Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Актуальные проблемы лексикографии, терминологии и теории перевода» (чӑв. Лексикографин, терминологин тата куҫару теорийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннисен материалӗсен сборникӗ пичетленсе тухнӑ.
Асӑннӑ конференцие пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш лексиографӗ Михаил Скворцов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнеке паллӑ учёнӑй эткерлӗхӗпе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Кӑларӑма институтӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ) туянма пулать. Кӗнеке хакӗ — 287 тенкӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чуваши в русской литературе и публицистике XIX века» монографи пичетленсе тухнӑ. Ӑна филологи наукисен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс чӗлхипе литературин кафедрин профессорӗ Людмила Сарбаш ҫырнӑ.
Людмила Николаевна – 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, Чӑваш Республикин гуманитари наукисен енӗпе патшалӑх премийӗн лауреачӗ. 2009–2010 ҫулсенче вӑл Раҫҫей гуманитари ӑслӑлӑх фончӗ ирттерекен тӗпчевсене хутшӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Изображение народов Среднего Поволжья в русской литературе и публицистике XIX века» темӑпа публикацисем ҫырнӑ.
Вырӑс сӑмахлӑхӗнче чӑвашсем пирки епле калани чӑваш этносӗшӗн яланах кӑсӑклӑ пулнӑ. Чӑваш писателӗсем вырӑс писателӗсем, публицисчӗсем, тӗпчевҫисем пирӗн ҫинчен каланисемпе пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ.
«Чуваши в русской литературе и публицистике XIX века» монографире вара автор пуян этнографин анлӑ сийне илсе кӑтартнӑ. Кӗнекене алла илекенсем М.Е. Салтыков-Щедрин, С.В. Максимов, А.А. Потехин, А.А. Коринфский, Вас. Ив. Немирович-Данченко, Ф.Д. Нефедов тата ыттисем чӑвашсене епле сӑнланипе те паллашма пултарӗҫ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче вӗреннӗ Анастасия Немова тыр-пул культурин ҫӗнӗ сортне кӑларма пулӑшнӑ. Вӑл республикӑра кире пуканӗн спортменки пек те паллӑ. Анастасия – ку сорт тӗсӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Халӗ вӑл Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ӗҫлет, унтах вӑл аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Анастасия Немова – биотехнологи тата агрономи факультечӗн аспиранчӗ. Пӗлтӗр университетри ӑсчах-агрономсем ҫурхи тритикален ҫӗнӗ сортне туса кӑларнӑ. Ӑна вӗсем «Нарспи» ят панӑ. Ҫак сортпа 10 ҫул каяллах ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак ӗҫе университетӑн тӑватӑ преоподавателӗ, ҫав шутра Анастасия Немова та, хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал харӑсах темиҫе паллӑ пулӑм пулса иртӗ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 555 ҫул ҫитнине уявласси.
Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи Виктор Вишневский ҫуралнӑранпа 220 ҫул ҫитӗ, Николай Золотницкий этнограф тата тюрколог ҫуралнӑранпа — 195 ҫул, Василий Магницкий фольклорист ҫуралнӑранпа – 185 ҫул, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа — 125 ҫул.
Британири GABA Labs лаборатори синтезласа хатӗрленӗ Alcarelle ятлӑ алкоголь хатӗрлессипе ӗҫлет. Вӑл чуна кантарать, анчах ҫав вӑхӑтрах мухмӑрпа тата ытти енӗпе аптӑратмасть.
Алькареллӗн тути ҫук, ӑна ытти шӗвексене ӳсӗртессине вӑйлӑлатас тӗллевпе, анчах ҫав хушӑрах ҫынна мухмӑрпа тата ытти япӑх эффектсенчен хӑтармашкӑн, хушма пулать.
«Эрех-сӑра пуҫ мимине лайӑх енчен те япӑх енчен те витӗм кӳнине эпир пит аван пӗлетпӗр. Ҫак пулӑмсене хӑш рецепторсем хутшӑнни те пире паллӑ. Эсир пуҫ миминчи кирлӗ пайӗсене ҫеҫ витӗм кӳрсен япӑх эффектсем пулмӗҫ», — каласа панӑ Дэвид Натт доктор.
Синтезланӑ алкоголе хатӗрлекенсем вӑл сутлӑха 2026 ҫул тӗлне лекессе шанаҫҫӗ. Тӗрӗссипе ку шӗвеке хатӗрлеме тахҫанах пуҫӑннӑ, анчах тӗрӗслекен органсем чарса тӑнӑран ӑна ырласси хӑвӑрт пымасть.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Атӑл леш енче археологи шыравӗ ирттерет. Ӑна институтӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Николай Мясников ертсе пырать.
Хальхи вӑхӑтра археологсем 10-11-мӗш ӗмӗрсенче виле пытарнӑ вырӑнсене тӗпчеҫҫӗ. Паянхи куна вӗсем пуртӑ, ҫӗҫӗ, шӑрҫа, сулӑ, раковина, тункӑр тупнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр археологсем Шупашкарти 1-мӗш больница вырӑнӗнче тӗпчевсем ирттернӗ. Ун чухне 15-мӗш ӗмӗр тата 16-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи артефактсене тупнӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Яковлевские чтения: патриотизм, гражданственность, духовность в аспекте современных социокультурных процессов» (чӑв. Яковлев вулавӗсем: хальхи вӑхӑтри социокультура улшӑнӑвӗсен саманинче патриотизм, ҫынлӑх тата ӑс-хакӑл) пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа практика конфренцийӗ иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче пулӗ.
Ӑслӑлӑх конференцине Раҫҫейри, Беларуҫ Республикинчи (Максим Танк ячӗллӗ патшалӑх педагогика университечӗ), Кӑркӑстанри (Ош патшалӑх университечӗ), Узбекистанри (Андижан патшалӑх пединститучӗ), Шри-Ланкӑри (Гампаха Викрамараччи халӑх медицина университечӗ), Китайри (Баодин университечӗ, Гуйчжоу педагогика университечӗ) ӑсчахсемпе педагог-практиксем хутшӑнӗҫ.
Гарвардри ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, XV ӗмӗр варринче викингсем Гренландирен тинӗс шайӗ вӑйлӑ хӑпарнипе тата пӗрмай шыв илнине пула пӑрахса кайнӑ. Naked Science ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ялсем патне питӗ ҫывӑха ҫитнӗ, кӗтӳ ҫӳретмелли улӑхсене ярса илнӗ, ҫавна пула ҫӗр тӑварланса кайнӑ та тыр-пул ӳсме пӑрахнӑ.
Ҫурҫӗр Америкӑна — Гренландин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енне — Европа ҫыннисенчен чи малтан викингсем ҫитнӗ. X ӗмӗр вӗҫӗнче скандинавинчен тухнисем виҫӗ пысӑк ял никӗсленӗ, унта вӗсем 500 ҫула яхӑн пурӑннӑ.
Викингсене утрава пӑрахса кайма мӗн хистени пирки ӑсчахсем паянхи кун та тавлашаҫҫӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ версисем хушшинче: политика тӗлӗшӗнчи йывӑрлӑх, социаллӑ хумхану тата ҫутҫанталӑк улшӑнни.
Гарвард ӑсчахӗсем шутланӑ тӑрӑх, вӑрттӑнлӑх кӑларса тӑратакан миграцин тӗп сӑлтавӗ тинӗс пулса тӑнӑ — ун чухне вӑл вырӑнти экономикӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.
Тӗпчевҫӗсем ҫав вӑхӑтри климата уҫса паракан даннӑйсене тӗпченӗ, Гренланди пӑрлӑхӗ мӗн таран ӳснине модельлесе пӑхнӑ. Викингсем утрава пӑрахса кайни вара шӑп та шай пысӑках мар пӑрлӑх тапхӑрӗ пуҫламӑшӗпе пӗр килни палӑрнӑ.
Ҫамрӑк ученӑйсене хӑш регионта аванраххине палӑртнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетиччен хӑш регионта ҫамрӑк ӑсчахсем ытлараххине, вӗсем влали грантсемпе конкурссем йӗркеленине, ҫурт-йӗр программисем ӗҫленине шута илнӗ.
Рейтинг ҫапарах йӗркеленнӗ: пӗрремӗш вырӑнта — Кузбасс, иккӗмӗшӗнче — Новгород облаҫӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Калуга облаҫӗпе Пушкӑртстан, тӑваттӑмӗшӗнче — Оренбургпа Тӗмен облаҫӗсем, пиллӗкмӗшӗнче — Брянск облаҫӗ, улттӑмӗшӗнче —Севастополь, ҫиччӗмӗшӗнче — Омск облаҫӗ, саккӑрмӗшӗнче — Ханты-Манси автономи округӗ, тӑххӑрмӗшӗнче — Карели тата Пенза облаҫӗ. Чӑваш Республики вуннӑмӗш йӗркере.
Мари Элти «Тинӗс куҫӗ» ятлӑ кӳлӗпе текех киленеймпӗр-ши? Унта шыв халӗ те тулман. Аса илтерер: пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче унти шыв тӑрук таҫта кайса кӗнӗ. Шыв шайӗ 18 метр чакнӑ. Хӗл варринче тӑрук унти пӑр аялалла йӑтӑнса аннӑ. Аялта нимӗн те ҫук иккен – шыв ҫухалнӑ.
«ДП Йошкар-Ола» портал пичетленӗ сӑнӳкерчӗксене пӑхсан кӳлӗре шыв питӗ сахалли курӑнать.Ӑсчахсен шухӑшӗпе, ҫакӑ ҫӑлкуҫсем сахалланнипе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |