Сывлӑх
![]() baikal24.ru сайтри сӑн Хальлӗхе Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пымасть. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне республикӑра тепӗр 87 ҫын инфекциленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах 30 ҫын сывалнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗн 2885 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 1242-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 14 ҫын каварлӑ инфекцие парӑнтараймасӑр вилнӗ. Юлашки талӑкра Раҫҫейре те ытти кунхинчен ытларах кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗр талӑкра 9268 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 911.москва сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ татах хушӑннӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 83 ҫын вируспа инфекциленнӗ. Ҫапла майпа республикӑра ку таранччен 2709 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вилекенсен йышӗ ӗнер ӳсмен – унчченхи пекех 12 ҫын. Улатӑрта чирлекенсем те тӑрук нумайланнӑ. Унта 33 тухтӑр кӑшалвируспа инфекциленнӗ. Раҫҫейре лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма пуҫланӑ. Пӗр талӑкра 8572 ҫын чирленӗ. Ку таранччен 387623 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 4374-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Владимир Степанов министр Мускава пысӑк шалу шыраса тухса кайнӑ тухтӑрсем Чӑваш Ене таврӑннӑ. Юлашки ҫулсенче медицина сестрисем те йышлӑн кайрӗҫ. Кайнисенчен чылайӑшӗ паян та ҫӗршывӑн тӗп хулинче тӗпленсе пурӑнать. Ҫапах та тӑван тӑрӑха таврӑнакансем пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура каланӑ. Стратегиле аталанӑвӑн тата проект ӗҫӗпе тимлекен канаш лаврӑвӗнче медицина отраслӗнчи кадрсен ыйтӑвне те хускатнӑ. Владимир Степанов ӗнентернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗ хыҫҫӑн Мускавран 13 онкологпа 2 кардиолог таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тӑрӑхри ҫулланнӑ тухтӑрсем кӑшӑлвирус ересрен шкиленнипе е отпуска кайнӑ, е лару-тӑру лайӑхланиччен килте ларма кӑмӑл тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Улатӑр районӗнче пурӗ 59 ҫын, ҫав шутра 33 тухтӑр, кӑшӑлвируспа чирленӗ. Апла пулин те хальлӗхе унта Етӗрне районӗнчи пек ҫирӗп мерӑсем йышӑнмӗҫ, вируспа кӗрешес ӗҫе вӑйлатнипех ҫырлахӗҫ. Аса илтерер: асӑннӑ районти 44 ҫулти медсестра (унӑн кӑшӑлвирус диагнозне тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ) пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ. Ӳпки икӗ енчен шыҫнӑскере малтан вырӑнта сиплеме пӑхнӑ, каяран Шупашкара илсе килме тӑрсан хӗрарӑм ҫул ҫинче вилсе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хӗрарӑмӑн ытти чир пулнӑ: гипертони, чӗре чирӗ, сахӑр диабечӗ. Ҫитменнине, вӑл самӑр пулнӑ. Ӗнер Улатӑр районӗнӗнче кӑшӑлвируспа ӗҫлекен оперштабӑн ӗҫ ушкӑнӗ (йышра Алла Салаева вице-премьер, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пулнӑ) лару ирттернӗ. Улатӑрти ача ҫуратмалли уйрӑмра ковид центрӗ туса хунине те хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() megapolisonline.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче чылай МИХ каллех Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева аса илчӗ. Ӗнер федераци шайӗнчи кӑларӑмсем Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗ тӗлӗшпе РФ Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитнӗ текен хыпар сарӑлчӗ. Чӑн та, ун пек тавӑҫ илнине суд сайтӗнче хыпарланине хамӑр куҫпах асӑрхарӑмӑр. Михаил Игнатьев ҫӗршыв ӗртӳҫи ӑна вӑхӑт вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларса тӗрӗс мар тунӑ тесе шухӑшлать-мӗн. Владимир Путинӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков паян журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тавӑҫ пуррине Кремль МИХсем хыпарланинчен пӗлнине ӗнентернӗ. Паянах тепӗр хыпар та сарӑлнӑ. Михаил Игнатьева ӳпке икӗ енӗпе шыҫнипе Питӗрти пульницӑсенчен пӗрне вырттарнӑ. Михаил Васильевич хӑйне йывӑр туять тесе хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енри виҫӗ ҫын тӗрлӗ сӑлтава пула шар курнӑ. Ҫулталӑкри ача, сӑмахран, тутине пӗҫертсе янӑ, 56-ри арҫын ури урлӑ трактор каҫса кайнӑ, 70-ти арҫынна йытӑ тулланӑ. Пурне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Куславккара пурӑнакан ҫулталӑкри ача 5 процентлӑ йод тытнӑ. Амӑшӗ ӑна туртса илес тенӗ чух тӑкӑнса кайнӑ. Хӗрарӑм шывпа ҫуса тасатнӑ-ха, ҫапах ачан тути пиҫсе кайнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр предприятири мехпаркра трактор арҫын ури урлӑ каҫса кайнӑ. Ӑнсӑртран. Аманнӑ арҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ. Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ватӑ арҫынна йытӑ тулланӑ. Суранӗсем самай тарӑн пулнӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗсӗр май килмен — шар курнӑскере сиплеме пульницӑна васкавлӑн илсе кайма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Усӑ курнӑ маскӑсем тата шыв Етӗрне районне кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ мерӑсене ҫирӗплетесси патне илсе ҫитернӗ. Паян асӑннӑ тӑрӑхра республикӑри ятарлӑ ушкӑн кайнӑ. Вӗсен район центрӗнче лару ирттернӗ, хула тӑрӑх рейдпа ҫӳренӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева унта пулнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑшне журналистсене пӗлтернӗ. Вӑл паян хулари виҫӗ суту-илӳ точкине тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Пур ҫӗрте те маска режимне пӑснине тупса палӑртнӑ. Сутуҫӑсенчен пӗрин ҫеҫ пӗртен мар маска пулнӑ, вӑл та таса мар. Тепӗр лавккара дезинфекци хатӗрӗ вырӑнне шыв лартса хунӑ. Етӗрне районӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 170 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Вӗсем 429 ҫынпа, ҫав шутра 132 ачапа, хутшӑнни паллӑ. Алла Салаева Етӗрнере кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ мерӑсене ҫирӗплетессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн 41-мӗш сессийӗ иртнӗ. Унта Альбина Егорова спикер республикӑн парламенчӗн мӗн пур фракцийӗ кӑшӑлвирус саманинче сахал тупӑшлисене пулӑшнине ӗнентернӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Сергей Мясников Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Альбина Егорова депутатсенчен пӗрин COVID-19 анализӗ ҫирӗпленнине каланӑ. Анчах кам иккенне асӑнман. Ҫавна ӑнланма пулать ӗнтӗ. Чир-чӗр, диагноз пирки камӑн тӗнче илтмелле шавлас килӗ? Депутатсемпе тӳре-шара урӑхларах шайри ҫынсем те, вӗсен тупӑшне те пӗлтермелле, сывлӑхӗпе те кӑсӑкланакансем тупӑнаҫҫӗ. «Правда ПФО» Олег Дельман чирленине уҫӑмлатнӑ. Асӑннӑ МИХ журналисчӗ унпа ҫыхӑнсан депутат тунман, карантинта ларнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Улатӑрти ача ҫуратмалли уйрӑма хупма йышӑннӑ. Анчах вӑхӑтлӑха. Кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗ лайӑхлансанах ӑна каллех уҫӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче. Ача ҫуратмалли уйрӑмра ковид центрӗ пулӗ. Улатӑрти пульницӑн ача ҫуратмалли уйрӑмӗнче эрнесерен 3-4 хӗрарӑм ҫеҫ ҫӑмӑлланать иккен. Ҫав вӑхӑтрах кӑшӑлвиурспа чирлекенсем йышлӑ. Хӗрарӑмсен консультацине хупмӗҫ. Йывӑр хӗрарӑмсене вӑл унчченхиллех йышӑнӗ. Ача кӗтекенсене васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан хирурги уйрӑмӗнче йышӑнӗҫ. Унта вӗсем валли икӗ койка-вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Гинекологи чирӗпе аптӑракансене валли те унтах йышӑнӗҫ. Вӗсем валли 4 койка-вырӑн пур. Ача ҫуратакансене Ҫӗмӗрлене пульницӑн транспорчӗпе илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР промышленноҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Лекарев кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Халӗ вӑл больничнӑй илнӗ-мӗн. Ҫакна портала ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-служби ҫирӗплетнӗ. Ведомствӑра тӑрӑшакансем 2-3 кун каялла анализ панӑ. Пӗтӗмлетӗве паллӑ: вӗсен кӑшӑлвирус ҫук. Сӑмах май, Чӑваш Енри граждан хӳтӗлевӗпе инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗн Вениамин Петровӑн та кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑччӗ. Вӑл килте сипленнӗ. Иртнӗ эрнере ӗҫ вырӑнне таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |