Шупашкарта ырӑ мар шӑршӑ кӗни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Сывлӑш таса маррине Шупашкар районӗнче пурӑнакансем те сисеҫҫӗ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем ӗнер 19 сехет тӗлӗнче асӑннӑ районти Арккасси ялӗн хӗвеланӑҫ районӗнчи сывлӑша тӗрӗслеме илсе пӑхнӑ. Роспотребнадзорӑни республикӑри управленийӗ хальтерех пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑшри аммиак виҫи виҫерен 4 хут, сероводород 2 хут пысӑкраххи палӑрнӑ. Специалистсем ҫакӑнта «Юрма» агрохолдинг витӗм кӳрет тесе шухӑшланӑран асӑннӑ кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче паян планпа пӑхман тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Ӗнер тата виҫӗмкун, сӑмах май каласан, Кӳкеҫӗн Советски урам вӗҫӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсем патӗнче те ырӑ мар шӑршӑ самай тӑчӗ, паян та халӗ сӑмсана ҫуракан ҫав шӑршӑ килет. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен пысӑк комплекссем пур ытти тӑрӑхра та тислӗк шӑрши сарӑлмасӑр пулмасть-тӗр. Шупашкар районӗнчи Мамӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансем те вырӑнти сысна ферминчен шӑршӑ сарӑлни пирки каланине час-часах илтме тивет.
Александр Яковлев биолога пӗлмен орнитолог ҫук пулӗ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗскер Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн химипе биологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вӑтам шкулта вӗрентекенте тӑрӑшнӑ. Педагогика институтӗнче те ӗҫленӗ ҫак ӑслӑ этем, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Наци вӑрманӗнче» директорӑн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче те.
Юлашки ҫулсенче Саша тӗрлӗ тӑрӑха кайса унти кайӑк-кӗшӗке тӗпчет. Пурне те хут ҫине куҫарать вӑл, ӳкерсе те илет. Аякри ҫӗрсенчи кайӑк-кӗшӗк тӗнчине ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пек тӗпчессине Александр Яковлев 2013 ҫулта Курил утравӗ ҫинчи пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксенчен пуҫланӑччӗ.
Кӑҫал та орнитолог пӗр вырӑнта лармасть. Нумаях пулмасть вӑл Ямал ҫурутрав ҫинчен таврӑннӑ. Темиҫе кунтанах Амур тӑрӑхӗнчи Зея юханшывӗ хӗррине тухса кайнӑ. Унта вӑл Тукурингра ту сӑртӗнчи Зея заповедникӗнче тӗпчев ӗҫӗпе тӑрмашать.
Куславкка тӑрӑхӗнче Монголи ҫынни юртӑсем тума тытӑннӑ. Куҫса ҫӳрекен халӑхсем пукрӑнакан ҫав ҫурт-йӗре Ҫӗнӗ Сала патӗнче хӑпартма шут тытнӑ. Пӑхсан вӑл вырӑна кирек епле художник та юратса пӑрахӗ: ял патӗнчен Атӑлӑн кивӗ варакӗ тата Энӗшӗн ҫырма кӑкӗ курӑнса ларать.
Юрта тума Монголи усламҫи туристсем валли база йӗркелес шухӑшпа пуҫӑннӑ. Ун валли вӑл ҫӗре тара илнӗ. Халӑхра "Птичий полет" (чӑв. Кайӑк вӗҫевӗ) текен вырӑна ҫӗнӗ хуҫа ҫав ятах парса тулли мар общество туса хунӑ.
Рита Кириллова журналист халӑх сечӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, вырӑнти хуҫасем лаптӑка апла та пулин усӑ курни аван тесе калаҫҫӗ иккен. Унччен ҫав вырӑна ялта пурӑнакансем ҫӳп-ҫап кӑна туха-туха пенӗ-мӗн. Ҫыранӑн пӗр пайне карта тытса ҫавӑрнӑран унта пырса ҫутҫанталӑкпа тӳлевсӗр киленме пӗр пайӗ кӑна уҫӑ юлать.
Шупашкарта пурӑнакан Андрей Молоков скульптор хӑйӗн ӗҫӗсемпе вӗҫӗмех тӗлӗнтерсе тӑнине эпир маларах та пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫул ҫинчи ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк нумаях пулмасть ҫӗнӗрен ҫӗкленчӗ. Чӑваш эпосӗнчи ҫав сӑнар пӗлтӗр пӗчченех тӑнӑ пулсан кӑҫал скульптор ӑна каччипе Асанпа тата Пинеслуна (Уйӑх ҫине лекнӗ пикене ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшӗпе пуянлатма шутланине пӗлтернӗччӗ. Палӑк ҫӳллӗшӗ та халӗ самай пысӑк — 6 метра яхӑн. Ку кӳлепене Андрей Молоков улӑмран тунӑччӗ.
Халӗ тата вӑл Шӑмӑршӑри «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче экомамӑкран «Вӑрман амӑшӗ» хӑпартса лартнӑ. Алли ҫинче вӑл кайӑк тытса тӑрать, ури патӗнче кашкӑр вырӑн тупнӑ.
Виҫӗ метрлӑ палӑка скульптор икӗ уйӑха яхӑн ӑсталанӑ, 100-е яхӑн килограмм экомамӑк пӗтернӗ.
Канаш хулинче чӗрӗ тирекрен кӳлепе ӑсталаҫҫӗ.
Пӗрре пӑхсан, тем мар тейӗн: илемлӗ йывӑҫ палӑк. Анчах хулара пурӑнакансен пӗр пайӗ вырӑнти пуҫлӑхсен ку пуҫарӑвне хӑйне евӗр йышӑннӑ. Ҫутҫанталӑкран мӑшкӑллани евӗрех туяҫҫӗ вӗсем.
Палӑка ҫавӑрма вырӑнтисем ватӑ, анчах чӗрӗ тирексене шут тытнӑ. Хула ҫыннисем ҫав йывӑҫсем мамӑк вӗҫтерсе лараҫҫӗ тесе маларах пӑшӑрханнӑ-мӗн-ха. Тен, ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ хуларисем йывӑҫӑн турачӗсене иртсе пӑрахнӑ. Хитре мар курӑнса лараканскерсене каярах палӑка ҫавӑрма тытӑннӑ. Шучӗпе кашни йывӑҫ пӗрер уйӑха палӑртмалла.
Касса скульптура тунӑ йывӑҫ хальлӗхе чиперех курӑнать-ха. Анчах тымарӗ хӑрса типмен тирекрен ӑсталанӑ йывӑҫ палӑк ҫуркунне епле пулассине вӑхӑт кӑна кӑтартса парайӗ.
Нумаях пулмасть Канашри культура ҫуртӗнче кино кӑтартма тытӑннӑ. Анчах ҫак кунсенче унта вӑйлӑ ҫил ҫивиттине илсе ывӑтнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ, ҫил алхаснӑ. Шӑпах ун чухне культура ҫурчӗн ҫивиттине хӑйпӑтнӑ. Ку кино кӑтартас ӗҫе витӗм кӳнӗ-и?
Культура ҫурчӗн директорӗ Дмитрий Золотухин каланӑ тӑрӑх, ҫав кун 10х6 метр калӑпӑшлӑ ҫивитти хӑйпӑннӑ. Телее, кино кӑтартмалла хатӗр-хӗтӗр сиенленмен. Ҫав вырӑнта хор пӳлӗмӗсем вырнаҫнӑ. Ҫӗрӗпе ҫумӑр ҫунӑ пулсан та мачча витӗр шыв яман.
Халӗ юсав ӗҫӗсене сметине хатӗрлеҫҫӗ. Ҫурлан уйӑхӗнче ку енӗпе ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем юсав вӑхӑтӗнче ҫумӑр ҫӑвасран ҫеҫ шикленеҫҫӗ.
Шупашкар шыв управлӑхне 68 метр ҫӳллӗшне хӑпартассипе хӑпартмасси пирки пӗр вӑхӑтра самай тавлашрӗҫ-калаҫрӗҫ. Шыв ҫӳллӗшне хӑпартмалла мар тесе ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин пӗлтерни пирки Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев пӗлтӗр хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тесе те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шыв ҫӳллӗшне хӑпартни пирӗн республикӑшӑн аван тенӗрен ку хыпар самай пӑшӑрхантарчӗ.
Анчах халӗ пӑх та кур: кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗршыв правительстви кӑсӑклӑ йышӑну кӑларнӑ. «Схема территориального планирования Российской Федерации в области энергетики» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн территорине энергетика тӗлӗшӗнчен планланӑ схема) ят панӑскерте Шупашкарти ГЭС хӑватне 2030 ҫул тӗлне 3,34 млрд кВт/сехете ҫитересси пирки каланӑ. Халӗ ку цифра — 2,21 млрд кВт/сехет.
ГЭС специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвата ун пек пысӑклатма шыв шайне хӑпартсан кӑна май килет-мӗн. Апла пулсан, Атӑлти шыв 68 метр ҫӳллӗшне ҫӗкленес шанчӑк пур теме юрать.
Шӑрӑх ҫанталӑкра чылайӑшӗ пляжа, Атӑл хӗррине чӳхенме васкать. Анчах унта килекенсене шывран темӗнле шӑршӑ кӗни сисчӗвлентерет. Атӑл шывӗ симӗсленнӗрен ку.
Ку мӗншӗн пулнине специалистсем ӑнлантарнӑ. Атӑла органика — ҫынран тата выльӑх-чӗрлӗхрен юлакан каяш — нумай лекет-мӗн. Шӑрӑх ҫанталӑка пула шыв курӑкӗ те вӑйлӑ ҫитӗнет. Вӗсем вара шыва япӑх витӗм кӳрекен япаласем кӑлараҫҫӗ. Ӑна пулах пулӑсем те вилеҫҫӗ.
Атӑл кашни ҫулах «чечеке» ларать. Кунашкаллине утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа ҫурлан вӗҫӗччен курма пулать. Ҫак тапхӑрта ҫыран хӗррине шыв курӑкӗсем тухаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче ҫанталӑк сивӗтсен вӗсем ӳсме пӑрахаҫҫӗ, шыв тасалать.
Шывран лайӑх мар шӑршӑ кӗнӗрен хӑшӗ-пӗри унта кӗме тӑхтать. Питех пӑлханмалли ҫук. Специалистсем ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнине калаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма аҫа ҫиҫӗм ҫапнӑ. Тӗлӗнмелле те, темиҫе ҫул каялла ҫав вырӑнтах унӑн аслашшӗне аслати ҫапса вӗлернӗ.
Ку иртнӗ эрнере пулнӑ. 46 ҫулти Алиса Яшнова тӑванӗн ачипе тата хӑйӗн кӗҫӗн хӗрӗпе кӗтӳ пӑхнӑ. Аслати ӑна хырӑмӗнче ҫапнӑ. Инкек пуличчен пӗр сехет маларах хӗрарӑм хӗрӗпе телефонпа калаҫнӑ.
Хӗрӗ Зинаида каланӑ тӑрӑх, телефонпа калаҫнӑ чухне ҫумӑр ҫунӑ. Хӗрӗ ӑна сӳнтерме ыйтнӑ, лешӗ пурнӑҫланӑ. Тепӗр 1,5 сехетрен ӑна вара аҫа ҫиҫӗм ҫапнӑ.
Аслати вӑйлансан хӗрарӑм ачасене ыталанӑ та ҫумӑртан пытанма хушнӑ. Чӗри теме сиснӗ тейӗн. Кӑшт маларах хӗрарӑм упӑшкине те ыталанӑ, пӗрле пурӑннӑ ҫулсемшӗн тав тунӑ.
Хӗрарӑмӑн 12 тата 18 ҫулсенчи хӗрӗсем, упӑшки юлнӑ.
Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ каяш вырӑнӗ ҫак уйӑхӑн 26-мӗшӗн каҫхине ҫунма тытӑннине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Паянхи кӑнтӑрла тӗлне илсен, пушара тӗппипех сӳнтерсе пӗтереймен пулнӑ-мӗн-ха. Ҫиелте ҫулӑмпа ҫунмасть-мӗн, анчах тӗтӗмленсе тӑрать.
Тӗтӗм-сӗрӗм вӑл тӑрӑхри ялсенче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантарнине ӑнланма йывӑр мар. Ял ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗри тӑванӗсем патне куҫнӑ тесе те калаҫҫӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернипе те паллашма кӑсӑклӑ. Пушар пирки илтсен вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи, тӳре-шара ҫийӗнчех ҫанӑ тавӑрса тар тӑкма тытӑннӑ-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ ӗҫсем енӗпе ӗҫлекен комитет пӗлтерни тӑрӑх ӑнланма пулать.
Хушма вӑйсене явӑҫтарма Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Димитриев хӑй хушнӑ-мӗн.
Маларах асӑннӑ комитет ертӳҫи В.И. Петров та ӗнер вырӑна ҫитнӗ. Вӑл вара техника шутне вунна, пулӑшакансен йышне вара ҫирӗме ҫитерме хушнӑ.
Ҫӳп-ҫап вырӑнӗнчен инҫе мар вырнаҫнӑ ялсенче пурӑнакансене свалка енне пули-пулми каймалла маррине асӑрхаттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |