Чӑваш Республикинче эпизооти лару-тӑвӑвне йӗркелесе тӑрас, республикӑна сыснасен Африка мурӗ тата кайӑк грипӗ ан килччӗр тесе харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланас тӗллевпе республикӑри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлӗхӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти сунар хуҫалӑхӗнче 14 улакурака персе антарнӑ. Ҫак кайӑксен юнне илсе лабораторие тӗрӗслевсем ирттерме ярса панӑ.
Унсӑр пуҫне эпизооти лару-тӑрӑвне кирлӗ пек тытса тӑрас тӗллевпе Чӑваш Енре юлашки пилӗк уйӑхра 700-е яхӑн тилле тата 21 кашкӑра тӗп тунӑ.
Сыснасен Африка мурӗ те самаях калаҫтарать. Унран сыхланса республикӑра нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 56 хир сыснине тытнӑ.
Шупашкар район центрӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакансем урамра йытӑсем йышлӑ чупса ҫӳренишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Этем тусӗ текен ҫав чӗрчунсене унта, чӑн та, час-часах курма пулать.
«Кам кама тытнӑ унта? Ҫак йытӑсене-и? Мӗн кӗтетпӗр? Шкултан килнӗ чух ман ачана кӗрт йыттисем тапӑнсан кам явап тытӗ?» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӑн халӑх канашӗ) ушкӑнра.
Кӗрт йыттисем иртӗхнишӗн тарӑхакансем поселок администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 33 йытӑ тытнӑ тенине шанмаҫҫӗ иккен.
Калаҫӑва хутшӑннисенчен тепри тата: «Ку вӑл пайталлӑ услам. Кашни йытта тытма хыснаран 2 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Тытнӑ хыҫҫӑн вакунӗ-вакунӗпе тепӗр парти йытӑ илсе килсе яраҫҫӗ-им?» — тенӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче суд тенкелӗ ҫине 45 ҫулти арҫын ларнӑ. Ӑна вӑрман хуҫалӑхӗн лаптӑкӗнчен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн икӗ чӑрӑш касса тухнӑшӑн саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн экологипе ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ. Шӑпах ҫав кунхине вӑрман инспекторӗсем полици ӗҫченӗсемпе пӗрле рейда тухнӑ. Судпа унччен те темиҫе хут айӑпланнӑ ҫак арҫын 12 сантиметр диаметрлӑ, 2 метра яхӑн ҫӳллӗш икӗ чӑрӑша касса антарнӑ иккен. Вӑрман хуҫалӑхӗ вара арҫыннӑн хӑтланӑвне пула 5 пин тенкӗлӗх шар курнӑ.
Миравай суд арҫын айӑплине туллин ҫирӗплетнӗ, ӑна 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑну кӑларнӑ. Приговор вӑя кӗме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Юр нумай ҫуса лартнӑран Японире иртнӗ эрне хушшинче ҫичӗ ҫын таран вилнӗ, 70 яхӑн аманнӑ. Аманнисен ытларах пайӗ — ҫурт тӑрринчи юра тасатнӑ чухне ӳкнӗскерсем.
Фукуи префектурӑра ҫынсене уйрӑмах йывӑр лекнӗ. Кунта юр икӗ метр ҫурӑ хулӑнӑш таранах ҫуса лартнӑ.
Виҫӗ ҫын хӑйсен машининче сӗрӗм тивнипе вилнӗ — тӗтӗм тухмалли пӑрӑха юр хупласа лартнӑ пулнӑ. Тепӗр ҫын юр тасатнӑ чухне ҫурт тӑрринчен ӳксе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Тепӗр ҫын виллине юр тасатакан машинӑра тупнӑ. Вӑл мӗнле сӑлтава пула пурнӑҫран уйрӑлнине халь тӗпчеҫҫӗ. Ниигата префектурӑри тепӗр ҫын юр айӗнче курӑнман шӑк-пӑх пӑрӑхне кӗрсе ӳкнӗ. Ҫиччӗмӗшӗ почта валеҫнӗ май мотоциклпа пынӑскер шуса каса йывӑр тиевлӗ машина айне кӗрсе кайнӑ.
Японире кунашкал ҫанталӑк икӗ эрне тӑрать ӗнтӗ. Яппун тинӗсӗ хӗрринчи ҫӗрсем ҫине уйӑхра ҫумалли юр ӳкнӗ. Ҫакна пула самолётсем вӗҫеймеҫҫӗ, пуйӑссем ҫула тухаймаҫҫӗ. Шкулсем те пушӑ лараҫҫӗ — ачасем пӗлӳ илме каяймаҫҫӗ.
Чӑваш Ен экологи танлаштарӑмӗнче палӑрнӑ. Хальхинче пирӗн регион Раҫҫейри «Экологи танлаштарӑмӗнче» топ-10 йыша лекнӗ. Кун пирки «Симӗс патруль» экологи организацийӗ хыпарлать.
Хӑш регионсем чи таса пулнипе палӑрнӑ-ха? Чи малти йӗркесене Тамбов облаҫӗ, Алтай Республики тата Алтай крайӗ йышӑннӑ. Унтан Белгород облаҫӗ, Курск облаҫӗ, Мурманск облаҫӗ, Чӗмпӗр облаҫӗ, Питӗр палӑрнӑ. Чӑваш Ен вара 9-мӗш йӗркене йышӑннӑ. 10-мӗш вырӑнта — Коми Республики.
Чи таса мар регионсем вара ҫаксем: Мускав, Свердловск тата Челепи облаҫӗсем. Пирӗнпе кӳршӗллӗ Тутарстан тата Мари эл танлаштарӑмра 30-мӗш тата 46-мӗш йӗркесене йышӑннӑ. Чӗмпӗр облаҫӗ пушшех те таса маррипе палӑрнӑ: вӑл 77-мӗш вырӑнта кӑна.
Чӑваш Енре хир сыснисене тытнине специалистсем вӗсене ӗрчеттерсе ярас маррипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑрманти тискер чӗрчун ял-хулана иленсен тем амакӗ курса ларӑн. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ветеринарсем Африка мурӗллӗ сыснана асӑрханӑччӗ.
Каярах республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви хир сыснисене тытма ирӗк паракан хушу кӑларнӑччӗ. Ҫак тапхӑр ака уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех тӑсӑлӗ.
Хир сыснисене «Дирекция по охране и использованию животного мира и особо охраняемых природных территорий» (чӑв. Чӗрчун тӗнчине тата уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсене асӑрхассипе тата усӑ курассипе ӗҫлекен дирекци) хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем персе пӑрахаҫҫӗ. Сунарҫӑсем те тискер ҫак чӗрчунсене тытаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра сунарҫӑсем 23 хир сысни тытнӑ, маларах асӑннӑ дирекцин специалисчӗсем — 25.
Ҫӗркаҫпа паян ҫавӑрттарнӑ ҫил-тӑмана Чӑваш Енри ятарлӑ тытӑмсем ҫеҫ мар, ахаль ҫынсемпе тӳре-шара та хатӗр пулнине ӗҫпе ҫирӗплетрӗҫ. Ҫутӑсӑр юлнисене энергетиксем вӑхӑтра пулӑшма тӑрӑшрӗҫ. Ҫул-йӗре техника хыпӑнса тасатрӗ.
Ҫут ҫанталӑк кӳнӗ мелсӗрлӗхе вӑхӑтра пӗтермеллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӳре-шарапа паян ирпе ирттернӗ канашлура та хускатнӑ.
Дворниксемпе пӗрлех Шупашкарти организацисенче ӗҫлекенсем те алла кӗреҫе тытнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑнах хыпарланӑччӗ. Юр тасатма тухнисен шутӗнче республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев та пулнӑ. Администраци ҫурчӗ умӗнчи юра вӑл тасатнине сӑнлакан ӳкерчӗке Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗкре пуҫлӑх перчеткесӗр пулнӑран теприсем ӑна шанмасӑртарах пӑхнӑ. «Урамра ҫара алӑпа ӗҫлекенӗн алли шӑнса кӳтӗ. Самантлӑха кӑна кӗреҫе тытнӑ вӑл», — йӗкӗлтешнӗ хӑшӗсем.
Республикӑра каллех кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнӗ. Хальхинче Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсемпе экологи министрӗн ҫумне Владимир Кузюкова ӗҫрен кӑларнӑ.
Кун пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Владимир Кузюков ку должноҫре 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен вара ӗҫлерӗ.
«Ҫыхӑнура» тетел пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Кузюков министерствӑри ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗртен-пӗр специалист пулнӑ. Вӑл — биолог-охотовед. Кироври ял хуҫалӑх институтӗнче биолога вӗреннӗ. Нумай ҫул охотоведра вӑй хунӑ. 2010 ҫулта ӑна Патшалӑх сунар службин ертӳҫине лартнӑ. 2015 ҫулта ку ведомствӑна вуҫех пӗтерсен Владимир Кузюков экологи министрӗн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ.
Нидерландпа Бельгинче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Вӑл пилӗк ҫын пурнӑҫне татнӑ. Иккӗшӗ — Оверейссел (нидер. Oaveriessel) провинцире йывӑҫ айне пулса вилнӗ, тепри Гелдерланд (нидер. Gelderland) провинцийӗнче вилӗм тупнӑ — ун ҫине кантӑкран тунӑ хуралнӑ йӑтӑнса аннӑ. Бельгири «Soir» (хрантсусларан чӑвашла куҫарсан Каҫ пулать) хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйлӑ ҫиле пула Брюссельтен инҫе мар тепӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Машинпа пынӑскер ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Германире те пӗр ҫын пӑтӑрмаха лексе вилнӗ — 59 ҫулхи те йывӑҫ айӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ҫанталӑк сӑнавҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйлӑ ҫил каҫччен тытӑнса тӑрӗ. Вӑл анӑҫран анӑҫ-ҫурҫӗрелле куҫӗ. Сӑмах май унччен, кӑрлач пуҫламӑшӗнче, Европӑра «Элеонор» ятли алхаснӑччӗ. Вӑл та ҫын пурнӑҫӗсене татнӑччӗ — тӗрлӗ ҫӗршывра виҫӗ ҫын вилнӗччӗ.
Шупашкарти «Лента» гипермаркет ҫывӑхӗнчи микрорайонта пурӑнакан ҫынсен сехри хӑпнӑ. Вӗсем 1 эрне ҫурӑ ӗнтӗ хула ҫывӑхне пынӑ кашкӑрсене сӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри кашамансене сӑн ӳкернӗ.
Ҫынсем кашкӑрсене бинокольпе пӑхаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кашамансем виҫҫӗн, кӑнтӑрла ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Кашкӑрсем унта 1 эрне ҫурӑ пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Шупашкарта кашамансем чӑнах та пур-и? ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫеченӗ Николай Косулин ку хыпара тӗрӗслеме шантарнӑ. Ведомство каланӑ тӑрӑх, унччен республикӑн тӗп хулинче кунашкалли пулман.
«Ҫыхӑнура» канашлура вара ҫапла пӗлтернӗ: ҫав виҫӗ чӗрчун — кашкӑр мар. Ҫав вырӑнта йытӑ йӗрне ҫеҫ тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |