Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Васкавлӑ медулӑшу пульницине ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 10 аппарат. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сиплӗҫ. Ку – пӗр пайӗ кӑна-ха. Республикӑна пӗтӗмпе 95 аппарат кӳрсе килмелле. Вӗсене Васкавлӑ мудпулӑшу пульницине кӑна мар, ытти ҫӗре те валеҫӗҫ: Ветерансен госпитальне, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницине, Хулари 3-мӗш клиника пульницин акушер стационарне, Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне. Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус сарӑласси чакнине палӑртнӑ. Чирлисене нумаййӑн тупса палӑртни тест ытларах тунипе ҫыхӑннӑ. Халӗ чирлисенчен 10-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Советская Чувашия" тунӑ сӑн Ӗнер республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1 пин ҫывхарма пуҫланӑччӗ. Паян вара ку кӑтартуран та иртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре пурӑнакан 1018 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Ӗнертенпе ку йыша 68 ҫын хутшӑннӑ. Кун пекки хальччен пулман. Унччен пӗр талӑкра чи нумай чирленӗ тӗслӗх 64 ҫын пулнӑ. Республикӑри 175 ҫын ку чиртен сывалнӑ. Юлашки талӑкра пульницӑран сывалса тухнӑ ҫынсем пулман. Вилнисен йышӑ унчченхи пекех – 8 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Канашра тухтӑрсен бригади вахтӑпа 8 кун ӗҫленӗ. Халӗ вӗсен пӗрремӗш смени вӗҫленнӗ. Канашра вахта мелӗпе тухтӑрсен хушма бригади ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Сменӑра вӗсем 12-шер сехет ӗҫленӗ. Ҫапла режимпа 4 медик тата 2 водитель 8 кун тӑрӑшнӑ. Ятарлӑ бригада Канаш ҫыннисем патне ҫеҫ мар, Канаш, Вӑрмар тата Тӑвай районӗсене ҫӳренӗ. 8 кунта бригада кӑшӑлвируслӑ е ҫав амакпа чирлӗ пуль тесе шухӑшлакан пациентсем патне 37 хутчен ҫитнӗ. Чирлӗ ҫынна пульницӑна илсе каймалла пулсан ҫул ҫинче пӗтӗмпе 5 сехет таран иртнӗ. Кунта ҫын патне киле кайни, бригадӑна тата машинӑна дезинфекцилени, компьютер томографийӗ тӑвассине кӗтни кӗрет. «Ӗҫре 8 кун пулма ансат мар паллах. Пирӗн ӗҫ ахаль те ҫӑмӑл мар та, эпир хӑнӑхнӑ», – теҫҫӗ фельдшерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mcrb-bessonovka.penz.muzkult.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 58 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа республикӑра чирекенсен йышӗ 1 пин ҫывхарса пырать: 950 ҫыннӑн инфекци пур. Вилнисен йышӗ ҫаплипех: 8 ҫын. 175 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Вӗсенчен 40-шӗ килте сипленнӗ. Раҫҫейре вара пӗр талӑкра 11232 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Кунашкалли ку таранччен пулман-ха. Пӗтӗмпе пирӗн ҫӗршывра 177160 ҫын чирленӗ, 32809 ҫын сывалнӑ. Вилнисен йышӗ – 1625. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheltv.ru сайтран илнӗ сӑн Кӑшӑлвируса пула карантинра ларакан ҫынсем е пур. Вӗсем урӑх регионтан килнӗ е чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ. Анчах пурте йӗркене пӑхӑнмаҫҫӗ-мӗн. 47 ҫын килте лармалли режима пӑснӑ. Вӗсене геолокаци пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫынсем хӑйсем чире ҫӑмӑллӑн ирттерме, анчах аслӑрах ӳсӗмрисене, хавшак иммунитетлисене чирлеттерсе яма пултараҫҫӗ. Унашкаллисем вара вӑйлах аптӑраҫҫӗ. Сӑмах май, ку таранччен карантина пӑснӑ 300 ытла ҫынна тупса палӑртнӑ. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене 15-40 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсен 80 проценчӗ чире симптомсемсӗр ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 731 ҫын кӑшӑлвируспа чирлине палӑртнӑ. Пӗр талӑкра 55 ҫын инфекциленнӗ. Ку республикӑшӑн – рекорд. Ку таранччен 134 ҫын сывалнӑ, вӗсенчен 28-шӗ килте сипленнӗ. Вилнисен йышӗ унчченхи пекех: 8 ҫын. Халӗ тепӗр 64 ҫыннӑн анализне кӗтеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне 1393 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе 4780 ҫынна тухтӑрсем пӑхса тӑнӑ. Сӑмах май, паян Раҫҫейре 10 пин ытла ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Кун пекки унччен пулман, ку – рекорд Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче кӑшӑлвирус ернӗ, пӳре чирӗпе аптӑракан ҫынна операци тунӑ. Пациента вӗсен кӑткӑс тата вӑрах вӑхӑта пыракан операци тума тивнӗ. Операцие асӑннӑ учрежденире ӗҫлекен Михаил Доброхотов тухтӑр пурнӑҫланӑ. Кӑткӑс сиплев 20 сехет ытла тӑсӑлнӑ. Чирлӗ ҫынна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем кирлӗ пулӑшу парса тӑнӑ. Специалистсем операцие хӳтлӗх костюмӗпе, кӑшӑлвирус ересрен асӑрханмалли мӗнпур инструкцие пӑхӑнса пурнӑҫланӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче. Халӗ пациент кӑшӑлвирус чирӗнчен малалла сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() zen.yandex.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре хальлӗхе кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пымасть-ха. Пачах тепӗр май – паян инфекциленнисен хисепӗ татах ӳснӗ: 627 ҫынна ҫитнӗ. Талӑкра тепӗр 41 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ. 627 ҫынран 117-шӗ сывалнӑ. Эппин, паянхи кун 502 ҫын сипленет. Вилнисен хисепӗ ҫаплипех юлнӑ: 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раҫҫейре паян, Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, 7933 ҫын чирленӗ. Инфекциленнисен йышӗ 114431 ҫынна ҫитнӗ. 1169 ҫын вилнӗ, 13220 ҫын сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mk.tula.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне Чӑваш Республикинче кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 586 ҫынна ҫитнӗ. Талӑкра тепӗр 47 ҫын инфекциленни палӑрнӑ. Ку таранччен 97 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ, вӗсене пульницӑран киле янӑ. Ӗнертенпе сыввисен йышӗ 27 ҫын хушӑннӑ. Вилнисен йышӗ унчченхи пекех: 8 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Раҫҫейре талӑкра 7099 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне 11619 ҫын сывалнӑ, 1073 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен ҫӗршывра 106498 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сӑмах май, ку кӑтартупа эпир Китайран иртсе кайнӑ – унта 87 пин ытла ҫын инфекциленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() multilisting.su сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Ен ҫыннисене дачӑна муниципалитетсем хушшинчи автобуссемпе кайма ирӗк панӑ. Анчах салона лӑк туллм тултарма юрамӗ. Ҫур автобус ҫеҫ . Ҫакӑ —ҫынсем ҫывӑх ларасран тунӑ йышӑну. Мӗнпур пассажирӑн, ҫавӑн пекех водительсен маска тӑхӑнмалла. Автобуссене вӑхӑтра дезинфекцилемелле, водительсен аллинче ятарлӑ электрон ирӗк пулмалла. Билет туянма пассажирсен кассӑна каймасан та. Шупашкарта автовокзал сайтӗнче билета онлайн туянма май пур. Республика ертӳҫисем дачӑна каякансене уйрӑм ҫын машинипе усӑ курма сӗнеҫҫӗ. Кун пек тусан ют ҫынсемпе хутшӑнмӑн, чирлес хӑрушлӑх пулмӗ. Апла пулин те санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнса маска тӑхӑнмалла. Транспорта мӗнпур муниципалитерах тӗрӗслӗҫ. Полици ӗҫченӗсем те, ятарласа йӗркеленӗ 20 ытла мобильлӗ бригада та. Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте 12 пост ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |