ЧР Вӗренӳ министерстви Г.Н.Волков ячӗллӗ «Педагогикӑри ҫитӗнӳсемшӗн» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ йышӑнма сӗнет. Хушу проектне республикӑри право акчӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫак палла камсем тивӗҫме пултарӗҫ-ха? Вӗренӳ, ҫамрӑксен политики, ӑслӑлӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсем, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр тата тӑлӑха юлнӑ ачасене социаллӑ пулӑшу паракансем, общество органзицийӗсен пайташӗсем, педагогикӑна тата этнопедагогикӑна тӳпе хывнӑ ҫынсем илме пултарӗҫ.
Кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ ылтӑн тӗслӗ, ҫаврака пулӗ. Пиччен енче ӑсчах-педагогӑн, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн Геннадий Волковӑн сублимаци пичечӗ пулӗ. Ҫак паллӑпа пӗрле удостоверени парӗҫ.
Ленинград облаҫӗнчи Всеволожск районӗнчи Мурино поселокӗнчи пӗр тӑкӑрлӑк малашне Чӑвашран тухнӑ паллӑ ӑсчах, китаевед, востоковед Никита Яковлевич Бичурин ячӗпе хисепленӗ. Кун пирки Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен культура пӗрлӗхӗ хыпарлать.
Хайхи халӑх пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче облаҫӑн 17-оз номерлӗ саккунне алӑ пуснӑ. Ҫак документра каланипе килӗшӳллӗн Всеволожск районӗнчи Мурино поселокӗ ҫитес вӑхӑтра хула статусне йышӑнать.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вара Мурино ял тӑрӑхӗн депутачӗсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта вӗсем 12 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫав шутра — Муринӑри пӗр тӑкӑрлӑка Никита Бичурин ятне парасси. Халӑх тарҫисем ку ыйтупа хирӗҫ каламан, тӑкӑрлӑка паллӑ ученӑй ячӗпе хисеплеме йышӑннӑ.
Ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнтермӗшӗсем чылай. Вӗсенчен пӗри вӑл — ҫиҫӗмӗн сайра тӗл пулакан тӗсӗ, хӗрлӗ спрайтсем. Унашкал япала пуррине те ӑсчахсем нумай пулмасть кӑна ҫирӗплетме пултарнӑччӗ-ха, пӗр 30 ҫул каялла ҫеҫ.
Шӑп та ҫакнашкал пулӑма нумай пулмасть Австралин анӑҫ енче вырнаҫнӑ Кунунарра патӗнче ӳкерме пултарнӑ. Умра — симӗс йывӑҫсем (асаилтеретпӗр, унта халь ҫулла вӑхӑчӗ), ҫӗр хӗрринче тусем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗн — хура пӗлӗтсем. Ҫӑлтӑрлӑ тӳпере вара хӗрлӗ спрайтсен вылявӗ. Куҫа вӗсем питӗ кӗске вӑхӑта ҫеҫ курӑнаҫҫӗ — ҫеккунтран та кӗске самантлӑха. Шӑп ҫав саманта фотограф ҫапма ӗлкӗрнӗ те.
Сӑмах май, ӑсчахсем нумай пулмасть ҫакна палӑртнӑ: вӑйлӑ ҫиҫем хыҫҫӑн хӗрлӗ спрайтсем ионланнӑ сывлӑш пек калӑпланаҫҫӗ, вӗсен калӑпӑшӗ 100 метрлӑ шар таран пулать. Ҫиҫӗм хыҫҫӑн вӗсем 80 ҫухрӑм ҫӳллӗшрен аяла анаҫҫӗ. Хӑвӑртлӑхӗ ҫутӑ пайӑркин хӑвӑртлӑхӗн вунӑ проценчӗпе танлашать. Вӗсене хирӗҫ вара ионланнӑ шарсен варкӑшӗ хӑпарать.
Раҫҫей культура министрӗн Владимир Мединскин шухӑшӗпе, Шупашкар сахалтан та 200-250 ҫул аслӑрах. Ҫакӑн ҫинчен вӑл Шупашкара иртнӗ эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, килсен каланӑ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат ытларикун тухнӑ номерте пӗлтернӗ.
Владимир Мединский Шупашкар хули пулса кайнӑранпа — 550, Чӑваш автономи облаҫӗ чӑмӑртаннӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине уявласа ирттерме туса хунӑ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ертсе пынӑ. Унта Шупашкар таса та хӑтлӑ хула пулнине, ҫавна май Чӑваш Ен культура министерстви ҫумӗнче кинокомисси йӗркелеме, Мускавран, ытти хуларан паллӑ кинокомпанисене фильмсем ӳкермешкӗн чӗнсе илме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑл, историк пулнӑ май, Шупашкар хули 550 ҫулта кӑна пулма пултарайманни ҫинчен асӑннӑ. «Хаяр Иван патша ҫарӗ пуш хирте чарӑнманах ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сирӗн ӑсчахсен, археологсен ку ыйтӑва ҫине тӑрса тӗпчемелле. Раҫҫейри ҫӑлкуҫсемпе танах чикӗ леш енчисене те тишкермелле», — палӑртнӑ министр.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, наукӑра тата искусствӑра ӗҫлекен 15 ҫынна ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 3 пин тенкӗпе танлашакан стипенди парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Тӗпрен илсен, ку стипендие вӗсем пысӑк искусство произведенийӗсем хайланӑшӑн, ӑслӑлӑхпа литература тӗпчевӗсем ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Татьяна Альпидовская, Татьяна Корнилова, Маргарита Финогентова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Юрий Викторов, Георгий Матвеев, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артистки Ольга Дикина, тӗп дирижерӗ Юрий Романько, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Александра Зайцева, Николай Сергеев, Чӑваш патшалӑх симфони капеллин артисчӗ Николай Смирнов, Ҫамрӑксен театрӗн артистки Полина Чамжаева, Пукане театрӗн артистки Юлия Мельник, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗсем Любовь Любовцева, Елена Минеева тата Алексей Терентьев.
«…Каланисем йӑлтах чӑн мар та,
Сан йышшисем ҫавах сахал.
Кӗрешӳри ӗҫчен Юмартӑм,
Эс маншӑн халь те ИДЕАЛ!» — ҫакӑн пек сӑвӑ йӗркисене вуланӑ ӗнер Виталий Родионов профессор Геннадий Юмарта халалласа. Паллӑ чӑваш ӑсчахӗ, фольклорисчӗ, ҫыравҫи, поэчӗ, куҫаруҫи 80 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ятарлӑ каҫ ирттернӗ.
Унта паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, Геннадий Юмарта сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ. Уяв каҫне вулавӑшпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ йӗркеленӗ. Сакӑр теҫеткери юбиляр та унта ҫитнӗ. Геннадий Юмарт ӗҫне пурте пысӑка хурса хакланӑ. Искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев профессор, сӑмахран, Геннадий Юмарта «чи тӑрӑшуллӑ тӗпчевҫӗ тата фольклора пӗлекен» тесе мухтанӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшпе акан 9-мӗшӗ хушшинче Ҫӗр ҫине Китай патшалӑхӗ вӗҫтерсе янӑ космос станцийӗ персе анмалла. Тӗнче уҫлӑхне китайсем ӑна 2011 ҫулта кӑна хӑпартнӑ-ха. Ытла ҫӳле вӗҫтерсе яманран унпа вӗсем икӗ ҫул ҫеҫ усӑ курма пултарнӑ. Ҫапла май 2013 ҫулта Tiangong-1 (кит. 天宫一号, чӑв. Тӳпе керменӗ) космос станципе усӑ курма пӑрахнӑ. 2016 ҫулта вара пач ҫыхӑну ҫухатнӑ — лешӗ хӑй ирӗкӗпе вӗҫме пуҫланӑ.
Хӑш вырӑнта персе анасси пирки хальлӗхе ӑсчахсем тӗплӗ калама пултараймаҫҫӗ. Европа космос агентстви вӑл вырӑна ӳкес умӗн талӑк юлсан ҫеҫ калама пултарать. Атмосферӑна ытла чӑнкӑ тайлӑмпа кӗнӗрен ӑсчахсем унӑн пайӗсем ҫунса пӗтеймеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне станци вакланса пӗтни те пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать — унӑн тӗпренчӗкӗсем ӳкме пултаракан лаптӑк ҫапла май самай анлӑ пулӗ.
Паян куна палӑртнӑ тӑрӑх станци ванчӑкӗсем ҫурҫӗр анлӑхӗн 43° пуҫласа кӑнтӑр анлӑхӗн 43° таран ӳкме пултараҫҫӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн чи кӑнтӑр чикки ҫурҫӗр анлӑхӗн 54° ҫурҫӗреллерех вырнаҫнӑ, ҫапла май ҫунса пӗтмен тӗпренчӗксем пирӗн республика ҫине ӳкес хӑрушлӑх ҫук.
Америкӑри Апат-ҫимӗҫпе эмел таврашне тӗрӗслекен управлени эксперчӗсем ҫыннӑн пуҫ мими чӗтреннине палӑртмашкӑн малашне юн илсе анализ тӑвассине пӗлтернӗ. Кун пирки «Вырӑс планети» (выр. «Русская планета») портал хыпарлать.
Паллӑ ӗнтӗ, темӗнле пулсан та, компьютерла томографи йышши тӗрӗслевсем этем организмӗшӗн сиенсӗр мар. Юна ҫӗнӗ меслетпе тӗрӗслени вара хӑш-пӗр чухне ҫителӗклӗ пулӗ, ҫавӑнпа радиоактивлӑ пайӑркасем органсене лекмӗҫ.
Ӑсчахсем нумаях пулмасть шухӑшласа кӑларнӑ анализ Banyan Brain Trauma Indicator (BTI) ятлӑ. Юна ҫак меслетпе тӗрӗсленӗ чухне икӗ белок шайне пӑхаҫҫӗ: пуҫ амансан вӗсем мимерен юна куҫаҫҫӗ иккен. Анализ пӗтӗмлетӗвӗ виҫ-тӑват сехетрен хатӗр пулать.
«РИА Новости» агентство хыпарланӑ тӑрӑх, Копенгаген университечӗн ӑсчахӗсем халӑх анлӑ усӑ куракан, ӳт температурине чакаракан тата ыратнине ирттерекен «Ибупрофен» арҫынсен ар тытӑмне сиенлӗ витӗм кӳнине ҫирӗплетнӗ. Хайхи эмел, ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна йӑх тӑсӑмӗсӗр те хӑварма пултарать. Кун пирки вӗсем «Proceedings of the National Academy of Sciences» журналта статья пичетлесе кӑларнӑ.
Сӑнава 18-35 ҫулсенчи 31 арҫын хутшӑннӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайланӑ: пӗрисене ултӑ эрне хушши кунсерен 600 мг «Ибупрофен» панӑ, теприсене плацебо (эмел хурӑмлӑ тӳме) ӗҫтернӗ.
Икӗ эрнерен пӗрремӗш ушкӑнри арҫынсен организмӗ лютеинлакан гормон кӑларма тытӑннӑ. Вӑл вара ар вӑрлӑхне пултаракан тестостерен синтезне витӗм кӳрет иккен. Ҫӳлерех асӑннӑ гормон вара тестостерен шайне чакарса ар вӑрлӑхне ҫие хӑварма юрӑхсӑр тӑвать.
Ӑсчахсем асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, ку эмеле тахҫан пӗрре ӗҫни сывлӑхшӑн сиенлӗ мар, анчах ӑна ӑша тӑтӑш яни организма хавшатма пултарать. Ҫавӑнпа та ученӑйсем спортсменсене (ыратнине ирттерекен эмелсене вӗсем ыттисенчен тӑтӑшрах ӗҫеҫҫӗ) «Ибупрофенран» сыхланма сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем те ӑслӑлӑх ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ, пуҫаруллисем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме Раҫҫей шайӗнче грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Халӗ республикӑра «Ҫулталӑк аспиранчӗ — 2017» конкурс пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви тата республикӑри ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗ аспирантсене пулӑшас, вӗсен хавхаланӑвне ӳстерес тата ӑсталӑхне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Конкурса Чӑваш Енре пурӑнакан, аслӑ шкулсен аспирантуринче пӗлӗвне тарӑнлатакан е унтан кӑҫал вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен конкурса гумантари, техника тата ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен енӗпе наука ӗҫӗсем ҫырса кӑҫал ҫитӗнӳсем тунине ӗнентермелле.
Палӑртса хӑварар, документсене аспирантсен Вӗрентӳ министерствине раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен леҫсе памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |