Чӑваш Енӗн Финанс министерстви Шупашкарти аэропорта ҫулсерен субсиди уйӑрнине пӗлтерет. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 2,5 хут нумайрах пӑхса хӑварнӑ. Ҫапла майпа ун чух 5,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак кӗмӗл Шупашкартан Ӗпхӗве тата Шупашкартан Питӗре каякан авиарейссен хакне чакарма кайнӑ. Кӑҫал 22,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат кӑҫал Шупашкара Росавиаци субсиди уйӑрмассине пӗлтернӗ.
2019 ҫулта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласене ҫӳреме 60 ытла рейспа ҫӳреме субсиди парӗҫ. Списока Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 10 хула лекнӗ: Саранск (5 рейс), Хусан (18 рейс), Бугульма (5 рейс), Ӗпхӳ (9 рейс), Чулхула (6 рейс), Пермь (10 рейс), Ӗрӗнпур (3 рейс), Чӗмпӗр (1 рейс), Киров (1 рейс), Самара (10 рейс).
Пукшӑртстанри Владислав Юсупов блогер Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Ҫак сӑмах-юмах тухсанах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ вара Пушкӑртстанри Кушнаренково районӗн судӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ӗпхӳри блогера ҫырнине суд суя тесе йышӑннӑ.
Владислав Юсуповӑн хӑй маларах ҫырса хунине хуратмалла, 4 пин тенкӗ укҫа тӳлемелле. Чӑваш Ен ШӖМӗ унран 40 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ, суд 4 пинпе ҫырлахма йышӑннӑ.
.
Пушкӑртстанра халӑх ятне тивӗҫне чӑваш ансамблӗсен хисепӗ 25-е ҫитнӗ. Вӗсем пирки асӑннӑ тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ.
Халӑх ятне тивӗҫнисем ҫаксем:
• Пишкайӑнри культура ҫурчӗн «Шурӑ хурӑн» чӑваш юррисен халӑх хорӗ, Авӑркас районӗ;
• «Мерчен» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Авӑркас районӗн Тӗп культура ҫурчӗ, Толбазӑ ялӗ;
• «Илем» халӑх фольклор ансамблӗ, Пелепейри «Урал-Батыр» ял хутлӑхӗсен хушшинчи наци культурисен центрӗ, Пелепей районӗ;
• Пелепейри ачасен 1-мӗш номерлӗ ӳнер шкулӗ ҫумӗнчи «Сӗрен» тӗслӗхлӗ ача-пӑча юррисен ансамблӗ (вӑл икӗ ҫул каялла «Сӗрен» «Мерчен» ушкӑнпа пӗрлешсе «Мерчен» ятпа ҫӳреме пуҫланӑ);
• «Шурӑ хурӑн» фольклорпа этнографи ансамблӗ, Пишпӳлекри культура керменӗ;
• Пӑслӑкри «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ, Пишпӳлек районӗ;
• «Мерчен» фольклор ансамблӗ, Пишпӳлекри Тӗп культура керменӗ;
• Пӑслӑкри культура ҫурчӗн «Виҫтӳпе ҫӑлтӑрӗсем» «тӗслӗхлӗ» хореографи ансамблӗ, Пишпӳлек районӗ;
• Уйӑлкари «Ҫӑлкуҫ» чӑваш юррисен фольклор ансамблӗ, Ермеккей районӗ;
• Чӑваш Кӑпавӗнчи культура ҫурчӗн «Пилеш» чӑваш юррисен вокал ансамблӗ, Иглин районӗ;
• «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Йӑмран ялӗ, Кармаскалӑ районӗ;
• «Шевле» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Суук-Чишма ялӗ, Кармаскалӑ районӗ;
• «Ҫеҫпӗл» фольклор ансамблӗ, Кривле-Илюшке культура ҫурчӗ, Куюргазӑ районӗ;
• «Туслӑх» вокал ансамблӗ, Мелеуз хули;
• «Сувар» чӑваш халӑх ансамблӗ, Ҫӗнӗ Хурамал ялӗ, Мияки районӗ;
• «Палан» чӑваш вокал ансамблӗ, Ямансасри культура ҫурчӗ, Ҫтерлӗ районӗ;
• «Парне» чӑваш юррисен ансамблӗ, «Рощинский» совхоз, Ҫтерлӗ районӗ;
• «Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Ашкатар ялӗ, Федоровка районӗ;
• «Мерчен» чӑваш фольклор ансамблӗ, Уралти культура ҫурчӗ, Федоровка районӗ;
• «Ҫеҫпӗл» фольклор ансамблӗ, Юмашри культура ҫурчӗ, Чекмагуш районӗ;
• «Родничок» фольклор ансамблӗ, Мичуринскри культура ҫурчӗ, Шаран районӗ;
• «Илемпи» вокал ансамблӗ, Октябрьский хули;
• «Шуратӑл ҫӑлкуҫӗсем» чӑваш юррисен ансамблӗ, Салават хули;
• «Тавах» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ, Ҫтерлӗ хули;
• «Нарспи» фольклорпа этнографи халӑх ансамблӗ, Ӗпхӳ хули.
Пушкӑртстанри чӑвашсен вырсарни шкулӗнче ӗҫлекенсене пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтерме шантараҫҫӗ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗ Ирина Кузьмина ҫакӑн пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ.
«Вырсарни шкулне мӗнпе пулӑшма пултаратпӑр? Ӗпху хулинче чӑваш культура центрӗ хӑҫан уҫӑлӗ-ши тесе вунӑ ҫул ҫеҫ ӗмӗтленместпӗр ӗнтӗ. Ҫак ӗмӗт пурнӑҫа кӗрес патнех ҫитрӗ темелле. Чӑваш культура центрне уҫма ҫурт та тупӑнчӗ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫуккипе унта икӗ ҫул ӗнтӗ нимӗнле юсав ӗҫӗ те ирттермен. Тен, чӑвашсен хушшинче ҫак ӗҫе ниме туса пурнӑҫлас текенсем тупӑнӗҫ. Тытӑнӗҫ те ӗҫе вӗҫне ҫитерӗҫ», — тесе ҫырнӑ вӑл.
Унта палӑринӑ тӑрӑх, Калинин районӗнчи Чӑваш вырсарни шкулӗнче занятисем авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫланӗҫ. Халӗ педагогсем шыраҫҫӗ. Унта валли музыка, вокал, ташӑ преподавателӗсем тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗ кирлӗ-мӗн. «Ытти ҫӗртен килнӗ вӗрентекенсене, енчен те вӗсем хӑйсен тивӗҫне пӗр ҫулталӑк хушши пурнӑҫласан, пурӑнмалли тӳлевсӗр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ», — шкул ертӳҫи.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 8-967-45-41-303, 8-917-75-15-903.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче бензинӑн вӑтам хакӗ 44,02 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫапла майпа вӑл федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи хакли пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тарӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта автомобиль бензинӗн пӗр литрӗн хакӗ 44,02 тенке ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтрах АИ-92 бензинӑн хакӗ – 41,4 тенкӗпе, АИ-95 – 44,14 тенкӗпе, АИ-98 вара 49,74 тенкӗпе танлашнӑ. Чи йӳнӗ бензин — Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче: Ӗпхӳре ӑна 41,59 тенкӗпе туянма пулать. Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр литр бензинӑн хакӗ вӑтамран 42,79 тенкӗ тӑрать.
Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш халӑх сайчӗ кӑшт маларах республикӑра бензин тӑруках 6,3 процент хакланни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ӗпхӳри чӑвашсен «Хӗвел» центрӗ «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари И. Якутов ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче «Салам—2018» фестиваль иртнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, чӑваш юррин тата ташшин республикӑри фестивальне йӗркеленӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, мероприяти пирки маларах анонсланӑ.
Республика шайӗнчи фестиваль 13 сехетре пуҫланнӑ. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине тӑнӑ.
Чӑваш юррипе ташшин «Салам—2018» фестивальне Пушкӑртстанри халӑхсен туслӑх ҫурчӗн чӑваш культурин обществи, Ӗпхӳри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. Уява хула ҫыннисене тата хӑнисене йыхравланӑ. Вырӑнтисем ирттерекен чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ уяв унӑн йӗркелӳҫисене ҫеҫ мар, унта хутшӑннисене те килӗшессе шанма май пур.
Шупашкара икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах халех мар. 2019–2020 ҫулсенче.
Федерацин пассажир компанийӗ вӗсене хамӑр патра туса кӑларакансенчен туянасшӑн.
Икӗ хутлӑ пуйӑссене эпир маларах асӑннӑ организацире 15 маршрутпа ҫӳреттересшӗн. Кунта Петрозаводск, Мурманск, Йошкар-Ола, Хусан, Чӗмпӗр, Тольятти, Ӗпхӳ, Ӗренпур, Пенза тата Шупашкар хулисене асӑннӑ.
2021-мӗш ҫултан пуҫласа 2022-мӗш ҫул таран тата тепӗр тӑхӑр маршрутпа ҫӳретме тытӑнасшӑн. Пассажирсем нумай пулсан кӑҫал ун йышши пуйӑссене Ижевска ярасшӑн.
Сӑмах май, «Шупашкар–Хусан» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссене ҫӳретме пуҫлас, унӑн вокзалӗ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ҫывӑхӗнче пулас пирки сӑмах-юмах ҫӳренине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти аэропортран ҫитес уйӑхра самолет вӗҫме тытӑнӗ. «МАЧ» (аббревиатурӑна чӑвашлатса куҫарсан вӑл Халӑхсем хушшинчи Шупашкарти аэропорт тенине пӗлтерет) тулли мар яваплӑ общество вӗҫев планне ҫирӗплетнӗ. «Ӗпхӳ — Шупашкар — Ӗпхӳ» авиамаршрутпа «Оренбуржье» компани турттарӗ.
Рейссем ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӑлӗҫ. Шупашкартан Ӗпхӗве самолет эрнере виҫӗ хут: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен — вӗҫӗ. Республикӑмӑр тӗп хулинчен вӑл 15 сехет те 45 минутра хускалӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авиапассажирсене Л-410 самолет илсе ҫӳрӗ. Унта 17 ҫын вырнаҫать.
Шупашкартан Ӗпхӗве ҫӳрекенсен билет хакӗн пӗр пайне хыснаран саплаштарнине кура ҫул ӳкҫи ытлс хакла кайса лармалла мар.
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртет. Аса илтерер, пӗлтӗр ӑна авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче йӗркеленӗччӗ.
«Сказочная палитра» (чӑв. Асамлӑ палитра) театр канашлӑвне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленеччӗ. Хальхинче Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ те укҫа уйӑрать.
Кӑҫалхи фестивале Якут Республикинчен те килӗҫ. Театр канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе кӑтартӗҫ. Вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.
Шупашкартан Пушкӑртстанӑн тӗп хулине тата каялла самолет вӗҫтерекен «Декстер» авиакомпани ҫапла йышӑну тунӑ. Ҫавна кура ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропортран Ӗпхӗве самолет вӗҫмен.
«Мой город Чебоксары» Шупашкарти халӑхсен хушшинчи аэропортӑн «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнӗнчи информацие илсе кӑтартнӑ. «Шупашкар — Ӗпхӳ — Шупашкар» маршрут кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Аэропортӑн ҫирӗплетнӗ расписанийӗпе килӗшӳллӗн, ку авиарейспа самолетсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗччен вӗҫмелле пулнӑ. Ӗнерхи кунччен Шупашкартан Ӗпхӗве самолет эрнере виҫӗ хутчен вӗҫнӗччӗ: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: ку авиарейса Росавиаци субсиди уйӑрса пулӑшатчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |