Кашни ведомство хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫласа пырать те республикӑн сунарпа пулӑҫсен ӗҫ-хӗлне сӑнаса-йӗркелесе тӑракан патшалӑх служби чӗрчунсен тӗнчине те пӑхса тӑрать. Халӗ унӑн ӗҫченӗсем Чӑваш Енре тилӗ нумайланса кайнине асӑрханӑ.
Тем те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ пуль тесе тӗлӗнме кирлӗ мар — кашни хӑй ӗҫне пурнӑҫлать-ҫке. Хайхи служба 1 000 гектар сунарҫӑ лаптӑкӗ пуҫне миҫе тилӗ тивнине шутланӑ та йыш пысӑккине асӑрханӑ. Ведомствӑн сайтӗнчи кӗске информацире тӗплӗнех каламан та, анчах те шӑп та лӑп Ҫӗрпӳ районӗнче кӑна ҫав чӗрчунсем капашсӑр йышланса кайнӑран, те хальлӗхе ҫав района суйласа илнӗ, анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен унта тилле кирек епле майпа та тытма чармаҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑка упрама ачасене шкул саккинчех вӗрентеҫҫӗ. Куславкка район шӑпӑрланӗсем тавралӑха упрама, ӑна тасалӑхра тытма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем плакатсем ҫинче кӑтартнӑ.
Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗ «Экологи плакачӗ» район конкурсӗ ирттернӗ. Конкурс Куславкка районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумӗнче иртнӗ. Ӑна ачасене ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ытларах илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кокурсра тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ӗҫӗсем пулнӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те, аслӑраххисем те хастар хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни ӗҫ хӑйне евӗр пулнинчен тӗлӗннӗ. Кашни ача «Экологи» темине хӑйне евӗр ӑнланать-мӗн. Пейзажсем, юханшывсем, вӑрмансем… Кашни ӗҫ ҫутҫанталӑк илемне уҫса кӑтартать. Хӑшӗ-пӗри вара хулан ҫӳп-ҫаппа тулнӑ урамӗсене сӑнланӑ, тавралӑха тасатма чӗнсе каланӑ.
Район шайӗнче иртнӗ конкурса 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче: Куславккари 3-мӗш шкул, Тӗрлемес вӑтам шкулӗ, «Асамат кӗперӗ» ача пахчи… Конкурса пӗтӗмпе 150 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси членӗсем вӗсене пӑхса тухсан 6 номинацире 20 вырӑн пама палӑртнӑ.
«Чӑваш Енӗн кайӑкӗсем. 1-мӗш кӗнеке» ятпа ҫак кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Орнитологсем ку ӗҫпе сахал мар тӑрӑшнӑ. Унӑн авторӗсенчен пӗрне, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан Александр Яковлева илес тӗк, миҫе ҫул ӗнтӗ вӑл ҫунатлӑ туссене тӗпчет! Ӑнланнӑ тӑрӑх, ытти автор та ҫавӑн йышши ҫынах. Вӗсем — Раҫҫейӗн кайӑксене сыхлакан союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗсем Л.Н. Воронов, О.В. Глушенков, Г.Н. Исаков, Е.В. Осмелкин, В.А. Яковлев тата маларах асӑннӑ Саша Яковлев.
Кӗнекене кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпех орнитологсен ӗмӗтӗнче пулнӑ-мӗн. Халӗ вара «Сӑрҫум» заповедник пулӑшнипе вӑл кун ҫути курнӑ темелле. Авторсем В.А. Зубакин тата И.И. Рахимов хаклавҫӑсене те тав тӑваҫҫӗ.
Кайӑксене ӑслӑлӑх енчен тӗпчесе кӑларнӑ кӗнеке Чӑвашра халиччен пулман иккен. Халӗ хастарсем тепӗр томсем валли материалсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗ ҫерҫи маррисен отрядне кӗрекеннисене пӗтӗҫтерӗ, кайран ҫерҫи йышшисем патне те ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кӗнекен хӑтлавне ирттересшӗн.
Ӗнер Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал туса ирттермелли тӗллевсене палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Иван Исаев хутшӑннӑ.
Вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Глухов иртнӗ ҫул 57,2 гектар ҫинче йывӑҫсене чӗртсе тӑратнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗрен лартнисӗр пуҫне йывӑҫ-тӗме пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫаксене цифрӑсемпех каланӑ-ха вӑл, анчах вӗсем ахаль ҫыншӑн нимех те пӗлтерменнине кура асӑнар мар.
Хунав та ӳстереҫҫӗ вӑрманҫӑсем. Ҫак ӗҫ калӑпӑшне планпа унччен пӑхнинчен виҫ хут пысӑклатнӑ-мӗн: 1,2 миллион вырӑнне 3,9 миллион ӳстернӗ.
Комсомольски районӗнчи Чӑваш Эльпуҫ ялӗнче пурӑнакансем паян ирхине ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле пулӑмне асӑрханӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн админситарцийӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх пӑхсан унта калаҫу суя хӗвел текен пулӑм пирки пырать-тӗр теҫҫӗ.
Ун пекки ҫӳллӗ пӗлӗтсен пӑр катӑкӗсемпе хӗвел ҫути ялкӑшсан пулать иккен. Чӑн-чӑн хӗвел пекех туйӑнать иккен вӑл. Ҫак пулӑм темиҫе минута пынине палӑртаҫҫӗ.
Пӗлтӗр, кӑрлачӑн 20-мӗшӗ тӗлӗнче, ун пек пулӑма Улатӑрта пурӑнакансем киленме пултарнӑ. Вӑл Сӑр юханшывӗнчен инҫех мар, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, курӑннӑ.
Авалхи ҫынсем ун пек пулӑм ӑнлантарӑвне пӗлменнипе асамлӑх вырӑнне хурса хакланӑ. Чӑваш гербӗпе ялавӗ ҫинче сӑнарланнӑ виҫӗ хӗвел чӑваш мифологийӗпе ҫыхӑннӑ.
Симӗссисен «ЭКА» юхӑмӗпе республикӑн Наци вулавӑшӗ пӗлтӗр тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Пӗрле пулса вӗсем ҫутҫанталӑк тусӗсем валли пухусем, тӗлпулусем, экофестиваль ирттернӗ. Ырӑ йӑлана кӑҫал та малалла тӑсасшӑн.
«ЭКА» юхӑм пӗрлешӳрисем этемӗн ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнура тата килӗшӳре пурӑнмалли ӑнланакан ҫынсем теҫҫӗ. Асӑннӑ юхӑмӑн членӗсем пӗлтӗр йывӑҫсем лартма, тавралӑха тирпейлеме хутшӑннӑ. 300-е яхӑн ҫын кӗреҫепе тухса 55 пин хыр хунавӗ лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра юхӑмӑн территорири штабӗсене 13 районта уҫнӑ. Унта аслисем те, шкул ачисем те кӗреҫҫӗ. Наци вулавӑшӗнче вара ЭКОволонтерсен шкулне йӗркелесшӗн. Вӑл юнкунсерен ӗҫлӗ.
Виҫӗмкун Пӗтӗм тӗнчери заповедниксен тата наци паркӗсен кунӗ пулчӗ. Ӑна 1997 ҫулта Тискер ҫутҫанталӑка сыхлакан центр тата Тискер ҫутҫанталӑкӑн пӗтӗм тӗнчери фончӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, шӑпах кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, ку вӑл 1916 ҫулта пулнӑ, Байкал тӑрӑхӗнче пуҫласа патшалӑх заповедникне йӗркеленӗ.
Чӑваш Ен те уйрӑмах хӳтӗлемелли вырӑнсемпе пуян. Ун пеккисем 135 шутланаҫҫӗ, вӗсенчен 2-шӗ: «Сӑрҫум» ҫутҫанталӑк заповедникӗ тата «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ — федераци шайӗнчисемех. Хамӑр республика правительствин йышӑнӑвӗпе 95 вырӑна уйрӑмах сыхламалли территорисен шутне кӗртнӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен йышӑнӑвӗпе — 38-шне.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Интерфакс-Эра» текен экологипе энергетикӑн рейтинг агентстви. Вӑл мӗнпур регионти пурӗ 4 пин предприятие тишкерсе тухнӑ иккен.
Лару-тӑрӑва сӑнанӑ май экспертсем экологипе энергетика тата технологи тухӑҫлӑхне шута илнӗ. Вӑл е ку регионти предприяти-организацисем епле ӗҫленине те тӗпе хунӑ. Ҫапла вара рейтингра Чӑваш Ен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ку хыпар пирки раштавӑн пуҫламӑшӗнче тӑван тавралӑха сыхлассипе ҫӗршывӑн тӗп хулинче иртнӗ съездра пӗлтернӗ.
Ҫуркуннепе кӗркунне мӗн чухлӗ йывӑҫ лартнине шута илсен пирӗн тӑрӑхри ял-хуласем тахҫанах вӑрмана ҫаврӑнмалла пек. Анчах лартнипе кӑна ҫырлахмалла мар-ҫке, пӑхмалла та мар.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче йывӑҫ-тӗмсене йӗркеллӗ хӗл каҫарма тӑрӑшаҫҫӗ. Юр хӳсе лартиччен унта ҫамрӑк хунавсене ятарлӑ картапа тытса ҫавӑрнӑ. Чӑрӑшсемпе туясене вӗсем юр ватса пӗтересрен пулӑшасса шанаҫҫӗ.
«Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен», — тесе ҫырнӑ хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспийӗнче» Константин Иванов. Классикпа тупӑшас теместӗп те, анчах ҫутҫанталӑк пирӗнтен вӑйлӑрах пуль ҫав. Ҫил-тӑвӑлӗ, шыв-шурӗ, пушарӗ-аслатийӗ этеме пӑхӑнасшӑн мар-ҫке…
Инкеклӗ ӗҫсен министерстви, ав, ыран Шупашкарта ҫил-тӑвӑл тухасси пирки асӑрхаттарать. Ун пек пӗлтерӗве паян вӑл чылай ҫын карас телефонӗ ҫине те ярса пачӗ-тӗр. «Ҫил ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле», — тесе ҫырнӑ унта. Кӑнтӑрла ҫил-тӑман вӗҫтермелле-мӗн. Ҫирӗпех мар юпасем тӳнес, кивӗ ҫурт-йӗр ҫивиттийӗ ишӗлес хӑрушлӑх пур иккен. Ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳреме ыйтаҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫулсем пӑрлак-ҫке.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |