Сывлӑх
![]() Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин пӗрремӗш медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ парасси ҫинчен калакан ҫӗнӗ приказӗ нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Поликлиникӑсенче епле пӳлӗмсем пуласси вӗсен ҫумне миҫе ҫынна ҫирӗплетнипе ҫыхӑнӗ. Шанчӑк пӳлӗмӗсем, ҫутӑ пайӑркин диагностикин, туртма пӑрахтармалли, стоматолог пӳлӗмӗсем пулмасан юрать. Медучрежденисен штатӗнчен психолог штатне кӑларӗҫ. Ультрасасӑ диагностикин, эндоскоп диагностикин, рентгенодиагностика, прививка пӳлӗмӗсем вара пулмаллах. 30 пин таран ҫын ҫирӗплетнӗ поликлиникӑсенче медицина профилактикин, функци диагностикин, УЗИ, рентген, флюорографи, маммографи пӳлӗмӗсем, клиникӑпа биологи тата биохими лабораторийӗсем пулмалла. Врачсенчен — кардиолог, уролог, ЛОР, офтальмолог, фтизиатр, эндокринолог, хирург, невролог, травматолог, ортопед тата инфекционист. 50 пин ҫын тараннисенче онкологпа эндоскоп диагностикин пӳлӗмӗ пулмалла. 50 пин ытла ҫынлисенче ревматолог, гастроэнтеролог, пульмонолог, нефролог, колонопроктолог и гериатр йышӑнмалла. Вӗсенче медицина реабилитацийӗн, паллиативлӑ пулӑшу тата МРТ пӳлӗмӗсене пӑхса хӑвармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vladtime.ru сайтри сӑн Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирхине васкавлӑ медпулӑшӑва арҫын шӑнкӑравланӑ та сывлама йывӑр пулнине пӗлтернӗ. Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем тахикарди пулнине палӑртнӑ, эмелсемпе сиплеме тытӑннӑ. Анчах ку пулӑшман. Арҫын тӑнне ҫухатнӑ, чӗри тапма чарӑннӑ. Тухтӑр ҫухалса кайман – кӑкӑрӗ тӗлӗнчен виҫӗ хутчен ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн пациент тӑна кӗнӗ. Шурӑ халатлисем 60 ҫулти арҫынна леш тӗнчерен тавӑрнӑ. Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ медпулӑшӑвӑн республикӑри центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн чӗрине ӗҫлеттерсе ярсан ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Республикӑри онкологи диспансерӗнче пӗчӗк ачан пӳрине радиоизотоп меслечӗпе тӗрӗсленӗ. Пирӗн тӑрӑхра ун пекки халиччен пулман. Тин ҫеҫ ҫуралнӑскере Республикӑри ача-пӑча клиника больницинчен илсе пынӑ. Онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пульницӑри ачасен сывлӑхне урӑхла меслетпе те тӗрӗслеҫҫӗ. Анчах радиоизотоп мелӗпе усӑ курса пӑхман. Ун валли ачасене урӑх кӳршӗллӗ регионсене ӑсатма, унта тӗрӗслеме тивнӗ. Онкологи дисансерӗнче пӗчӗк ачана тӗрӗсленӗ чухне ачапа юнашар анестезиологсем пулнӑ. Республикӑн онкологи диспансерӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, радиоизотоп тӗпчевӗ пысӑк тухӑҫлӑ шутланать. Унран та ытларах — пӳре ӗҫ-хӗлне тӗп-тӗрӗс хаклама май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре иртнӗ эрнере шӑнса пӑсӑлнӑ 12 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен чылайӑшне иртен-ҫӳрен асӑрханипе васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Кун пирки Катастрофа тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ. Маларах асӑннӑ 12 инкекрен саккӑрӑшӗ ҫынсем ӳсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ. Самай хӗрӗнкӗскерсем утнӑ ҫӗртех тӳнсе кайнӑ та урамра темиҫе сехет выртнӑ. Юрать, мӑнтарӑнсем, кипкепе ҫуралнӑ та. Иртнӗ эрнере васкавлӑ пулӑшу машинисем 7 пин хутчен ҫула тухнӑ. Ҫав шутран 600-шӗнче вӗсене ӳсӗр ҫынсем патне чӗнсе илнӗ. Васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен тухтӑрсем эрех сиенӗ пирки аса илтереҫҫӗ. «Симӗс ҫӗлекен» текен хаяр шӗвек шӑнса пӑсӑлсан ӑшӑнма та пулӑшмасть, чир-чӗре те сиплемест. Сиенӗ вара, чӑн та, аванах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() rodino-info.ru сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви журналистсемпе тӗл пулнӑ, тухтӑрсем патне онлайн-мелпе мӗнле ҫырӑнма май пуррине сӳтсе явнӑ. Унччен пульница сайтне кӗрсе кирлӗ тухтӑр патне ҫырӑнма май пурччӗ. Малашне ун пек пулмӗ. Малашне, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, тухтӑр патне Патшалӑх услугисен порталӗ урлӑ ҫеҫ ҫырӑнма пулӗ, электронлӑ ҫырава пӗтерӗҫ. Унчченхи пек регистратурӑна пырса е шӑнкӑравласа та тухтӑр патне лекме пулӗ, ку йӑлана сыхласа хӑварӗҫ. Ҫакна та палӑртмалла: хальлӗхе тӳлевлӗ тухтӑрсем патне электронлӑ ҫырав урлӑ лекме пулать-ха, электронлӑ регистратурӑна кӗмелле ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Александр Андреев депутат тунӑ сӑн Тӗнчипех коронавирус пирки калаҫаҫҫӗ. Китайра ку чирпе чирлекенсен йышӗ кашни кун ӳссе пырать. Шел те, вилекенсен йышӗ те нумайланать. Коронавируспа чирлисем хӑш-пӗр ҫӗршывра та пур. Раҫҫейре 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Чир сарӑлнӑ май мерӑсем пирки те самай калаҫаҫҫӗ. Чӑваш Енре коронавируспа кӗрешме (профилактика тӗлӗшпе тата вӑл кунта ҫитсен) укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Республикӑн резерв фондӗнчен ку тӗлӗшпе 50 миллион тенке яхӑн тӑкаклама пултарӗҫ. Аса илтерер: ҫак кунсенче Чӑваш Ене Китайран 9 ҫын килнӗ, вӗсене Кӳкеҫри пульницӑна карантина вырнаҫтарнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе вӗсен чир паллисене тупса палӑртман. Карантин вӑхӑтӗнчи тӑкаксене «Сычуань-Чӑваш Ен» компани саплаштарма хатӗр. Ютран килнӗскерсем ӑшӑра пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫитереҫҫӗ, тухтӑр кунне икӗ хутчен тӗрӗслет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() © REUTERS / Yiming Woo Хальхи вӑхӑтра Китайран килнисене самай тӗрӗслени пирки эпир пӗлтернӗччӗ — сӑмахран, вӗсене Кӳкеҫ пульницине вырнаҫтарнӑ. Палӑртмалла: вӗсем пурте сывах. Ҫавах та ку чиртен 630 ҫын ытла вилнине пула, вӗсене икӗ эрне хушши пульницӑрах тытӗҫ. Короновируспа чи йышлӑ чирлекен патшалӑх — Китай. Унта ҫак чир 31 161 пин ҫынна ернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта вара — Сингапур. Вӗсен сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна 2019-nCoV короновируспа чирленӗ ҫынсен шучӗ 33 ҫитнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ ку вӑхӑта сывалма та ӗлкӗрнӗ. 31 чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхӗ е улшӑнмасть, е лайӑхланса пырать. Йывӑр чирлисем ҫук тесе пӗлтереҫҫӗ. Раҫҫейре икӗ чирлӗ ҫынна тупса палӑртнӑ — пӗрине Тӗмен облаҫӗнче, теприне Байкалхыҫ крайӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене Китайран килсе ҫитнӗ ҫынсене пульницӑна вырттарӗҫ. Вулаканӑмӑрсене тӳрех лӑплантарар: вӗсем коронавируспа чирлишӗн мар. Тӗрӗслемелле вырттараҫҫӗ. Йӗрки ҫавӑн пек. Китай ҫӗршывӗнчен килнӗскерсене Мускаври Шереметьево аэропортӗнче те тӗрӗсленӗ-ха. Унти тухтӑрсем вӗсем чирлине тупса палӑртман. Ҫапах та коронавирус хӑрушшине кура хӑнасене изоляци стационарӗсенче карантинта тытмалла. Кун пек йышӑнӑва ҫӗршывӑн тӗп санитари врачӗн шайӗнче ҫирӗплетнӗ. Пирӗн республикӑна килнисене, пурӗ 11 ҫынна, Шупашкар районӗнчи инфекци уйрӑмне вырттарма йышӑннӑ. Унта пациентсем валли ятарлӑ условисем туса панӑ. Ӗнер 1 ҫынна Шупашкарти васкавлӑ медицина пульницине вырттарнӑ. Карантин вӑхӑчӗ — 14 кун. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре шӑматкунсерен Пӗрлехи диспансеризаци кунӗ ирттерме пуҫлӗҫ. Ҫитесси нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Кӑҫал диспансеризацие ҫак кунсенче тухма пулать: пушӑн 7-мӗшӗ, акан 4-мӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ, ҫӗртмен 6-мӗшӗ, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗ, ҫурлан 1-мӗшӗ, авӑнӑн 5-мӗшӗ, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗ, чӳкӗн 7-мӗшӗ, раштавӑн 5-мӗшӗ. Кунсӑр пуҫне диспансеризацие ӗҫлемелли кунсенче каҫхине тухма пулать. Пульницӑсем мӗнле ӗҫленипе Сывлӑх сыхлавӗн сайтӗнче паллашма май пур. Сӑмах май, халӗ ӗҫлекенсене сывлӑхне тӗрӗслеттерме каймашкӑн пӗр кун канма ирӗк параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫак кунсенче Китайран Чӑваш Ене пилӗк ҫын таврӑннӑ. Вӗсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаҫҫӗ, коронавирус тупса палӑртман. Палӑртмалла: халӗ Китайра ҫак вирус анлӑ сарӑлнӑ, чирлекен нумай, 300 ытла ҫын вилнӗ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, ОРВИ сиптомӗсемпе виҫӗ ача пульницӑра выртать (иккӗшӗ Китайра каннӑ, теприн ашшӗ-амӑшӗ ҫав ҫӗршывра пулнӑ). Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче Китайра каннӑ икӗ ҫын выртать, вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ене тепӗр икӗ ҫын Китайран таврӑннӑ. Вӗсен сывлӑхӗ чиперех, коронавирус ҫуккине палӑртнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри пульницӑсенче грипа тата коронавирус инфекцийӗсене сиплемелли хатӗр-хӗтӗр пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |