Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ӗпхӳ

Шупӑр тӑхӑнтартнӑ самант
Шупӑр тӑхӑнтартнӑ самант

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Пушкӑртра пулчӗ — кунта Чӑваш культура кунӗсем пуҫланчӗҫ. Мероприятисем Ӗпхӳ, Стерлӗ тата Пушкӑртстанӑн ытти ял-хулисенче иртеҫҫӗ.

Чи малтанах Михаил Васильевич «Чǎваш-Арт: изобразительное искусство современной Чувашии» ӳнер куравӗпе паллашрӗ (М.В. Нестеров ячӗллӗ ӳнер музейӗнче вырнаҫнӑ). Пушкӑртстанри наципе культура пӗрлӗхӗсен хастарӗсемпе те курса калаҫрӗ — тӗлпулу Пушкӑртстанӑн наци музейӗнче иртрӗ.

Чӑваш культура кунӗсене вара «Нефтяник» КК уҫрӗҫ. Сӑмахсем каланӑ май пирӗн Элтепӗр Пушкӑрт тӑрӑхӗн Пуҫлӑхне шупӑр тӑхӑнтартрӗ, Рустэм Хамитов вара пушкӑртсен елянӗпе бурекне парнелерӗ.

Культура керменӗнчи мероприяти «Нарспи» мюзикл лартнипе вӗҫленчӗ, К.Иванов ҫуралнӑ тӑрӑхра ӑна Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем лартрӗҫ.

Чӑваш культура кунӗсем Пушкӑртра икӗ кун пыраҫҫӗ — ӗнер тата паян. Паянхи программа: Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Сарпике» балет; «Ҫавал» ансамбль концерчӗ (Кармаскалӑ районӗ, Николаевка ялӗ); литература каҫӗ (пушкӑрт тата чӑваш ҫыравҫисен тӗлпулӑвӗ); Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн концерчӗ (Пишпӳлек ялӗ).

Малалла...

 

Ҫынсене сутма палӑртнӑ хими концентрачӗсене йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӗсенчен этеме анратакан наркӑмӑш хатӗрлеме пултарнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа палӑртас тесе наркополицейскисен республикӑн тӗп хулинче анчах мар, Мускавра, Ӗпхӳре, Йошкар-Олара тӗпчев ӗҫӗсем ирттерме тивнӗ.

Ӗпхӳре пурӑнакан арҫын, маршрутлӑ такси водителӗнче ӗҫленӗскер, унчченех ҫӑмӑл меслетпе пуймалли ҫул-йӗр шыранӑ. Шупашкарта наркотик ҫаврӑнӑшӗ япӑх аталаннине те пӗлнӗ вӑл. Тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ хӑварнӑ. Наркӑмӑшпа усӑ курас текенсем тӳрех тупӑннӑ. Хӑйӗн суту-илӗвне анлӑлатас тесе вӑл Мари республикине ҫул тытнӑ. Шӑпах ҫавӑнта тытса чарнӑ та ӑна.

 

Дипендра Мани
Дипендра Мани

Инди юрӑҫи Дипендра Мани тата «Янташ» ушкӑнӗ (ертӳҫи А. Никитин композитор) Пушкӑртстана гастрольпе кайӗҫ. «Урал сасси» хаҫат вӗсен маршрутне пӗлтернӗ:

Юпан (октябрӗн) 23-мӗшӗАвӑркас районӗ‚ Толбазӑ ялӗн культура ҫурчӗ;

24-мӗшӗӖпхӳ хули‚ «Моторостроитель» культура ҫурчӗ;

25-мӗшӗПелепей хули‚ Культура ҫурчӗ;

26-мӗшӗҪтерлӗ хули‚ Хула культура ҫурчӗ.

 

Концертсем 19:00 сехетре пуҫланаҫҫӗ. Билет хакӗсем 130-200 тенкӗ.

Кӗрхи кунсен тунсӑхне илемлӗ кӗвӗ-юрӑпа пусарар. Килсемӗр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=5342
 

Наградӑсене тивӗҫнӗ ачасем
Наградӑсене тивӗҫнӗ ачасем

Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗ ялан пултаруллӑ ачасене чысланипе вӗҫленет. Ҫак кун кашнин ҫитӗнӗвне шута илеҫҫӗ‚ тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ. Кӑҫалхи наградӑсем Тав хутӗнчен пуҫласа Гран-при таран пулчӗҫ‚ вӗсене 32 ача илме тивӗҫрӗ.

Чи хаклисенчен пӗри — Татьяна Ванюшина ячӗпе хисепленекен Дипломпа преми. Ӑна ҫамрӑк ӑсчаха ӗмӗрлӗхе асра хӑварас тӗллевпе ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗ Алиса Яковлевна Федорова пуҫарнӑ. Сӑмах май каласан‚ иртнӗ ҫулта тӑван халӑх патриочӗ Василий Никитин ячӗллӗ Дипломпа преми йӗркеленӗччӗ.

Т. Ванюшина ячӗпе хисепленекен Диплома тата укҫан премие 24 ача тивӗҫрӗ. Вӗсен хушшинче чи пултаруллисем — Виктория Аймакова‚ Екатерина Ермолаева‚ Екатерина Спиридонова‚ Александр Сидорочев‚ Анастасия Петрова‚ Иван Яковлев.

Пушкӑртстан чӑвашӗсен Канаш ӗҫтӑвкомӗ тата Чӑваш халӑх ӑсчахӗ В.М. Тарасова ачасене чаплӑ парнесемпе чысларӗҫ. Халӑх ӑсчахӗ Дарья Яковлевана пин тенкӗлӗх Гран-при‚ Канаш вара Ангелина Захарована Чӑваш Республикинчи чӗлхепе культура лагерьне канма кайма путевка парса хавхалантарчӗҫ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=3949#more-3949
 

Ҫу уйӑхӗн юлашки кунӗсенчен пӗринче Ӗпхӳри Калинин районӗн чӑваш вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине халалланӑ уяв иртрӗ. Унта «Элем» ансамбле ҫӳрекен вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ‚ шкул ачисем тата хӑнасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 70 яхӑн ҫын.

2009-2010 вӗренӳ ҫулӗнче асӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗ Пушкӑртстан чӑваш халӑх культурине аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунӑ. Ачасен «Акӑшсем» тата «Ягодка» ансамблӗсем районпа хулан пӗр мероприятийӗнчен те юлман. Унсӑр пуҫне Аслӑ Ҫӗнтерӗве 65 ҫул ҫитнине халалланӑ район конкурсӗнче I вырӑн йышӑнса ПР Вӗренӳ министерствин дипломне тивӗҫнӗ. Чӑннипе‚ кӑҫал вӗрентекенсемпе ачасен культура пурнӑҫӗ питӗ пуян та кӑсӑк иртрӗ. Вӗсем Салават хулинче йӗркеленӗ фольклор‚ Булгаковӑри эстрада коллективӗсен фестивальне‚ Ӗпхӳри тата Ҫтерлӗри Ҫӗнӗ ҫул уявӗсене хутшӑнчӗҫ.

«Элем» пултарулӑх ушкӑнне чӑвашсем пысӑк йышпа пурӑнакан тӑрӑхсенче лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсем Гафури районӗнчи Белое Озеро станцине‚ Красноусольск поселокне‚ Аургазӑ районӗнчи Треппеле‚ Архангельск районӗнчи Успенское яла‚ Ӗпхӳ районӗнчи Авдон тата Юматово поселокӗсене концертсемпе тухнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=833
 

Мускавра
Мускавра

Чӑваш патшалӑх университечӗн В.Г. Родионов профессор ертсе пыракан чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри «Альма матерта» пулса иртекен мероприятисенче кӑна мар, Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене шӗкӗлчес ӗҫре те хастар. Ку кафедра ӗҫченӗсем Ижевск, Саранск, Йошкар-Ола, Хусан, Ӗпхӳ, Мускав хулисенчи тӗрлӗ вузсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ, пӗр-пӗрин патне ӑслӑлӑх конференцийӗсене тӑтӑш кайсах ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче Ӗпхӳ хулинче Пӗтӗм тӗнчери пушкӑртсен III курултайне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Урал-Алтай: ӗмӗрсем урлӑ — пуласлӑха» ятлӑ IV наука конференцийӗ иртрӗ. Унта Г.А. Ермакова профессор «Г.Н. Айги как выразитель духовных ценностей чувашского этноса», И.Ю. Кириллова доцент «Проблемы историзма в чувашской драматургии» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Конференцире Урал-Алтай тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен историне, чӗлхине, сӑмахлӑхне, йӑли-йӗркине тӗпчекен докладсем ытларах пулчӗҫ.

Ҫавӑн пекех акан 2-мӗшӗнче Мускаври педагогика патшалӑх университетӗнче (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри IV наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Малалла...

 

Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров Ӗпхӳре пулчӗ, кунта вӑл, В.Путин чӗннипе, регионсен аталанӑвӗн ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухма пухӑннӑ Правительствӑн комисси ӗҫне хутшӑнма ҫитнӗччӗ.

Ҫак кунах Николай Васильевич Пушкӑртстан чӑвашӗсемпе тӗл пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен президенчӗ пушкӑртри чӑвашсем халӑх йӑли-йӗркине сухлассипе, аслисене сума сӑвассипе тӗслӗх кӑтартни пирки каларӗ.

Ҫавӑн пекех ку тӗлпулура К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлас ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пушкӑрт халӑх сӑмахлӑхӗн ахах-мерченӗпе — «Урал батыр» эпоспа — халӗ чӑвашсем те киленме пултараҫҫӗ. Ӑна Ӗпхӳ хулинчи П.М.Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗн ӗҫченӗ Николай Дмитриев чӑвашла куҫарса пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак ӗҫ пирки Николай Васильевич акӑ мӗнле шухӑшлать: «Эпоса куҫарни мана пушкӑрт халӑхӗн чунне, философине ӑнланма, чӗлхин илемлӗхне туйса илме пулӑшрӗ. Куҫару ӗҫӗ тӑван чӗлхен пуянлӑхне уҫса пачӗ, икӗ халӑхӑн пӗр евӗрлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсене асӑрхама пулӑшрӗ. Эпӗ оригинала тӗпе хурса ӗҫлеме тӑрӑшрӑм, сӑвӑ виҫисене те упраса хӑвартӑм. Манӑн ӗҫӗм пушкӑртсемпе чӑвашсене тата та туслӑрах пурӑнма, ҫывӑхланма май парасса шанас килет».

Николай Дмитриев асӑннӑ хайлава чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе пилӗк ҫул ытла ӗҫленӗ. Эпоса кун ҫути кӑтартас тени 75 ҫулти «шур сухала» ҫӗнӗ техникӑна — компьютера — хӑнӑхма хистенӗ.

«Урал батыр» халиччен виҫӗ чӗлхепе — вырӑсла, турккӑлла, акӑлчанла — тухнӑ пулнӑ. Пушкӑртсен авалхи фольклор искусствин палӑкне тата этемлӗхӗн культура еткерне чӑвашла куҫарса пичетлесе кӑларма Николай Дмитриева Ӗпхӳ хулин общество аталанӑвӗн грантне тивӗҫни пулӑшнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ