Сывлӑх
![]() polis812.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре паян 76 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫапла майпа йыш тата хушӑннӑ – инфекциленнисен йышӗ 1863 ҫынна ҫитнӗ. Шел те, юлашки талӑкра чиртен сывалнисем ҫук. Ку таранччен пӗтӗмпе 559 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Вилнисем унчченхи пекех саккӑрӑн. ЧР Элтеперен тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев чирлисен йышӗ нумайланнине акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: халӗ вируса ытларах чухне малтанхи тапхӑрта тупса палӑртаҫҫӗ. Раҫҫейре пӗр талӑкра 9263 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() itpro.co.uk сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвируспа чирленисен йышӗ татах нумайланнӑ. Инфекциленнисен йышӗ 1787 ҫынна ҫитнӗ. Пӗр талӑкра 87 ҫыннӑн анализӗ кӑшӑлвирус пуррине кӑтартнӑ. Вилнисен йышӗ ҫаплипех юлнӑ: 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, специалистсем лару-тӑру йӗркеленме пуҫланине палӑртаҫҫӗ. Унччен пӗр талӑкра 11 пин ҫын чирленӗ тӗк халӗ ку кӑтарту 9-10 пинпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫул ҫинчи инкексенче ҫак кунсенче виҫӗ ача аманнӑ. Красноармейски районӗнчи Карай ялӗнче ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче мотоблокпа пыракан арҫын пӑрӑх ҫине пырса кӗнӗ. Каярах мотоблок хуҫин 13-ри хӗрне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ахальлӗн ку инкек ҫиеле тухмасан та пултаратчӗ. Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм «Фольсваген-Пассат» машинӑпа кювета чӑмнӑ. Автомобильте хӗрарӑмӑн 9 ҫулти хӗрӗ пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна ӑсатнӑ. Шупашкарта 6 ҫулти ача ура хуҫнӑ. Вӑл пӗр картишӗнчи машинӑсен хушшинчен чупса тухнӑ. Вӑл «Лада-Калина» машина айне пулнӑ. Руль умӗнче 61 ҫулти водитель пулнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш ЕН Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑракан лабораторисенче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвирус анализне 20 пин те 4 хутчен тунӑ. Талӑкра 524 анализ ирттернӗ. Шупашкарти венерологи диспансерӗнчи лабораторире 428 анализ пурнӑҫланӑ, Республикӑн клиника пульницинче — 96. Пӗтӗмпе 17 пин те 855 ҫынна тӗрӗсленӗ. Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ирпе 687 ҫынна тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службӑн республикӑри управленийӗнче те кӑшӑлвируса тӗрӗслекен лаборатори ӗҫлесе кайнӑ. Унта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнч ир тӗлне 93 ҫыннӑн анализне илнӗ. Федерацин Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрнче 52 ҫынӑнне 59 анализ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() polis812.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пӗр талӑкра тӳрех кун чухлӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнине палӑртманччӗ-ха. Паянхи кун тӗлне тепӗр 97 ҫын инфекциленнине пӗлтернӗ. Ҫапла майпа республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1700-е ҫитнӗ. Вилнисен йышӗ пысӑкланман: 8 ҫыннах юлнӑ. 517 ҫын сывалнӑ. Халӗ 1175 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. 268 ҫын килте сипленет, стационарта 956 ҫын выртать. Вӗсенчен 29-шӗ – 18 ҫул тултарман ачасем. Палӑртмалла: Раҫҫейре паян 9709 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() kudrovolife.ru сайтри сӑн Хисеп кашни кун ӳсет. Ҫапла, сӑмах каллех кӑшӑлвирус пирки. Юлашки талӑкра Чӑваш Енре ҫак вируспа чирлисен йышӗ каллех пысӑкланнӑ. Хальхинче 81 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ. Ҫапла майпа ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1603 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вилнисен хисепӗ ҫавӑн пекех: 8 ҫын ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 457 ҫын ҫӗнӗ инфекцирен сывалнӑ. Ӗнертенпе ку йыша 52 ҫын лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян Чӑваш Енре пӗр талӑкра тата нумай ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ – 83 ҫын! Ку – ҫӗнӗ рекорд. Ҫапах лайӑх хыпар та пур. Иртнӗ талӑкра 61 ҫын инфекцирен сывалса пульницӑран тухнӑ. Ҫапла сывалнисен йышӗ 405 ҫынна ҫитнӗ. Вилнисен йышӗ хушӑнман: ҫаплипех 8 ҫын. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1522 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Раҫҫейре темиҫе кун каялла талӑкра 11 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ пулсан халӗ кӑштах чакнӑ теме те юрать. Паянхи хисеп – 10598. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене виҫӗмкун экран евӗр хӳтлӗх хатӗрӗсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки «Фармаци» патшалӑхӑн хысна предприятийӗ хыпарлани тӑрӑх республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви паян пӗлтернӗ. Пластик хӳтлӗх хатӗрсене «Фармаци» предприятин аптека базине кӳрсе килнӗ. Пурӗ 700 экран. Вӗсене Чулхулари уйрӑм ҫын предприятийӗсенчен пӗринче туса кӑлараҫҫӗ. Хӳтлӗх хатӗрӗсене «Фармаци» предприяти республикӑн медицина организацийӗсене валеҫӗ. Пластик хӳтлӗх хатӗрӗсене тухтӑрсене чирлӗ ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑннӑ чух тӑхӑнма парӗҫ. Экрансене антиспектикпа тасатма пулать. Ҫӑмӑл. Вӗсене темиҫе хут та тӑхӑнма май килӗ. Сӑмах май, пирӗн республикӑра та ун пек хатӗрсем туса кӑларма пуҫланине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Китайри Ухань хулинче кӑшӑлвируса хирӗҫле йышӑннӑ мерӑсене ҫемҫетнӗ хыҫҫӑн кӑшӑлвирус чирӗ ҫӗнӗрен алхасма тытӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, унта COVID-19 вирусӗпе чирлӗ ҫӗнӗ тӗслӗхсене шута илнӗ. Китай ертӳҫисем Цзилинь хулинче пурӑнакансене килте ларма хушнӑ. Вӑл Китайӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнчи Цзилинь (ҫапла провинципе хула ячӗ пӗр пек) провинцийӗнчи чи пысӑк хуласенчен пӗри иккен. Асӑннӑ хулана халӗ транспорт ҫӳретме чарнӑ. Официаллӑ версие ӗненсен, вирус кӳршӗллӗ Шулань хулинчен пырса лекме пултарнӑ. Цзилинь провинцийӗ Ҫурҫӗр Корейӑпа юнашаррине те палӑртаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вирус Китая асӑннӑ ҫӗршывран лекме пултарнӑ текен сӑмах та ҫӳрет-мӗн. Ҫӗнӗрен чирленисем Шулань хулинчи пӗр ҫынпа хутшӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн 22 ҫын вирус ҫаклатнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вырӑнти пуҫлӑхсем ҫынсене унчченхи режим патне тавӑрма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() media.healthkurs.ru сайтри сӑн Паян Чӑваш Енре тепӗр 79 ҫын кӑшӑлвируспа чирлени палӑрнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра 1439 ҫын инфекциленнӗ. Юлашки кунра 10 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе чире парӑнтарнисен йышӗ 344 ҫынна ҫитнӗ. Вилнисен йышӗ унчченхи пекех: 8 ҫын. Раҫҫейре юлашки талӑкра 9974 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ. Кӳршӗ регионта, Чулхула облаҫӗнче, паян инфекциленнисен йышӗ самай ӳснӗ: 238 ҫын хушӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |