Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ярсубай Янгаров ятпа ҫыракан журналист «Idelreal.org» сайтра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Александр Судаков химикпа паллаштарнӑ.
Кӑсӑклӑ интервьюсем хатӗрлекен ҫак автор пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас ӑсчах Ташкентра чӑваш танкисчӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — вырӑс. Аслашшӗпе асламӑшӗ — Йӗпреҫ районӗнчи Смычка ялӗнчен.
Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗскер Совет Союзӗ арканнӑ вӑхӑтра Америкӑна тухса кайнӑ. Халӗ Урбан-Шампэйнра Иллинойс университечӗн филиалӗнче хими факультетӗнче вӗрентет. Аслӑ пӗлӳллӗ специалиста Мускав прописки ҫукки вӑхӑтлӑх ставкӑпа ӗҫлеме хистенӗ, ҫав вӑхӑтрах квант химийӗпе статистика физикин лабораторийӗнче кӑмӑлтан тӑрӑшнӑ.
Ашшӗн тӑван ялне ача чухне килнине химик ӑшшӑн аса илнӗ. Чӑваш Ен тата чӑваш халӑх генофончӗ хӑйӗн ӑс-тӑнӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Апла пулин те хӑйӗн пирки: «Эп халь тин чӑваш мар пуль», — тесе шухӑшлать. Кун пек калама ӑна ҫичӗ ютра пурӑнса тӑван халӑхпа хутшӑну ҫукки, инҫет ҫӗр тӑван вырӑна ҫаврӑнни те хистени сисӗнет.
Ҫӗршыври паллӑ орнитолог, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче аслӑ методистра ӗҫлекен Александр Яковлев ҫывӑх кунсенче каллех Ямал ҫур утравӗ ҫине тухса кайӗ.
Паллӑ ӑсчах ҫунатлӑ туссене чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ тӗпчет. Ҫак ӗҫе чунтан парӑннӑскере ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне вӗҫӗмех йыхравлаҫҫӗ: Чукоткӑпа Сахалин таранах кирлӗ вӑл.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗпе пӗрлех вӑл ытти ӗҫтешӗпе «Птицы Чувашии» кӗнеке валли материал хатӗрленӗ. Сӑмах май, кӗнекене пичете панӑ ӗнтӗ. Халӗ орнитологсем виҫҫӗмӗш том валли материал пухаҫҫӗ.
Александр Яковлевӑн чун ыратӑвӗ те пур. Вӑл экологи хӑрушсӑрлӑхне ҫӗршывра тимлӗх ҫителӗксӗр уйӑраҫҫӗ, экономика ӳсӗмӗ тӑван тавралӑха сыхлассинчен пӗлтерӗшлӗрех тесе пӑшӑрханать.
Канаш районӗнче ҫӗр чавнӑ вӑхӑтра экскаватор машинисчӗ мамонтӑн асав шӑлне асӑрханӑ. Вӑл ӑна тӳрех Канашри тавра пӗлӳ музейне леҫсе панӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК хыпарлать.
Музей сайтӗнчи информаци тӑрӑх, Геннадий Петров экскаваторщик тасатакан сооружени никӗсне яма шӑтӑк алтнӑ. Унччен те пулман — 1 метр ҫурӑ тарӑнӑшӗнче хальччен курман япаласене асӑрханӑ. Вӗсем мамонтӑн асав шӑлӗн пайӗсем пулнӑ иккен.
«Мамонтӑн асав шӑлӗ тӑпрара нумай вӑхӑт выртнӑ, ҫавӑнпа самаях япӑхнӑ. Ахӑртнех, вӑл пысӑк мамонтӑн асав шӑлӗ», — палӑртнӑ вырӑнти тавра пӗлӳ музейӗн тӗп управҫи Надежда Шмонина.
Экскаваторщик тупнӑ асав шӑлӗсене музейрех хӑварӗҫ. Анчах ӑна ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн эксперчӗсем тишкерсе хак парӗҫ, пӗр мамонтӑн е темиҫе чӗр чунӑн асав шӑлӗсем иккенне уҫӑмлатӗҫ.
Шупашкарта усал шыҫҫа тупса палӑртакан биочипа тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ.
Биочип усал шыҫҫа хӑвӑрт тупса палӑртма пулӑшать. Вӑл патент илнӗ. Халӗ ӑна Мускаври Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗнче тата Чӑваш Енри онкодиспансерта тӗрӗслеҫҫӗ.
Биочип пулӑшнипе усал шыҫӑн кирек мӗнле тӗсне те темиҫе сехетре тупса палӑртма пулать. Унӑн ячейкинче антителӑсем тата красительсем пур. Вӗсем усал шыҫҫа тупма май параҫҫӗ. Биоматериала илнӗ хыҫҫӑн чипа термостата вырнаҫтараҫҫӗ, унта микрокоппа пӑхаҫҫӗ. Вӑл информацие компьютер ҫине кӑларать.
Кӑҫалхи хӗлле мӗнле пулӗ? Хӑш-пӗр ӑсчах ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗл сивӗ килӗ. Унашкалли 100 ҫул пулман.
Ҫакна, тӗслӗхрен, Аслӑ Британири метеоролог Джеймс Мэдден ҫирӗплетет. Вӑл каланӑ тӑрӑх 2017-2018 ҫулсенчи хӗлле Ҫӗр чӑмӑрӗшӗн куҫӑм тапхӑрӗ пулать. Чӳк уйӑхӗнчех сивӗтӗ-мӗн, раштав пуҫламӑшӗнче шартлама сивӗ шатӑртатӗ. Сывлӑш температури 25-30 градус сивӗ пулӗ. Тепӗр тесен, ӑсчах ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унашкал температура хӗлӗпех пулӗ, хӑнӑхмах тивӗ.
Джеймс Мэдден хӗл вӑраха тӑсӑлнине калать. Европӑра, Азири хӑш-пӗр ҫӗршывра юр вӑйлӑ ҫӑвӗ.
Анчах Раҫҫей ӑсчахӗсем урӑхла калаҫаҫҫӗ. РФ Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗл питех сивӗ килмӗ. Пуҫламӑшӗ чылай ҫултинчен уйрӑлса тӑмӗ. Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче вара нормӑран ӑшӑрах пулӗ.
Сӑмах май, кӑҫал пилеш ӑнса пулса. Ку вара хӗл сивӗ пулмассине пӗлтерекен паллӑ.
Шупашкарти травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче экзоскелета тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл кӳмере ларакан сусӑрсене ура ҫине тӑма пулӑшать.
Кунашкал аппарата Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫейри темиҫе хулара – Мускавра тата Екатеринбургра – тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Сколковӑри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ.
Экзоскелет медицина реабилтацийӗ тата социаллӑ адаптаци валли кирлӗ. Пациентсем сывлӑхне лайӑх енне улӑштарма май туса панӑшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем бруссем ҫине тренировка ирттереҫҫӗ, унтан костыльпе утма хӑнӑхаҫҫӗ.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Вера Эверкки хӑйне парикмахер профессинче тӗрӗслет. Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫ касса янӑ, сухалне хитрелетнӗ.
Парикмахерта ӗҫлесен ҫӗршывра йывӑр лару-тӑру пулсан та тупӑш тума пулать. Вӑл кирек хӑҫан та ҫӑкӑр ҫимелӗх укҫа ӗҫлесе илме май парать. Ҫапла шухӑшлать Вера Эверкки. Вӑл халӗ тусӗсене, пӗлӗшӗсен ҫӳҫне илем кӗртме кӑмӑллать.
Вера хальлӗхе практика тухать, ҫавӑнпа ӑна модельсем (ҫӳҫ касма тата сӑрлама вӗренмешкӗн кирлӗ ҫынсем) питӗ кирлӗ. Парикмахера вӗренекен журналист Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫне касса яма сӗннӗ. Виталий Петрович хирӗҫлемен, хаваспах парикмахерские кайнӑ. Прическа ӑна килӗшнӗ. Виталий Станьял чӑваш журналисчӗсем калемпа кӑна мар, кирек мӗнле инструментпа та, ҫав шутра – хачӑ, тура, ӗҫлеме пӗлнинче нихӑҫан та иккӗленменнине палӑртнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗн студенчӗ Никита Ульянова Раҫҫей шайӗнче асӑрханӑ. Каччӑ журналист материалӗсен тата интернет-проектсен «Молодёжь и наука» (чӑв. Ҫамрӑксем тата ӑслӑлӑх) Пӗтӗм тӗнчери VI конкурсӗнче «Видеоматериалы» (чӑв. Видеоматериалсем) номинацире палӑрнӑ. Ҫук-ха, палӑрнӑ кӑна та мар, иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ӗҫсене Раҫҫейри, Германири, Эстонири журналистсенчен тӑракан сумлӑ комисси хакланӑ. Вӗсем Никитӑн «Химия и пытливый ум» видеофильмне пысӑка хурса йышӑннӑ. Унта каччӑ ЧПУн химикӑпа фармацевтика факультечӗн ҫамрӑк ӑсчахӗсем, вӗсен талпӑнулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Енри аслӑ шкулӑн студенчӗ сумлӑ конкурсра диплома тата кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн тӑваттӑмӗш курс студентки Александра Прокопьева Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен культура эткерлӗхӗ, экологи тата пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе «ЮНЭКО» форумра палӑрнӑ. Историпе филологи факультетӗнче ӑс пухаканскер I степеньлӗ диплома тата «За лучшую научную студенческую работу» (чӑв. Студентсен чи лайӑх ӑслӑлӑх ӗҫӗ) медале тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм ҫӗршыври ҫамрӑк ӑсчахсем пуҫтарӑннӑ пуҫтарӑннӑ форума пирӗн республика хӗрӗ хальхи вӑхӑтри диалект вӑрттӑнлӑхне тӗпченӗ ӗҫпе хутшӑннӑ. Ӑна вӑл Алина Ахвандеева доцент пулӑшнипе хатӗрленӗ. Хӗр хӑйӗн ӗҫне наци шкулӗсенче тӑван чӗлхене вӗрентнӗ чух та усӑ курма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ май унӑн ӗҫӗ усӑллӑ пуласса шанать.
Иртнӗ шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Турцири паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Талат Текин вилнӗ, вӑл 88-та пулнӑ. Ҫакӑн ҫинчен «Джумхуриет» (Республика) хаҫат пӗлтерет.
Талат Текин — чӗлхе тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1965), профессор. 1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Турцири Кепсе (тур. Gebze) хулинче ҫуралнӑ. 1951 ҫулта Ӑстампулти университетран вӗренсе тухса аслӑ пӗлӳ илнӗ. Нумай университетра студентсене пӗлӳ панӑ — Анкарари Хаджеттепе тата Билкент университечӗсенче, Блумингтонри тата Калифорни университечӗсенче. 1997 ҫултанпа Ӑстампулти Йетитепе университетӗнче ӗҫленӗ.
Талат Текин алтай чӗлхисен пӗрлӗхӗн теорине тӗпе тураканни пулнӑ, чӑвашсен аслашшӗсем пӑлхарсем пулнине ҫирӗплетсе каланӑ. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсем: «Танай пӑлхарӗсем тата вӗсен чӗлхисем» (1987), «Атӑлҫи Пӑлхар палӑкӗсем тата атӑлҫи пӑлхарсен чӗлхи» (1988), «Хунсен чӗлхи» (1993), «Япун чӗлхи тата алтай чӗлхисем» (1993), «Тӗрӗк чӗлхисенчи малти вӑрӑм уҫӑ сасӑсем» (1995), «Тӗрӗк чӗлхисем» (Мехмет Елмезпа пӗрле, 1999; 2003), «Орхон ҫырӑвӗсем» (1988, 1995, 2006, 2008) тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |