Юханшывсене шыв шайӗ хӑпарнӑран Ҫӗмӗрле ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ пӑр ҫийӗн каҫмалли каҫҫа ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, хупма йышӑннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ку каҫӑ хӗлле Ҫӗмӗрле районне тата Чулхула облаҫӗнчи Пильна районне ҫыхӑнтарать. Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен унта понтонлӑ кӗпер ӗҫлет, хӗлле пӑр ҫийӗн каҫмалла. Пӗлтӗр понтонлӑ кӗпер чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Понтонлӑ кӗпере ҫанталӑк условийӗсем май парсан, ейӳ пӗтсен, хута ярӗҫ.
Юлашки талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ пушар пулнӑ. Шел те, вилекен те пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ӗнер кӑнтӑрла Тӑвай районӗнчи Амалӑх ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Унта 52 ҫулти кил хуҫи вилнӗ. Пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Етӗрнере, Ҫӗмӗрлере те пушарсем алхаснӑ. Етӗрнере 36 тӑваткал метрлӑ харпӑр сурт ҫуннӑ. Ҫулӑм кирпӗч пӳртӗн шалти отделкине сиенлетнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманни инкек патне илсе ҫитернӗ.
Паян ирхине Ҫӗмӗрлере Белински урамӗнче пушар тухнӑ. Унта кӑвакарчӑн усрамалли вырӑн ҫуннӑ. Сӑлтавӗ каллех электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курманнипе ҫыхӑннӑ.
Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ? Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ «вирус карттине» тишкерер.
Хӗрлӗ Чутай тата Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле хули – ҫак муниципалитетсенче чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче – 287, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 345, Ҫӗмӗрлере 681 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.
Паллах, ытларах ку енӗпе Шупашкар «палӑрнӑ». Унта 10904 ҫын чирленӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (1632 ҫын). Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ (1100), Ҫӗмӗрле (681), Улатӑр (672) пыраҫҫӗ.
Чи сахал ҫын чирленисен йышне ҫаксем кӗнӗ: Йӗпреҫ районӗ (185), Красноармейски районӗ (178), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (173), Ҫӗмӗрле районӗ (137).
Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче Щербаков урамӗнче пурӑнакансем кӗрт йыттисен тискер хӑтланӑвне курнӑ. Вӗсем йытта туласа тӑкнӑ.
Ҫакӑ йӑлтах ҫынсен куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ. Кун пирки вӗсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. «Эпир кӑшкӑрнине, алӑпа сулкалашнине вӗсем шута хумарӗҫ те. Ку йытӑсем ҫынна, уйрӑмах ачасене, тапӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем стадион хыҫӗнчи юхӑннӑ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ», - тенӗ вӗсем.
Ҫынсене пӗр ыйту канӑҫ памасть: мӗншӗн мӗнле те пулин мера йышӑнмаҫҫӗ?
Ҫӗмӗрлери масара сарас ыйту вырӑнтисемшӗн 2017 ҫултанпах тӑсӑлать. Ыйтӑва татса пама кирлӗ ҫӗр лаптӑкӗ вӑрман фончӗн шутланнӑран чӑрмав кӑларса тӑратать. Сӑмах масара сарма кирлӗ 5,4 гектар лаптӑк пирки пырать.
Тӳре-шара Росрыболовствӑн тата Федерацин вӑман хуҫалӑхӗн агентствине тӑтӑшах ҫыру ӑсатнӑ. Анчах: «Юрать, усӑ курӑр», – текен хурава хальлӗхе кӗтсе илеймен.
Ӗнер республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче лару иртнӗ. Унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов та хутшӑннӑ. Вӑл Рослесхоз ертӳҫипе Сергей Аноприенкӑпа тӗл пулса ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе явнине, лару-тӑру ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑмланасса шаннине пӗлтернӗ.
Ҫӗмӗрлере 2017 ҫулта 506 ҫын леш тӗнчене ӑсаннӑ, «Чеб.ру» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта 432 ҫынран кая мар (раштав уйӑхӗнчи цифрӑна тупайманран ҫавӑн пек каланӑ), 2019 ҫулта – 493, 2020 ҫулта – 546.
Ӗнер Ҫӗмӗрлери сӗт-ҫу савутӗнче пушар тухнӑ. Ленин урамӗнчи «МОЛОЧНОЕ ДЕЛО-Ивня» предприятире вут-ҫулӑм кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Тӗтӗм сарӑлнӑ ҫуртран мӗнпур ҫынна, пурӗ 30 специалиста, урама кӑларнӑ. Вӗсем шар курман.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтерне тӑрӑх, вут-ҫулӑм хатӗр продукци складне тӗп тунӑ, унпа юнашар вырнаҫнӑ производство цехне сиенленӗ. Вут-ҫулӑма пӗр сехетрен сӳнтернӗ, пушара 22 сехет те 10 минутра пӗтӗмпех ҫӗнтернӗ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан мӑшӑр ултавҫӑсем пуҫтахланни пирки пӗлмен мар. Апла пулин те пӗр кунхине вӗсем капкӑна ҫакланнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче мӑшӑр патне телефонпа палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкри укҫана такамсем вӑрласшӑн тесе тыттарнӑ. Укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тесе ултавҫӑсем тӗрлӗ номер ҫинчен, пурӗ 30 хута яхӑн, шӑнкӑравланӑ.
Ҫамрӑк мар мӑшӑр ҫамрӑк чухне Ҫурҫӗрте ӗҫлесе тунӑ укҫасӑр юласран хӑранӑ, шӑнкӑравлакансем каланине тӑнланӑ. Ҫапла вара вӗсем пач пӗлмен-туман ҫынсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
2021 ҫул. 21-мӗш ӗмер. 21-мӗш регион. Хитре хисепсем. Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрлере 21-мӗш ача ҫуралнӑ.
Ҫак ятпа телейлӗ ашшӗ-амӑшне хӑйне евӗр сертификатпа чысланӑ. 21-мӗш ҫуралнӑ ачана илемлӗ ят панӑ. Вӑл – Анастасия.
Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче сайра тӗл пулакан ятлӑ арҫын ача кун ҫути курнӑ – Янис. Ят пирӗн пата Латвирен килнӗ.
Ҫав кунах Ҫӗмӗрлери ЗАГСра тепӗр ҫемье ача ҫуралнине ӗнентерекен документ илнӗ. Вӑл - Данила
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче полици сержанчӗсем Сергей Савушкин тата Алексей Крючков дежурствӑра пулнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен – Ҫӗмӗрлери полици уйрӑмне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Хайхискер кӳршин хваттерӗнчен тӗтӗм тухнине пӗлтернӗ. Ун чухне ҫур ҫӗр ҫитнӗ ӗнтӗ.
Полици сержанчӗсем темиҫе минутранах унта ҫитнӗ. Арҫыни каланӑ тӑрӑх, кӳрши килтех пулмалла, анчах шаккасан уҫман. Йӗрке хуралҫисем строительство монтировки пулӑшнипе алӑка уҫса шала кӗнӗ, унта ҫӑра тӗтӗм пулнӑ.
Кил хуҫи ҫывӑрнӑ. Тӗпелте вара плита ҫинче кастрюль ларнӑ, унти апат ҫунса ларнӑ. Полицейскисем ҫулӑма сӳнтернӗ, арҫынна вӑратса урама тухнӑ.
«АвтоВАС» предприяти автовокзалсемпе тата пассажирсене турттарассипе ӗҫлеме пӑрахӗ. Ҫакӑн пирки компани сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫапла йышӑнӑва акционер обществин директорсен канашӗ йышӑннӑ иккен.
«АвтоВАС» халӗ автовокзал пулӑшӑвӗ кӳме килӗшекене шырать. Ӑна вӑл автовокзалсене арендӑна парӗ. Хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр пурлӑха сутас кӑмӑллине те пӗлтернӗ.
«АвтоВАС» акционерсен обществин икӗ автовокзал тата Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче тата ытти хӑш-пӗр район центрӗнче и 17 диспетчерпа касса пункчӗ пур. 2019 ҫулта «АвтоВАС» Куславккари тата Пӑрачкаври ҫав пунктсене хупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |