«Победа» авиакомпани пӗр хуларан тепӗр хулана самолетпа 999 тенкӗпе ҫитерессине пӗлтернӗ. Пӗтӗм билет пӗр хак тӑмӗ-ха, анчах чи йӳннине 999 тенкӗпе туянма май пур иккен.
Хӑй уҫакан ҫӗнӗ 22 направленипе авиакомпани ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан тинӗс хӗрне илсе кайӗ. Сочи тата Анапа хулисене билетсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех сутма тытӑннӑ иккен.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен Сочи хулине тӳрӗ рейс Архангельск, Белгород, Волгоград, Воронеж, Екатеринбург, Магнитогорск, Махачкала, Нижневартовск, Омск, Пермь, Дон ҫинчи Ростовран, Ӗпхӳрен уҫӑлӗ. Пысӑк мар Шупашкар хули ку списока лекмен. Анчах та пирӗн республикӑна ҫывӑх хуласенчен вӗҫме пулать. Кунта Киров, Хусан тата Чӗмпӗр хулисене асӑнмалла.
Тинӗс хӗрне Boeing-737 самолет хутлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Ӗпхӳ хулин Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулӗ хула шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерчӗ тесе пӗлтерет Ӗпхӳ хулинчи Леонид Михайлов. Асӑннӑ шкулта вӗренекенсем йӗлтӗрпе чупас, баскетбол, шашка, шахмат вӑййисене выляс енӗпе ӑмӑртнӑ. Мероприятие Ӗпхӳри наципе культура автономийӗн хастарӗсене те чӗннӗ иккен.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх йӗлтӗр эстафетинче Ӗпхӳ хулин Октябрь районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлу паракан 159-мӗш шкул ҫӗнтернӗ. Баскетбол выляссипе те асӑннӑ шкулӑн хӗрачисене ҫитекен пулман — вӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Арҫын ачасем хушшинче чӑваш вырсарни шкулӗн команди ҫӗнтерчӗ. Шашка тата шахмат вӑййисенче те малти вырӑнсене 159-мӗш тата чӑваш вырсарни шкулӗн ачисем пайланӑ. Хула ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫӗ кубокне 159-мӗш шкул ушкӑнне, II вырӑн кубокне Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулне панӑ.
Вырсарни шкулӗн ертӳҫи Наталья Асхабудинова ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн пур спортсмена та тав тунӑ.
Уйрӑмшар ӑмӑртнӑ спортсменсем Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнчен Юрий Михайловран тӗрлӗ дипломпа парнене тивӗҫнӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче пӗр регионтан тепӗр региона самолетсем малалла вӗҫеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, регионсем хушшинчи авиацие аталантарасси пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Шупашкартан самолетсем асӑннӑ округри хуласене вӗҫме чарӑнӗҫ текен сас-хура та тухнӑччӗ пӗр вӑхӑтра. Анчах ку вӑл пустуй сӑмах кӑна пулчӗ. Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве унччен епле вӗҫнӗ, халӗ те вӗҫме пулать.
Нарӑсӑн 7–13-мӗшӗсенче кӑна асӑннӑ маршрутсемпе 4-шар рейс тунӑ. Самартан Шупашкара 2 ҫын вӗҫсе килнӗ, кунтан унта 5-ӗн кайнӑ. Ӗпхӳрен Шупашкара килекенсем те, каякансем те ытларах, 12-ӗн килнӗ, 13-ӗн кайнӑ.
Аса илтеретпӗр, ку маршрутпа ҫӳрекенсене ҫул укҫине пӗтемпех тӳлеттермеҫҫӗ — такакӑн ҫуррине хыснаран саплаштараҫҫӗ.
Ӗпхӳре юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑвашсен вырсарни шкулӗ уҫӑлнӑ. Ӑна ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара паракан программӑпа ҫӗнетнӗ иккен. Тӗплӗ юсав валли кӗмӗле Марат Хафизов ятлӑ усламҫӑ уйӑрнӑ.
Ҫурта ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара панӑ май усламҫӑ умӗнче влаҫсем кӑштах услови лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Хайхин малтанхи виҫӗ ҫул хушшинче ҫурта тӗплӗн юсамалла пулнӑ тата тара илнишӗн хыснана тӳлемелле. Ӗҫе тӗплӗ пурнӑҫласан арендншӑн пӗр тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ тӳлеттернипех ҫырлахӗҫ. Ҫапла хака 25 ҫуллӑха палӑртнӑ.
Вырсарни шкулне 187 тӑваткал метр лекнӗ. Унта халӗ 140 чӑваш ачи вӗренет. Вӗсем чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеҫҫӗ, литературӑпа паллашаҫҫӗ. Ачасене информатикӑпа ют чӗлхене те вӗрентеҫҫӗ. Декораципе прикладной ӳнерӗн кружокӗ те ӗҫлет.
«Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ — 2014» Пӗтӗм ҫӗршыври сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Шупашкар Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине чи илӗртӳллӗ тата уйӑрса илмелле хула тесе 83 пин те 276 ҫын йышӑнать иккен.
Конкурса Раҫҫейри 81 хула хутшӑннӑ. Пуринчен ытла сасӑ пухни — Хабаровск. Уншӑн 192 пин сасӑланӑ. Ӗпхӳпе Кустӑрмана (Костромана) кӑмӑллакансем те йышлӑ иккен. Кӑнтӑр Сахалинск, Якутск, Анадырь хулисем ҫынсене питех килӗшмеҫҫӗ-мӗн.
Аса илтеретпӗр, наци конкурсне пуҫласа 2012 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Ун чухне Смоленск ҫӗнтернӗччӗ. Виҫӗм ҫул Шупашкар мала тухнӑччӗ.
Интернет-сасӑлав кӑҫал та пулӗ. Хальхинче 83 хула тупӑшӗ. Город-россии.рф сайта кӗрсе халех сасӑлама юрать. Хальлӗхе Шупашкар 13-мӗш вырӑн йышӑнать.
Ырантан Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем вӗҫме чарӑнӗҫ. Самолетсене ку линипе ҫӳреттернӗ «АК БАРС АЭРО» компани хӑйӗн ытти вӗҫевне те чарса лартассине пӗлтернӗ. Ҫакна унӑн хуҫисем самолетсене вӗҫтерме тӑкаклипе сӑлтавланӑ.
Раштавӑн ҫурринче аэрокомпани билет сутассине кӑралчӑн 12-мӗшӗччен сахаллатма йышӑннӑ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче вӑл асӑннӑ кун хыҫҫӑн вӗҫеве чарса лартма йышӑннӑ. Хыснаран субсидилекен программӑна хутшӑнма вӑл заявка тӑратманнине кура (Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве уҫнӑ маршрут шӑпах ҫав программӑпа килӗшӳллӗн пулса пыраканскер) рейссене вӑл ырантанах хутшӑнмасси пирки пӗтӗмлетме пулать.
«АК БАРС АЭРО» компани хӑй панкурта тухманнине, ӗҫе вӑхӑтлӑха кӑна чарнине ӗнентерет иккен. Тӗп сӑлтавӗ — тенкӗ хӑй хакне ҫухатни-мӗн.
Кӑҫал ҫав компани Шупашкартан 500 ытла рейс хутлаттарнӑ.
Ҫулсерен «Раҫҫей хули — наци суйлавӗ» конкурс ирттереҫҫӗ. Акӑ халӗ ӑна кӗҫех пӗтӗмлетӗҫ.
Хальлӗхе кӑҫал Хабаровск хули малти вырӑнта пырать. Шупашкарта унран аякрах мар. Вӑл — улттӑмӗш вырӑнта.
Конкурс виҫҫӗмӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта ҫынсем тӗнче тетелӗнче Раҫҫейри чи лайӑх хулана суйлаҫҫӗ. Истори тата культура еткерӗллӗ хӑш хула наци палли пулма тивӗҫ-ха?
Аса илтерер: пӗлтӗр ку конкурсра Шупашкар хули ҫӗнтернӗ. Виҫӗмҫул Смоленск ҫӗнтернӗ. Хальхинче Хабаровск хыҫҫӑн Ӗпхӳ пырать. Шупашкар пуш уйӑхӗн варриччен иккӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Ака уйӑхӗнче тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗшне ҫитнӗ. Халӗ — улттӑмӗшӗнче. Шупашкарӑн Костромана ҫӗнтерсе виҫҫӗмӗш вырӑна тухма май пур-ха. Костромашӑн 6714 ҫын нумайрах сасӑланӑ.
Сасӑлав раштавӑн 30-мӗшӗнче 15 сехетре вӗҫленӗ. Шупашкаршӑн www.город-россии.рф сайтра сасӑлама пулать.
Ҫитес ҫул, ака уйӑхӗн 24–26-мӗшӗсенче, Википедин пушкӑрт уйрӑмӗ 10 ҫул тултарнине паллӑ туса «Вики-сабантуй 2015» мероприяти ирттерес шухӑшлӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурссенчен тата конференцирен тӑрӗ. Тӗп вырӑнта «Википеди тата информаци обществи» ятлӑ Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх уҫӑ конференцийӗ пулӗ. Ӑна Пушкӑрт патшалӑх университечӗ, Ӗпхӳри истори, чӗлхе тата литература институчӗ, «Викимедия РУ» пӗрлӗх йӗркелеҫҫӗ. Пушкӑртсем ҫак конференцие пурне те хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Сӑмах май логотипсен конкурсӗсем пуҫланнӑ та. Хутшӑнакансем пӗр 20 яхӑн тӗрлӗ ӗҫ тӑратнӑ. Ҫавӑн пекех ҫак паллӑ куна халалласа пушкӑртла калаҫма вӗренмелли текстсем хатӗрлеме тытӑннӑ.
Ӗпхӳри Киров районӗнче вырнаҫнӑ П.М. Миронов чӑваш вырсарни шкулӗ «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени – 2014» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне Пушкӑртстанри тата тепӗр 6 учреждени унта палӑрнӑ.
П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ кун пек конкурсра ытти чух та мала тухнӑ. Пӗлтӗр те вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх шкул – 2013» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Ун пек ҫӗнтерӳсем малашне тата тӑрӑшарах ӗҫлеме хистеҫҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ӗнер, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, тӗрлӗ хуласенче пӗчченле пикетсем ирттернӗ. Шупашкарта, Хусанта, Чуллӑ Ҫырта тата Ӗпхӳре хастарсем республикӑсенче чӗлхесен пӗртанлӑхне тытса пыма; кӑк халӑхсене шкул умӗнхи, пуҫламӑш, вӑтам тата аслӑ пӗлӗве хӑйсен чӗлхипе вӗренме майсем туса пама; ППЭ экзаменӗсене тӑван чӗлхепе тытма ирӗк пама; патшалӑх хут ӗҫӗсене вырӑс чӗлхипе танах тӑван чӗлхепе те тума; наци республикисенче РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухакан кӑк халӑхсен чӗлхисене вӗрентме пӑрахма пултаракан саккуна пӑрахӑҫлама ыйтнӑ.
Чӑваш Енрен резолюцине «Ирӗклӗх» наципе культура аталанӑвӗн пӗрлӗхӗн председателӗ Дмитрий Степанов алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пекех тутарсен «Ылтӑн Урта» юхӑмӗн ертӳҫи Данис Сафаргали, Тутар халӑх центрӗн Чуллӑ Ҫырти уйрӑмӗн пайташӗ Булат Гатин, пушкӑртсен «Күк бүре» (чӑв. Кӑвак кашкӑр) юхӑмӗш ертӳҫи Азат Сальманов тата Пушкӑрт шурсухалӗсен (аксакалӗсен) канашӗн секретарӗ Рамиль Саитов алӑ пуснӑ. Резолюцине Владимир Путина, Михаил Игнатьева, Рустэм Хамитова, Рустам Минниханова ярса панӑ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен ассоциацийӗ ҫавӑн пекех тепӗр сӗнӳ хучӗ те янӑ — республикӑсенче «Вырӑс маршӗсене» ирттерме чарасси пирки.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |