"Пионер организацийӗ йӗркеленнеренпе - 50 ҫул" проектпа килӗшӳллӗн Ҫӗмӗрлери парка хӑтлӑлатӗҫ. Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫӑнӗҫ.
Парка хӑтлӑлатма 94 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2 миллионӗ - вырӑнти хыснаран, 22 миллион тенкине республикӑн резерв фордӗнчен панӑ. Тепӗн 70 миллион тенкине хула грант выляса илнӗ.
Ӗҫсене Самарти ландшафт компанийӗ пурнӑҫлӗ. Парка кӑҫал юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хӑтлӑлатса пӗтермелле.
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче пантон кӗпер ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне ҫыхӑнтарать.
Унччен унта пӑр урлӑ каҫмалли кӗпер пулнӑ. Пӑр ирӗлме, шыв шайӗ хӑпарма пуҫласан ӑна илнӗ.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче пантон кӗпере пуҫтарма тытӑннӑ. Хальлӗхе вӑл тӗрӗслев режимӗнче ӗҫлет. Официаллӑ майпа ӑна ҫу уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче уҫма палӑртнӑ.
Сӑр юханшывӗнче пӑр кайма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, Улатӑртан пуҫласа Ҫӗмӗрле таран пӑр тапраннӑ.
Етӗрне тӗлӗнче юханшывра хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Унта пӑр хулӑнӑшӗ 23-27 сантиметр.
Атӑлта Ҫӗнӗ Шупашкратан Сӗнтӗрвӑрри таран шыв тухнӑ. Шомик, Шупашкар, Куславкка тӗлӗнче хальлӗхе пӑр тӑрать, анчах вӑл кӗҫ-вӗҫ тапранӗ.
Ҫӗмӗрлере арҫын хӑйӗн ҫуртӗнче ҫунса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ, пӳрт кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ тесен те юрать.
Ҫуртра 38 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Шел те, вӑл пушартан ҫӑлӑнайман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран та тухма пултарнӑ.
Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр пӗҫерекен савута хупма пултараҫҫӗ. Унта ӗҫлекенсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫынсене ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫыртараҫҫӗ.
Ертӳҫӗ савут учредителӗпе калаҫнӑ. Лару-тӑру йывӑр пулсан та малалла аталанмалли ҫулсем, «сиплемелли программӑна», суйланӑ. Ӑна 1-3 уйӑх пурнӑҫласа пӑхма палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, савута хупма палӑртман.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 72 ҫулти арҫынна питӗ ӑннӑ темелле. Ӑна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара хӑвӑрт илсе ҫитернӗ.
Пӗр кун маларах арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн кӑшӑлвирус чирне пула миокард инфаркчӗ пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнине палӑртнӑ.
Пациента санитари вертолечӗпе Шупашкара, Республикӑри кардиологи диспансерӗн ковид-госпитальне, илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: юлашки уйӑхра санавиаци вертолечӗ Ҫӗмӗрлери пульницӑна тӑватӑ хут вӗҫнӗ.
Донецкри ҫынсем кӗҫех Чӑваш Ене ҫитмелле. Пирӗн республика 300 мар, 600 ҫынна йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ.
Ҫӗмӗрлене пӗрремӗш ҫемье килсе ҫитнӗ. Анчах вӗсем хӑйсем тӗллӗн ҫула парӑнтарнӑ. Ҫемьене, амӑшӗпе ачисене, тӑванӗсем йышӑннӑ.
Администраци, социаллӑ пулӑшу центрӗн, мирграци службин ӗҫченӗсем, тухтӑрсем вӗсене пулӑшаҫҫӗ. Халӗ специалистсем регистарци тата пособи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫемье валли ача-пӑча япали, апат-ҫимӗҫ, ытти хатӗр-хӗтӗр пухаҫҫӗ.
Аса илтерер: Донбасран тарса килекенсене Чӑваш Енре санаторисене вырнаҫтарма палӑртнӑ.
Оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ҫитес эрнере 5-8-мӗш классем мӗнле май вӗренӗҫ? Унта ҫакна татса панӑ.
Аса илтерер: Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнченпе дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫӗмӗрлери тата Канашри шкул ачисем те ҫак мелпех ӑс пухнӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Икӗ эрне каялла 1-4-мӗш, 9-11-мӗш классем парта хушшинче вӗренме пуҫланӑ.
Оперштбра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнерен 5-8-мӗш классем шкулта парта хушшинче вӗренме пуҫлӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере шкул ачисен хушшинче чирлекенсен йышӗ 200-тен 100-е ҫитнӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев хулари пӗр ҫуртпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки Фейсбукра пӗлтернӗ.
Кивӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗнче ҫӗрле юр йӑтӑнса аннӑ та ҫурта кӗмелли вырӑнти ҫивиттие тата вӗри шыв тытӑмне сиенленӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫв ҫуртра пурӑнакансемпе тата ҫурта тытса тӑракан управляющи компанин директорӗпе Микаэл Гурбановпа тӗл пулнӑ. Вырӑнтисем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтернӗ-ха, анчах, Валерий Шигашев калашле, ыйтусем юлнӑ.
Темиҫе хваттерлӗ йывӑҫ ҫурт кивӗ. Управляющи компани ӑна тытса тӑма пайталлӑ маррине пӗлтернӗ. Унтан та ытларах — компани панкурата тухать, ҫурта ҫӗнӗ управляющи компанин тытса тӑма тивӗ. Кивӗ ҫуртсене никам та тытса тӑрасшӑн мар. Ку ыйтӑва хулара паян канашлу ирттерсе сӳтсе явма палӑртнӑ.
Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗрмаях ҫыраҫҫӗ. Кӳкеҫсем те хуҫасӑр ҫав чӗрчунсенчен шикленеҫҫӗ. Йытӑсем кушаксене туртса ҫураҫҫӗ, ачасене хӑратаҫҫӗ, ҫынсене ҫыртаҫҫӗ тесе «Кугеси/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ/Общество канашӗ) пабликра вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ.
Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсен нушине тӳре-шара та пӗлет. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев, ав, кун пирки Инстаграмри хӑйӗн странцинче ҫырнӑ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрлере хуҫасӑр йытӑсене тытма 150 вырӑнлӑх приют уҫасшӑн. Анчах ун валли малтанласа укҫа пӑхса хӑвармалла.
Хальхи вӑхӑтра ун пек приютсем Шупашкарта (унта 350-500 чӗрчуна пӗр харӑс усрама май пур) тата Кӳкеҫре (150 вырӑнлӑх) пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |