Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ак, кӗҫӗх ҫуллахи кунсем те таврана пырса кӗчӗҫ. Хӗвелле, шӑрӑх кунсепе пӗрлех ҫу кунӗсем аслатиллӗ ҫумӑрсем те час-часах илсе килет.

Ҫапла вара ҫӗртмен пӗрремӗш кунхине Элӗк районӗнчи Тавӑт ялӗнче каҫ-кӳлӗм тӗлнелле 56 ҫулхи хуҫан мунчи вут-ҫулӑмпа хыпса илнӗ пулнӑ. Пушар мунчана аслати ҫапнипе тухнӑ-мӗн. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем вӑхӑтра килсе ҫитнине пулах мунча тӗпипех ҫунса кайман, ӑна 12 минут хушшинче сӳнтерме пултарнӑ. Шел пулин те мунча шал енчӗн хытах ҫуннӑ, ҫак ӗҫ-пуҫ асӑннӑ ҫурт-йӗрӗн хуҫине 10 пин текӗлӗх шырлӑх кӳнӗ.

 

Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуркуннехи экологи мероприятийӗсене акан 1-мӗшпе ҫӑвӑн 11-мӗшччен 145,4 пин ҫын хутшӑннӑ иккен. Паркпа сквер, йывӑҫ-курӑклӑ вырӑна, юханшыв ҫыранӗсене, тӗрлӗ ҫурт-йӗр таврашӗсене ҫӳп-ҫапран тасатас тӗлешпе шӑматкунлӑхсене хутшӑнса вӗсем хулана самай илем кӗртнӗ.

Унсӑр пуҫне кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте ӳсекен 706 йывӑҫа каснӑ, 3 647 йывӑҫ, 7 510 тӗмӗ лартнӑ пулнӑ.

Ҫу кунӗсенче 49 ҫуп-ҫаплӑ лаптӑка тасатнӑ, 9 711 куб метр каяш, 1 805 тонна ЙХК пуҫтарса тирпейленӗ.

Ҫуркуннехи экологи шӑматкунлӑхӗсен ӗҫне тишкернӗ май вӑл тухӑҫлӑ та усӑллӑ пулнине пӗтӗмлетме май пур. Ҫуллахи кунсем хӑйӗн тасалӑхӗпе, илӗмлӗхӗпе тата симӗс капӑрлӑхӗпе савӑнтарни вара — ним иккеленӳсӗр каласан — чуна самай хавас кӳрет.

 

Ҫуллахи шӑрӑх кунсене нумайӑшӗ чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ ӗнтӗ. Хӗвеллӗ кунсене, лӑпкӑ каҫсене, ем-ешӗл симӗс тавралӑха илсе килет пире ҫу «хӑни». Анчах та ӑҫта канлӗх, лӑпкӑллӑх — ҫавӑнта вара кӑмӑла хуҫакан пулӑмсем те ҫумрах. Ҫуллахи чи тӑтӑш тӗл пулакан йывӑрлӑх вара — вӑрӑм туна амакӗ. Кӑнтӑрлахи кунсенче ҫынсем хӗвелтен пытанаҫҫӗ, каҫ еннелле вара вӑрӑм туна хурт-кӑпшанкинчен тараҫҫӗ.

Шупашкарта кӑҫал пӗлтӗрхи пекех вӑрӑм тунасене пӗтерес тӗллевпе дезинсекци ирттереҫҫӗ. Паянхи куна ЖКХ ӗҫченӗсем Шупашкарта 18 хула объекчӗсенче дезинсекци тума та ӗлкернӗ. Вӗсем шутне Чапаев сквере, Хӗрлӗ тӳрем, Мускав тата Ленин проспекчӗсем кӗреҫҫӗ. Ҫитес кунсенче дезинсекци Калинин районӗнче тата Ачасен медицина центрӗн лаптӑкӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Пурӗ пӗрле 334 тӑваткал метра вӑрӑм тунасенчен тасатӗҫ.

Вӑрӑм тунасене хирӗҫ «кӗрешӗве» парк, сквер, кану зонине тухаҫҫӗ. ЖКХ ӗҫченӗсем сапнӑ эмел тупӑшӗ виҫӗ уйӑхлӑха тӑсӑласси ҫинчен шантарсах калаҫҫӗ.

Вара ҫакӑн майлӑ ӗҫ-пуҫ хула халӑхӗшӗн самаях усӑллӑ пулӗ.

Малалла...

 

Тавралӑха илемпе хӑтлӑх кӗртес ӗҫе ҫӗр типсе ҫитнӗ хыҫҫӑн тытӑнаканччӗ. Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакансем те ҫаплах тунӑ-ха. Анчах хӗл каҫипе пухӑннӑ тасамарлӑха пуҫтарнипех ҫырлахман вӗсем, Ҫӗнӗ урам вӗҫӗнче йывӑҫ лартса хӑварнӑ вырӑна карта тытса ҫавӑрма йышӑннӑ.

Зверевсем, Ефремовсем, Наумовсем тата Яковлевсем унта ҫемье йывӑҫҫи те лартас тенӗ.

 

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗн вӗренекенӗсем кашни ҫулах ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче ҫывӑхри вӑрмана экскурсине каяҫҫӗ. Кӑҫал та пурте пӗрле пухӑнса вӑрмана ҫул тытрӗҫ.

Кашни класӑн хӑйӗн кӑвайт вырӑнӗ пур, унта вӗсем аслисем пулӑшнипе сӗтел-сак та вырнаҫтарнӑ, хӳшӗ ӑсталанӑ. Ачасем кӑвайт чӗртсе тутлӑ апат пӗҫерчӗҫ, чейпе хӑналанчӗҫ. Кӑвайт чӗртсе кашни класс «иккӗсене» ҫунтарса ячӗ, унтан ҫулӑм умӗнче сӑвӑ-юрӑ шӑранчӗ.

Шкулти физкультура вӗрентекенӗ Иван Сатлайкин ертсе пынипе классем хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ, вӗренекенсемпе танах вӗрентекенсем те «Хаваслӑ стартсене» хутшӑнса хастарлӑх кӑтартрӗҫ.

Сӑнсем (9)

 

Раҫҫейӗн Гидрометцентрӗ ҫу уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ытла та ӑшӑ ҫанталӑк тӑмалла тесе пӗлтернӗ-мӗн. Ҫутҫанталӑка сӑнакансен шучӗпе, ҫав кунсенчи сывлӑш температури унчченхи ҫулсенчи вӑтам температурӑран 7 градус пысӑкрах пулмалла: кӑнтӑрла — 29 градус шӑрӑх, каҫхине — 18 градус.

«Тем мар, пӑчӑхсах вилмӗпӗр-ха», — тесе шӳтлеме пулать-ха. Анчах ҫав тапхӑрта пушар тухас хӑрушлӑх ӳcет. Кӑнтӑр енчи районсенче пурӑнакансен пушшех асӑрханмалла. Тепӗр тесен, шӑрӑх ҫанталӑк ҫынсен сывлӑхне те витӗм кӳме пултарать. Ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫынсем шыв енне туртӑннине кура путса вилекенсен йышӗ ӳсесрен те шикленмелле. Апла тӑк, сыхланакана Турӑ сыхлать тенине тӗпе хунинчен ырри пулас ҫук.

 

Ҫу кунӗсем ҫитнӗрен вутпа кӗрешекенсен ӗҫӗ самаях ӳсрӗ. «Хӗрле автан» никама та, нимӗн те шӗллемесӗр хӑйӗн вутӗнче кил-ҫурт пурлӑхне те ҫынсен пурнӑҫне те илсе каять.

Вутпа ҫунтарнӑ курӑк хыҫҫӑн ҫӗнӗ тата ем-ешӗлрех, ӑнӑҫлӑ курӑк ӳссе ларасса ӗненекенсем кунсерен ӳсекен симӗслӗхе чӗртсе ярса пушар инкекне лекеҫҫӗ.

Паянхи куна Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ ҫул пуҫланнӑран курӑк чӗртсе инкек тухнӑ 580 пулӑм регистрациленӗ. (Пӗлтер ҫак вӑхӑтпа килешӳллӗн 224 пулӑм). Ҫу уйӑхӗн 1-5 кунсем хушшинче пушар сиксе тухнӑ шучӗ 160 ҫитнӗ.

Курӑка асӑрханулӑрах ҫунтарманнине пула республикӑра 8 пысӑк пушар сиксе тухнӑ. Ҫунакан курӑкран ҫулӑм кӳршӗри ҫурт-йӗрсем ҫине куҫа пӗтемӗшле 6 тӗрлеререн усӑ куракан строенийӗсем пӗтернӗ.

Вут айӗнче пӗтне кил-ҫурт таврашӗнчи хуҫалӑх шучӗ малашне те ӳсме пултарӗ. Пӗтӗмпе ҫын асӑрханулӑхӗнчен килет. Вут-ҫулӑм проблемине ҫиелтен пӑхакансем нумай чухне хӑйсем куҫа-куҫӑн ҫак инкекпе тӗл пулсан ҫеҫ вут-ҫулӑм хӑрушлӑхне ӑнланса илӗҫ, тен, малашне те асӑрхануллӑрах пулӗҫ. «Хӗрле автана» чӗртрӗр пулсан, тархасшӑн, хӳринчен ан вӗҫертер. Асӑрхануллӑрах пулӑр!

Малалла...

 

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Шупашкар ГЭСӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче 15 пин ҫӗкӗ пуллине ӗрчетес тӗллевпе Атӑла янӑ. Ҫак асӑннӑ паха ӗҫе халӑхсем хушшинче иртекен «Волжские встречи — 24» (чӑв. «Атӑлҫи тӗлпулӑвӗсем — 24») ҫамрӑксен МИХ фестивальне пуҫтарӑннӑ пулас ҫамрӑк корресподентсем тата Раҫҫейри, ют ҫӗршывран килнӗ редакцисен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Фестиваль хӑнисене республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин саламларӗ.

Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерствинче паллӑртса хӑварнӑ тӑрӑх хӗрле кӗнекене кӗртнӗ ҫӗкӗсене Атӑла ярасси чӑннипех те пархатарлӑ ӗҫ. Ҫӗкӗ ерчетесси ҫут ҫанталӑкшӑн та усӑ пулӗ. Ҫӗкӗ пуллисене шыва чи малтан ачасем яни те пӗлтерӗшлӗ ӗнтӗ.

Анчах ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх ирӗкӗ яриччен виҫӗ уйӑх ҫитӗнтернӗ ҫӗкӗ пуллисен темиҫе пайӗ вилнӗ иккен, хырӑмӗсемпе ҫиелле тухса выртнӑ. «Ку ҫыран хӗрринче шыв хӑйӑрлӑран, таса маррипе ҫыхӑннӑ. Юханшыв варринелех пулӑсене янӑ пулсан, тен, ҫиелле тухса выртакансем сахал пулӗччӗҫ?» — пӗлтереҫҫӗ хӑйсен шухӑшӗсене ҫак пулӑма сӑнакансем.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62605.html
 

Акан 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер пурӑнакан ҫурт умӗнче палан ӳсме пуҫларӗ. Тахҫанах чӑваш халӑх юрри пулса тӑнӑ «Уҫланкӑри палан» юррӑн сӑввине ҫыракан сӑвӑҫӑмӑр малашне ҫуркуннесерен шур ҫеҫкисемпе савӑнтаракан, кӗркуннесерен хӗрлӗ ҫырлисемпе илӗртекен йывӑҫ ҫине чӳречерен пӑхса киленӗ.

Йывӑҫ лартма паллӑ поэтӑмӑрпа унӑн Раиса Максимовна мӑшӑрӗсӗр пуҫне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, директор ҫумӗ Николай Бакин, ӑслӑлӑх ҫыруҫи Леонид Петров, чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов тата чӑваш халӑх, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Праски Витти хутшӑнчӗҫ.

Чӑваш кун-ҫулӗнче, сӑмахлӑхӗнче, тӗнӗ-ӗненӗвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫак йывӑҫ Шупашкар хулин пӗр картишне нумай-нумай вӑхӑт илем кӳрсе ӳсессе шанатпӑр.

Малалла...

 

Республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхула облаҫӗ ҫӳп-ҫап проблемине татса парас ыйтупа пирӗн республикӑран малта пырать, эпир вӗсенчен темиҫе ҫул таранах кая юлнӑ. Кӳршӗлле тӑрӑх ҫӳп-ҫапран хӑтӑлма ятарлӑ программа та йӗркеленӗ — Чулхулара ҫӗнӗ технологи мӗлӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем пулашнипе ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса, тепре усӑ курмалӑх хатӗрлесе кӗске вӑхӑтра утилизацилеме май парать.

Ҫапла вара пирӗн республикӑн та Чулхула облаҫӗн ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫӗ-хӗлӗн пӗлтерӗшне туйса, вӗсен опычӗпе паллашса усӑллӑрах, пӗлтерӗшлӗрех мелсемпе усӑ курмаллах. Унсӑр пуҫне тата кӳршӗнсен ӗҫӗ-хӗлнӗ тайӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарӑн ЙХК (йӑлари хытӑ каяш) проектӗнче те ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртме май пур.

 

Страницӑсем: 1 ... 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, [99], 100, 101, 102
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть