа усӑ куракансен тимлӗ пулмалла. Ытарлӑрах каласан, хамӑр ӗҫекен ҫӑла сурма кирлӗ мар.
Комсомольски районӗнче, Кӗтне юханшывӗнче, пулӑсем вилеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура вырӑна ҫитсе тӗрӗслев пуҫарнӑ ӗнтӗ.
2020 ҫулта та Кӗтнере пулӑсем вилнӗ. Ун чухне мӑшкӑлтӑк шывӗ унта тасалмасӑрах юхса тухнине палӑртнӑ.
Халӗ каллех катастрофа. Специалистсем шыва тӗрӗслеме илнӗ. Кун хыҫҫӑн тин чӑн сӑлтавне палӑртма пултарӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Канаш, Йӗпреҫ, Шупашар районӗсенче те пӗвере пулӑсем вилнӗ.
Каллех ҫумӑрсем... Кӑҫал ҫынсем ҫуллана кӗтсе ывӑнчӗҫ ахӑртнех. Кӑштах ӑшӑ тӑчӗ те каллех йӗпе-сапа пуҫланчӗ.
Синоптиксем Ҫимӗкре ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Паян ҫӗрле тата ыран ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтӗ, 23-28 градус пулӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн сулхӑнра та 24-26 градус ӑшӑ пек туйӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫеҫ хушӑран ҫумӑр ҫуса иртӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ҫумӑрлӑ та сивӗ ҫанталӑк пулмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |