Чӑваш Енри закупкӑсен регионаллӑ центрта вырнаҫтарнӑ аукцион тӑрӑх ҫулталӑк вӗҫлениччен Ҫӗмӗрлере судпа медицина экспертизин ҫӗнӗ пӗр хутлӑ ҫуртне туса лартмалла. Строительство хакӗ 25 млн 440 пин тенкӗпе танлашать. Аукциона нарӑсӑн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Ҫӗнӗ морг кивӗ ҫурт вырӑнне йышӑнӗ, ӑна кӑҫалхи ака уйӑхӗ тӗлне илсе сӳтсе пӗтермелле. Малтанхи пекех вӑл Ҫӗмӗрле районӗн тӗп пульницин лаптӑкӗнче вырнаҫӗ.
«Ҫыхӑнура» портал асаилтернӗ тӑрӑх, ҫӗнелнӗ судмедэкспертиза ҫурчӗсем пӗлтӗр Куславккара тата Вӑрнарта ӗҫлеме пуҫланӑ. Куславккара морг 2012 ҫултанпа пулман, Вӑрнарта вара 2015 ҫултанпа ӗҫлемен.
"Ял тухтӑрӗ" программа Чӑваш Енре 2020 ҫултанпа пурнӑҫланать. Унтанпа ялти шкулсене 8 вӗрентекен ӗҫлеме кайнӑ. Кӑҫал 4 ваканси пур, ҫавна май хыснаран 4 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Аса илтерер: ялти шкула ӗҫлеме кайнӑ педагогсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ. 50 пин таран ҫын пурӑнакан пӗчӗк хуласене те ӗҫлеме кайма юрать. Программӑпа килӗшӳллӗн ялти шкула кайнӑ вӗрентекенсен 5 ҫул ӗҫлемелле.
Кӑҫал Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулне вырӑс чӗлхин учителӗ кирлӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь шкулне вара - ют чӗлхесен учителӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗн шкулӗнче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ ҫимест, Тӑвай шкулӗнче математика вӗрентекенне питӗ кӗтеҫҫӗ.
Программӑна 55 ҫул тултарман педагогсем хутшӑнаяҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлери прокуратура транспорт хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ саккуна вырӑнтисем епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗсленӗ те тӗрлӗ кӑлтӑк тупса палӑртнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче тата районӗнче пассажирсене турттаракан усламҫӑсенчен пӗрин — 8 автомобиль. Автобуссен 5 водителӗ медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман. Апла пулсан вӗсен сывлӑхӗ епли паллӑ мар. Пассажирсен ун пек водитель руле тытса пыракан маршруткӑна ларса ҫула тухма хӑрушӑ.
Усламҫӑ хӑйӗн патӗнче ӗҫлекен водительсем унччен судпа айӑпланнипе айӑпланманнине те пӗлмест — вӑл вӗсенчен ун пек справка ыйтман.
Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Усламҫӑна административлӑ майпа явап тыттарса 32 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Прокуратура Ҫӗмӗрлери пекарньӑна тӗрӗсленӗ те йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупнӑ. Ведомство унта антисанитари хуҫаланнине тупса палӑртнӑ.
Ҫӑкӑр-булка таврашӗ, торт, пирожнӑй пӗҫерекен пекарньӑра юсав ӗҫӗсене тахҫанах ирттерменни палӑрнӑ. Ҫуркаланчӑк вырӑнсенче хура тата кӑпма сийӗ пухӑннӑ. Хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмри стенм ҫинче те кӑмпа пухӑннӑ. Тула каймалли пӳлӗме пачах хутса ӑшӑтман. Стенапа урай хушшинче шӑши кӗрсе тухмалӑх шӑтӑксем курӑннӑ. Производство цехӗнче алӑ ҫумалли раковина пачах пулман. Туалетра раковина пур, анчах шыв ҫук. Ҫӑкӑра хутса ӑшӑтман пӳлӗмре упранӑ, нӳрӗклӗхе тӗрӗслесе тӑман. Апат-ҫимӗҫ вара эрех пулнӑ курупкара выртнӑ.
Фирма директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ку тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗмӗрлере пӗренесен хуҫи тӗлӗшпе суд пулнӑ. Арҫынна ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпланӑ, унӑн ирӗкне 10 уйӑхлӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Аса илтерер: ку кӑҫал авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Чкалов урамӗнчи 55-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче купаланса выртнӑ пӗренесем ҫине 7 ҫулти хӗрача хӑпарса кайнӑ. Пӗренесем сапаланса кайнӑ, хӗрача пӗрин айне пулнӑ. Шел те, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Иртнӗ талӑкра республикӑра 8 пушар пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче машинӑсем ҫуннӑ. Улатӑрта, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче мунчасем ҫунса кайнӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнмалли мар ҫуртра ҫулӑм тухнӑ. Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере те пушарсем пулнӑ, вӗсем кил-ҫуртпа ҫыхӑнман.
Пушарсенче пӗр ҫын шар курнӑ. Юрать-ха, вилекенсем пулман.
Ҫӗмӗрлере ангар ҫуннӑ. Шалта автомобильсем пулнӑ. Юрать-ха, вӗсене ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Ку пушар раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 30 минутра Ҫӗмӗрлери Кривов урамӗнче вырнаҫнӑ ангар ҫунма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫулӑм 288 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Пушарнӑйсем тӑватӑ техникӑпа ҫитнӗ. Ҫулӑмпа 5 сехет кӗрешнӗ. Шалта ларнӑ 3 ҫӑмӑл машинӑа тат аавтопогрузчике кӑларнӑ, вӗсем сиенленмен.
Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗмӗрле патӗнчи пӑр ҫийӗн каҫмалли кӗпер ӗҫлесе каймалла. Кун пирки вырӑнти администраци хыпарланӑ.
Кӗпер тӑвас ӗҫе пуҫланӑ. Ӑна тунтикун уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе ун урлӑ каҫмашкӑн мӗн хак пулнине палӑртман.
Аса илтерер: Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер Ҫӗмӗрле районне Чулхулари Пильна районӗпе ҫыхӑнтарать. Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркеннеччен унта пантон кӗпер ӗҫлет. Хӗлле вара пӑр ҫийӗн каҫмаллине тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр хӗллехи кӗпер раштавӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа акан 3-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пӗр эрнере 11 ҫын гриппа чирленӗ. Кун пирки оперативлӑ штаб ларӑвӗнче каланӑ.
Эпидсезон пуҫланнӑранпа республикӑра 19 ҫын гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 11-шӗ – иртнӗ эрнере. Лабораторире тӗпченӗ 100 ҫынран 11-шӗн грипп пулни палӑрнӑ.
Грипп сарӑлнӑ май оперштаб ларӑвӗнче вакцинациленмелли пирки аса илтернӗ. Куславкка районӗнче ку енӗпе ӗҫ начартарах пырать. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрлере, Красноармейски районӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче кӑтартусем пӗчӗкрех.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатинче «Лучшие няни России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх няня (ача пӑхакан) конкурс иртнӗ. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн куҫӑн тапхӑрӗнчи финала ҫӗршыври 17 няня тухнӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Енри ача пӑхакан хӗрарӑм та пулнӑ. Вӑл — Ҫӗмӗрлери Наталья Разгудаева.
Хӗрарӑм асӑннӑ хулари «Рябинушка» (чӑв. Палан) 16-мӗш ача пахчинче воспитательте ӗҫлет. Конкурса ҫӗнтерсе вӑл гран-прие тивӗҫнӗ, ҫӗршыври чи лайӑх няня ята ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |