Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Утӑн 24-мӗшӗнче Анаткас Уҫырма культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Уйкас урамӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ пӗве хӗрринче «Юханшыва ҫӑлар» экологи уяв ирттерчӗҫ. Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Ю.Н.Николаева пухӑннӑ ачасенчен шывпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пачӗ: «Юханшывсемпе кӳлӗсене упраса хӑварас тесе мӗн тумалла-ши?», «Шыв мӗнпе паха?» Наташа Архиповӑпа Ирина Петрова ку тӗлӗшпе ытларах пӗлнине кӑтартрӗҫ, ыттисенчен ытларах тӗрӗс хуравларӗҫ. Фельдшерпа аккушер пунктӗнче ӗслекен Т.В.Васькова медаппа шыва кӗнӗ чухне асӑрханмалли пирки те ачасене пӗлтерме манмарӗ, инкеке лекнӗ ҫынна епле пулӑшмалли пирки каласа пачӗ.

Ыйтусем пӗтсен, калаҫӑва вӗҫленсен вара ачасемпе аслисем пӗве ҫывӑхӗнчи тавралӑха ӑпӑр-тапӑртан тасатрӗҫ — «юханшыва ҫӑлар» субботник ирттерчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Р. Власова «Хыпар» хаҫат урлӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакансем ҫак кунсенче нимене тухнӑ — ял варринчи ҫавра кӳлӗпе культура ҫурчӗ умне йывӑҫсем лартнӑ. Парка ял пуҫланса кайнӑранпа 145 ҫул ҫитнине тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне халалланӑ. Пӗрремеш йывӑҫа ялти хисеплӗ ватӑ, 80 ҫулти Алексей Дружинин лартнӑ. Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Воробьев хыр-чӑрӑш, ҫӑка хунавӗсемпе тивӗҫтернӗ. Арманкасси урамӗнче пурӑнакансем те асфальт ҫул хӗррипе вун-вун тӗм-йывӑҫ лартнӑ. Хунавӗсене Александр Осипов усламҫӑ Патӑрьелӗнчи питомникрен хӑйӗн укҫи-тенкипе кӳрсе килнӗ.

 

Нумай пулмасть И.С. Дубановӑн «Озера, реки и родники Чувашии» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке кӑсӑклӑ пулнӑран вӑл специалистсене кӑна мар, ахаль ҫынсене те самай интереслентерчӗ.

Нумай пулмасть «Наше культурное наследие» (Пирӗн культура эткерӗ) ятлӑ Раҫҫейри таврапӗлӳ литературин иккӗмӗш конкурсӗ иртрӗ. Тӑван Ен ҫутҫанталӑкӗ пайра ку кӗнеке лайӑх хака тивӗҫрӗ — чи лайӑх кӗнеке ятне илчӗ. Ҫакна та каласа хӑварас пулать: пурӗ 16 регионтан 200 кӗнеке патнелле тупӑшрӗҫ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енре тухнӑ кӗнеке чапа тухни пире те савӑнтарать!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ленин районӗ

 

Ку эрне вӗҫӗнче Тӑвай районӗнче йывӑҫ лармалли субботник иртӗ. Мероприятине тӗрлӗ организацисемпе предприяти ӗҫченӗсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ҫутҫанталӑка юратакансем хутшӑнма килӗшнӗ. Уйрӑмах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернишӗн халалласа хывнӑ парксенчи йывӑҫсене ҫӗнетме палӑртнӑ. Вӑл йышши парксем Тӑвай ялӗнче тата Кивӗ Элпуҫпа Вӑрманти Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ — унти халӑх уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫлеме хатӗрленеҫҫӗ — лартмалли йывӑҫа шыраҫҫӗ, паркри ӗҫе палӑртаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫутҫанталӑк хӑйне хисепленине, юратнине кӑмӑллать. Ҫавна асра тытса ӗнтӗ Такана ялӗнче пурӑнакан Николай Алексеевпа Фёдор Алексеев пенсионерсем кашни ҫул кӗркуннепе ҫур кунӗсенче хӑйсен ял тӑрӑхӗнче йывӑҫсем лартаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫур кунӗсенче те вӗсем ҫырма-ҫатра ан сарӑлтар тесе 50 йӑмрапа хурӑн лартрӗҫ. Шупашкарта пурӑнса унтах ӗҫлекен, ҫапах ат ялта пӳрт тытакан Анатолий Васильев та вӗсенчен юлмасть. Вӑл 100 хурӑн таран лартрӗ.

Хӑйсем лартнӑ хурӑнсемпе йӑмрасене вӗсем пӑхсах тӑраҫҫӗ — типӗ кунсенче шӑвараҫҫӗ, выльӑх кӑшлассинчен сыхлаҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Антаркти шельфӗнчен кӗтмен ҫӗртен пысӑк пӑрлӑх катӑлса тухрӗ. Унӑн лаптӑкӗ 570 тв. ҫх. Вӑл Антарктидӑн анӑҫ енчен уйрӑлса кайрӗ.

Британи полярникӗ-ӑслӑхҫи Девид Вогхен шухӑшӗпе, ҫутҫанталӑкӑн ҫак ӗҫ планетӑра пӗтӗмлӗвлӗ ӑшӑну пирки пулса тухрӗ, палӑртать РБК.

Тӗпчевҫӗсем каланипе, ҫитес кунсенче Кӑнтӑр полюсӗн континенталлӑ шельфӗнчен тепӗр пӑр татки татӑлма пултарӗ. Кӑнтӑр материкӗнчи ҫӑкӑн пек калӑпӑшлӑ пӑрлӑх арканӑвӗсем 1995 тата 2002 ҫулсенче пулса иртнӗ.

 

Mail.ru хыпарӗсем

 

Юхӑмпа шуҫса пыракан пысӑк айсберг Гренланди портне кӗмелли ҫула хупса хунӑ. Темиҫе кун хушши ӗнтӗ япала турттаракан карапсем причалсем патне пыраймаҫҫӗ, пӗлтерет радио "Маяк".

 

Экспертсен шухӑшӗпе, ҫак пӑрлӑк сӑрта сирпӗтсе кӑна ямалла. Ҫак ӗҫе ҫав тери нумай динамит кирлӗ – ҫур тоннӑран сахал мар. Ҫапах та, ҫывӑх пуласлӑхра Гренланди хӑйӗн паха курмаллӑхне ҫухатма пултарать: пӗтӗмӗшлӗ ӑшӑну, экологсем шутланипе, поляр пӑрлӑхӗсене ирӗлтерсе ярать.

 

Ҫурҫӗр-анӑҫ тинӗс ҫулӗ, чылай хушӑ навигацишӗн усӑсӑр пулнӑскер, халӗ пӑртан тасалнӑ. Парсемпе хупланнӑ лаптӑк 3 млн тв. Ҫухрӑма яхӑн пӗчӗкленнӗ. Ҫак ӗнтӗ экстремаллӑ лару-тӑру пулса тӑрать, мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсем асӑрханипе, юлашки вунпӳ ҫуллӑхсенче пӑрсем кашни ҫул 100 пин тв. ҫм сахалланса пыраҫҫӗ.

 

Ҫав хушӑрах Гренланди пӑрлӑхӗсем тинӗс патнелле малтанхинчен хӑвӑртрах куҫса пыраҫҫӗ. Малтан шутланипе, пӑрлӑ витӗмле арктика ҫурутравӗ 1 пин ҫул хушшинче ирӗлсе каять тенӗ пулсан, халӗ вара хӑюллӑн калама пулать: ҫак вӑхӑт унчен чылай маларах ҫитет. Теслӗхрен, кӑсӑклӑ факт: ҫӗр питӗнчи сывлӑш температури 1996 ҫулхипе танлаштарсан, пӑр ирӗлесси икӗ хут ӳснӗ.

Малалла...

 

Шӑрттан ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх раштавӑн 22-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Огонёк посёлокӗнчи ачасем вӑрмана йӗлтӗрпе ярӑнма кайса килнӗ. Ачасене хӗллехи вӑрмана кӑтартма Ирина Семёнова илсе кайнӑ.

 

Хӗллехи вӑрман ачасене питӗ килӗшнӗ — уйра ҫил вӗҫтернӗ пулсан, кунта, вӑрманта — лӑпкӑ. Йывӑҫсемпе тӗмӗсем юр айӗнче лараҫҫӗ, турачӗсем хӗвел ҫинче ялкӑшаҫҫӗ. Чӑн та юмаха лекнӗ евӗр!

 

Вӑрманта хӗлпе ҫыхӑннӑ тупмалли юмахсене юптарчӗҫ, тупсӑмӗсене тупрӗҫ. Чи матурри Луиза Ильина пулчӗ. Килелле каяс умӗн Хӗл Мучин мастерскойӗ валли чӑрӑш турачӗсемпе йӗкелӗсене пуҫтарчӗҫ.

Тепӗр эрнере вара шкулта «Хӗллехи вӑрман» темӑпа ӳкерчӗксен конкурсне ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Вӑрнар районӗнче авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗпе юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен «Йывӑҫ ларт та упра» уйӑхлӑх мероприяти иртӗ. Ҫапла май халӑха ҫутҫанталӑка упрама вӗрентесшӗн. Уйӑх хушшинче ирттермелли мероприятисен планне йышӑнса ҫирӗплетнӗ те ӗнтӗ.

 

Район ертӳҫи Анатолий Кузьмин хӑйӗн хушӑвӗнче ялсемпе хуласен тӑрӑх пуҫлӑхӗсене вырӑнта йывӑҫсем лартмалли, тавралӑха илемлетсе типтерлемелли ӗҫе йӗркелеме хушнӑ. Йывӑҫсем ҫырмасемпе пӗвесем, ҫулсен хӗрринче пушшех те кирлӗ. Лартмалла кӑна мар, пуррисене те пӑхса тӑмалла.

 

Ку хӗл пирӗн асӑмра питӗ ӑшӑ ҫӑнталӑкӗпе палӑрса юлӗ. Анчах та кӑрлачӑн вӗҫӗнче хӗл килчӗ-килчех. Уйсем-хирсем каллех юрпа витӗнчӗҫ, 20 градуслӑ сивӗсем килчӗҫ.

Паян та, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ене кӑнтӑрти циклон нумай юр илсе килнӗ. Ҫитес кунсенче юр хулӑнӑшӗ тата 20 см пысӑкланӗ тесе шантараҫҫӗ синоптиксем.

Сӑмах май, кӑрлач уйӑхӗнчи юр хулӑшӑшӗн вӑтам норми 28 см пулсан халӗ вӑл Шупашкар ҫывӑхӗнче 20 см, Канаш патӗнче 15 см, Улатӑр патӗнче — 10 см патнелле.

 

Страницӑсем: 1 ... 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, [102]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та