АПШ хӳтӗлевминӗ ыйтнипе ӑсчахсем сивӗтӗшре е сивӗ шкапӗнче упрамасӑр 3 ҫул хыҫҫӑн та ҫиме юрӑхлӑ пицца шутласа кӑларнӑ иккен — кун пирки Associated Press пӗлтерет.
Ку пиццӑна епле хатӗрлемеллине ӑсчахсем икӗ ҫул пуҫ ватнӑ иккен. Тӗп йывӑрлӑхӗ унӑн ӑшлӑхӗнчи нӳрӗк чустана куҫни пулнӑ — ҫапла май пицца кӑвакарма хӑвӑрт пуҫланӑ. Ытлашши нӳрекрен хӑтӑлас тесе ӑсчахсем вара нӳрек тытакан пайсене нумайрах хушнӑ — тӑвар, сахӑр, сироп. Ҫавӑн пекех томан соусӗн, чӑкӑтӑн тата чустан йӳҫеклӗхне те ылмаштарма тивнӗ имӗш — ку бактерисен аталанӑвне чакарнӑ, йӳҫессинчен сыхлама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне ку пиццӑна ятарласа хатӗрленӗ тимӗрленӗ упаковкӑра тытаҫҫӗ.
Пиццӑна американ салтакӗсем хӑйсен апатне кӗртеҫҫӗ иккен, анчах та ӑна нумай упрама май ҫукки унччен йывӑрлӑх кӳнӗ пулать.
Раҫҫейкосмосӗ агентствӑра Уйӑх ҫинче пурӑнмалли станцие йӗркелеме пуҫӑнасси пирки шухӑшлаҫҫӗ имӗш, ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене те пуҫарӑннӑ. Кун пирки РӐА-н (РАН) космос тӗпчевӗн институчӗн академикӗ Лев Зеленый каласа панӑ.
Институтра Космос ӑслӑлӑхӗн кунне паллӑ тунӑ май ӑсчах ҫапла сӑмахсем каланӑ: «Планлас ӗҫри малтанхи тӗллевсен шутӗнче — Уйӑх ҫинче пилот тытса пыракан пӗр-пӗр форпоста тӑвасси. Федераллӑ космос агентствин ертӳҫи Владимир Александрович Поповкин хушнипе нумай пулмасть ҫак ӗҫе тума ятарлӑ ушкӑн йӗркелерӗмер те».
Ятарлӑ ушкӑнӑн Уйӑха алла илес тӗлӗшпе ҫитӗнӳсем тунӑ тӗнчери космос фирмисемпе институтсен сӗнӗвӗсене пӗр ҫӑмхана пӗрлештерме тивӗ — ҫак ӗҫе вӑл пуҫӑннӑ та. Базӑн проектне пилӗк ҫул хушшинче, 2013–2018 ҫулсенче, туса ҫитерме планлаҫҫӗ. Радиацинчен хӳтлӗх ҫуккине кура базӑна ҫӗр айӗнче хатӗрлесшӗн.
Уйӑх ҫинчи базӑна унӑн пӗр полюсӗнче йӗркелеме шутлаҫҫӗ — сӑлтавӗ те паллӑ: нумай пулмасть унта пӑрланнӑ шыв тупнӑ. Шӑп та шывпа тивӗҫтересси малтанхи ҫулсенче ҫакнашкал проектсене чӑрмав кӳнӗ иккен.
Марс ҫинче пурнӑҫ пуррипе ҫуккине ӑсчахсем тахҫанах пӗлесшӗн. Фантастсем ку ыйтӑва тахҫанах тӗрлӗрен хуравланӑ пулсан кӳршӗлле планетӑна тӗпчекенсем тӗпчесе пӗлсе ӗненесшӗн.
Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа сӑнлакан сывлӑшран пӗри вӑл — метан. Пирӗн планетӑри газа 90% чӗрӗ чунсем кӑлараҫҫӗ. Вӑл Марс ҫинче те тупӑнсан унта — пӗчӗк пулин те — чӗрӗ организмсем пурӑннине палӑртма май пулӗччӗ, анчах «Кьюриосити» аппарат ӑна тупайман имӗш. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе пирӗнпе кӳршӗллӗ планетӑра чӗрӗ чунсем пурӑнма пултарассин шанчӑкӗ самай чакнӑ. Ҫавах та вӗсем алла усмаҫҫӗ — хӑш-пӗр микробсем иккен метан кӑлармаҫҫӗ, ҫапла май тен вӗсем те пулин унта пуласса шанаҫҫӗ.
Пӗлме: «Кьюриосити» Марс тӑрӑх ҫӳрекен аппарат пӗлтӗр ҫурлан 6-мӗшӗнче планета ҫине анса ларнӑ. Унӑн тӗллевӗ — геологи структурине тӗпчесси тата пурнӑҫ пуррипе ҫуккине пӗлесси. «Кьюриосити» 2014 ҫул варриччен ӗҫлемелле.
Астероидсем ҫинче тимӗр-тӑмӑр, тата ытти паха пурлӑх нумаййи пирки эсир илтнех пулӗ. Вӗсемпе усӑ курассишӗн талпӑнни ҫинчен те сӑмах-юмах сирӗн хӑлхана ҫитнех ӗнтӗ. Шотландири астрономсем нумай пулмасть 12 астероида палӑртнӑ — вӗсен вӗҫев ҫулӗ иккен чи меллисем.
Мӗнле усӑ курасшӑн-ха вӗсемпе? Чи малтан тӗнче уҫлӑхӗнчи ӗскере ярса илмелле, кайран Ҫӗр чӑмӑрӗ енне илсе ҫитермелле. Шӑп ҫак 12 астероидӑн ҫулне ӗнтӗ, ӑсчахсен тӗпчевне ӗненсен, пӑрма ҫӑмӑл — вӗсен хӑвӑртлӑхне ҫекунтра 500 метр таран чарма пулать имӗш.
Астероида Ҫӗр чӑмӑрӗ патне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн ӑна орбитӑра хӑварасшӑн иккен. Анчах ку ӗҫ хӑвӑрт пулаканнисенчен мар — сӑмахран, 2006 RH120 (диаметрӗ 2–7 м.) ятлине ҫитерме 5 ҫул таран кирлӗ. Тепӗр чӑрмав та пур — ҫав астероид мӗнле минералсемпе пуяннине ӑсчахсем пӗлмеҫҫӗ.
Ҫапах та вӑхӑт пӗр вырӑнта тӑмасть, астероидсенчи пурлӑхпа усӑ курас текен компанисем йышлансах пыраҫҫӗ. Енчен те малтан ҫак ӗҫпе Planetary Resources компани ҫеҫ кӑсӑкланатчӗ (унта малтан NASA-ра вӑй хунӑ ӑстасем ӗҫлеҫҫӗ) пулсан, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗсен речӗ нумайланчӗ — Deep Space Industries компани те астероидри пурлӑхпа усӑ курасшӑн.
Вилӗм сенкер тӗспе килет имӗш. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне Британи ӑсчахӗсем тӗпчесе тухнӑ.
Давид Гемс хӑйӗн ӗҫчешӗсемпе пӗрле Caenorhabditis elegans ӑмансенче вилӗм умӗн мӗнле реакци пулса иртнине сӑнанӑ. Ӑсчахсен палӑртнӑ тӑрӑх уйрӑм клетка епле вилнине тахҫанах тӗпчесе пӗлнӗ, пӗтӗм организмра вара мӗн пулса иртнине — пур клетка та мӗншӗн пӗр харӑс ӗҫлеме чарӑннине — халӗ те пӗлмеҫҫӗ имӗш.
Тӗпченӗ май ӑманӑн вар хырӑмӗнче паллӑ мар вещество асӑрханӑ пулать, вӗсен шухӑшӗпе вӑл липофусцин имӗш. Ҫак вещество ӑманра ватӑлнӑ ҫемӗн нумайланать имӗш. Анчах та ӑмансен икӗ ушкӑнне — ватӑлнисене тата суранланнисене — сӑнанӑ май вӗсен пурин те вилес умӗн кӗлетки витӗр вӑйлӑ сенкер тӗслӗ пайӑркасен хумӗ иртнине асӑрханӑ. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе ипофусцин вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн мар, вилӗм саманчӗнче хатӗрленет. Ҫак сенкер тӗслӗ хум шӑп та лӑп организм вилӗмӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем ҫак хума епле те пулин чарма вӗренесшӗн — вара вӗсен шухӑшӗпе вилӗм вӑхӑтне те тӑсма пулӗ. Ватӑлнине пула иртекен ҫак реакцине чараймӑн ӗнтӗ, ҫавах та ытти ӑнсӑрт вилӗмрен вӑхӑтлӑха та пулин ҫӑлма пулатех тесе шутлаҫҫӗ.
Панулмири эпикахетин полифенол иккен, юн ҫаврӑнӑшне те лайӑхлатать, иммунитета та ҫирӗплетет, чӗрене те ҫамрӑклатать. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳсем патне Норвичри (Британи) ӑсчахсем тухнӑ пулать. Панулмине кашни кун ҫисен вара ҫын пурнӑҫне 17 ҫула вӑрӑмлатма пулать. Ӑсчахсен тӗпчевӗ кӑтартнӑ тӑрӑх панулми сӗткенне куллен — пурнӑҫ тӑршшӗпе — ӗҫекенсен чӗрепе юн тымарӗн системи ыттисенчен 17 ҫул ҫамрӑкрах пулнӑ иккен.
Чӑн та, панулми питӗ усӑллӑ улма. Тутлипе кӑна ҫеҫ мар палӑрать, вӑл пирӗн кӗлеткешӗн кирлӗ витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян: С, В1, В2, Р, Е, марганец, калий. Панулми ӑшӗнче тимӗр (пирӗн кӗлетке валли кирли) нумаййи пирки пӗчӗк ачасем те пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Хуппи те усӑллӑ — унта клетчатка нумай пулнипе хырӑм ӑна часах ирӗлтереймест, ҫапла май ҫын хӑвӑрт выҫмасть. Панулми пӗвер, пӳре, пыршӑ ӗҫне те лайӑхлатать.
Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗ ҫывхарса пырать — сывлӑха ҫирӗплетме панулми вӑхӑчӗпе туллин усӑ курма тӑрӑшӑр!
Хальхи вӑхӑтра — тӗнче тетелӗ, нанотехнологисем, компьютер таврашӗ вӑйлӑ аталаннӑ май — ҫынсем алӑпа сахалтарах та сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Алла кӑранташ е калем тытни кулленхи пурнӑҫра сахал тӗл пулать.
Оклендри (Ҫӗнӗ Зеланди) ӑсчахсен тӗпчевӗ вара ҫак йӑла сиенлӗ пулнине палӑртнӑ — хут ҫине алӑпа ҫырни ҫыннӑн хавшанӑ ӑс-хакӑлне те, кӗлеткине те хӑвӑртрах сыватма пулӑшать иккен. Чи кирли — кӑмӑл- туйӑма кӑранташпа е ручкӑпа хут ҫинче ҫырса хурасси.
Ӑсчахсен тӗпчевне 50 ҫын хутшӑннӑ пулать, вӗсен кашнин мӗнле те пулин суран пулнӑ. Пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, ҫын хӑйӗн кӑмӑлне, чунри туйӑмне хут ҫине ҫырса пыни сыватӑва икӗ хут хӑвӑртлатнине кӑтартнӑ иккен. Эксперимента хутшӑннӑ пӗр ушкӑнра — хайхисем туйӑм-кӑмӑла ҫырса пынӑ — чирлӗ ҫынсен 76% вунпӗр кун хушшинче сывалма пултарнӑ. Тепӗр ушкӑнӗ ҫырса пыман, ҫавӑнпа та 11 кунран вӗсен йышри 42% ҫеҫ сывалса ҫитнӗ.
Ҫавӑнпа та, ал айӗнче компьютерӑн пускӑч хӑмийӗ е карас телефонӗ ҫеҫ пулсан та хӑвӑрпа пӗрле хутпа кӑранташ илсе ҫӳреме ан манӑр. Пӑсӑк кӑмӑл та вара сире нихҫан хуҫмӗ.
Шотландире чи авалхи календарь тупнӑ иккен, ӑна шӑтӑк алтса хатӗрленӗ пулать. Ӑсчахсен шухӑшӗпе календаре 10 пин ҫул каялла авалхи сунарҫӑсем ӑсталанӑ иккен. Месопотаминче тупнӑ календарьсемпе танлаштарсан — унччен чи авалхисем шутланнӑ — вӗсем темиҫе пин ҫул авалтарах пулаҫҫӗ.
Британи археологӗсем Крейзес замокӗ ҫумӗнче 12 шӑтӑк тупнӑ — вӗсем тӑрӑх ӗлӗк уйӑх тӑхрине (фазине) пӗлме пултарнӑ имӗш. Ӑсчахсен шухӑшӗпе шӑтӑксене авалхи сунарҫӑсем йывӑҫ юпасем лартнӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр путӑка унсӑр пуҫне хӗллехи кун таврӑннӑ вӑхӑтри хӗвел тухӑҫнелле тунӑ — ҫапла май вӗсем календаре йӑнӑшсӑр шутласа пынине тӗрӗслеме пултарнӑ.
Крейзес замокӗ патӗнче археологсем 2004 ҫултанпа чаваҫҫӗ, анчах мӗн тупнине нумай пулмасть ҫеҫ пичетлеме пултарнӑ имӗш — 4 университетри темиҫе ӑсчах ҫак вӑхӑт хушшинче хӑйсен тӗпчевне ҫырнӑ, фактсене тӗрӗсленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |