Сывлӑх
![]() http://cardiobook.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри тухтӑрсем 99 ҫулти кинемее операци тунӑ. Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынна «03» тытӑм пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Кинемейӗн чӗри хытӑ ыратнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Тухтӑрсем васкавлӑн диагноз лартнӑ та кинемее операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ. Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 99 ҫулти ҫынна коронарографи туса ирттернӗ. Ку меслет юн тымарӗ хӑш тӗлте хӗсӗннине палӑртма май парать иккен. Кинемей чӗринчи хӗсӗк юн тымарне стент лартнӑ. Операцие вырӑнти анестезипе (ыратми тунипе) ирттернӗ. Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем операци ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине, операци тума ҫул ҫул кансӗрлеменнине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ кинемей хӑйне япӑх мар туять, ӑна киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() http://mk103.med.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта автобуспа троллейбус ҫапӑннӑ. Инкек вырӑнне Катастрофа тата васкавлӑ пулӑшӑвӑн республикӑри центрӗн 5 бригади пырса ҫитнӗ. Пилӗк ҫын суранланнӑ. Ку хыпара ҫӗршыври тӗрлӗ МИХ сайтӗнче хыпарланӑ. Инкек Иван Яковлев проспектӗнче ирпе пулса иртнӗ. Васкавлӑ пулӑшу паракансем пирки каласан, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи велосипедистпа пулӑшнӑ. Ӑна машина ҫапса хӑварнине 112 номерпе 20 сехет те 19 минутра хыпарланӑ. Инкек хыҫҫӑн 12 минутран бригада вырӑна васканӑ. Велосипедиста Шупашкара васкавлӑн илсе килнӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинине хирӗҫ анестезиологипе реанимаци бригади тухса кайнӑ. Унтан арҫынна Шупашкарти тухтӑрсем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енре ялта пурӑнакан ватӑ ҫынсене пульницӑна илсе ҫитермешкӗн 21 автомобиль туяннӑ. Кашнинчех сусӑрсен кӳмине хӑпартмалли хатӗр пур. Кунсӑр пуҫне унта хӑрушсӑрлӑх пиҫиххисем, кондиционерсем, тахографсем, ГЛОНАСС пур. Водительпе ҫыхӑнмалли пускӑч та вырнаҫтарнӑ. Ку машинӑсене федераци хыснинчи укҫапа «Аслӑ ӑру» проектпа килӗшӳллӗн туяннӑ. Машинӑсемпе 1720 ялти ҫынсем усӑ курма пултарӗҫ. Анчах пурте мар – 65 ҫултан иртнисем ҫеҫ. Чӑваш Енре ку ӳсӗме ҫитнӗ 80 пин ҫын пурӑнать. Мобильлӗ бригадӑсем усал шыҫӑпа, сахӑр диабечӗпе, гипертонипе, психика чирӗпе аптӑрас хӑрушлӑх пур ҫынсем патне ҫитӗҫ, пульницӑна леҫӗҫ. Патӑрьел, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Тӑвай, Ҫӗрпӳ районӗсенчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсем икӗ машинӑна тивӗҫӗҫ. Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Элӗк, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Шупашкар районӗсене, Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрер машина ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mk103.med.cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗр арҫынна япӑх пулса кайнӑ: кӑкӑрӗ тӗлӗнче хӗртсе ыратнӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ун патне 10 минутран ҫитнӗ. Хайхискерӗн чӗри патне юн сахал пыма пуҫланӑ-мӗн. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр пулӑшма пуҫланӑ: юн тымарӗнчен чӗрене ҫӑмӑлрах ӗҫлеме май паракан эмелсем янӑ. Ҫапах арҫын япӑхлансах пынӑ. Фельдшерсем реанимаци бригадине чӗнсе илнӗ. Пилӗк минутран лешсем клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ. Тухтӑрсем пациента интубаци урлӑ сывлаттарнӑ, чӗрине массаж тунӑ. Арҫыннӑн чӗри 15 минутран ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин сайтӗнчи сӑн Икӗ ҫулти ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ: вӑл 30 магнитлӑ ҫаврака ҫӑтса янӑ. Хирургсем унӑн хырӑмлӑхӗнчен вӗсене операци туса кӑларнӑ. Халӗ пӗчӗк пациент хӑйне чиперех туять. «Ҫаврашка хӑй тӗллӗн тухсан лайӑх-ха. Анчах вӑл тухмасан та пултарать. Ку ачан пыршӑлӑх стенкисен хулӑнӑшӗнчен килет. Шӑпӑрлан темиҫе ҫаврашка ҫӑтса яни хӑрушӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче. Ачана шӑпах унта операци тунӑ. Асӑрханӑр: магнитлӑ пуҫватмӑшсем ачашӑн хӑрушӑ. Кунашкал тетте Раҫҫейре темиҫе ҫул каялла тухнӑ. Малтанах ӑна килӗштернӗ, анчах кайран вӑл хӑрушӑ пулнине ӑнланнӑ: ача ҫаврашкасене ҫӑтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн 1994 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти Ҫемье планланмалли тата репродукци цетрӗнче ЭКО процедурине пӗрремӗш хут ирттернӗ. 1995 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫут тӗнчене 3480 грамм таякан хӗрача килнӗ. Ҫак хӗрача кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӑй амӑшӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ывӑл ҫуратнӑ. Палӑртмалла: Президент пепкелӗх центрӗнче ЭКО мелӗпе 1994 ҫултанпа усӑ кураҫҫӗ. Ку таранччен ку мелпе 3,5 пин ытла ача кун ҫути курнӑ. 2013 ҫултанпа вара ЭКО хӗрарӑмсемшӗн тӳлевлӗ пулса тӑнӑ. Хӗрарӑмӑн гинекологран направлени илмелле ҫеҫ. Президент пепкелӗх центрӗнче «хӗрӳ лини» ӗҫлет: (8352) 58-39-94. ЭКО пирки ыйтусем пур тӑк шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Эндокринологсем Шупашкарта пурӑнакансене сывлӑха ҫирӗплетме чӗнеҫҫӗ. Вӗсем Скандинави мелӗпе мӗнле утмаллине вӗрентеҫҫӗ. Урок кашни юнкун 16 сехетре пуҫланать, 17 сехетре вӗҫленет. Кунашкал урока кашниех хутшӑнма пултарать. Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн эндокринологӗсем кун пек акцие пӗлтӗр те ирттернӗ. Кӑҫал уроксене ҫӗнӗрен пуҫарнӑ. Тухтӑрсем Скандинави утти чӗрешӗн усӑллӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл начарланма, япаласен ылмашӑнӑвне лайӑхлатма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Республикӑри кардиологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Маларах регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 62-00-25. Шурӑ халатлисем ытларах чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, артери юн пусӑмне тӗрӗслесси пирки калаҫӗҫ. Кирлӗ пулсан электрокардиографи тӗрӗслевӗ те тӑвӗҫ. Диспансера уҫӑ алӑксен кунне каяс текенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Пульница ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 29-мӗш «А» ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() www.svoboda.org сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енре 2 пин ытла ВИЧ-инфекциллӗ ҫын пурӑнать. Палӑртмалла: республикӑра ку чирпе нушаланакансен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта 165 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, халӗ республикӑра ку чирпе аптӑракан 2368 ҫын пурӑнать. Вӗсен йышӗнче ытти регионти ҫынсем те пур. Ку таранччен Чӑваш Енре 3095 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине шута илнӗ. Вӗсенчен 80-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 228-шӗн СПИД стадине куҫнӑ. Ку чирпе нушаланакансем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта ытларах. Республикӑра, 5 хулара, кӗҫех «Тест на ВИЧ: Экспедиция» ятлӑ акци иртӗ. Тест витӗр ҫурла уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче тухма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене мобильлӗ медицина комплексӗсем килнӗ. Вӗсемпе Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Шупашкар, Улатӑр, Елчӗк, Вӑрмар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи тухтӑрсем халӑх патне ҫӳрӗҫ. Мобильлӗ комплекссем асӑннӑ районсенчи пӗчӗк ялсене ҫитсе килме кирлӗ. Медицина комплексӗсене туянма федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Елчӗкри тӗп район пульницине ҫӗнӗ комплекса панӑ та ӗнтӗ. «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пурнӑҫласа кӑҫал пирӗн республикӑна 18 комплекс кӳрсе килмелле. Вӗсем 100 ҫынтан сахалтарах пурӑнакан ялсенчи 33 пин ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк ялсенче пурӑнакансем патне куҫса ҫӳрекен медицина центрӗ тата 13 мобильлӗ медицина комплексӗ, 1 маммограф ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |