Женевӑра хӑлха илтменнисен тата япӑх илтнисен хушшинче Европа чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул-интернатра вӗреннӗ Оля Дорминдотова та кӗнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди бадминтонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Женевӑна Европӑри 16 ҫӗршывран — Австрирен, Болгарирен, Данирен, Францирен, Аслӑ Британирен, Германирен, Литваран, Македонирен, Норвегирен, Раҫҫейрен, Швецирен, Словакирен, Швецирен, Турцирен, Украинӑран, Швейцарирен — килнӗ.
Раҫҫей спортсменкисем малта пынӑ. Алена Соболевӑпа Ольга Дормидонтовӑпа Анастасия Седовӑна тата Ӗпхӳри Карина Хакимовӑна ҫӗнтернӗ. Команда турнирӗнче те Раҫҫей командине ҫитекен пулман.
Шупашкарта «Шупашкар хурчки» профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Ку вӑл муниципалитетӑн шутланать, хула администрацийӗ ку ушкӑн шанчӑка тӳрре кӑларасса ӗненет, ҫавна май ӑна укҫа хывать.
Республикӑн тӗп хулинче профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркелес ӗмӗт тахӑҫанах амаланнӑ-мӗн. Анчах маларах тӗрлӗ сӑлтава пула ниепле те пурнӑҫа кӗртеймен. Унта кӗнисен ҫӗршыври вӑйлӑ клубсемпе ӑмӑртӑва тухма тивӗ.
«Шупашкар хурчки» ушкӑн 15 вӑйӑҫран тӑрать. Тӗп пайӗ — вырӑнти спортсменсем. Шупашкар ушкӑнне Питӗрти, Волгоградри, Самарти, Ижевскри, Ӗпхӳри, Сургутри, Мускаври, Вологдӑри тата ытти хулари маттурсем кӗме кӑмӑл тунӑ иккен. Сергей Худаев тӗп тренер ертсе пыракан штаб сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн йыша 6 легионера кӗртнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен «Маугли ӑрӑвӗ» ача-пӑча спектаклӗнче ӳкерӗнес шанчӑк пур. Унта ӳкерӗнме конкурса хутшӑнас тесен www.dobroedelo.mts.ru сайтра ҫыру хӑвармалла. Спектакль премьери кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче Ӗпхӳре иртмелле.
Мюзикл валли актерсене аслисене те, ачасене те шыраҫҫӗ иккен. Хӑшӗсем пӗрремӗш рольсенче пулӗҫ, теприсем — иккӗмӗш. Хӗрарӑмсен 21 ҫултан пуҫласа 40 ҫулччен пулмалла, арҫынсене 21-рен пуҫласа 50-чченех йышӑнма хатӗр. Суйлав конкурсӗ Ӗпхӳре иртмелле. Ӑна «Маугли ӑрӑвӗ» проект ертӳҫи Константин Хабенский, спекталкь продюсерӗ Евгений Гуров тата режиссер-постановщикӗ Айнур Сафиуллин ирттерӗҫ.
Ку мюзикл Константин Хабенскин фончӗн тата МТС компанин пӗрлехи ыркӑмӑллӑх проекчӗ иккен. Спектакльте пухнӑ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене сиплеме ярасшӑн.
Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче икӗ финн — Анттипе Лаури — чарӑннӑ. Вӗсем велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ-мӗн. Ют ҫӗршыв ҫыннисем шӑпах вӗсем патӗнче канма чарӑннӑшӑн кунерсем савӑннӑ иккен. Урамри тасалӑх, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем финнсене тӗлӗнтернӗ.
Пӗрремӗш кунхине финнсемпе вулавӑшра тӗлпулу йӗркеленӗ. Лаурипе Анттие ял историйӗпе, кӗнеке фончӗпе паллаштарнӑ. Акӑлчан чӗлхин учителӗ Т.И.Александрова тата 10-мӗш класс вӗренекенӗсем Н.Ильина, Е.Романова, Е.Волкова куҫаруҫӑ вырӑнӗнче пулнӑ.
Иккӗмӗш кун финнсемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ иртнӗ. Ирхине вӗсем Кунер шкулне ҫитнӗ, вӗсем валли унта экскурси йӗркеленӗ. Анттипе Лаурине ҫӗнӗ спорт залӗ, хоккей курупки килӗшнӗ. Финлянди — хоккей ҫӗршывӗ, анчах, тӗлӗнмелле те, унта кунашкал «пуянлӑхпа» мухтанаймаҫҫӗ-мӗн.
Аттипе Лаури ҫулҫӳреве 4 ҫул хатӗрленнӗ. Хельсинкирен пушӑн 29-мӗшӗнче тухнӑ. Хальлӗхе Раҫҫейре 2 000 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Кунер хыҫҫӑн вӗсем Хусана, унтан Ӗпхӳне, Омска, Казахстана, Китая, Непала ҫитӗҫ. Раштав уявне Автралире кӗтсе илме палӑртнӑ. Унта укҫа ӗҫлесе илнӗ хыҫҫӑн АПШна кайӗҫ.
Раҫҫейре ҫӗршыври чи лайӑх хулана палӑртас тӗллевпе каллех сасӑлав ирттереҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи пӗрремӗш сасӑлав пирвайхи хут 2012 ҫулта иртнӗ. Ун чухне «наци символӗн» ятне Смоленск хули тивӗҫнӗ.
Конкурс пӗлтӗр те иртнӗ. Ун чухне Шупашкар тӳрех малтисен ретӗнче пулнӑ. Хуламӑр ҫулталӑк тӑршшӗпех пӗрремӗш вырӑнта тӑнӑ, Раҫҫейри «чи паллакан хула» ята тивӗҫе сасӑлавра ҫӗнтернӗ.
Кӑҫал тӗнче тетелӗнчи сасӑлава тепӗр хут ирттереҫҫӗ. Шупашкар пуш уйӑхӗн варриччен иккӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗш вырӑна ҫитнӗ. Вӑл лидертан 20 пине яхӑн сасӑ тарса юлнӑ. Юлашки кӑтартӑва илес тӗк, Шупашкаршӑн 47 300 яхан ҫын сасӑланӑ.
Хальлӗхе сасӑлавра Ӗпхӳ пӗрремӗш. Уншӑн 65 719 ҫын сасӑланӑ. Пушкӑртсан тӗп хулине Майкоп хӑваласа ҫитнӗпе пӗрех. Уншӑн 65 483 ҫын сасӑланӑ. Шупашкар хыҫҫӑн списокра — Иркутск тата Калинград хулисем.
Тӗлӗнмелле те, туристсем питӗ килӗштерекен Питӗр малтисен 10-шӗн йышне те кӗреймен. Мускав та ҫавнашкалах.
Шупашкаршӑн ҫулталӑк вӗҫлениччен сасӑлама май пур. Сасӑлава раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Ӗпхӳ хулинче Чӑвашсен вырсарни шкулне юсама тытӑннӑ. Асӑннӑ заведени вырнаҫнӑ ҫурт архитектура палӑкӗ статусӗллӗ шутланать.
Асӑннӑ ҫурт уйрӑм ҫын укҫа-тенкӗ хывнипе юсакан пӗртен-пӗр объект иккен. Ӑна Нефтекамскри Марат Хафизимов усламҫӑна усӑ курма панӑ. Ҫурта юсама пуян ҫӑмӑллатнӑ условипе ӑна тара илессишӗн килӗшнӗ темелле. Хафизимова пӗр тӑваткал метршӑн пӗр тенкӗпе тара парӗҫ.
Ҫуртӑн 187,7 тӑваткал метрне Чӑвашсен вырсарни шкулне парӗҫ. Ҫурта юсама тытӑниччен шкул ҫуртпа пӗччен усӑ курнӑ. Ӗпхӳри чӑвашсен шучӗпе пӗр пая кӑна пани вӗсене пӑшӑрхантарать. Ҫапла вара ҫурта хула влаҫӗсем пуяна юсаттарни ытла хакла лармасть-ши тесе аптӑракансем те пур иккен.
Виҫӗмкун Ӗпхӳре Пушкӑртстанри чӑвашсен III Канашӗ иртнӗ. Унта республикӑри район-хуласенчи 150 яхӑн делегат хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Пушкӑртстанри культура министрӗ Валентина Латыпова, ПР Вӗренӳ министерствин наци вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Гульчачак Мухамедьянова, республикӑри Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем…
Канаша хутшӑннӑ делегатсем Чӑваш Ен делегачӗсене ӑшшӑн йышӑннӑ. Пирӗннисем унта ЧНК президенчӗ Николай Угаслов ертсе пынипе кайнӑ.
— Пушкӑртстанри виҫҫӗмӗш Канаша 8 ҫул кӗтрӗмӗр, — тенӗ Испоком съезчӗн председателӗ Валерий Сидоров.
Канаш пӗрремӗш хут — 1999 ҫулта, иккӗмӗш хут 2006 ҫулта иртнӗ. Ҫак тапхӑрта Пушкӑртстанри чӑвашсен пурнӑҫӗнче улшӑну сахал мар пулнӑ. Валери Сидоров палӑртнӑ тӑрӑх, чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри — Чӑваш Енпе Пушкӑртсан правительствисем туслӑ ҫыхӑну йӗркелени. Пушкӑртстанра Чӑваш Ен культурин кунӗсем ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Чӑваш Енре вара Пушкӑртстан культурин кунӗсене чаплӑ йӗркеленӗ. Икӗ республика хутшӑну йӗркелени Пушкӑртстанра чӑваш наци культурине аталанма вӑй панӑ.
Канаш делегачӗсем Пушкӑртстан чӑвашӗсене пырса тивекен ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Раҫҫейӗн чи лайӑх хулине палӑртма каллех конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. «Раҫҫей хули» интернет-конкурса пуҫласа 2012 ҫулта ирттернӗччӗ. Ун чухне «наци символӗ» ята Смоленск хули тивӗҫнӗччӗ. Пӗлтӗрхи конкурсра малтисен йышне тӳрех Шупашкар тухнӑччӗ. Уншӑн сасӑлакансем ҫулталӑк тӑршшӗпех йышлӑ пулнине кура ҫӳлти ретре пынӑччӗ.
Кӑҫал та сасӑлава тӗнче тетелӗпе усӑ куракансен хушшинче ирттерме йышӑннӑ. Хальлӗхе Шупашкар малти виҫӗ хула хушшинxе пырать иккен. Юлашки икӗ эрнере вӑл пӗр позицие ҫухатнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулишӗн хальлӗхе 40 пине яхӑ ҫын сасӑланӑ.
Пӗрремӗш вырӑнта Ӗпхӳ хули пырать. Иккӗмӗш вырӑнта — Майкоп. Шупашкар хыҫҫӑн Калининградпа Красноярск пыраҫҫӗ. Чылай ҫын юратакан Питӗр тата ҫӗршывӑн тӗп хули Мускав малти вунӑ хула йышне те кӗмен.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Ӗпхӳ хулинче Атӑлҫи федераци округӗнчи саккун кӑларакан органсен ассоциацийӗн 38-мӗш ларӑвӗ иртнӗ май унта чӑваш парламенчӗн депутачӗсем те хутшӑннӑ. Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче пулнӑ май Юрйи Попов спикер унти чӑвашсен вырсарни шкулне ҫитсе курнӑ.
Ҫав вӗренӳ заведенине 1992 ҫулта уҫнӑ иккен. Асӑннӑ шкул коллективӗ унти лару-тӑру пирки пӑшӑрханать. Пуҫа ыраттармалли-шухӑшлаттармалли вара шкул вырнаҫнӑ ҫурта сутлӑха кӑларнӑ хыҫҫӑн сиксе тухни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те ҫырнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫурта Ӗпхӳри усламҫӑна 25 ҫуллӑха тара панӑ хыҫҫӑн чӑвашсен вырсарни шкулне ҫуртӑн пӗр пайӗнче кӑна кӗтес уйӑрса памалла-мӗн. Унччен вара усламҫӑ ҫурта юсаса ҫӗнетӗ. Ҫав тапхӑрта шкула хулари пӗр гимназие куҫарӗҫ.
Юрий Попов коллектив, вӗренекенсен тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ шкул ҫуртӑн самай пайне ҫухатнине ӑнланине пӗлтернӗ. Спикер вӗсене Чӑваш Ен влаҫӗсем ентешсен ыйтӑвне ӑша хывма тата пулӑшма хатӗррине ӗнентернӗ.
Сӑнсем (14)
Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем ҫӳретесси Федерацин Атӑлҫи округӗнче авиарейссене аталантарма ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне 200 ытла ҫын Ӗпхӗве кайса килнӗ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ направленипе самолетпа ҫула тухакан пассажирсене ҫул укҫин ҫуррине кӑна тӳлеттереҫҫӗ. Тепӗр ҫуррине федераци тата регион хысниcем хӑйсем ҫине илнӗ.
Маларах асӑннӑ Ӗпхӳре нумаях пулмасть Атӑлҫи федераци округӗнчи канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Инҫе ҫула вӗсем самолетпа кайнӑ. Йыша ертсе пынӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев авиарейссем пурри аваннине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмах май, Ӗпхӗве тата Самара самолетсене субсидилесе 2016 ҫулччен ҫӳреттерӗҫ. Пушкӑртстанӑн тӗп хулине ҫитме 1 750 тенкӗрен пуҫласа 1 900 тенкӗ таран тӳлемелле, Самара — 1 400 тенкӗрен тытӑнса 4 395 тенкӗ таран. Ӗпхӗве самолет икӗ сехете яхӑн вӗҫет, Самара — сехет ҫурра яхӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |